Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +31.3 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Хулара

Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонти пӗр урама Анатолий Игумнов ятне парасшӑн. Ҫапла йышӑннӑ Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем. Ку ыйтӑва «халӑх тарҫисем» пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче хула урамӗсен, лапамсен ятне улӑштарас, ҫӗннине парас енӗпе ӗҫлекен комиссире сӳтсе явнӑ.

Хальлӗхе хӑш вырӑнти урама ун ятне парассине каламан. Ҫапах ҫакӑ паллӑ: вӑл микрорайонти тӗп урамсенчен пӗри пулӗ.

Анатолий Игумнов 1994–2002 ҫулсенче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ, ҫавӑн пекех Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗ пулнӑ. Вӑл — тӗп хулан хисеплӗ ҫынни.

 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Шупашкарта "Волжский-3" микрорайонта таксист 9 ҫулти хӗрачан урине таптанӑ. Хӑй вара тарса ҫухалнӑ. Ку пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулнӑ.

Ун чухне таксист хӗрачана шкул умне илсе ҫитернӗ. Хӗрача аннӑ, таксист вара хускалса кайнӑ та ачан урине таптанӑ. Вӑл ӑна пулӑшман, вырӑнтан тарнӑ. Хӗрача хӑйех пульницӑна кайса тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Ӑна медпулӑшу панӑ хыҫҫӑн киле янӑ.

Йӗрке хуралҫисем таксиста часах шыраса тупнӑ. Водитель ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл хӗрачана асӑрхаман, часрах тепӗр клиент патне кайнӑ.

 

Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри общество транспортӗнче билет пама пӑрахӗҫ. Кун пирки ЧР Транспорт министерстви пӗлтерет.

Республикӑра чек ленти дефицит пулнипе ҫыхӑннӑ ку. Ҫавна май "ЕТК" тулли мар яваплӑ общество пирӗн регионта перевозчиксене электрон билет ҫине куҫма сӗнет. Кун пек чухне пассажир билетшӑн тӳлени терминалта ҫырӑнса юлать. Анчах хут билет памаҫҫӗ.

Билетшӑн унчченхи пекех тӳлемелле: терминал патне банк карттине, ЕТК е абонемент илсе пымалла. Пассажира билет копийӗ кирлӗ тӗк ӑна ҫак адреспа кайса илмелле: Шупашкар хули, Октябрь - 50 ҫул урамӗнчи 17-мӗш "а" ҫурт.

Сӑмах май, нумаях пулмасть лавккасенче чек пама пӑрахасси пирки пӗлтернӗччӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинче пӗр арҫынна общежитирен кӑларса яма йышӑннӑ. Ӑна пула унччен пушар тухнӑ.

Муниципалитетӑн ҫуртӗнче пурӑнаканскер айӑпӗпе пӗлтӗр хулари 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра «хӗрлӗ автан» алхасма тытӑннӑ. Ҫавна май муниципалитет пурлӑхӗ шар курнӑ.

Шупашкар хулинчи ҫурт-йӗр фончӗн управленийӗн иртнӗ ҫул вӗҫӗнче суда тавӑҫпа тухнӑ. Унта вӑл арҫынна общежитирен кӑларса яма тата тӑкака саплаштарттарма ыйтнӑ. Суд тавӑҫ авторӗсемпе килӗшнӗ.

Суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя кӗнӗ.

 

Хулара

Шупашкарта ӗнер, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 10 ҫулти ача машина урапи айне пулнӑ.

Ҫул ҫинчи инкек Граждан урамӗнче 16 сехетре пулса иртнӗ. Ҫавӑнта вуннӑри шкул ачи ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ача светофорпа мар, анчах ҫуран ҫӳрекенсене каҫма ирӗк паракан вырӑнпах каҫнӑ. Ача ҫине «Грейт Уолл» автомобиль пырса кӗнӗ. Унӑн рулӗ умӗнче 46-ри арҫын пулнӑ.

Аманнӑ ачана пульницӑна илсе кайнӑ.

Инкекшӗн айӑплӑ водитель урӑ пулнӑ. Пӑтӑрмаха тӗпчевҫӗсем тӗпчеҫҫӗ.

 

Хулара
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗ Шупашкарта пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑма шырать. Инна Волкова килтен пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче тухса кайнӑ.

Хӗрарӑм ҫӳллӗшӗ — 153 сантиметр, начар кӗлеткеллӗ, тӗксӗм ҫырӑ тӗслӗ ҫӳҫлӗ, сӑрӑрах кӑвак куҫлӑ. Килтен тухса кайнӑ чухне вӑл хура курткӑпа, кӑвак джинс шӑлаварпа, шурӑ кроссовкипе пулнӑ.

Хӗрарӑм ӑҫтине мӗн те пулин пӗлекенсене «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗ 8-800-700-54-52 (шӑнкӑравланӑшӑн укҫа илмӗҫ) е 112 телефон номерӗсемпе пӗлтерме ыйтать.

 

Хулара
im0-tub-ru сайтри сӑн
im0-tub-ru сайтри сӑн

Шупашкарта икӗ чарӑну ятне улӑштарма сӗнеҫҫӗ. Ку "Куҫ микрохирургийӗ" тата "Раща" чарӑнусене пырса тивет.

Ку ыйтӑва ыран Шуппшкар хула администрацийӗнче сӳтсе явӗҫ те йышӑну тӑвӗҫ. Мӗнле ятсем сӗнеҫҫӗ-ха? "Святослав Федоров ячӗллӗ куҫ микрохирургийӗ" тата "Гузовский урамӗ".

Тӳре-шара ыран канашласан йышӑну тӑвӗ.

Аса илтере: унччен Шупашкарти "Ҫыхӑну техникумӗ" чарӑнӑва та улӑштарма сӗннӗччӗ. Ҫак техникум ҫук ӗнтӗ, ҫавӑнпа ӑна ҫӗнӗ ят парасшӑн пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/77904
 

Республикӑра
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

Кӑҫал ҫулла Геленджике, Сочие тата Симферополе Шупашкартан самолет вӗҫме тытӑнӗ. Аэропорт расписание хатӗрленӗ ӗнтӗ.

Ҫӗртмен 4-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 24-мӗшӗччен шӑматкунсерен Геленджике самолет вӗҫӗ, рейс - 20 сехет ҫурӑра. Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗччен пуҫласа юпан 30-мӗшӗччен «Победа» авиакомпани самолечӗпе тунтикунсерен, юнкунсерен, эрнекунсерен, вырсарникунсерен Сочие ҫитме пулӗ. Рейс – 20 сехет те 25 минутра.

Симферополе ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 29-мӗшӗччен ытларикунсерен, кӗҫнерникунсерен, шӑматкунсерен 13 сехет те 5 минутра вӗҫме май пулӗ.

 

Хулара
obrazov.cap.ru сайтран илнӗ сӑн
obrazov.cap.ru сайтран илнӗ сӑн

2022 ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи ача пахчишӗн тӳлев хакӗ ӳсӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтерет.

Тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, муниципалитетсенчи шкул умӗнхи вӗрентӳ учрежденийӗсенче ачасене пӑхса тӑрассишӗн ашшӗ-амӑшӗн тӳлевне хӑпартни тӑкаксем ӳснипе ҫыхӑннӑ. Ача пахчин ӗҫӗ-хӗлне укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерме те, апатлану йӗркелеме те тӑкаксем, имӗш,хӑпарнӑ. Ҫав вӑхӑтрах, тӳре-шара шантарнӑ тӑрӑх, ҫӑмӑллӑхсемпе тивӗҫекен ушкӑна лекекен ачасене пулӑшасси малашне те пулӗ.

Республикӑн тӗп хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ ача пахчишӗн тӳлев хакӗ 2018 ҫултанпа ӳсменнине асаилтерет.

Ҫӗнӗ хаксем:

• вуникӗ сехетлӗхе ямалли ушкӑнсенчи 1–3 ҫулхи ачасем валли — 138,10 тенкӗ;

• вуникӗ сехетлӗхе ямалли ушкӑнсенчи 3–7 ҫулхи ачасем валли — 138,20 тенкӗ.

 

Хулара
41-мӗш маршрут автобусӗсӗр юлнӑ хула картти
41-мӗш маршрут автобусӗсӗр юлнӑ хула картти

Шупашкарта паян 11 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен пассажирсем 41-мӗш маршрут автобусӗсене кӗтсе илеймен. Кун пирки халӑх пӗлтернӗ сас-хура ҫине таянса «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) портал пӗлтерет.

Мэрире пӗлтернӗ тӑрӑх автобуссем ҫукки водительсен забастовкипе ҫыхӑннӑ — вӗсем рейса тухма килӗшмен. Лару-тӑру пирки мэрире пӗлнӗ хыҫҫӑн Денис Спирин хушнипе водительсем патне Шупашкар хулин транспорт пайӗн ертӳҫи тухса кайнӑ.

14:34 вӑхӑт тӗлне пур автобус та маршрут ҫине таврӑннӑ. Хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсене турттаракан тӗлӗшпе вӑйра тӑракан контракт шайӗнче мерӑсем йышӑнӗҫ. Забастовкӑна мӗнле сӑлтава пула тухнине пӗлтермен.

Шупашкарти 41-мӗш маршрутпа ИП Василев ӗҫлет. Хальхи вӑхӑтра — вӑхӑтлӑх ӗҫлекен турттаракан пек.

 

Страницӑсем: 1 ... 229, 230, 231, 232, 233, 234, 235, 236, 237, 238, [239], 240, 241, 242, 243, 244, 245, 246, 247, 248, 249, ... 1048
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ертӳлӗхпе калаҫу ӑнӑҫлӑ сыпӑнӑ. Ҫавна май карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр е шалу ӳсӗ. Официаллӑ учрежденисенчен пулӑшу ыйтма ӑнӑҫлӑ эрне. Коллективра ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑх, хирӗҫӳ сиксе тухнӑ тӑк халӗ шӑпах уҫӑ калаҫу йӗркелеме, ыйтусене мирлӗ татса пама лайӑх вӑхӑт.

Утӑ, 11

1913
112
Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ.
1919
106
Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ.
1920
105
Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ
1937
88
Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1957
68
Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем