Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗлтернӗ тӑрӑх, «Дорэкс» пуҫлӑхӗ улшӑннӑ.
Ку тивӗҫе Владимир Доброхотов пурнӑҫлама тытӑннӑ. Вӑл унччен ЧР транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ пулнӑ. Вӑл ку ведомствӑна 2015-2016 ҫулсенче ертсе пынӑ, кайран тӗрлӗ ҫулсенче ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулнӑ, «Чӑвашупрдора» ертсе пынӑ.
Палӑртмалла: унччен «Дорэкс» пуҫлӑхӗ Александр Иванов пулнӑ.
Шупашкарта самбо енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ пырать. Вӑл ӗнер пуҫланнӑ, ыран вӗҫленӗ.
«Шупашкар-Арена» пӑр кӗрменне ҫӗршыври 1 пин ытла самбист килнӗ. Ӑмӑртӑва тӳре-шара та курма ҫитнӗ. Общество ӗҫне хутшӑнакан Юрий Шакеев хӑнасен йышӗнче ЧР Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьева та унта асӑрханӑ.
Юрий Шакеев Михаил Васильевичпа сывлӑх суннӑ, вӑл халӗ ӑҫта ӗҫленипе кӑсӑкланнӑ. «Хальлӗхе эп ӗҫсӗр», - хуравланӑ Михаил Игнатьев. Унтан Михаил Васильевич патне Пӗтӗм Раҫҫейри самбо президенчӗ Сергей Елисеев пынӑ, вӗсем иккӗшӗ пӗр-пӗрне сывлӑх сунсан куҫран кайса ҫухалнӑ.
Пӗлтӗр нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарти Водопровод урамӗнчи 15-мӗш ҫурт тӑрринчен ача ҫине юр ӳкнӗ. 14 ҫулти арҫын ачан пуҫӗ суранланнӑ. Ӑна Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитернӗ.
Следстви тата Мускав районӗн сучӗ акӑ мӗн палӑртнӑ: «Управдом» управляющи компанийӗн 31 ҫулти участок мастерӗ карниза юртан вӑхӑтра тасатман. Ҫапла майпа мастер ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗ тесе палӑртнӑ.
Суд постановленийӗпе килӗшӳллӗн, ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ, ӑна 20 пин тенкӗ суд штрафӗ тӳлеттерме йышӑннӑ.
Кӑҫал Чӑваш Енре спорта тата вӑй-хал культурине аталантарас тӗллевпе тепӗр 414 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
ЧР финанс министрӗ Михаил Ноздряков пӗлтернӗ тӑрӑх, хушма укҫан 132 миллион тенкине Олимп резервӗсен Ҫӗнӗ Шупашкарти 3-мӗш спорт шкулне реконструкцилес ҫӗре ярӗҫ. Тепӗр 46 миллион тенкипе Шупашкарти «Энергия» стадиона ҫӗнетӗҫ. Унта футбол уйӗ тӑвасшӑн. Пӑрачкаври тата Сӗнтӗрвӑрринчи стадионсене, Ҫӗнӗ Шупашкарти тепӗр стадион тумашкӑн 103 миллион тенкӗ уйӑрасшӑн.
Ытти укҫапа Владимир Путин наци проекчӗсенче палӑртнӑ ытти енпе тӑкаклӗҫ тата спорт шкулӗсен база техникине ҫирӗплетӗҫ.
Шупашкарти 40-мӗш шкулта йӗркеленнӗ «Берет» ҫарпа патриотлӑх клубӗ Президент гранчӗсен фончӗ ирттернӗ конкурсра ҫӗнтернӗ, грант ҫӗнсе илнӗ.
Унти хастарсем «Чӑваш Ен астӑвать…» проект хатӗрленӗ. Унпа килӗшӳллӗн, ачасемпе ҫамрӑксене Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пулнӑ ентешӗсене аса илтерес тӗллевпе мероприятисен ярӑмне йӗркелемелле. Мероприятисене 5 пин ҫынран кая мар хутшӑнмалла.
Палӑртмалла: конкурса 9 308 проект хутшӑннӑ, вӗсенчен 2 017-шӗ ҫӗнтернӗ. Чӑваш Енрен ҫӳлерех асӑннӑ клубсӑр пуҫне тепӗр 54 проект тӑратнӑ. Вӗсенчен 19-шне ҫамрӑксен организацийӗсем хатӗрленӗ.
Шупашкарта юр ирӗлтерекен станци хута ярасшӑн. Ҫавна май ун валли проект кирлӗ. Ку ӗҫ валли 5 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр. Распоряжение патшалӑх закупкисен сайтӗнче пичетленӗ.
Заказчик – ЖКХ тата хӑтлӑх кӗртес енӗпе ӗҫлекен управлени. Проект вӗсем 5 миллион та 399 пин те 996 тенкӗпе тутарасшӑн.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, юр ирӗлтерекен станци ҫутҫанталӑк газӗпе ӗҫлемелле. Ун ҫумӗнче хытӑ сийлӗ лапам пулмалла. Унта 3,5 тонна юр килсе тӑкма палӑртнӑ.
Паян Шупашкарта «Ҫӗрулми – 2020» регионсен хушшинчи курав уҫӑлнӑ. «Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче ултӑ павильонра вӑрлӑх сутнӑ. Вӗсене республикӑри хуҫалӑхсем илсе килнӗ. Пӗтӗмпе – 25 сорт. Вӑрлӑха хамӑр патра тата ют ҫӗршывсенче селекци тунӑ.
Курава ыран та ҫитсе килме май пур. Унта Комсомольски районӗнчи «Слава» агрофирмӑн, Ҫӗрпӳ районӗнчи «Чувашский НИИСХ», Вӑрнар районӗнчи «Агрохмель» тулли мар яваплӑ обществӑн, Муркаш районӗнчи Г.А.Павлов фермерӑн, ҫак районти В.И.Степанов фермерӑн тата Куславкка районӗнчи И.В.Семенов фермерӑн вӑрлӑхне туянма пулать.
Курав ирхи 9 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен ӗҫлӗ.
Шупашкарта пурӑнакан Анна Геннадьевна Артемьева нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ. Ку таранччен те вӑл киле таврӑнман. Тӑванӗсем ӑна шырама тытӑннӑ. «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗсем те, полицейскисем те ӑна шыраҫҫӗ.
Ҫав кун Анна Артемьева хура куртка, кӑвак джинс шӑлавар, хура сӑран атӑ тӑхӑннӑ пулнӑ, пӗрле хура пӗчӗк сумка йӑтма пултарнӑ.
Эсир ҫак 30 ҫулти хӗрарӑма курнӑ-и? Е ун пирки мӗн те пулин пӗлетӗр-и? Апла 8 (800) 700-54-52 е 112 номерпе шӑнкӑравлӑр. 89053435010 (Светлана Птица) номерпе те ҫыхӑнма пулать.
Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара, унтан каялла каякан 100-мӗш троллейбуспа ҫӳреме пӗрлехи карточка пуласси пирки пӗлтернӗччӗ. Вӗсене сутма тытӑннӑ ӗнтӗ.
Карточкӑна «Пӗрлехи транспорт картти» офисӗсенче туянма пулать. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ. Офиссем Ҫӗнӗ Шупашкарта Винокуров урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра, Шупашкарта Карл Маркс урамӗнчи 52\2-мӗш ҫуртра, Октябрь: 50 урамӗнчи 17-мӗш «А» ҫуртра, Гузовский урамӗнчи 17-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.
Проездной 900 тенкӗ тӑрать, унпа уйӑхне 60 хутран ытла мар билетшӑн тӳлеме пулать. Аса илтерер: унпа 100-мӗш троллейбуса ҫеҫ ларма пулать. Карточка ҫине Перекет банкӗнче тата Раҫҫей почтинче укҫа хума май пур.
арӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Еншик Чуллӑ ялӗнче пурӑнакан арҫын пахчана тухнӑ. Унччен те пулман – ӑна кӳршисен йытти тапӑннӑ, хулпуҫҫинчен, аллинчен ҫыртнӑ.
Суранланнӑ арҫын пульницӑна кайса тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, шар курнӑ арҫын полицие кайса кӳрши тӗлӗшпе заявлени ҫырнӑ. Вӑл йытӑ хуҫине явап тыттарасшӑн.
Аса илтерер: кун пек тӗслӗх Шупашкарта та кӑҫал пулнӑччӗ. Пирогов урамӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ чухне арҫынпа ачана йытӑ тапӑннӑччӗ. Хуҫи те ҫавӑнтах пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ.
| Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |