Уйрӑмах хӑрушӑ преступнике 4 ҫул шыраҫҫӗ. Ку таранччен вӑл Атӑлҫи тӑрӑхӗнче 30 ытла хӗрарӑма вӗлернӗ. Пурте — 75–90 ҫулсенчисем.
Преступник пӗччен пурӑнакан хӗрарӑмсен алӑкӗнчен шаккаса хӑй ТСЖ ӗҫченӗ пулнине пӗлтернӗ. Унтан хваттере кӗрсе хӗрарӑма пӑвса вӗлернӗ, укҫи-тенкине вӑрласа тухнӑ. Кунашкал икӗ тӗслӗх Шупашкарта та пулнӑ.
Ҫав хурах ведеокамера ҫине те лекнӗ. Анчах унӑн ятне-шывне никам та пӗлмест. Ун пирки пӗлтерекене 3 миллион тенкӗ пама шантараҫҫӗ. Унччен ку хыпаршӑн 1 миллион тенкӗ пама шантарнӑччӗ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хурах пирки хыпарлаканӑн ятне-шывне никама та каламӗҫ. Унӑн сӑнӗн фоторобочӗ пур.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн депутатне Юрий Борисова ятланӑ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташне «фанфурик» сутнишӗн сӑмах лекнӗ.
Республика правительствин эрнесерен иртекен ларӑвӗнче Элтепер Администрацийӗн Тӗрӗслев тата халӑх хӑрушсӑрлӑхӗн управленийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Метелкин Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти 4 суту-илӳ точкинче спиртлӑ хутӑшсене пӗчӗк савӑтпа сутнине пӗлтернӗ. Ҫавсен хушшинче республикӑн тӗп хулинчи Гагарин урамӗнчи павильона асӑннӑ. Ӑна вара Юрий Борисов депутат тытса тӑрать иккен.
Элтепер усламҫӑ пирки: «Бизнес тесе нравственность та, кӑмӑл-сипет те, этика та ҫук», — тесе ӳпкевлӗн каланӑ май потребитель рынокӗнче йӗрке пулмаллине асӑрхаттарнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗнче кадр тӗлӗшӗнчен улшӑнусем пулнӑ. Тытӑм ертӳҫин Алексей Ладыковӑн — ҫӗнӗ ҫум.
Пӗтӗмпе Алексей Ладыковӑн — ултӑ ҫум. Ҫӗнни, Алексей Жирнов, экономика аталанӑвӗпе тата финанспа ҫыхӑннӑ ыйтусене пӑхса тӑрӗ. Унпа паян хула администрацийӗнче иртнӗ канашлура паллаштарнӑ.
Алексей Ладыков палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ ҫум финанс, кредитлӑх, инвестици тытӑмӗнче пысӑк опыт пухнӑ. Унччен Михаил Жирнов Мускаври «Оптима» тата «Эксплор» компанисенче, «Альфа-Банкра», «Чӑвашкредитпромбанкра» ӗҫленӗ. Вӑл Симферопольте те ӗҫлеме ӗлкӗрнӗ. Унта вӑл «Крымсавут» учрежденире вӑй хунӑ.
Унччен ку должноҫра Максим Семенов ӗҫленӗ. Кунта вӑл 5 ҫул вӑй хунӑ, должноҫран утӑ уйӑхӗнче кайнӑ.
Антонина Мускаринова кӑҫалхи ҫуллах ҫухалнӑ. Кун пирки тӑванӗсем полицие заявлени ҫырнӑ.
30 ҫулти Антонинӑна икӗ уйӑх шыраҫҫӗ. Вӑл Шупашкарта ӑнланмалла мар лару-тӑрура ҫухалнӑ.
Антонинӑн тусӗ Татьяна Петрова каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче хут уйӑрттарман упӑшкипе пӗрле пурӑннӑ. Арҫын та ҫухалнӑ-мӗн.
Антонинӑн ҫӳҫӗ хӗрлӗ сарӑ тӗслӗ, кӗске, арҫын евӗр, кастарнӑ. Ӑна куракансене 02 е 89875797037 (Татьяна), 89196579092 (Надежда Петрова) номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Чӗмпӗр облаҫӗнче «Сорокин еткерӗсем» фестиваль иртнӗ. Ӑна йывӑҫран тӗрлӗ эреш касса кӑларнӑ Семен Сорокин ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ. Фестивале Чӑваш Ен ӑстисем те хутшӑннӑ.
Ӑстасем виҫӗ кунра виҫӗ метрлӑ йывӑҫран скульптурӑсем касса кӑларнӑ. Юмахри илемлӗ сӑнарсем пулса тухнӑ. «Хӑвӑрт касса кӑларасси» номинацире И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн доценчӗ Алексей Казаков ҫӗнтернӗ.
ЧППУ доценчӗ 45 минутра скульптура касса кӑларнӑ. Пахча валли кӳлепе касса кӑларасси енӗпе те ӑна ҫитекенни пулман.
Иккӗмӗш вырӑна Шупашкарти 5-мӗш гимназире технологи предметне вӗрентекен А.Г.Кошкин йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Мӑкшӑ Республикин ӑсти йышӑннӑ.
Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре ҫуралнӑ Николай Карлин композитор тата педагог авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 70 ҫул тултарать.
Паллӑ куна халалласа Елчӗкри историпе краеведени музейӗнче пӗчӗк курав йӗркеленӗ. Музей хӑйӗн хӑнисене Николай Карлин юррисемпе, сӑнӳкерчӗкӗсемпе, хаҫатра ун ҫинчен тӗрлӗ ҫулта ҫырнисемпе, унӑн юррисен пуххисемпе паллаштарать.
Николай Карлин — Музыка обществин президиумӗн пайташӗ, Чӑваш Енри композиторсен ассоциацийӗн пайташӗ. Малтанласа Курганти профтехучилищӗре ӑс пухнӑ. Вунӑ ҫултан вӑл Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищинчен вӗренсе тухнӑ. Малтан Ленин ячӗллӗ колхозри хора ертсе пынӑ, кайран — Шупашкарти П. Хусанкай ячӗллӗ культура ҫуртӗнчи хора. Ҫапла вара Николай Карлин тӗрлӗ ӗҫре тӑрмашнӑ вӑхӑтрах юрӑ ҫырма та вӑхӑт тупнӑ.
Елчӗкри музейри курав юпа уйӑхӗччен ӗҫлӗ.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Шупашкарта ШӖМӗн медсанчаҫӗн ҫӗнӗ ҫуртне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унӑн алӑкӗ уҫӑласса чылай кӗтнӗ. Ҫурта 2010 ҫулхи раштав уйӑхӗнчех тума тытӑннӑ.
Строительствӑпа монтаж ӗҫӗсене 2015 ҫул вӗҫӗнче туса пӗтернӗ. Ун чухнех медицина хатӗр-хӗтӗрне туяннӑ. Халӗ ҫурта коммуникацисемпе сыпӑнтарнӑ, ҫавӑнпа пациентсене те йышӑнма пулать.
Медсанчаҫре ҫар-тухтӑр комиссийӗ иртӗ, ҫак тытӑмра вӑй хуракансене, вӗсен ҫемйисене, унтан тивӗҫлӗ канӑва тухнисене психофизиологи тӗлӗшӗнчен тӗрӗслӗҫ.
Тытӑм ертӳҫи Сергей Неяскин Раҫҫейри виҫӗ регионта ӗҫлесен те кунашкал медсанчаҫ курманнине палӑртнӑ.
Лавккара сутӑнакан теттесенче хими япали нумайрах пулнине тупса палӑртнӑ. Погремушкӑра стирол пулнӑ.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ лавккасене тӗрӗсленӗ. Китайра туса кӑларнӑ тетте пахалӑхӗ вӗсене тивӗҫтермен. Унра хими япали пуррине тупса палӑртсан лавккана штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Ку лавкка Шупашкарти Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинче вырнаҫнӑ. Сутӑнакан пур тетте те пахалӑхсӑр пулман. Вӗсенчен пӗри ҫеҫ иккӗленӳ ҫуратнӑ.
Ҫав теттене 2015 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Китайра туса кӑларнӑ. Вӑл таможня союзӗн техника регламенчӗпе килӗшсе тӑман. Лавкка хуҫин куншӑн явап тытма тивӗ. Штрафшӑн укҫа сахал мар кӑларса хумалла: 300 пин тенкӗ. Теттене сентре ҫинчен илсе тӗп тунӑ.
Ыран Шупашкарта Сӗт фестивалӗ уҫӑлать. Ӑна юратакансене тӗп хулари «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче кӗтеҫҫӗ. Вӑл унта 9 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен пулӗ.
Фестивальте конкурссем йӗркелӗҫ, сывлӑх центрӗ ӗҫлӗ. Унта сӗте тата юр-вара мӗнле тӗрӗс ӗҫмелли-ҫимелли пирки каласа кӑтартӗҫ. Фестивале килекенсем сӗт тутанса пӑхӗҫ, тӗрлӗ конкурса хутшӑнӗҫ. 9 сехетре концерт пуҫланӗ. Каток ҫинче ярӑнма та май пулӗ.
Уява Чӑвашри паллӑ сӗт предприятийӗсем хутшӑнӗҫ. Фестивале экологи тӗлӗшӗнчен таса, усӑллӑ апат-ҫимӗҫе пропагандӑлас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Хальлӗхе республикӑра пурӑнакансем кирлӗ нормӑран 77 процентне ҫеҫ ӗҫеҫҫӗ. Сӗте Чӑваш Енре нумайрах туса илеҫҫӗ, ҫавӑнпа ку кӑтарту сахал.
Ултавҫӑсем ҫынсене шахвӑртмалли ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ мелсем шухӑшласа кӑлараҫҫӗ. Халӗ вӗсем ватӑ ҫынсем патне килеҫҫӗ те хӑйсемпе Пенси фончӗн ӗҫченӗ тесе паллаштараҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан Любовь Степанова ултавҫӑсене хӑйӗн икӗ пенсине куҫарса панӑ. Авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ун патне шӑнкӑравланӑ та Пенси фончӗн 2012 тата 2014 ҫулсемшӗн компенсаци тӳлемелли пирки каланӑ. Пӗтӗмпе — 18 пин те 670 тенкӗ.
Палламан ҫын банк карттин реквизичӗсене калама ыйтнӑ. Унтан Любовь Анатольевнӑн телефонӗ ҫине код ҫырнӑ СМС-ҫырусем килме пуҫланӑ. Ҫав палламан ҫын каллех шӑнкӑравланӑ та кодсене пӗлтерме каланӑ. Кинемей йӑлтах пӗлтернӗ. Кӑштахран карточка ҫинче пӗр пус та тӑрса юлман.
Халӗ ку ӗҫе полици тӗпчет. Кунашкал ултав пӗрре кӑна пулман. Пенси фончӗ ҫине тӑрсах асӑрхаттарать: унти специалистсем телефонпа нихӑҫан та шӑнкӑравламаҫҫӗ, кил тӑрӑх ҫӳремеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |