Кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче Раҫҫейре пӗрремӗш хут Юр кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ӑна уявлама йӗлтӗр спорчӗн пӗтӗм тӗнчери федерацийӗ сӗннӗ. Ҫапла ӑна ҫулсерен паллӑ тӑвасшӑн. Хӑҫан? Кӑрлач уйӑхӗнчи юлашки умӗнхи вырсарникун.
Ҫак куна ятарласа йышӑннӑ. Кӑрлачра уявсем нумай. Сӗтел хушшинче тӑтӑшах апатланнӑ хыҫҫӑн юр ҫинче йӑваланни те вырӑнлӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем. Вӗсем ҫак кун ачасемпе аслисене спортӑн хӗллехи тӗсӗсемпе явӑҫтарасшӑн.
Юр кунӗнче йӗлтӗрпе конькипе, ҫунашкапа, сноубордпа ярӑнма, тӗрлӗ ӑмӑртусемпе фестивальсем ирттерме пулать.
Халӗ Чӑваш Ен те ҫак мероприятие тӗплӗн хатӗрленет. Шупашкарта вӑл «Шупашкар: 500 ҫул» паркра иртӗ.
Кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче шкул ачисен Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадин регион шайӗнчи тапхӑрӗ старт илет.
Олимпиада 21 предметпа иртет: вырӑс чӗлхи, ют чӗлхе, вырӑс литератури, математика, физика, астрономи, информатика тата ИКТ, хими, биологи, экологи, географи, истори, обществознани, экономика, право, ӳнер, технологи, вӑй-хал культури, ОБЖ.
ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, регион шайӗнчи олимпиадӑна 9–11-мӗш классенче вӗренекен 2 пин ытла ача хутшӑнать. Пирӗн республикӑри 110 яш-хӗр пӗтӗмлетӳ тапхӑрӗ витӗр тухнӑ. Вӗсенчен 22-шӗ ҫӗнтерӳҫӗ тата призер пулса тӑнӑ.
Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑн муниципалитет шайӗнчи тапхӑрӗ 2014 ҫулхи чӳк-раштав уйӑхӗсенче иртнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсен йышне Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти гимназисемпе лицейсенче вӗренекенсем кӑна мар, республикӑри шкулсенчи ачасем те кӗнӗ.
Эктор Алос-и-Фонт социолингвист Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленнӗ чухнехи икчӗлхелӗх лару-тӑрӑвне тишкернӗ. Ӑсчах ҫитменлӗхсене палӑртнӑ май лару-тӑру икӗ ҫул каяллахинчен лайӑх енне сулӑннине каланӑ.
— Паллӑ мероприятисем ытларах чухне Республика тата Хӗрлӗ тӳремсенче иртеҫҫӗ, — ҫырнӑ Эктор Алос-и-Фонт «Ҫыхӑнура» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче. — Кӑҫал Республика тӳремӗнче Ҫӗнӗ ҫул бульварӗ уҫӑлнӑ. Анчах вӑл тӗпрен илсен Ехрем купса бульварӗнчен куҫнӑ коммерци киоскӗсенчен тӑрать иккен. Киосксенчи информацие вырӑсла ҫеҫ ҫырнӑ. Анчах бульвар лаптӑкӗнче ҫырнисем ытларах чухне — икӗ чӗлхепе.
Социололингвист лару-тӑру икӗ ҫул каяллахинчен лайӑхраххине палӑртнӑ. Вӑл Ехрем купса бульварӗнче «Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе, Шупашкарӑм!» тесе ҫырнине ыррипе палӑртнӑ. Анчах чӑрӑш айӗнче вырӑсла ҫеҫ ҫырнӑ-мӗн. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, Хӗрлӗ тӳремре икӗ чӗлхепе усӑ курасси лайӑхланнӑ.
Шел те, ытти урамсенче вырӑсла ҫеҫ ҫырнӑ. Эктор Алос-и-Фонт ЧППУра вӗреннӗ. Ҫулталӑк каялла университет икчӗлхелӗхе хӳтелӗнипе палӑрнӑ пулсан кӑҫал вӑл тӗп корпус умӗнчи чӑрӑш ҫине вырӑсла ҫеҫ ҫырнӑ.
Асаннесемпе кукамайсем, асаттесемпе кукаҫисем Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшне мӗнле хитрелетнӗ? Хӗллехи каникулсенче еплерех парнесемпе савӑнтарнӑ? Кун пирки пӗлес килет-и? Эппин, май пулсан Патшалӑх вырӑс музейӗн виртуал филиалне ҫитсе курмалла.
Унта икӗ ӗмӗр каяллахине курма пулать. Василий Суриков, Апполинария Васнецова, Федот Сычков, Федор Решетников картинисем вӑхӑта каялла тавӑрма пулӑшӗҫ.
Патшалӑх вырӑс музейне ҫитсе кураймастӑр тӑк Шупашкарти «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрне ҫул тытӑр. Унта та уяв йӑли-йӗркипе паллашма пулать-мӗн. Тӗслӗхрен, тӑвансемпе юлташсем валли парне тӑвас енӗпе пултарулӑх лаҫҫи ӗҫлет.
«Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗнче кӑрлачӑн 3–11-мӗшӗсенче ачасемпе ашшӗ-амӑшӗсене пултарулӑх каникулӗсем кӗтеҫҫӗ. Кашни кун чи юратнӑ уявӑн вӑрттӑнлӑхӗсем уҫӑлаҫҫӗ.
Раштавӑн 30-мӗшӗнче Шупашкарта Иван Яковлев проспектӗнчи ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑна тинех уҫни пирки пӗлтернӗччӗ. Унтанпа нумаях та вӑхӑт иртмерӗ — ҫав вырӑнта паллӑ мар ҫынсем ӳкерсе пӗтернӗ.
Шупашкар ҫынни Владислав Смирнов ҫак кунсенче ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑнта пулни пирки «ПроГород» журналисчӗсене пӗлтернӗ. Вӑл строительсем лайӑх тӑрӑшнине палӑртнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, такамсем унта стена ҫине темӗн ҫырнӑ. «Стенана вараласа хунӑ!» — кӑмӑлсӑрланнӑ Владислав Смирнов.
Аса илтерер: Иван Яковлев проспектӗнчи ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑн Шупашкарта чи пысӑкки шутланать. Ӑна шӑпах Ҫӗнӗ ҫул умӗн уҫни хула ҫыннисемпе хӑнисемшӗн чӑн-чӑн парне пулнӑ.
Республикӑра хӗллехи каникулта спорта пысӑк тимлӗх уйӑрӗҫ. Ҫак канмалли кунсенче спортпа ҫыхӑннӑ вун-вун мероприяти иртӗ.
Чи пысӑк мероприятисене карлачӑн 5-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Ҫак кун Чӑваш Енре сывлӑха ҫирӗплетмелли пӗрлехи кун тесе йышӑннӑ.
Ҫак кун хулари тата республикӑри районсенчи муниципалитет спорт комплексӗсене тӳлевсӗр ҫитме май пулӗ. Шупашкарта ун чухне «Раштав йӗлтӗр йӗрӗ» йӗлтӗр чупӑвӗ иртет.
Ку кӑна мар. Кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче Шупашкарта ирхи 10 сехетрен пуҫласа каҫхи 9 сехетчен 9 хоккей лапамӗнче тӑркӑчсене (конькисене) тата ытти спорт хатӗрӗсене тӳлевсӗр тара илме май пулӗ. Хӑш лапамра тӳлевсӗр пулнине хула администрацийӗн сайтӗнче пӗлме пулать.
Унтах спорт шкулӗсемпе тата федерацийӗсемпе пӗрле «Спорт тата сывлӑх вунӑкунлӑхӗ» пӗтӗм Раҫҫей акцийӗпе килӗшӳллӗн эрешлесе ярӑнасси, хоккей, шорт-трек енӗсемпе ӑсталӑх класӗсем иртӗҫ.
Шупашкарсен тата унӑн хӑнисен кӑрлачӑн 1–11-мӗшӗсенче мӗнле майпа канмалла? Паллах, тӑркӑч (коньки) сырмалла та каток ҫине вӗҫтермелле. Катоксем хӑш вӑхӑтра ӗҫлемеллине палӑртнӑ.
Чылайӑшӗ 10 сехетрен пуҫласа 22 сехетчен ӗҫлӗ. «Спартак» стадионта вара 9 сехет ҫурӑран пусласа 19 сехет те 45 минутчен ярӑнма пулать. Кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче унта 7 сехет те 45 минутран пуҫласа 9 сехет ҫурӑччен эрешлесе ярӑнӗҫ.
«Энерги» каток 9.30-22.00 сехетсенче ӗҫлет. Хӗрлӗ тӳремри каток 10 сехетре уҫӑлать. Ҫамрӑклӑх бульварӗнчи 8-мӗш ҫурт умӗнчи каток та ҫав сехетрех ӗҫлет. Анчах унта кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче 13 сехетре эрешлесе ярӑнӗҫ.
И.Франко урамӗнчи 16-мӗш ҫурт патӗнчи каток 10-22 сехетсенче ӗҫлет. Кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче 13 сехетре ҫеҫ хоккейла вылӗҫ.
Ҫавӑн пекех катоксем Афанасьев, Николаев, Кадыков, Б.Хмельницкий урамӗсенче, Мир проспектӗнче ӗҫлӗҫ. Ытларахӑшӗ ирхи 10 сехетрен пуҫласа каҫхи 10 сехетчен уҫӑ.
Шупашкарта кӑрлачӑн 9–10-мӗшӗсенче профилактика акцийӗ иртӗ. Ҫав кунсенче кашниех хӑйӗн сывлӑхне тӳлевсӗрех тӗрӗслеттерме пултарать.
Диспансеризаци «Каскад» тата «Мега Молл» суту-илӳ центрӗсенче иртӗ. Кун пирки ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтерет.
Тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсем, арҫынсемпе хӗрарӑмсем валли тӗрлӗ тӗреслев пулӗ. Кашниех юнри холестерин тата сахӑр шайне тӗрӗслеме, кардиографи тума, артери юн пусӑмне тӗрӗслеме пултарать. Хӑшӗ-пӗрин шалти органӗсене те ультарсасӑллӑ тӗрӗслев тӑвӗҫ.
Ҫавӑн пекех икӗ кун хушшинче специалистсемпе канашлама май пулӗ. Акци «Каскадра» кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче 11 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен иртӗ. «Мега Молра» кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче ҫав вӑхӑтрах пулӗ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн Шупашкарти Петров урамӗнчи авариллӗ ҫуртра пурӑннӑ 15 ҫын ҫӗнӗ хваттерлӗ пулнӑ. Вӗсем 7 муниципалитет пӳлӗмӗнче пурӑннӑ.
Пӳлӗмсене вӗсене Тӑххӑрмӗш пилӗкҫуллӑх, Грасис, Декабристсен, Текстильщиксен, Шевченко урамӗсенче ҫуртсенче уйӑрса панӑ. Малтан унта хула хыснинчи укҫа-тенкӗпе юсав ӗҫӗсем тунӑ.
Ҫапла майпа Шупашкар хула администрацийӗ хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Аса илтерер: йӑтӑнма пуҫланӑ ҫуртра 165 пӳлӗм пулнӑ, вӗсенче 256 ҫын пурӑннӑ. Авариллӗ лару-тӑру пулсан 75 ҫемьене вӑхӑтлӑх вырӑн тупса панӑ, 85 ҫемье тӑванӗсем патне куҫнӑ. Икӗ пӳлӗмри ҫынсем ҫеҫ пулӑшу ыйтман.
Раштавӑн 13-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 11-мӗшӗччен Шупашкара «Виктория» шапито-цирк артисчӗсем «Хӗл Мучи патӗнче хӑнара» программӑпа килсе ҫитнӗ. Унпа Шупашкара 500 ҫул ятлӑ паркра паллашма пулать. Программӑра — упӑте, кенгуру, упа, варана, пирӗн патра ҫук кайӑксем. Тата тӗрлӗ жанрлӑ цирк ӑстисем хӑйсен пултарулӑхӗпе тӗлӗнтереҫҫӗ.
Республикӑн тӗп хулин пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов тата хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пулӑшнипе ачасене унта тӳлевсӗр кайса курма май туса панӑ. Анчах уншӑн шӑпӑрлансене ӑмсанмаллах та мар-тӑр тепӗр енчен. Мӗн тесен те вӗсем — телейсӗрскерсем-ҫке. Тӳлевсӗр билета ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр тӑрса юлнисене, пурӗ 150 ачана, уйӑрма йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |