Утӑ уйӑхӗн 24-27-мӗшӗсенче Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртет. Ӗнер ӑмӑртӑвӑн иккӗмӗш кунӗ пулчӗ. Чӑваш Енри спортсменсемшӗн вӑл ӑнӑҫлӑ иртнӗ.
Раҫҫейӗн спорт мастерӗ Вера Васильева, тӗрӗссипе, ӑмӑртӑвӑн малтанхи кунӗнчех палӑрнӑ-ха. 800 метрлӑ дистанцире вӑл финала кӗме пултарнӑ. Ӗнер Чӑваш Ен хӗрӗ ҫав дистанцире кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ.
Вера Васильева — олимп резервӗн 3-мӗш спорт шкулӗн тата Ардалион Игнатьев ячӗллӗ Спорт хатӗрленӗвӗн центрӗн воспитанници. Пултарулӑха вӑл Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ Валентина Давалова патӗнче туптать.
Паян Вера Васильева 1500 метра чупӗ.
Шупашкарти чемпионата, сӑмах май, ҫӗршывӑн 72 регионӗнчи спорстменсем килсе ҫитнӗ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртекен Раҫҫей чемпионачӗн иккӗмӗш кунӗ ӗнер хыҫа юлчӗ. Раҫҫейӗн 72 регионӗнчен килсе ҫитнӗ спорстменсем тӑватӑ кунта медальсен 40 комплекчӗшӗн ӑмӑртӗҫ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Анжелика Сидорова хӑйӗн унчченхи рекордне ҫӗнетме пултарнӑ. Шӑчӑпа ҫӳллӗшне сикекенскер 4 метр та 86 сантиметра ҫӗннӗ. Ку кӑтартупа вӑл ылтӑн медале ҫӗнсе илнӗ.
Анжелика Сидорова — Европа чемпионки, тӗнчен икӗ хут вице-чемпионки. Раҫҫейри стартсенче Мускавпа Чӑваш Ен чысне хӳтӗлет.
Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, унчченхи рекорда та спорстменка Шупашкарта тунӑ. 2016 ҫулта иртнӗ Раҫҫей чемпионачӗ вӑхӑтӗнче вӑл 4 метр та 85 сантиметр ҫӳллӗшне сикнӗ.
Раҫҫей чемпионатӗнчи «ылтӑна» Анжелика Сидорова ӗнерхине шута илсен пурӗ тӑватӑ хут ҫӗнсе илнӗ.
Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумӗ пулма Александр Колесникова шаннӑ. Унччен ҫав должноҫе йышӑннӑ Виктор Ковалёва утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче министерствӑри портфельсӗр хӑварнӑччӗ. Ҫак ведомствӑра Виктор Ковавлёв 2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнченпе ӗҫленӗччӗ.
Паянтан вара Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумӗ пулма Александр Колесникова шаннӑ. Ӗҫлӗ хута ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ. Документа влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ.
Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Александр Колесников юлашки вӑхӑтра Шупашкарти «Аспект» вӗренӳпе методика центрӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫлерӗ. Асӑннӑ учреждени ЧР Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин шутланать.
Шупашкарти регби-клуб пайташне Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине йышӑннӑ. Сӑмах Андрей Карзанов пирки пырать.
Чӑваш Енӗн Спорт министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Андрей Карзанов — Шупашкарти «Молот» регби-клуб пайташӗ. Халӗ вӑл «Локомотив – Пенза» профессилле регбол дружининче вылять. Ӑна Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине илнӗ.
Иртнӗ канмалли кунсенче нацин пӗрлештернӗ команди Европа чемпионачӗн иккӗмӗш тапхӑрӗнче ӑмӑртнӑ. Ӑмӑрту Польшӑри Лодзь хулинче иртнӗ. Пирӗн ҫӗршыв команди унта тӑххӑрмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, Андрей Карзанов 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. Регбол енӗпе вӑл Чӑваш Енри ӑста спорстменсенчен пӗри пулнӑ. Халӗ вӑл — «Регби-7» йышӗнче.
Паян, утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, РСФСР халӑх артисчӗ, Чӑваш АССР халӑх артисчӗ, К. Станиславский ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ Виктор Родионов (22.07.1924-19.05.1987 ҫҫ.) ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнӗ.
Артистӑн пултарулӑх биографийӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗпе ҫыхӑннӑ. Сӗнтӗрвӑрринче ҫуралнӑскер чӑн-чӑн сцена ӑсти пулнӑ. Шупашкарти музыка училищинче тата А. Луначарский ячӗллӗ Мускаври театр ӳнерӗн институчӗн чӑваш студийӗнче вӗреннӗ. Пачӑшкӑ ывӑлӗ, вырӑс пулин те пӗчӗкрен чӑвашла вӗреннӗ.
40 ҫул хушшинче Виктор Родионов тӗрлӗ характерлӑ, тӗрлӗ ӳсӗмри, шалти тӗнче енӗпе пачах расна 300 ытла сӑнара ӗнентерӳллӗн калӑпланӑ. Ӑна аслӑ ӑрурисем кӑна мар, ҫамрӑксем те аван пӗлеҫҫӗ.
Шупашкарти 61-мӗш шкул ҫумӗнче инженери-техника шкулӗ уҫӗҫ. Ку проект пурнӑҫланасси вӗренӳ учрежденийӗн ҫӗнӗ корпусне уҫнипе ҫыхӑннӑ.
Проекта 1-мӗш класра вӗренекен шкул ачисем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Малтанхи тапхӑрта шӑпӑрлансене инженери-техника профилӗнчи профессисемпе паллаштарӗҫ. Иккӗмӗш тапхӑр – 5-7-мӗш классем валли. Вӗсем валли проектированипе практика занаятийӗсем те пулӗҫ.
Виҫҫӗмӗш тапхӑрта ачасем шкулти пӳлӗмсемпе лабораторисенче кӑна мар, Регионсен хушшинчи компетенци центрӗ тата И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ ҫумӗнче те вӗренӗҫ. Шкул ачисемпе Чапаев савучӗ тӳрреммӗн ӗҫлӗ.
Кун хыҫҫӑн ачасем икӗ ҫултан пӗрне суйлама пултарӗҫ: колледжсен е техникумсен ҫумӗнче профиль вӗренӗвне малалла тӑсӗҫ е 11-мӗш класс хыҫҫӑн аслӑ шкулта инженери-техника специальноҫне суйлӗҫ.
Шупашкарта пурӑнакан 18 ҫулти хӗр пирки тӑванӗсем темиҫе кун нимӗн те пӗлмеҫҫӗ. Гасанова Эльнара Эльшановна утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман.
Хӗрӗн тӑванӗсем «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав отрячӗн хастарӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Эльнара киле пиллӗкмӗш кун таврӑнманни вӗсене пӑшӑрхантарать.
Пике 160 сантиметр ҫӳллӗш, хура ҫӳҫлӗ, куҫӗ кӑвак. Юлашки хутчен килтен тухса кайнӑ чухне Эльнара джинсовка, хура комбинезон, шурӑ кроссовкӑ тӑхӑннӑ пулнӑ. Ҫак хӗр пирки мӗн те пулин пӗлекенсене 8 (800) 700 - 54 - 52 е 112 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
ЧР ШӖМӗн ӗҫченӗсем «Ҫынна ҫӑлнӑ чухнехи паттӑрлӑхшӑн» медальсене тивӗҫнӗ. Ӑна пилӗк ӗҫчене панӑ. Вӗсем ҫынсене пушартан тухма пулӑшнӑ.
Юрий Плотников подполковник ывӑлӗпе пӗрле Муркаш районӗнче 17 ҫулти каччӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Ҫамрӑкскер сусӑр, пушар алхасма тытӑнсан вӑл хӑй тӗллӗн урама тухайман.
Александр Федоров лейтенантпа Евгений Ильин сержант Шупашкарти пӗр урамра мунча ҫуннине асӑрханӑ. Вӗсем юнашарти ҫурта кӗрсе тӑватӑ ҫынна урама тухма пулӑшнӑ.
Дмитрий Георгиев лейтенантпа Александр Румянцев аслӑ сержант Шупашкарти Олег Кошевой урамӗнчи ҫунакан пӗр ҫуртран сусӑр арҫынна урама илсе тухнӑ. Кайран вӗсем нумай хутлӑ ҫуртри ҫынсене эвакуациленӗ.
Ҫитес вӑхӑтра Шупашкарта темиҫе троллейбус тата автобус хӑйсен маршрутне улӑштарӗҫ.
12-мӗш автобус Мускав проспекчӗпе вӗҫне ҫитиех каймӗ – Максим Горький проспекчӗ еннелле пӑрӑнӗ. 22-мӗш автобус Арҫынсен ҫветтуй троица мӑнастирӗ таран ҫӳреме пуҫлӗ. Ҫак автобуссен маршручӗсем утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен улшӑнӗҫ.
10-мӗш троллейбус Яковлев проспекчӗпе кайса Эгер бульварне кӗрӗ, унтан Роза Люксембург урамне ҫитӗ. Кунашкал ҫул валли тепӗр 5 троллейбус кирлӗ пулӗ.
Асламас урамӗнчи ҫула туса пӗтерсен 35-мӗш автобус «Хӗвеллӗ» микрорайона кӗме тытӑнӗ. Ҫак улшӑнусем ҫурла уйӑхӗнчен пулӗҫ.
Шупашкарта Мир проспектӗнчи пӗр ҫуртра ӗнер, утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, чутах пысӑк инкек пулман. 4 ҫулти ача виҫҫӗмӗш хутри чӳречерен урамалла тухса ӳкнӗ. Юрать, пӗчӗкскер вилмен, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Ачан хырӑмӗ тӗлӗнче суранланнӑ. Унӑн пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар. Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу ҫитнӗ, арҫын ачана пульницӑна сипленме илсе ҫитернӗ.
Аса илтерер: ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарта ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче 2-ри ача 17-мӗш хутран ӳксе вилнӗ. Кун пирки сайтра хыпарланӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |