Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн регионти уйрӑмӗ хӑйне валли уйрӑм кантур туяннине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, парти валли кантур илме Мускавран 16 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Унпа Чӑвашри коммунистсем Шупашкарти Мир проспектӗнчи 82-мӗш ҫуртӑн «А» корпусӗн пӗрремӗш хутне туяннӑ.
Ҫӗркаҫ коммунистсен кантурне хальлӗхе паллӑ мар ҫынсем пӑшалпа пенӗ. Ӑна коммунистсем паян ирпе асӑрханӑ та йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Ҫурт чӳречинче пульӑн виҫӗ йӗрӗ юлнине кантура пӑхса ҫаврӑннӑ пакунлисем те ҫирӗплетнӗ.
Ҫурта суранлатакан хӗҫ-пӑшалпа усӑ курса пеме пултарнӑ тесе шухӑшланине партин Шупашкар хула пухӑвӗнчи коммунистсен фракцийӗн ертӳҫи Алексей Шурчанов пӗлтернӗ.
Ҫул-йӗр юлашки вӑхӑтра япӑхланса кайнине урапа хуҫисем те, ҫуран ҫӳрекенсем те асӑрхаҫҫех. Асфальт ҫинче шӑтӑк-путӑк нумайланса кайнине специалистсем сывлӑш температури кӑнтӑрла тата каҫхине хӑвӑрт ылмашса тӑнипе сӑлтавлаҫҫӗ.
Республикӑри ҫул-йӗр отраслӗнче тӑрӑшакансем ҫак кунсенче канмалли кунсемсӗрех ӗҫлени пирки республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр министерстви пӗлтерет. Ку сӑмаха шупашкартисем ҫинчен те калама пулать. «Дорэкс» общество кӑна, сӑмахран, ултӑ бригада таран ӗҫлеттерет. Хайхисем асфальт ҫинчи шӑтӑк-путӑка сапласа ҫӳреҫҫӗ. Ирӗлтернӗ асфальтпа тата бетонпа усӑ курса нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗччен тӗп хулара 2,6 пин тӑваткал метр ҫинче шӑтӑк-путӑка юсанӑ. Ҫак ӗҫе пурнӑҫлама 3,9 миллион тенкӗ тухса кайнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫыннӑн алимент тӳлемех тивнӗ. Унӑн парӑмӗ 500 пин ытла тенкӗ пухӑннӑ.
Ҫак укҫана унӑн ывӑлне тӳлемелле пулнӑ. 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче арҫын ача 18 ҫул тултарнӑ. Анчах ашшӗ алимента пурпӗрех татма васкаман.
Арҫынпа калаҫу ирттернӗ. Парӑма татманшӑн унӑн ятарлӑ правине чакарма пултарнине ӑнлантарнӑ. Кун хыҫҫӑн арҫын укҫа тӳлеме май тупнӑ. Вӑл харӑсах 400 пин тенкӗ тӳлесе татнӑ.
Кун хыҫҫӑн арҫын ачан амӑшӗн те чӗри ҫемҫелнӗ ахӑртнех. Вӑл ытти парӑма илме хирӗҫлесе документа каялла илнӗ.
Шупашкарти кӳлмекре авточупӑвӑн финалӗ иртнӗ. Раҫҫей Кубокӗн пӗтӗмлетӳ тапхӑрӗ пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пулнӑ.
Авточупура Егор Санин тата Андрей Подролян ҫӗнтернӗ. Ҫанталӑка пула кӑштах улшӑнусем кӗртме тивнӗ. Малтанах 1400 класс валли чупу иртнӗ. Унтан 1600 класс валли масс-старт пулнӑ.
Ҫанталӑк ӑшӑ тӑнӑ май пӑр ҫинче кӳлленчӗксем пулнӑ, ҫавна май урапа айӗнчен сирпӗннӗ вӑл. Кунашкал ӑмӑрту куракансене питӗ килӗшнӗ.
1400 класра Егор Санин ҫӗнтернӗ. 1600 класс чупура вара Андрей Подолян мала тухнӑ.
Чернобыльти атомлӑ электростанцинчи аварин сиенне пӗтернӗ ҫӗре хутшӑннӑ ҫынсене сывлӑха радиаципе хавшатнӑшӑн компенсаци парӗҫ.
Шупашкарти Мускав районӗнче пурӑнакансене, ку категорие кӗрекенсене, пуш уйӑхӗнче компенсаци памашкӑн 1 миллион тенкӗ ытла тӑкаклӗҫ. Асӑннӑ районти социаллӑ хӳтӗлев уйрӑмӗнче Чернобыльти атомлӑ электростанцинчи аварие сирме хутшӑннӑ 62 сусӑр шутра тӑрать.
Сӑмах май, ҫак категорие кӗрекен, радиаци илнӗ ҫынсене уйӑхсерен укҫа-тенкӗ енчен пулӑшаҫҫӗ.
Ял хуҫалӑх продукцине ытти кун та сутӗҫ-ха. Эпир маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ, пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен тытӑнса республикӑн тӗп хулинче, Шупашкарта «Вырӑнта тавар туса илекенӗн кунӗ – 2016» ярмӑрккӑ ӗҫлеме тытӑннӑ. Ун пек черетлӗ суту-илӳ пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче «Шупашкар» суту-илӳ центрӗ умӗнчи лапамра иртӗ.
Кӑҫал пуҫласа ирттернӗ ярмӑрккӑна Ҫӗрпӳ районӗнчисем хастар хутшӑннӑ. Сӑмахран, «Ҫӗрпӳ беконӗ», «Чӑваш бройлерӗ», «Колос», Н.Ф. Львовӑн хушма хуҫалӑхӗ, Ҫӗрпӳри «Чӑвашҫӑкӑрпродукчӗ» предприятин Ҫӗрпӳри филиалӗ, И.Э. Тимофеева уйрӑм усламҫӑ тата ыттисем хула ҫыннисене хӑйсен апат-ҫимӗҫне сӗннӗ.
Вырӑнта тавар туса илекенсен ярмӑрккин кунӗнче сутакан апат-ҫимӗҫ лавккаринчен йӳнӗрех, мӗншӗн тесен продукцине ӑна туса илекенсем хӑйсем тӳрремӗнех сутаҫҫӗ.
Тула облаҫӗн правительствине Чӑвашри ҫынна ӗҫе илнӗ. Ахаль-махаль специалиста та мар, правительство пуҫлӑхӗн ҫумне.
Сергей Егоров ятлӑ ҫынна ку тивӗҫе шанса парасси пирки Тула облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Алексей Дюмин пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Тула облаҫӗшӗн яваплӑ ҫак должноҫе йышӑниччен Сергей Николаевич ҫӗршывӑн правительствинче тар тӑкнӑ. 2005–2007 ҫулсенче вӑл РФ Финанс министерствинче тӑрӑшнӑ.
Тула облаҫӗн правительствин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Шупашкарта пӗлӳ илнӗ. Вӑл кунти И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне 2004 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ. Ун чухне вӑл «Тӗнче экономики» специальность алла илнӗ. Тепӗр икӗ ҫултан Сергей Егоров тата тепӗр специальность пирки ҫирӗплетекен диплома тивӗҫнӗ — вӑл юрист пӗлӗвӗллӗ пулса тӑнӑ. Экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ята хӳтӗленӗ.
Официаллӑ мар ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн Сергей Николаевичӑн амӑшӗ ӗмӗрӗпех медицинӑра тимленӗ, ашшӗ ССОна ертсе пынӑ. Егоровсем Элӗк тӑрӑхӗнчен тухнӑ.
Шупашкарта пултаруллӑ ҫемьесен фестивальне ирттерме палӑртнӑ. Кун пирки ЧР влаҫӗсене официаллӑ порталӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Хулара «Пӗрле — туслӑ ҫемье» уҫӑ фестивале пӗрремӗш хут ирттермеҫҫӗ. Кӑҫал унта 10 ҫемье хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.
Фестивальте пӗрисем ташлӗҫ, теприсем юрлӗҫ, виҫҫӗмӗшӗсем сӑвӑ вулӗҫ. Ҫавӑн пекех ҫемьесем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартӗҫ, пӗҫерме пӗлнине кӑтартӗҫ. Пӗр сӑмахпа — ҫемьери кашни ҫын пултарулӑхне кӑтартӗ.
Фестиваль ҫемьесене пултарулӑх енчен аталанма пулӑшӗ. Вӑл пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче иртӗ. Фестиваль 15 сехетре пуҫланӗ.
Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев профессире ӑнӑҫу тунӑ хӗрарӑмсене саламланӑ. Михаил Васильевич этемлӗхӗн черчен пайне ырлӑх-сывлӑх, ӑнӑҫу сунса наградӑсем панӑ.
Наградӑна тивӗҫнисен йышӗнче культура, экономика, медицина, вӗренӳ тата ытти тытӑмра тӑрӑшакансем пулнӑ. Михаил Игнатьев хӗрарӑмсем ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗрен те пирӗн республика малалла аталаннине палӑртнӑ.
Патшалӑх наградисене тивӗҫнисен йышӗнче Республикӑри клиника пульницин ревматологи уйрӑмӗн заведующийӗ пулнӑ. Ҫавӑн пекех Муркаш районӗнчи Суворов ячӗллӗ ял хуҫалӑх производство кооперативӗн агрономӗ Галина Албутова, Шупашкарти 50-мӗш шкулта кӗҫӗн классене вӗрентекен Валентина Героева, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн аристки Наталия Иванова, Шупашкарти 24-мӗш шкул директорӗ Луиза Иванова наградӑллӑ пулнӑ.
Пирӗн маттур ентеше Пӗрремӗш каналпа пыракан «Ырӑ ир» кӑларӑмра кӑтартнӑ. Шупашкарта пурӑнакан Вера Афанасьевна Орлова пирки журналист сюжет хатӗрленӗ.
Кӑҫал Вера Афанасьевна 83 ҫул тултарнӑ. Вӑл чунӗпе ҫамрӑк, хастар. Маттурскер «Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ» спорт уявне хутшӑнать. 11 хутчен йӗлтӗр сырса тухнӑ вӑл.
Вера Афанасьевна йӗлтӗр сырса тухнӑ чухне наци тумне яланах тӑхӑнать. Вӑл хӑйне уҫӑ сывлӑшра лайӑх туять, килте лараймасть. Вера Орлова ӗмӗр тӑршшӗпех йӗлтӗрпе туслӑ. Виҫӗ ҫухрӑм чупасси те уншӑн нимӗн те мар. Вӑл хӑйӗнпе пӗрле пӗчӗк мӑнукӗсене спортпа туслаштарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |