Шупашкарта Смирнов урамӗсем иккӗ пулассине Шупашкар хула администрацийӗн архитектурӑпа хула тӑвас ӗҫ управленийӗнче пӗлтернӗ. Юрий Смирнов урамӗ республикӑн тӗп хулинчи Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнчи уйрӑм ҫынсен ҫурчӗсен секторӗнче вырнаҫнӑ. Унӑн ятне 1956-мӗш ҫултах панӑ иккен. Ун чухне «Хӗрлӗ флот» колхоз территорийӗ те пулнӑ иккен-ха. «Юрий Смирнов мӗнпе чапа тухнине калама йывӑртарах», — тесе ҫырнӑ сайтсенчен пӗринче. Вӑл ҫын Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ Совет Союзӗн Паттӑрӗ, 77-мӗш стрелок полкӗн 1-мӗш стрелок ротин стрелокӗ, Чулхулара ҫуралнӑ Юрий Смирнов кӗҫӗн сержант пуль теҫҫӗ.
Николай Смирнов урамӗ Благовещенски урамӗнче пулӗ. Унта ҫӗкленекен 26-мӗш позици нумай пулмасть Смирнов урамӗнчи 6-мӗш номерлӗ ҫурт пулса тӑнӑ. Николай Смирнов — Раҫҫей Паттӑрӗ. Унӑн ятне пама Афганистан ветеранӗсен союзӗн республикӑри организацийӗ сӗннӗ.
Шупашкарта юпа уйӑхӗн 25–26-мӗшӗсенче Чӗлхесен пӗтӗм тӗнчери XIX фестивалӗ иртнӗ.
Кӑҫалхи фестивале чӑваш, акӑлчан, араб, китай, голланди, финн, эстони, португали, итали, корея, хинди, каталански, нимӗҫ, испани, туркмен, польша, тутар, таджик, украина, вьетнам тата ытти чӗлхепе пӗлекенсем пуҫтарӑннӑ. Сайра тӗл пулакан чӗлхесен хӑтлавӗ те иртнӗ. Ҫавӑн йышшисен шутӗнче адыгей, мальти тата Кӑнтӑр-Хӗвелтухӑҫ Азинчи гэлао чӗлхине асӑнмалла.
Фестиваль вӑхӑтӗнче чӑвашла-вырӑсла биллингивизма халалланӑ сайта тӑвассипе ҫыхӑннӑ ӗҫ ушкӑнӗ темиҫе лекципе курнӑҫу йӗркеленӗ.
Аса илтеретпӗр, чӗлхесен фестивалӗ Шупашкарта 1996 ҫултанпа иртет. Ун йышши мероприятие Раҫҫейри хуласенчен кунта чи малтан йышӑннӑ. Фестивале республикӑн ҫамркӑсен эсперанто-ассоциацийӗ йӗркелет. Ӑна ирттерме тӗрлӗ министерство, ют чӗлхесен «Язык Успеха» шкулӗ тата Пӗтӗм тӗнчери волонтерсен «Содружество» центрӗ пулӑшнӑ.
Шупашкарти В.П.Воробьев ячӗллӗ ача-пӑча 2-мӗш шкулӗнче сӗрме купӑс класӗнче вӗренекен Полина Макаровӑпа Таня Киселева питӗ ҫамрӑк пулсан та ҫын нушинчен пӑрӑнманнине кӑтартнӑ. Вӗсем йывӑрлӑхрисене пулӑшма хатӗр.
Шкул ачисем ыркӑмӑллӑх флэш-мобне хутшӑннӑ. Ӑна «Анастасия» волонтерсен пӗрлешӗвӗ йӗркеленӗ. Хӗрачасем темиҫе кун Шупашкарти суту-илӳпе курав центрӗнче сӗрме купӑс каланӑ, чирлӗ ачасем валли укҫа пухма пулӑшнӑ.
Ҫамрӑк сӗрме купӑсҫӑсем хӑйсен ӑсталӑхне май килнӗ таран кӑтартнӑ. Хӗрачасен пултарулӑхӗ чирлӗ ачасем валли сахал мар укҫа пухма пулӑшнӑ.
Чӑваш Енре пӑрлӑ ҫумӑр хыҫҫӑн пуҫланнӑ чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва кӗртни пирки пӗлтернӗччӗ. Анчах специалистсем ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫакна васкаса вӗҫленине палӑртаҫҫӗ. Аса илтерер: инкеклӗ режим юпан 24-мӗшӗнче вӗҫленнӗ.
Шупашкарти хӑш-пӗр районта та электроэнерги йӗркеллӗ ӗҫлемест-мӗн. Чӑваш Енри районсем пирки каламалли те ҫук. Ача-пӑча лапамӗ, пралуксем ҫывӑхне ӳкнӗ йывӑҫсем ҫаплах хӑрушлӑх кӑларса тӑратаҫҫӗ-мӗн.
Шар курнисен йышӗнче фермӑсем, аграри предприятийӗсем те пур. Вӗсем пысӑк тӑкак курнӑ хыҫҫӑн ертӳҫӗрен пулӑшу кӗтнӗ, анчах йывӑрлӑха хӑйсенех парӑнтарма тивнӗ.
Сӑнавҫӑсем чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва кая юлса кӗртнине те палӑртаҫҫӗ. Ӑна юпан 19-мӗшӗнче йышӑннӑ. Пӑрлӑ ҫумӑр вара юпан 17-мӗшӗнче ҫунӑ. Республикӑри 500 ытла ял, 150 пин ытла ҫын ҫутӑсӑр пӗр эрне ларнӑ.
Сӑмах май, Владимир Михайлов пӑрлӑ ҫумӑр тепре ҫума пултарасса асӑрхаттарать. Чӳк уйӑхӗ ӑшӑ кунсенчен пуҫланать, анчах 9-мӗшӗнчен каллех сивӗтет-мӗн. Ҫавӑнпа саппас генераторсем кирлех пулаҫҫӗ-тӑр. Анчах тӳре-шара хальлӗхе кун пирки шарламасть-мӗн.
Юпан 25-мӗшӗнче Киров облаҫӗнче шырав отрячӗсен «Никам та манӑҫман» округри слечӗ хупӑннӑ. Виҫӗ кунлӑх мероприятие Атӑлҫи федераци округӗнчи 375 шыравҫӑ хутшӑннӑ. Вӗсем — Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пулнӑ вырӑнсенче шырав ирттерекенсем.
Пирӗн республика чысне Шупашкарти 57-мӗш шкулти «Набат», Шупашкарти 5-мӗш гимназири «Атӑл», И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи «Асӑну», И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн «Георгиевски хӑю», Федерацин суд приставӗсен управленийӗн «Патриот» шырав отрячӗсем хутшӑннӑ.
Чӑваш Ен ушкӑнӗ пӗрремӗш, куҫӑнсӑр тапхӑрта, «Информация» номинацире ҫӗнтернӗ. Ӑна отряд ҫинчен каласа паракан пичетри тата теле-, радикӑларӑмсен шутен кура панӑ. «Наставник» номинацире те пирӗннисем палӑрнӑ. Унта шырав пӗрлешӗвӗн ертӳҫин ӗҫ калӑпӑшне тата пахалӑхне хакланӑ. Кунта пирӗн ушкӑн иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. «Ӳсӗм» номинацире виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ӑна шыравҫӑсен шучӗ ӳснипе ӳсменнине кура панӑ.
Куҫӑн тапхӑра 14 ушкӑн хутшӑннӑ. Ун вӑхӑтӗнче шыравҫӑсен кивӗ япаласене уйӑрнине, шырав пултарулӑхне кӑтартма тивнӗ, ушкӑнпа паллаштарма. Куҫӑн тата куҫӑн мар тапхӑрсен пӗтӗмлетвӗ тӑрӑх пирӗн республика ушкӑнӗ иккӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫӗрлехи 1 сехетре, ЧР ШӖМӗн официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, полицие Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи пӗр шкула бомба хуни пирки шӑнкӑравланӑ.
Вырӑна полицейскисем, ятарласа вӗрентнӗ йытӑллӑ кинологсем, васкавлӑ службӑн ӗҫченӗсем ҫийӗнчех ҫитнӗ, шула тӗрӗсленӗ. Пӗлӳ ҫуртӗнче тата ун ҫывӑхӗнчи территорире нимӗнле бомба та тупман.
ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑнкӑравласа пӗлтернӗ телефон номерне кӗске вӑхӑтра тупса палӑртнӑ. 38 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.
Юлашки вӑхӑтра унта е кунта бомба хуни пирки тӑтӑшах суйса пӗлтереҫҫӗ. Ку тӗлӗшпе йӗркене пӑснӑшӑн тытмалли явапа та ӳстерчӗҫ. Усӑсӑр ахӑртнех. Ҫынсем бомба хуни пирки мӗн тӗллевпе суйса пӗлтерни – тӗлӗнмелле.
«Намӑс хӑми» сайтра тем ҫинчен те пӗлме пулать иккен… Кама мӗн килӗшмест — унта ҫыраҫҫӗ.
Пӗрине ав Шупашкарти Тӑххӑрмӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнчи 16-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ «Кроха» лавккари сутуҫӑн шӑрши килӗшмест-мӗн. «Ҫӑхав» ҫыраканни пӗлтернӗ тӑрӑх, «шӑршлӑ» ҫав сутуҫӑ ытларах ача кӳмисем сутнӑ ҫӗрте ӗҫлет.
«Унран тар шӑрши вӑйлӑ кӗрет!» — ҫырнӑ ҫавскер. Сутуҫӑ лавккана пынӑ ҫынсемпе ырӑ кӑмӑллӑн калаҫмасть-мӗн. Нумаях пулмасть «ҫӑхав» ҫыраканни упӑшкипе унта кайнӑ, ачи валли ҫунашка туянма шухӑшланӑ.
«Ҫунашкана илсе кӑтартма ыйтрӑмӑр. Вӑл аллине ҫӗклерӗ те… эпир ураран чутах ӳкмерӗмӗр. Каярахпа килессине пӗлтерсе тухса шӑвӑнтӑмӑр», — ҫырнӑ хӗрарӑм.
Ҫулла ҫав сутуҫӑран уйрӑмах вӑйлӑ шӑршӑ кӗрет-мӗн. Алӑкранах… Хӗрарӑм «Кроха» лавкка ертӳлӗхне ку тӗлӗшпе мӗн те пулин тума ыйтать.
Хут купӑс сасси кӳршӗ яла та илтӗнет. Шупашкар районӗнчи Тутаркасси ялӗнчи халӑх ку инструмента питӗ килӗштерет. Унта нумаях пулмасть «Выля, хут купӑс, янра, такмак — 2014» конкурс иртнӗ. Купӑсҫӑсен ӑсталӑхне курма 100 ытла ҫын пухӑннӑ.
Конкурса Шупашкарти И.Васильев, Г.Якимов, Л.Захаров, Н.Андреев, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Вениамин Смелов, Шупашкар районӗнчи Николай Николаев тата Валерий Никитин хутшӑннӑ. Купӑсҫӑсем ҫӗнтерӳҫӗ ятне ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ. Пурте чунтан купӑс каланӑ, ҫынсене савӑнтарнӑ. Залри халӑх купӑсҫӑсемпе пӗрле юрланӑ. Хӑшӗ-пӗри чӑтса тӑрайман — ташша тухнӑ.
Купӑсҫӑсен ӑсталӑхне жюри хакланӑ. Николай Николаев ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ. «Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ купӑсҫӑ» номинацире В.Смелов палӑрнӑ. И.Васильев «Купӑсҫӑ — виртуоз» номинацире ҫӗнтернӗ. Л.Захаров «Халӑх юррине чи лайӑх юрлакан» номинацире палӑрнӑ. Нина Федорова — «Такмак чи лайӑх калакан» ята тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енре правӑна ытларах чух ӳсӗрле пӑсаҫҫӗ тесе пӗлтереҫҫӗ иккен йӗрке хуралҫисем. «Ӳсӗр преступленисен» шучӗ Раҫҫейре 29 процентпа танлашть пулсан, пирӗн патра ҫак кӑтарту 42 процент-мӗн. Ӳсӗрсене урӑлтармалли вырӑн уҫсан правӑна пӑсакансен шучӗ чакасса шанаҫҫӗ иккен полицейскисем.
Шупашкарти урӑлтаркӑча темиҫе ҫул каялла хупнӑ. Ку вӑл Раҫҫейри юхӑм пулчӗ-ха. «Киккирикне хӗртнисене» ун чухне пульницӑсене илсе кайса урӑлтарма йышӑнчӗҫ. Шурӑ халатлисем вара хӑйсем патне илсе пынӑ ӳсӗрсенчен 70 процентне тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ мар тесе ӗнентереҫҫӗ иккен. Хыпса лартнӑскерсем пульницӑра шавлаҫҫӗ, пульница йӗркине пӑсаҫҫӗ.
Ӳсӗрсене урӑлтармалли ятарлӑ вырӑн кирлине Чӑваш Енре тахҫанах палӑртаҫҫӗ имӗш. Ку ыйтӑва нумаях пулмасть Раҫҫей правительстви те хускатнӑ. Унта 100 пин ытла ҫын пурӑнакан хуласенче урӑлтаркӑчсем кирли пирки калаҫнӑ. Пирӗн патра ку енпе пӗрремӗш утӑма тунӑ та иккен. Урӑлтаркӑч евӗр усӑ курма ҫурт та тупса хунӑ. Вӑл — Шупашкарти Декабристсен урамӗнчи 2 хутлӑ ҫурт. Республикӑн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерствине ҫавӑн валли штат йӗркелеме хушнӑ.
Шупашкарти Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫуртӑн пӗр подъездне сӳтсе пӗтернӗ. Халӗ экспертсем иккӗмӗш подъездӑн ҫирӗплӗхне тӗрӗслеҫҫӗ. Унтан ҫуртӑн малашнехи шӑпине палӑртӗҫ.
Аса илтерер: ҫурт ҫурӑлма тытӑнсан ҫынсене урӑх ҫӗре куҫарнӑ. Экспертсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн унта пурӑнма хӑрушӑ пулнине палӑртнӑ. Ҫавна май пӗр подъездне, 5 хута, аркатма йышӑннӑ.
Хула администрацийӗ йӑтӑнма тытӑннӑ подъезда йӑлтах сӳтсе пӗтернӗ. Нумаях пулмасть ҫӳп-ҫапа пуҫтарса тӑкнӑ. Халӗ юлнӑ пайне тӗплӗн тӗрӗслеҫҫӗ. Специалистсен ку тӗлӗшпе чӳкӗн 1-мӗшӗ тӗлне пӗтӗмлетӳ тумалла.
Хальлӗхе икӗ варианта пӑхса тухаҫҫӗ. Хула администрацийӗн архитектурӑпа хула строительствин пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Анатолий Павлов каланӑ тӑрӑх, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш подъездсем те авариллӗ, ҫавӑнпа, тен, ҫурта йӑлтах аркатмалла. Иккӗмӗш вариантпа килӗшӳллӗн, юлнӑ икӗ подъезда ҫӗнетмелле, пӗрремӗшне ҫӗнӗрен хӑпартмалла.
Иккӗмӗш варианта суйласан ҫӗнӗ подъезда ҫавӑнтах ҫав калӑпӑшпах хӑпартӗҫ. Кун пек майпа ҫынсем унта ҫитес ҫулхи ҫулла пурӑнма куҫма пултарӗҫ.
Хӑш варианта суйласси юридици саманчӗсенчен, унта пурӑннӑ ҫынсенчен, хыснари укҫаран та нумай килет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |