Шупашкарта шкул ҫулне ҫитменнисене «Хунав» конкурса хутшӑнма чӗнсе калаҫҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурс чӑваш халӑхӗн культура эткерлӗхне тӗпчес, аталантарас тата упраса хӑварас тӗллевлӗ. Патриотизм туйӑмне сарассипе, пӗр-пӗрне юратма вӗрентессипе те ҫыхӑннӑ вӑл. Конкурса хутшӑнса ачасем тӑван тӑрӑхпа кӑсӑкланма пуҫласса та шанаҫҫӗ.
Конкурс-фестиваль темиҫе номинаципе иртӗ. «Илемлӗ чӑваш юрри» ятлине хутшӑнакансен хитре юрласа кӑтартмалла. «Асамлӑ юмах тӗнчи» номинацине суйласан чӑваш юмахне лартмалла. «Янра, сӑввӑм, хыттӑнрах» номинаципе чӑвашла сӑвӑсем вуламалла.
Шупашкарти конкурсра ҫӗнтернисем республика шайӗнче ӑмӑртӗҫ. Заявкӑсене ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
Районсемпе хуласенчи тапхӑр ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Унта ҫӗнтернисем республикӑри ӑмӑртура ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче тупӑшӗҫ.
Конкурса Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министертсвипе Вӗренӳ институчӗ йӗркеленӗ.
Елена Рябцева режиссерӑн нумай пулмасть ҫеҫ хатӗрлесе ҫитернӗ кӗске метражлӑ «Юман» фильмӗ Шупашкара килӗ. Ӑна ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнчи (унчченхи «Ҫеҫпӗл» кинотеатр) кинозалта 18 сехетре кӑтартӗҫ.
Драмӑпа паллашнипе пӗрлех ҫӗнӗ ӗҫе епле ӳкерни ҫинчен каласа кӑтартӗҫ. Кун пирки Елена Рябцева Фейсбукра хыпарланӑ. Фильмра ӳкерӗннӗ Нина Яковлевӑпа тата Иосиф Дмитриевпа пуплеме те май килӗ.
Елена Рябцева Хусанти «Время кино» (чӑв. Кино вӑхӑчӗ) форума тата унти Кинематографистсен пӗрлешӗвӗн Ҫамрӑксен центрне тав тунине пӗлтернӗ. Мӗншӗн тесе шӑпах пӗлтӗрхи ҫав форумра проект пӗрремӗш вырӑн йышӑнса хӑйне валли ҫул уҫнӑ-ҫке. «Русская Фильм Группа» (чӑв. Вырӑс фильм ушкӑнӗ) корпорацие те режиссер тав тӑвать.
Кӑҫал пӗтӗм вырӑссен диктанчӗ ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче иртӗ. Акцие хутшӑнакансене пӗчӗк парне кӗтет: пурне те пӗр пек ручка валеҫсе парӗҫ. Эппин, кӑҫал диктанта пурте пӗрешкел ручкӑпа ҫырӗҫ.
Ҫак кунсенче Чӑваш Ене унашкал 1350 ручка илсе килнӗ. Вӗсене Шупашкарти тата Канашри акци координаторӗсене панӑ.
Пӗтӗмпе Раҫҫейре ҫакнашкал 225 пин ручка туса кӑларнӑ. Вӗсене Раҫҫей почти ҫӗршыври 424 ял-хулана валеҫнӗ. Вӗсене машинӑпа, самолетпа, пуйӑспа, паромпа илсе ҫитернӗ.
Палӑртмалла: ку акцие Чӑваш Ен ҫулсеренех хутшӑнать.
Шупашкарти икӗ ача пахчине пӗрлештернӗ. Реорганизаци 137-мӗш тата 6-мӗш ача пахчисене пырса тивнӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Вӗренӳ управленийӗ ҫакӑ вӗренӳ пахалӑхне лайӑх витӗм кӳнине пӗлтерет. Чылайӑшӗ, ахӑртнех, унти хӑш-пӗр специалист ӗҫсӗр тӑрса юлӗ тесе шухӑшлӗ. Ҫук, кулянма кирлӗ мар. Икӗ ача пахчинчи штата та упраса хӑварӗҫ.
137-мӗш ача пахчинче ку япӑх куракан шӑпӑрлансем валли ушкӑн пур. Ӑна та пӗтермӗҫ, вӑл малашне те ӗҫлӗ. Икӗ учреждение пӗрлештернӗ хыҫҫӑн вӗсенче 562 ҫын ӗҫлӗ.
Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ вулавӑшра Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем ачасемпе тӗл пулнӑ. Курнӑҫӑва Александр Демидов, Григорий Федоров тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Галина Кузнецова ҫитнӗ.
Вулавӑш ӗҫченӗ Татьяна Уразаева Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем артистсенчен нумай япалана ыйтса пӗлме ӑнтӑлнӑ, ыйту ҫине ыйту панӑ. Сцена ӑстисем кӑмӑлтан тата чунтан хуравланӑ. Хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ май сцена ҫине пуҫласа тухни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Унтан артистсем Корней Чуковскин «Муха-Цокотуха» юмахне тӗпе хурса ӑсталӑх класӗ ирттернӗ. Ачасем хӑйсене артист евӗр тытса пӑхнӑ, юмахри сыпӑксене вуланӑ.
Александр Демидов «Яблочко» (чӑв. Панулми) ташласа кӑтартнӑ.
Шупашкар хулинчи Ленин районӗн ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем тин ҫуралнӑ ачана паян, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, чӑн чӑваш ячӗпе ҫырнӑ. Кун пирки хула администрацийӗн пресс-служби хыпарлать.
Ҫапла ӗнтӗ, ашшӗ-амӑшӗ ывӑлӗ-хӗрӗ валли хӑйсен кӑмӑлне каякан янӑравлӑ ят суйлать, ҫав ят ӑна пурнӑҫ тӑршшӗпех ӑнӑҫу кӳрессе, ҫул уҫса пырасса шанать. Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пурӑнакан Алексейпе Татьяна хӑйсен пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ ачине Тайман ят хунӑ. Тӗрӗссипе, юлашки ҫулсенче ачасене авалхи чӑваш ячӗсене парасси республикӑра анлӑ сарӑлчӗ.
Палӑртса хӑвармалла, ЗАГС пайӗн специалисчӗсем ҫамрӑк мӑшӑра ывӑлӗн пӗрремӗш документне — ача ҫурални ҫинчен ӗнентерекен свидетельствӑна — панипе пӗрлех ҫирӗп сывлӑх, ҫитлӗ пурнӑҫ, телей суннӑ.
Шупашкарта «Ҫулталӑк воспитателӗ» тата «Профессионал педагог» конкурссене пӗтӗмлетнӗ. Хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав конкурссене кӑҫал 115 ҫын хутшӑннӑ. Ку йыш иртнӗ ҫулхинчен самай пысӑкрах иккен.
Виҫӗ тапхӑрпа иртнӗ конкурсра воспитательсемпе педагогсем шкул ҫулне ҫитменнисемпе занятисем ирттерсе кӑтартнӑ, ӗҫри ҫӗнӗ мелсемпе паллаштарнӑ, вӗренӳ тытӑмӗнчи пӗр-пӗр ҫивӗч ыйтӑва суйласа илсе пултарулӑх презентацийӗ хатӗрленӗ.
Ҫапла майпа «Шупашкар хулин ҫулталӑкри чи лайӑх воспитателӗ» ята 158-мӗш ача пахчин воспитателӗ Анастасия Гайнутдинова тивӗҫнӗ, «Профессионал педагог – 2018» конкурсра вара 174-мӗш ача пахчин физкультура инструкторӗ Надежда Кальметова ҫӗнтернӗ.
Чӑваш Енри икӗ арҫын сыр тума вӗреннӗ. Ҫак тӗллевпе вӗсем Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академине ҫул тытнӑ. Унта биотехнологипе агрономи факультечӗн биотехнологипе ял хуҫалӑх продукцине тирпейлеме хӑнӑхтаракан кафедринче вӗреннӗ.
«Сыр тӑвакан-ӑста» курса Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Сергей Федоров тата Шупашкарти предприятисенчен пӗринче ӗҫлекен Леонид Шкирдов ҫӳренӗ. Сыр тӑвассин вӑрттӑнлӑхне вӗсем пӗр уйӑх хӑнӑхнӑ. Унтан «Академилле сыр» хатӗрлесе кӑтартнӑ.
Сергей Федоров Сӗнтӗрвӑрри районӗнче халӑхран сӗт пухассипе тимлет. 1996 ҫулта вӑл ял хуҫалӑх академийӗнчен зоотехника вӗренсе тухнӑ. Леонид Шкирдов сыр цехӗн бригадирӗнче ӗҫлет. Арҫын сырӑн тӗрлӗ сортне: ҫав шутра ҫемҫисене (фермер, моцарелла), тӑварлисене (брынза, сулугуни) тата ҫурма хыттисене (качотта) тума пӗлет.
Шупашкарта пурӑнакан Зинаида Захаровна Егорова ҫухалнӑ. 76 ҫулти кинемей хӑнана кайма тухнӑ, унтанпа ӑна никам та курман.
Хӗрӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл килтен нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче тухнӑ. Вӑл ялта пурӑнакан аппӑшӗ патне хӑнана каясси пирки пӗлтернӗ. Анчах кинемей яла ҫитмен. Тен, ӑна кам та пулин вокзалта курнӑ.
Ватӑ хӗрарӑм хӑш чухне ӑс-тӑн енчен арпашӑнма пултарать. Тӑванӗсем пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Килтен тухса кайнӑ чухне Зинаида Захаровна хӗрлӗ калпак, хӗрлӗ кӑвак куртка, симӗс кроссовка, хура юбка тӑхӑннӑ пулнӑ.
Чӑваш Енри патшалӑх тата общество ӗҫченӗ Энвер Аблякимов паян 70 ҫул тултарнӑ.
«Кирек ӑҫта ӗҫлесен те, кирек кам пулсан та вӑл ҫӳллӗ шайри профессионализмпа, ӗҫе парӑннипе, принциплӑхпа, ырми-канми вӑй-халпа палӑрса тӑнӑ», — ырлать Энвер Аблякимова Александр Белов журналист.
Энвер Аблякимов пирӗн республикӑра тимленӗ вӑхӑтра Шупашкарти Промтрактор савутне тата Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районне тунӑ. Тӗрлӗ хисеплӗ ята тивӗҫнӗ виҫӗ орден кавалерӗ, «Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ строителӗ» Чӑваш Ене Урал тӑрӑхӗнчен куҫса килнӗ. Унӑн тымарӗсем Крым тутарӗсенчен иккен.
Николай Федоров Чӑваш Ен Президенчӗ пулнӑ чухне Энвер Аблякимов тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ. Пӗрре пысӑк вырӑна йышӑнса тепре унсӑр юлма та тивнӗ унӑн. Ҫапах та вӑл паян та Чӑваш Енӗн экс-президенчӗпе лайӑх хутшӑнура теҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.05.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
| Бикчурин Рассых Фахрутдинови, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |