Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.8 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Чекмагуш

Чӑвашлӑх
"Урал сасси" хаҫат пабликӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
"Урал сасси" хаҫат пабликӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Пушкӑртстанри Чекмагуш районӗнчи Чӑваш культура обществине малашне Владимир Соколов ертсе пырать. Ҫӗнӗ ертӳҫӗпе май уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Пушкӑртстанри чӑваш культура обществин канашлӑвӗнче паллаштарнӑ.

Владимир Соколовпа «Урал сасси» хаҫатра тӗплӗн паллаштарнӑ. Акӑ еплерех ҫырса кӑтартнӑ унта: «Вӑл 1965 ҫулта Чекмагуш районӗнчи Макаровка ялӗнче ҫуралнӑ. Ялти пуҫламӑш, Юмашри вӑтам шкулсенче вӗреннӗ, Туймазӑри ятарлӑ професси пӗлӗвӗ паракан училищӗре газоэлектросварщик профессине алла илнӗ. 1983-1985 ҫулсенче Украинӑра ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Демобилизаци хыҫҫӑн ҫулталӑк хушши Кустанай облаҫӗнче автотранспорт предприятийӗнче ӗҫленӗ. Ҫулталӑкран Пушкӑртстана таврӑннӑ, авланнӑ, мӑшӑрӗпе Тюмень облаҫӗнчи Ханты Манси автономи округне пурӑнма куҫнӑ.

Владимир Леонидович яланах общество пурнӑҫне хастар хутшӑннӑ, спортпа туслӑ пулнӑ, «Профессире чи лайӑххи» конкурса хутшӑнса пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Ҫемйипе пӗрле те хӑй ӗҫлекен организаци, хула чысне хӳтӗленӗ. Пилӗк ҫул ытла Нефтеюганск хулинчи «Раздолье» тӗслӗхлӗ казак халӑх ансамбльне ҫӳренӗ. Ертӳҫӗ пултарулӑхӗпе общество ӗҫ-хӗлӗ ытларах «Юханшыв» обществӑлла пӗрлӗх ӗҫӗнче палӑрнӑ.

Малалла...

 

Культура
«Урал сасси» хаҫат пабликӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
«Урал сасси» хаҫат пабликӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Пушкӑртстанри Пишпӳлек ҫӗрӗ ҫинче «Шур ҫӑл» фестиваль-конкурс иртнӗ. Регионсем шайӗнчи пултарулӑх ӑмӑртӑвне ачасемпе ҫамрӑксем валли йӗркеленӗ. Конкурс учредителӗсем – вырӑнти чӑвашсен канашӗ тата район администрацийӗ.

Конкурса малтан ҫулсерен ирттернӗ пулсан, халӗ вӑл икӗ ҫулта пӗрре чӑваш ҫамрӑкӗсене пуҫтарать. Кӑҫал уяв 11-мӗш хут иртнӗ.

Фестиваль малтан видеотур йӗркеленӗ. Унта 41 конкурсант (500 ытла ача) хутшӑннӑ. Вырӑнти «Урал сасси» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, пултаруллӑ та талантлӑ ачасемпе ҫамрӑксем Ҫтерлӗ, Федоровка, Чекмагуш, Пишпӳлек, Мияки, Кармаскалӑ, Пелепей районӗсенчен тата Туймазӑпа Пелепей, Ӗпхӳ хулисенчен килсе ҫитнӗ. Вӗсем пилӗк номинаципе (кӗвӗ инструмечӗсемпе каласси, халӑх юрри, эстрада юрри, фольклор, ташӑ) тата икӗ ӳсӗмре вӑй виҫрӗҫ. Чи пысӑк парнене – Гран-прие (25 пин тенкӗлӗх сертификата) – Кармаскалӑ районӗнчи Йӑмранри модульлӗ клубӑн «Чечек» фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи – ПР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Алина Степанова, аккомпаниаторӗ – Михаил Кудряшов) тивӗҫнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-133204963_38636
 

Культура
«Урал сасси» хаҫатӑн халах тетелӗнчи пабликӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
«Урал сасси» хаҫатӑн халах тетелӗнчи пабликӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ҫак уйӑхра Пушкӑртстанра чӑваш артисчӗсем концертпа пулӗҫ. Йышра — халӑх артисчӗ Вячеслав Христофоров, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем Марта Зайцевапа Михаил Федоров (асли) тата Игорь Иванов.

«Урал сасси» хаҫат гастроль маршручӗпе паллаштарнӑ:

Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗ – Чекмагуш районӗ, Юмашри культура ҫурчӗ;

16-мӗшӗ – Пелепей, тӗп культура керменӗ;

17-мӗшӗ – Ҫтерлӗ, Загородный поселок, районти культура ҫурчӗ;

18-мӗшӗ – Ишимбай районӗ, Йӗкенпуҫӗнчи культура ҫурчӗ;

19-мӗшӗ – Абдуллино (Эрӗнпур облаҫӗ), «Юбилейный» культура керменӗ;

20-мӗшӗ – Пишпӳлек районӗ, Пӑслӑкри культура ҫурчӗ;

21-мӗшӗ – Октябрьски, Наци культурисен центрӗ.

 

Культура
ursassi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
ursassi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пушкӑрт патшалӑх университечӗн тутар тата чӑваш филологи кафедри Тӗнчери халӑхсен тӑван чӗлхе кунне халалласа «Янӑравлӑ чӗрӗ сӑмах» илемлӗ вулав конкурсне ирттернӗ.

Пушкӑртстанри «Урал сасси» хаҫатӑн сайтӗнче аслӑ шкулӑн Ҫтерлӗри филиалӗнче ӗҫлекен доцент, филологи ӑслӑлӑхӗн кандидачӗ Лариса Коротаева ҫак эрнере пӗлтернӗ тӑрӑх, ZOOM хушӑм урлӑ йӗркеленӗ конкурса Авӑркаспа Ермеккей, Кармаскалӑпа Ҫтерлӗ, Миякипе Пишпӳлек, Чекмагушпа Пелепей, Федоровка районӗсенчен тата Пелепейпе Ҫтерлӗ хулисенчен 52 вӗренекен хутшӑннӑ.

Пӗрремӗш вырӑна ҫӗнсе илнисем ҫаксем: Меселпуҫ шкулӗнчи Алексей Ефимов, Мияки районӗнчи Кекен шкулӗнчи Полина Шуркова тата Александр Шурков, Чекмагуш районӗнчи Юмаш шкулӗнчи Екатерина Ефремова, Пелепей районӗнчи Ярмулай шкулӗнчи Маркел Гордеев, Ҫтерлӗ филиалӗнчи Константин Петров Константин Петров.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑхӑта ҫывӑх ҫынсемпе ирттермелли тапхӑр. Эрнен пӗрремӗш ҫурринче ҫемьепе апатланӑр е туссемпе уҫӑлса ҫӳрӗр. Ку тапхӑр партнерсемпе хутшӑну йӗркелеме те аван. Шел те, эрнен иккӗмӗш ҫурринче япӑх хыпар илтес е тӑшмана тӗл пулас хӑрушлӑх пур, ку вара кӑмӑла вӑйлах пӑсӗ.

Ҫурла, 01

1893
133
Матен Емельян Захарович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1931
95
Луч Григорий Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1943
83
Пётр Эйзин, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1960
66
Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1960
66
Чиндыков Борис Борисович, драматург, прозаик, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1994
32
Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ вилнӗ.
1994
32
Ярды Валерий Николаевич, спортсмен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2008
18
Сизов Валентин Петрович, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та