Маскӑсене тӗрлӗ пусмаран чылай организацире ҫеҫ мар, уйрӑм ҫынсем те ҫӗлеме тытӑнчӗҫ. Пластикран кӑларакансем анлӑ сарӑлманччӗ. Чӑваш Енри хӑш-пӗр усламҫӑ пластикран ӑсталама пуҫланӑ.
Кун йышшисемпе темиҫе хут та усӑ курма юрать. Вӗсене ҫума тата антисептикпа сиенсӗрлетме пулать.
Ҫӗнӗ йышши хӳтлӗх хатӗрӗсене кӑларма пуҫланисенчен пӗри ӗҫе хӑвӑрт тата пысӑк тухӑҫлӑхпа пурнӑҫлама май килнине пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ производствӑна пуҫарас шухӑш тытнӑранпа унӑн виҫӗ эрне ҫеҫ иртнӗ. Халӗ предприятире кунсерен 8-шер пин маска кӑлараҫҫӗ.
Пластик маска медицинӑра тӑхӑнмалли мар. Ӑна общество транспортӗнче, лавккара тата ытти халӑх тулли вырӑнта тӑхӑнма аван.
Тавара хамӑр тӑрӑхра ҫеҫ мар, Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнче туянаҫҫӗ.
Тӗлӗнмелле ҫак пӑтӑрмах пирки Елчӗк тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Турцинче ӗҫлесе пурӑнакан Надина Джавадова Фейсбукра ҫырса пӗлтернӗ.
Вӑл икӗ ҫул каялла тӑван ене килнӗ. Шупашкарта унӑн аптекӑна кайма тивнӗ. «Чӑвашра пулнипе хӗпӗртесе кайса-ши, сутуҫӑпа чӑвашла калаҫас терӗм.
Анчах та, кӗтмен ҫӗртен шовинистла сӑмахсем илтмелле пулчӗ: «Так прилично выглядите, а говорите по-чувашски», — терӗ куҫӗсене чарса пӑрахса, вырӑсла пӗлнӗ таран...», — ҫырса кӑтартнӑ ентешӗмӗр.
Тӑван республикӑмӑрта наци чӗлхипе калаҫакан чӑваш хӑйне хӳтӗлеме хӑтланни фармацевта ӳкӗте кӗртеймен. Вӑл хыҫран тем каласа вӑрҫса юлнӑ.
Ют ҫӗршывра, Раҫҫей турисчӗсем йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче, вырӑнтисем вырӑсла пӗлеҫҫӗ-ши тесе вырӑсла хӑюсӑррӑн сӑмах пуҫарнине ӑнланма пулать-ха. Анчах чӑваша килсен Шупашкарта чӑвашла калаҫма шикленни, чӑн та, тӗлӗнтермӗшех.
Шупашкарти васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницинче кӑшӑлвирус ернӗ, пӳре чирӗпе аптӑракан ҫынна операци тунӑ.
Пациента вӗсен кӑткӑс тата вӑрах вӑхӑта пыракан операци тума тивнӗ. Операцие асӑннӑ учрежденире ӗҫлекен Михаил Доброхотов тухтӑр пурнӑҫланӑ. Кӑткӑс сиплев 20 сехет ытла тӑсӑлнӑ. Чирлӗ ҫынна ҫав вӑхӑтра тухтӑрсем кирлӗ пулӑшу парса тӑнӑ. Специалистсем операцие хӳтлӗх костюмӗпе, кӑшӑлвирус ересрен асӑрханмалли мӗнпур инструкцие пӑхӑнса пурнӑҫланӑ. Операци ӑнӑҫлӑ иртнӗ тесе пӗлтернӗ Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин сайтӗнче.
Халӗ пациент кӑшӑлвирус чирӗнчен малалла сипленет.
Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарти йӗрке хуралҫисенчен 39 ҫулти хӗрарӑм пулӑшу ыйтнӑ. Ултавҫӑсене вӑл 1 миллион та 526 тенюкӗ укҫа куҫарса панӑ. Ун патне палламан арҫын шӑнкӑравланӑ. Хӑйӗнпе банкӑн хӑрушсӑрлӑх енӗпе тӑрӑшакан ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Вӑл хӗрарӑмӑн банкри счечӗ ҫинче такам укҫа вӑрласшӑн тесе ӗнентернӗ. Укҫасӑр юлас мар тесен карттӑ ҫинчи тупрана илсе банкри хӑрушсӑр счет ҫине куҫармалла тенӗ.
Ҫавӑн пекрех тӗслӗх Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 81 ҫулти хӗрарӑмпа та пулса иртнӗ. Пенсионеркӑна та банкран шӑнкӑравлатпӑр тесе тыттарнӑ. Ӑна та пур банкри укҫана илмелле тесе ӗнентернӗ. Преступниксем хӗрарӑм валли такси чӗнсе илнӗ. Унпа хӗрарӑм ҫывӑхри банк уйрӑмне кайнӑ. Кредит учрежденине ҫитсен укҫана илсе ултавҫӑсен счечӗ ҫине куҫарнӑ. Тепӗр кунхине хӗрарӑм банка каллех ҫул тытнӑ. Хальхинче вӑл счет ҫинче юлнӑ 650 пин тенке пӗлмен-туман счет ҫине куҫарнӑ.
Асӑннӑ тӗслӗхсемпе пакунлисем пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ. Халӗ ултавҫӑсене шыраҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хулари хӑш-пӗр вулавӑшсене хупасси пирки пӗлтернӗччӗ. Хушӑва 2019 ҫул вӗҫӗнче алӑ пуснӑ. Халӗ ку йышӑнӑва пӑрахӑҫланӑ. Эппин, вулавӑшсене оптимизаци тумӗҫ.
Аса илтерер: унччен ҫак вулавӑшсене хупма палӑртнӑ – Чуковский ячӗллӗ ҫамрӑксен ача-пӑча информаци центрӗ, Чапаев ячӗллӗ ҫемье вулавӗн центрӗ, Х.Степанов ячӗллӗ ача-пӑча библиотеки, Тургенев ячӗллӗ ҫамрӑксен вулавӑшӗ.
Унччен вулавӑшсене тапхӑрӑн-тапхӑрӑн хупасси пирки каланӑ. Ҫак ӗҫе Марфа Трубина ячӗллӗ вулавӑшран пуҫӑнмалла пулнӑ.
Усал хыпар утпа ҫӳрет теҫҫӗ те, ҫак кунсенче тӗнче тетелӗнче Шупашкарти шӑл тухтӑрӗсене ирӗксӗр кантараҫҫӗ текен сас-хура сарӑлнӑ. Республикӑн парламенчӗн депутачӗ Константин Степанов, тӗслӗхрен, Шупашкарти Хула стоматологийӗн поликлиникин тытӑмӗнчи 100 ытла ҫынна хӑй ирӗкӗпе канма кайма хистенине пӗлтернӗ. Вӑл прокуратурӑна та ҫыру шӑрҫаланӑ-мӗн.
Надзор органӗ тӗрӗсленӗ те ӗҫ законодательствине пӑснине палӑртман. Поликлиникӑн ертӳҫисем те саккуна пӑхӑнса пурӑннине, ҫынсем хӑйсем канасшӑн пулнине, ҫавӑн пирки ыйтса ҫырнине ӗнентернӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев стоматологсемпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва хӑй тӗрӗслеме палӑртнӑ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин ревизи службине лару-тӑрӑва тишкерсе ҫывӑх вӑхӑтра пӗлтерме ыйтнӑ.
Шупашкарти «Университет» микрорайонта кӑҫалах шкул тума пуҫласшӑн. Ку ыйтӑва ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевпа иртнӗ палнеркӑра сӳтсе явнӑ.
Олег Николаевич палӑртнӑ тӑрӑх, ку ыйту татӑлнӑпа пӗрех. Халӗ республика правительстви РФ Ҫутӗҫ министерствипе объект строительствине кӑҫалах укҫапа тивӗҫтересси пирки калаҫать. Йӑлтах йӗркеллӗ кайсан ҫитес ҫул авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче асӑннӑ микрорайонта ҫӗнӗ шкул уҫӑлмалла.
Олег Николаев Шупашкар хула администрацине ку ӗҫе хатӗрленме хушнӑ.
РФ премьер-министрӗ Михаил Мишустин регионсенче кӑшӑлвируспа кӗрешмешкӗн медицина организацийӗсен малтанлӑхри списокне хатӗрленӗ. Списока Чӑваш Ен те лекнӗ.
Раҫҫей правительстви йышӑннӑ документра палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкарти Травматологи, ортопеди тата эндопротезировани федераци центрӗ те кӑшӑлвируспа чирлекен пациентсене йышӑнӗ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, ку улшӑну ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулӗ.
Ҫапла майпа Чӑваш Енре ку инфекципе чирлекен 90 ҫын валли вырӑн пулӗ.
Чӑваш Енре тара илнӗ ҫуртра 20 ҫулти каччӑна вӗлернӗ. Унӑн пӗлӗшӗ чӗрех юлнӑ.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кун тӗлӗшпе ҫынна вӗлернӗшӗн тата икӗ ҫынна вӗлерме тӑнӑшӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫак преступление тума пултарнӑ ҫын Шупашкарти Лапсар ҫулӗ ҫинче вырнаҫнӑ мунча комплексӗнче пулнӑ. Унта вӑл 20 ҫулти тата 21-ри каччӑсемпе хирӗҫсе кайнӑ.
Хайхискер ҫӗҫӗпе пӗрне тапӑннӑ, лешӗ сурансене пула больницӑра вилнӗ. Тепри вилӗмрен хӑтӑлнӑ.
Арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл – унччен те айӑпланнӑ 49 ҫулти арҫын. Халӗ экспертизӑсем ирттереҫҫӗ, пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Ҫӗрпӳ район администрацине ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑнӗ. Вӑл — Сергей Беккер, районти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ.
Паян Ҫӗрпӳ районӗнче депутатсем XXXXVIII черетсӗр ларӑва пухӑннӑ. Унта республикӑри тӳре-шараран ЧР информполитика министрӗ Сергей Анисимов пырса ҫитнӗ. Пухура «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗсем: РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Игорь Моляков тата ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Сергей Семенов — пулнӑ.
Сергей Анисимов Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхне палӑтмалли республика шайӗнчи конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе паллаштарнӑ май Сергей Беккер кандидатурине ырланине хыпарланӑ. Вырӑнти депутатсем Беккершӑн пӗр саслӑн алӑ ҫӗкленӗ.
Сергей Беккер Красноармейски районӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти электромеханика колледжӗнче ӗҫлет. Хӑй вӑхӑтӗнче аслӑ шкулсенче физика-математика тата юридици факультечӗсенче вӗреннӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |