Тӑватӑ кушак ҫурине йышӑнма килӗшменшӗн кушаккафе (выр. котокафе) ӗҫченӗсене, лешсем полицие чӗннӗ хыҫҫӑн, ӳсӗр Чулхула ҫынни хӗнесе пӗтернӗ. Пӑтӑрмах ҫинчен организацире NN.ru корреспондентне каласа панӑ.
Хирӗҫӳ саманчӗ камерӑпа ӳкерӗннӗ. Кафере ӗҫлекенсем каланӑ тӑрӑх, арҫынпа хӗрарӑм «Мурррчим»-а тӑватӑ пысӑк кушак ҫури илсе килнӗ те пӑрахса хӑварнӑ. Чи малтан арҫынпа пынӑ хӗрарӑм вырӑнти лару-тӑрӑва тишкернӗ, кафере кам та пулин пуррипе ҫуккине тӗрӗсленӗ. Ун хыҫҫӑн ҫапӑҫакан арҫын хӑй те пынӑ. Вӑл шӑнкӑравланӑ, пӳлӗмре ҫынсем пуррине ӑнланнӑ хыҫҫӑн кушак ҫурисене хӑварнӑ та кайнӑ. Ун хыҫҫӑн ҫак мӑшӑр «Мурррчим» ӗҫченӗсем чӗрчунсене илсе кайнипе илсе кайманнине пӗр вӑхӑт хушши сӑнаса тӑнӑ. Кушак ҫурисене никам та тухса илменнине курсан арҫын вӗсене шала хӑй кӗртсе ярасшӑн пулнӑ. Алӑкӗ уҫӑ тӑнӑ.
Кафе ӗҫченӗсем ӳсӗре пула полицие чӗнтернӗ, ҫав вӑхӑтрах ӑна шалта ахаль те чӗрчунсем нумаййи пирки, ҫавна пула тепӗр тӑватӑ кушака йышӑнма пултарайманни ҫинчен ӑнлантарма хӑтланнӑ. Йӗрке хуралҫисем килессине ӑнланса илнӗ хыҫҫӑн Чулхула ҫынни аллисене ирӗке яма тытӑннӑ.
Чулхула облаҫӗнчи арҫын Етӗрне районӗнче пурӑнакан 10-мӗш класс хӗрачине улталанӑ.
Пике тӗнче тетелӗнче вутӑ туянас кӑмӑллине пӗлтерсе пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ. Кӗҫех «сутакан» та тупӑннӑ. Татса-ҫурмалла мар. Йӑлтах хатӗр. Пӗр автомашина вутӑшӑн 7 пин тенкӗ тӳлемелле. «Сутуҫӑ» хӗре укҫана куҫарса пама ӳкӗте кӗртнӗ. Укҫана илнӗ хыҫҫӑн вӑл ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ.
Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисем ултавҫӑна тупса палӑртнӑ. Вӑл Чулхула облаҫӗнчи 31 ҫулти арҫын пулнӑ. Унччен судпа айӑпланнӑскер тӑван тӑрӑхӗнче ҫынсене вутӑ сутатӑп тесе 13 хутчен улталанӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, паян, ирхи 3 сехет ҫурӑра Владимир облаҫӗнче «Мерседес» микроавтобус ҫул хӗрринче ларакан «Скания» ҫине пырса кӗнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель ҫывӑрса кайнӑ.
Автобус номерӗ – Чӑваш Енри. Вӑл Чулхула еннелле кайнӑ. «Лайф» пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире 4 ҫын вилнӗ. Пурте – Чӑваш Ен ҫыннисем. Вӗсем Мускавра вахта мелӗпе ӗҫленӗ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна малалла тӗпчеҫҫӗ.
Ҫӗмӗрле районӗпе хулине Чулхула облаҫӗпе кӗперпе ҫыхӑнтарнӑ. Кунта сӑмах кӳршӗллӗ ҫав регионти Пильна районӗнчи Карачары ялӗ патӗнчи вырӑн пирки пырать. Кӗпере хальлӗхе вӑхӑтлӑха тунӑ-ха.
Ҫӗнӗ хыпара Ҫӗмӗрле хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Валерий Шигашев Фейсбукра пӗлтернӗ.
Асӑннӑ объекта каярах яланлӑх туса лартӗҫ. Ҫав кӗпер Мускава Хусанпа ҫыхӑнтаракан «М-12» автобанӑн пӗр пӗчӗк сыппи пулӗ.
Валерий Шигашев пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗпер тунӑ илемлӗ вырӑнта маларах пулӑҫсем ҫеҫ ларнӑ. Ӳлӗмрен унтан регион тата федераци пӗлтерӗшлӗ ҫул иртӗ. Ҫывӑхри ялсенче пурӑнакансен пурнӑҫӗ тата район экономики епле улшӑнассине, Валерий Шигашев калашле, вӑхӑт кӑна кӑтартса парӗ.
Чулхула облаҫӗнче ҫул ҫинче камера фара ҫутмасӑр ҫӳрекен машинӑсене ӳкерме пуҫланӑ. Паллах, куншӑн хуҫине штраф килет.
Камера Чулхулари Комитерн урамӗнче вырнаҫнӑ. Вӑл утӑ уйӑхӗнченпе фара ҫутмасӑр ҫӳренӗ 7,3 пин машинӑна ӳкернӗ. Куншӑн 500 тенкӗ штраф тӳлеттереҫҫӗ.
Йӗркене пӑснӑ ҫак тӗслӗхсене ӳкерме камерӑна нейросетьсем пулӑшаҫҫӗ. Камерӑна кӑларнӑ предприятире пӗлтернӗ тӑрӑх, унашкаллипе кирек хӑш регионта та усӑ курма пулать – вырӑнти ҪҪХПИ йышӑнӑвӗ ҫеҫ кирлӗ.
Ҫапах водительсем тӗнче тетелӗнче кӑмӑлсӑрланнине палӑртнӑ. Вӗсен двигательпе ҫуталакан фарӑсем ӗҫленӗ, штраф вара килнӗ. Хальлӗхе пӑрахӑҫланӑ 48 тӗслӗх пирки пӗлтернӗ.
Чулхула облаҫӗнче пуҫ ҫапакан кӑпшанкӑ (выр. богомол) ӗрчеме пуҫланӑ. Кун пирки NN.ru портал пӗлтерет. Асхат Каюмов эколог пӗлтернӗ тӑрӑх ку ҫанталӑк ӑшӑнса пынипе ҫыхӑннӑ. Пуҫ ҫапакан кӑпшанкӑсем Раҫҫейре унччен кӑнтӑр тӑрӑхсенче ҫеҫ тӗл пулнӑ.
Асхат Каюмов каласа панӑ тӑрӑх пуҫ ҫапакан кӑпшанкӑсене Чулхула облаҫӗнче вунӑ ҫул каялла асӑрхама пуҫланӑ. Малтанах ку тӗлӗнмелле пулнӑ, халь вара вӗсене ҫак тӑрӑхра та тӗл пулнине хӑнӑхса ҫитнӗ ӗнтӗ. Ку кӑпшанкӑ ҫынсемшӗн сиенлӗ мар, чир-чӗр таврашне сармасть.
Кӳршӗ тӑрӑхри халӑх кӑпшанка ӳкерсе ыттисене кӑтартать. Вӗсене Чулхулари Сурӑмпа Щербинка микрорайонсенче, Ленин районӗнче асӑрханӑ. Ҫавӑн пекех кӑпшанка Дзержинскра, Городецра, Борта тата Чулхула облаҫӗн Вознесенски районӗнче курнӑ.
Чулхулари экзотариумра каласа панӑ тӑрӑх ку тӑрӑхри ҫанталӑк вӗсемшӗн ҫавах сивӗрех, ҫавна май хӗлле вӗсем ҫуртсен путвалне пытанаҫҫӗ, унта ҫӑмарта хураҫҫӗ. Вӑрмансенче вӗсем ҫук имӗш. Сӑмах май, пуҫ ҫапакан кӑпшанкӑ ҫӑткӑннисен йышне кӗрет, вӑл ытти кӑпшанкӑпа тӑранса пурӑнать.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫула кайма пуҫтарӑннӑ ҫынсене улталанӑ тӗслӗх нумайланса кайнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарти йӗрке хуралҫисенчен Курильскри хӗрарӑм пулӑшу ыйтнӑ. 38-ти хӗрарӑм отпускра пулнӑ май Шупашкартан Чулхулана кайса килес тенӗ. Ун валли вӑл ҫынсене турттаракансем валли йӗркеленӗ приложенисенчен пӗринпе усӑ курнӑ. Водитель хӗрарӑма ҫул укҫин пӗр пайне куҫарса пама ыйтнӑ. Хӗрарӑм банк карттин реквизитне ҫырнӑ хыҫҫӑн унӑн банк картти ҫинчен 127 пин тенкӗ ҫухалнӑ. Ун хыҫҫӑн «водитель» ҫыхӑнӑва тек тухман.
Утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 25 ҫулти водитель улталаннӑ. Хусана кайма шухӑшланӑскер ултавҫӑ серепине ҫакланса 62 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
УТӐ | 19 |
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Чӑвашсем тӗрлӗ хулана хӑйсемлерех каланине пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ. Мускав, Чулхула, Хусан, Чӗмпӗр, Питӗр, Самар, Сӑвар... Кусем пурте пӗлекен ятсем. Сайрарах тӗл пулакан хула ячӗсем: Пирӗм — Пермь, Алапӳ — Елабуга, Артатту — Ардатов, Лайӑш — Лаишево...
Хулапала Лайӑш хушшинче
Икӗ йӗкӗт лавкка лараҫҫӗ, —
тенӗ юрӑра.
Тата ытти хула ячӗсене калар: Кӑрмӑш — Курмыш, Хустӑрма (Хостӑрма) — Кострома, Ярӑслав — Ярославль, Аршшав — Варшава, Чархули — Йошкар-Ола, Кейӳ — Киев, Пӳлер — Биляр, Астампул — Стамбул, Чикме — Козьмодемьянск, Мӗрселин — Иерусалим, Аҫтӑрхан — Астрахань... Юрӑ та пур:
Аҫтӑрханта шыв ҫунать,
Манӑн ӑшра чун ҫунать.
Улатимӗр — Владимир хули; ӗлӗкхи вырӑссен Владимирпе Суздаль княжестви пулнӑ. Улатимӗр хапхи витӗр тухмасӑр пурнӑҫ мӗнне пӗлейместӗн, тенӗ чӑвашсем.
Паян Шупашкарта «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ӑнӑҫлӑ ҫемье» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ.
Конкурса кӑҫал 14 ҫемье хутшӑннӑ. Чӑваш Ен чысне Шупашкарта пурӑнакан Львовсем хӳтӗлерӗҫ.
Икӗ куна пынӑ тупӑшӑва Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пӗтӗмлетрӗҫ.
Конкурса пӗтӗмлетиччен РФ Президенчӗн Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи полномочиллӗ представителӗн заместителӗ Олег Машковцев Николайпа Татьяна Тихоновсене тата Эдуардпа Наталия Степановсене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орденсемпе (ӑна пама Раҫҫей шайӗнче йышӑннӑ) чысларӗ. Шупашкарти Васильевсем тата Вӑрнар районӗнчи Немиловсем «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» ордена тивӗҫрӗҫ.
Конкурса хутшӑннӑ ҫемьесенчен тӑваттӑшне 4 номинацире чысларӗҫ. «Манӑн ҫемье – манӑн пуянлӑхӑм» номинацире Пенза облаҫӗнчи Валякинсене палӑртӗҫ, «Ҫемье – йӑла-йӗрке управҫи» — Чулхула тӑрӑхӗнчи Шутливсене, «Ырӑ чӗре» — Самар облаҫӗнчи Филипповсем, «Куракансем килӗштернӗ ҫемье» – Мордва Республикинчи Мещеряковсем.
Пӗрремӗш степеньлӗ диплома Пермь крайӗнчи 22 ачаллӑ Абакшинсем тивӗҫрӗҫ; иккӗмӗш степеньлине – Чӑваш Енри Львовсем, виҫҫӗмӗш степеньлине – Удмурт Республикинчи Корякинсем.
Морис Яклашкин «Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫынни» сумлӑ та хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Ҫакӑн ҫинчен калакан хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев паян алӑ пуснӑ.
Сумлӑ ята Морис Яклашкина, Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин директорӗн ҫумне, музыка ӳнерӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн пама йышӑннӑ.
Морис Яклашкин – хор дирижёрӗ, вӗрентекен, профессор (1999). 1947 ҫулхи авӑнӑн 4-мешӗнче Тӑвай районӗнчи Чутей ялӗнче ҫуралнӑ.
1989 ҫулта Чӑваш АССРӑн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, 1992 ҫулта Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ятсене тивӗҫнӗ. 1997 ҫулта Чӑваш Енӗн патшалӑх премийӗн лауреачӗ пулнӑ.Канашри педагогика училищинче, Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн кӗвӗпе педагогика факультетӗнче, Чулхулари консерваторинче вӗреннӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.