Паян, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, 15 сехетре Шупашкарти «Хӗвеллӗ» микрорайонта 11 ҫулти велосипедиста ҫапса кайнӑ.
Хӗвеллӗ бульварта «Фольксваген Поло» велосипедпа пыракан арҫын ача ҫине пырса кӗнӗ. Юрать, 11 ҫулти ача вӑйлах аманман. Унӑн пуҫӗ, чӗркуҫҫи ҫинче кӑштах сурансем пур.
Вырӑна ҫитнӗ васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем ачан пӗрремӗш пулӑшу панӑ. Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ
Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Пӑрмас ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ аварире ача шар курнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑл автомашина водителӗ руле итлеттереймен – транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та грузовикпе ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл автомашина рулӗ умӗнче Питӗрти 33-ри арҫын пулнӑ, грузовикре – Ростоври 35 ҫулти арҫын.
Хыҫалта ларнӑ ача суранланнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу киличчен вӑл тӑнне ҫухатнӑ. Тухтӑрсем ӑна шина хунӑ, ыратнине ирттерекен укол тунӑ, ӳпкене сывлаттармалли аппарат лартса пульницӑна, Шупашкара, илсе кайнӑ. Вӗсене хирӗҫ реанимаци машини тухнӑ. Ҫур ҫулта вӗсем тӗл пулнӑ, реанимаци мероприятийӗсем ирттерсе ачана пульницӑна илсе ҫитернӗ. Халӗ вӑл реанимаци уйрӑмӗнче выртатать, сывлӑхӗ йывӑр.
Ял хуҫалӑх таварне туса илекенсен техника ҫӗнетме кӑҫал майсем анлӑрах. Ку хыпара Чӑваш Ен ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов Фейсбукра пӗлтернӗ.
Министр хыпарланӑ тӑрӑх, ял хуҫалӑх техникине туяннин 40 процент таран саплаштараҫҫӗ. Техника туянассин хисепӗ 112 единица хушӑннӑ.
Техника туянма патшалӑх пулӑшни хаклӑ техника, трактор тата комбайн илнӗ чух пушшех кирлӗ. Вӗсене туянасси пӗлтӗрхинчен 1,9 хут нумайланнӑ.
Сӑмах май каласан, ял хуҫалӑх предприятийӗсенче выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ. Утӑ ҫинче Куславкка, Шӑмӑршӑ тата Ҫӗмӗрле районӗсем уйрӑмах хастар. Вӑрнар, Шупашкар, Елчӗк районӗсем те хӑвӑрт ӗҫлеҫҫӗ.
Хуҫалӑхсенче сенаж тата силос хатӗрлессипе те ҫине тӑраҫҫӗ.
Кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Шупашкарти Мускав районӗнче улттӑмӗш хӗрарӑм ӗнтӗ килте ача ҫуратнӑ. Ку хыпара асӑннӑ хулари Мускав район администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ.
Шупашкар хулинчи Мускав районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм килте ҫӑмӑлланнӑ. Ҫут тӗнчене ывӑл килнӗ.
Ача ҫурални ҫинчен калакан свидетельствӑна илме вырӑнти загс уйрӑмне пепкен ашшӗ пынӑ. Вӑл Раҫҫей Федерацийӗн «Граждан тӑрӑмӗсен акчӗсем ҫинчен» саккунӑн 14-мӗш тата 16-мӗш статйисене тӗпе хурса хӑйӗнпе пӗрле кӳнтелене чӗннӗ. Кӳнтелен ача ҫуралнине ӗнентерме кирлӗ пулнӑ.
Телейлӗ ашшӗ-амӑшне загс ӗҫченӗсем саламланӑ, ача ҫурални ҫинчен калакан свидельство тыттарнӑ.
Шупашкарти Хӗрлӗ лапама реконструкци хыҫҫӑн уҫнӑ. Унта халӗ ҫын нумай ҫӳрет, ҫӗнӗлӗхсемпе паллашаҫҫӗ. Лапам уҫӑлнӑ кӑна-ха, вандалсем вара сӑтӑр кӳме ӗлкӗрнӗ.
Пралуксем, сывлӑх енчен хавшак ачасем валли тунӑ лапамри калитке, саксен сийӗ сиенленнӗ. Ҫаксене Шупашкар хула администрацийӗ асӑрханӑ. Администраци пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫынсене яваплӑрах пулма чӗнсе каланӑ.
Сӑмах май, ӗнер ҫил вӑйлӑ пулнӑран Хӗрлӗ лапамра демонстраци экранӗ ӳкнӗ, реклама баннерӗсем те тӳннӗ. Администраци ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӗсене ҫирӗплетсе ҫитереймен, ҫак ӗҫ пынӑ вӑхӑтра шӑпах ҫил алхаснӑ.
Кӗҫех аслӑ шкула вӗренме кӗме палӑртнӑ яш-хӗр патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытӗҫ. Анчах кӑшӑлвирус сарӑлнӑ тапхӑрта ҫакна ирттернӗ чухне чылай саманта шута илмелле.
Шупашкарта ятарласа репетици те иртнӗ. Ачасене аудиторие мӗнле кӗртӗҫ? Еплерех лартса тухӗҫ? Репетицире ачасем вырӑнне мероприяти йӗркелӳҫисем пулнӑ. Вӑл 10-мӗш шкулта иртнӗ.
Ачасене экзаменра медицина маски, перчетке, дезинфекци хатӗрӗ, пирометр тата рециркулятор парӗҫ. Экзамен тытакансене аудиторие пӗчӗк ушкӑнпа кӗртӗҫ. Кашни класра 9 ачаран ытла пулмӗ, вӗсене зигзаг евӗр лартса тухӗҫ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын банк картти тупнӑ та унти укҫана тӑкакланӑ. Хуҫи ҫакна асӑрхасан карточкӑна блокировка тунӑ.
31 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Карточкӑна унӑн пӗлӗшӗ тупнӑ. Ӑна ҫак арҫынна панӑ. Ку вара лавккасене кайса укҫана тӑкакланӑ. Ҫапла майпа вал 6 пин тенкӗ пӗтернӗ. Хуҫи блокировка тусан ҫеҫ карточкӑпа усӑ курайман.
Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суд пӑхса тухнӑ. Арҫынна 8 уйӑхлӑха юсанмалли колоние ӑсатма йышӑннӑ.
Паян Шупашкарта Хӗрлӗ лапам уҫӑлӗ. Ҫапла йышӑннӑ республикӑн тӳре-шари.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперативлӑ штабӑн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Унта пухӑннисем Шупашкарти Хӗрлӗ лапама уҫма йышӑннӑ. Ҫынсене Атӑл кӳлмекӗ хӗрринче ҫӳреме ирӗк паракан йышӑнӑва республика Правительстви ырланӑ. Вӑл Роспотребнадзорӑн управленийӗн шухӑш-кӑмӑлне шута илнӗ.
Паян 17 сехетре кӗвӗ-ҫемӗллӗ фонтана ӗҫлеттерсе пӑхӗҫ. Ыран фонтан 10 сехетре хута кайӗ. Ҫутӑпа кӗвӗ программине 19 сехетрен пуҫласа 22 сехетчен ӗҫлеттерме палӑртнӑ.
Хӗрлӗ лапам уҫӑлни ҫынсен маска тӑхӑнма пӑрахмаллине пӗлтермест. Пӗр-пӗринчен 1,5 метрта утса ҫӳремеллине те асра тытмалла.
Сӑмах май, Хӗрлӗ лапам уҫӑлсан та строительсем вак-тӗвек хӑш-пӗр ӗҫе тепӗр икӗ эрне хушши пурнӑҫлама палӑртнӑ.
⠀
Шупашкарти аэропорт ӗнер тепӗр ырӑ хыпар пӗлтернӗ. Тӗрӗссипе, ун пирки вӑл малтанах систернӗччӗ. Анчах маларах вӑл хыпара иккӗленерех йышӑннӑччӗ. Сӑмахӑмӑр Мускава вӗҫекен самолетсен расписанийӗ улшӑнасси пирки пырать. Тӗрӗсрех каласан, каҫхи рейссем юлӗҫ-ха. Ун ҫумне кӑнтӑрлахи хутшӑннӑ.
Ӗнертен, ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен, «Победа» авиакомпани самолечӗсем Шупашкартан ирхи 10 сехет те 10 минутра вӗҫме тытӑннӑ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинчен ирхи рейс 8 сехет те 20 минутра пулать. Лоукостер самолетсене кашни кунах ҫӳретессине пӗлтернӗ. Ҫапла вара Шупашкартан кунне икӗ рейс пулӗ. Каҫхи самолет Мускавран 19 сехет те 50 минутра хускалӗ, кунтан вӑл 21 сехет те 45 минутра вӗҫсе кайӗ.
«Победа» малтанхиллех «Внуково» аэропорта илсе ҫитерет.
Ҫул урлӑ каҫнӑ чухне асӑрханмалла тата тимлӗ пулмалла. Ҫакна аса илтерес тесе Шупашкарта «Говорящие переходы» (чӑв. Ҫул урлӑ каҫмалли калаҫакан выӑнсем) акци пуҫарнӑ.
Ӑна ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем, Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Елена Нестерова тата «Вместе» (чӑв. Пӗрле) халӑх организацийӗн пайташӗ Дмитрий Кудряшов пуҫарнӑ.
Шупашкар хулин кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнчи ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнсенче аслисемпе ачасем валли ятарлӑ чӗнӳсем ҫырса хурӗҫ. Вӗсем шкулсем, ача пахчисем, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсем ҫывӑхӗнчи тротуарсем ҫинче пулӗҫ.
«Наушника кӑлар», «Телефонтан тух», «Велосипед ҫинчен ан», «Ачана ҫавӑт» йышши асӑрхаттарусем ҫул урлӑ каҫнӑ чух тимлӗ пулмаллине аса илтерӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |