Шупашкартан Мускава 6-7 сехетре ҫитейӗн. «Мускав – Чулхула – Хусан» М-12 ҫула хута ярсан ҫапла пулӗ. Проекта ӗнер Ҫӗмӗрле районӗнче сӳтсе явнӑ чухне Чӑваш Ен транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхн министрӗ Владимир Осипов йӗркелӳ ӗҫӗнче хӑш-пӗр ыйту пуррине палӑртнӑ. Тӗслӗхрен, хӑйӑра ӑҫтан турттарасси паллӑ мар.
Машинӑсем хӑвӑрт ҫӳремели ҫул «Европа – Хӗвеланӑҫ Китай» пӗтӗм тӗнчери транспорт маршручӗн пӗр пайӗ пулӗ. Пирӗн республикӑра ку ҫул 94 километр тӑршшӗ пулӗ, Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Йӗпреҫ, Комсомольски, Канаш, Тӑвай районӗсемпе иртӗ.
Ҫулла машинӑсене ҫав ҫул ҫинче пӗр сехетре 130 километр таран хӑвалама май килӗ, хӗлле — 110 километр.
Строительство ӗҫне кӑҫал пуҫӑнмалла, 2021 ҫулхи ҫулла валли туса пӗтермелле.
Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗнче тинех пуҫлӑха ҫирӗплетнӗ. Ҫемҫе пукан сакӑр уйӑх пушӑ тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра ертӳҫӗ тилхепине вӑхӑтлӑха икӗ ҫынна тыттарса пӑхнӑ. Халӗ тинех ҫӗнӗ ҫынна ҫирӗплетнӗ. Вӑл — 40 ҫулти Валерий Зеленин. Хушӑва ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ.
Валерий Зеленин Чулхула облаҫӗнчи Урень хулинче ҫуралнӑ. 2003 ҫулта Чулхулари коммерци институтӗнчен вӗренсе тухса юрист пулса тӑнӑ, 2018 ҫулта – Иваново хулинчи пушарпа ҫӑлав академийӗнчен «Пушар хӑрушсӑрлӑх» специальноҫне алла илнӗ. Квалификацие виҫӗ хут та ӳстернӗ вӑл.
2003-2008 ҫулсенче Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чулхулари Тӗп управленийӗнче, 2008-2016 ҫулсенче МЧСӑн Атӑлҫи регионӗнчи центрӗнче тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ. 2016-2019 ҫулсенче Чулхула облаҫӗнче Инкеклӗ ӗҫсен министерствин пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ, 2019 -2020 ҫулсенче – МЧСӑн Севастопольти пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн солисчӗ, Коми Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Михаил Журков «GoodWin Art» (чӑв. Ҫӗнтерӳ ӳнерӗ) III пӗтӗм тӗнчери музыка конкурсӗнче пӗрремӗш премие тивӗҫнӗ.
Конкурса Македонири, Беларуҫ Республикинчи тата хамӑр ҫӗршыври нумай хулари (Мускав, Санкт-Петербург, Челепир, Екатеринбург, Симферополь, Чулхула, Ярославль, Барнаул, Тольятти, Самара, Ҫӗнӗ Уренгой, Сочи, Тула, Кострома, Йошкар-Ола) артистсем хутшӑннӑ.
Вӗсене Гнесинсем ячӗллӗ Раҫҫей музыка академийӗн профессорӗсемпе вокал преподавателӗсем Екатерина Стародубровская, Ксения Шапиро, Владимир Бурлаков хакланӑ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Сӑр юханшывӗ урлӑ ҫул тунӑ. Вӑл Чулхула облаҫӗнчи Пильна районӗнчи Наваты ялӗпе ҫыхӑнтарать.
Ҫул тӑршшӗ — 150 метр. Пӑр ҫийӗн каҫмалли ҫула транспорт тата ҫуран ҫӳрекенсем валли сарнӑ. Транспорт виҫи 3 тоннӑран ытла пулмалла мар. Пассажирсене лартма юрамасть.
Юханшыв урлӑ каҫмалли ҫула ҫуркунне сӳтӗҫ.
Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Федерацин пассажир компанийӗ 11 ҫулхине уявланӑ. Асӑннӑ организаци «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен тулли мар яваплӑ обществин шутланать. Предприяти хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗ ячӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри пассажир кунне ирттерме йышӑннӑ.
Купе вакунӗсенчи ҫӳлти вырӑнсене раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗччен билет туянса ӗлкӗрекенсене ҫур хакпа сутӗҫ. Акципе усӑ курас тесен раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗччен ҫула тухса ӗлкӗрмелле.
Йӳнӗ хакпа билетсене Чулхулапа Питӗр, Хусанпа Мускав, Хусанпа Ижевск, Шупашкарпа Первомайск тата ытти хӑш-пӗр маршрутпа ҫӳрекен пуйӑссем ҫине туянма пулать. Ҫак йӗркесен авторне кун пирки Чулхулари чукун ҫулӑн корпораци коммуникацийӗсен службин ӗҫченӗ Алена Чернышева пӗлтерчӗ.
Акципе «Раҫсейӗн чукун ҫулӗсем» АУОн сайтӗнче тӗплӗнрех паллашма май пур.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн тӗп художникӗ Валентин Федоров кӑ,алхи утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 60 ҫул тултарнине эпир пӗлтернӗччӗ. Юбилее театрта ӗнер паллӑ тунӑ. Унта Петр Чайковскин «Спящая красавица» балетне кӑтартнӑ.
Художник тӗрлӗ жанрлӑ (опера, балет, оперетта, мюзикл, драма спектаклӗ, концерт) ӗҫсене илемлетнӗ. Вӗсене Мускаври, Ҫӗнҫӗпӗрти, Курскри, Екатеринбургри, Чулхулари, Улан-Удэри, Аҫтӑрханти, Кемӗрти, Шупашкарти ҫеҫ мар, Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи сценӑсем ҫинче лартнӑ. Ӳнер ӑстисем каланӑ тӑрӑх, «Спящая красавица» балет художникӑн ҫапах та чи вӑйлӑ ӗҫӗсенчен пӗри шутланать. Унпа Пӗтӗм тӗнчери XX балет фестивальне уҫнӑ.
Юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗччен «Артек» центрта «Пысӑк тӑхтав» конкурсӑн финалӗ иртнӗ. Конкурсра ҫӗнтернӗ 11-мӗш класс ачисене, 300 ҫамрӑка, 1 миллион тенкӗ, 9-10-мӗш классенче вӗренекен 300 ҫӗнтерӳҫе 200 пиншер тенкӗ панӑ.
Сӑмах май каласан, ку проекта Чӑваш Енри 3 пине яхӑн ача хутшӑннӑ. Финала пирӗн тӑрӑхри ҫичӗ ача лекнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ: Комсомольскинчи 2-мӗш шкулти Александра Салмина, Шупашкарти 56-мӗш шкулти Игорь Александров, Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав поселокӗнчи шкулти Иван Иванов – тӗрлӗ номинацире ҫӗнтернӗ.
Чулхулари чӑвашсен автономийӗн ертӳҫин Алина Артемьевӑн хӗрӗ Дарья та финалистсен йышӗнче.
Чӑваш Енре «Мускав – Чулхула – Хусан» маршрутпа хӑвӑрт ҫӳремелли ҫул тӑвас енӗпе ӗҫлекен оперативлӑ штаб ҫирӗплетнӗ.
Асӑннӑ ушкӑн ӗҫне йӗркелесе тӑрассишӗн республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви яваплӑ тесе палӑртнӑ. Оперативлӑ штаба республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи ертсе пырӗ. Унӑн ҫумӗ пулма транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрне шаннӑ. Ӗҫлӗ йыша хамӑр регионти тӗрлӗ министерствӑпа ведомство ертӳҫисене кӗртнӗ. Хӑвӑрт ҫӳремелли ҫул иртекен районсен: Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Ҫӗмӗрле, Тӑвай – администрацийӗн пуҫлӑхӗсем оперштаба кӗнӗ.
Сӗнтрвӑрри хулине туристсене илӗртмелле туса хурасшӑн. Хӑй вӑхӑтӗнче унта Аслӑ Кӗтерне патша пулнӑ. Ӑна хитре ту ҫинче хӑна туса янӑ. Ҫӳллех мар ҫав сӑрта Патша тӑвӗ теҫҫӗ. Патша унта пуличчен ӑна Ҫӳллӗ ту тенӗ.
Ыран, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен, Сӗнтӗрвӑррине еплерех илемлетмелли пирки халӑхпа сӳтсе явӗҫ. Ку пуҫару республика Правительствин.
Геннадий Иванов-Орков ӳнерҫӗ Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Сӗнтӗрвӑрринче «Руҫ ӑстисем» фестиваль иртнӗ май пулнӑ. Унта Мускаври, Питӗрти, Чулхулари, Шупашкарти специалистсем пӗр шухӑшлӑн ҫакна палӑртнӑ: пляжа тасатмалла, йӗркеллӗ туалетсем кирлӗ, канализацие йӗркене кӗртмелле, хӑвӑрт апаталанмалли вырӑнсем уҫмалла, Патша тӑвӗ ҫинчи пӳрте сӳтмелле. Юлашкинчен калани истори ландшафтне пӑсать.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи транспорт прокурорӗпе Дмитрий Коношевпа тӗл пулнӑ.
Олег Николаев Шупашкарти аэропорта реконструкцилес ӗҫе пуҫӑннине пӗлтернӗ. Планпа килӗшӳллӗн строительство ӗҫне ҫитес ҫул вӗҫлеме тӗллев лартнӑ. Хальхи вӑхӑтра проектпа смета документацине экспертиза кӑларассипе тӑрӑшаҫҫӗ.
Палӑртни пурнӑҫлансан аэропортран самолетсем ытларах вӗҫме тытӑнӗҫ.
Шыв ҫийӗн ҫӳремелли транспорт пирки те чарӑнса тӑнӑ. «Валдай-45Р» карап туянсан «Шупашкар – Хусан» тата «Шупашкар – Чулхула» маршрутсем уҫас ӗмӗтлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.