Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Республикӑра

Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул тата Раштав уявӗсене хӗрӳ хатӗрленме тытӑннӑ. Ҫитес вӑхӑтра Шупашкар ҫыннисем тата хӑнисем уяв сӗмӗпе киленме, тӗрлӗ мероприятие хутшӑнма пултарӗҫ.

Хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, уяв мероприятийӗсем «Шупашкар — санӑн ҫӗнтерӳ хули» брендпа килӗшӳллӗн иртӗҫ.

Ҫитес вӑхӑтра «Хӗл мучи почти» ӗҫлеме тытӑнӗ. Йӗркелӳҫӗсем ачасемпе ҫамрӑксене Хӗл мучине ҫыру ҫырма сӗнеҫҫӗ, унта 2014 ҫулти ҫитӗнӳсем пирки каласа кӑтартмалла.

Раштавӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа «Мисс Юрпике» хула конкурсӗ пуҫланӑ. Унтан «Чӑрӑшсен конкурсӗ» тата «Юр кӗлетке конкурсӗ» старт илӗҫ. Раштавӑн 27-мӗшӗнче Ҫӗнӗ ҫул сӑнарӗсен утӑмӗ пулать. Унӑн ҫӗнтерӳҫи Аслӑ Устюга каймалли путевкӑна тивӗҫӗ.

Тӗп хуламӑра илес пулсан ӑна ҫӗнӗ ҫула капӑрлатма тытӑннӑ та ӗнтӗ. Республика тӳремӗнчи саламлав хальхинче икӗ чӗлхеллӗ пулни куҫа савӑнтарать. Анчах ытти вырӑнсенче капӑрлатнӑ май чӑваш чӗлхи валли ҫителӗклӗ вырӑн тупӑнӗ-ши? Иккелентерет.

 

Хулара

Паян, Аннесен кунӗ умӗн, ҪҪХПИ ӗҫченӗсем ҫамрӑк амӑшӗсене саламланӑ.

ЧР ШӖМӗн официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пакунлисем Шупашкарта акци ирттернӗ. Вӗсем Пепкелӗх центрне ҫитсе ҫамрӑк амӑшӗсене саламланӑ, ҫемҫе теттесем парнеленӗ.

Пресс-служба пӗлтернӗ тӑрӑх, инспекторсем ҫамрӑк амӑшӗсене пульницӑран киле кӑларнӑ чухне ҫемҫе тетте тата тӗттӗмре ҫутатакан япала тыттарнӑ. Кунсӑр пуҫне полицейскисем ҫамрӑк хӗрарӑмсене ачасене транспортра илсе ҫӳремелли правилӑсемпе паллаштарнӑ, ятарлӑ ларкӑчсемпе усӑ курмаллине аса илтернӗ.

 

Республикӑра Егоровсен пысӑк ҫемйи тата Михаил Игнатьев мӑшӑрӗпе
Егоровсен пысӑк ҫемйи тата Михаил Игнатьев мӑшӑрӗпе

Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑх ҫуртӗнче республика шайӗнче иртнӗ «Ҫулталӑк ҫемйи — 2014» конкурс ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. Кӑҫал ҫак ята Шупашкарта пурӑнакан Егоровсем тивӗҫнӗ.

Егоровсем 9 ачана ура ҫине тӑратаҫҫӗ. Ҫемье пуҫӗ Алексей Егоров татах ача пулсан та хирӗҫ мар. Ара, Егоровсем питӗ туслӑ пурӑнаҫҫӗ. 9 ачаран 6-шӗ шкула ҫӳреҫҫӗ.

Амӑшӗ Марина Егорова каланӑ тӑрӑх, ирхине ҫемье апатланмашкӑн сӗтел хушшине пухӑнать. 6 ачана шкула ӑсатнӑ хыҫҫӑн килте 3-шӗ юлаҫҫӗ. Егоровсен те йывӑрлӑх ҫук мар. Хӑш чухне укҫа ыйтӑвӗ ҫивӗч-мӗн. Ҫапах патшалӑх пулӑшма тӑрӑшать вӗсене. Пурӑнмалли ҫуртпа тивӗҫтернӗ, ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрса панӑ.

Конкурса 158 ҫемье хутшӑннӑ, вӗсенчен 28-шӗ финала тухнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене саламламашкӑн ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев мӑшӑрӗпе Лариса Юрьевнӑпа килнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/74399
 

Сывлӑх

Шупашкарти чылай аптека хӑйсен ирӗкӗпе «фанфуриксем» сутмасси пирки меморандум алӑ пуснӑ. Ҫак кунсенче мэри вӗсем панӑ сӑмаха епле тытнине тӗрӗсленӗ.

Шупашкар хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе хулари аптекӑсенчен 68 проценчӗ меморандум алӑ пуснӑ. Ҫапла майпа Шупашкарти 152 аптекӑран 104-шӗ «фанфурик» сутмасси пирки сӑмах панӑ.

Чӑнах та, вӗсем хӑйсен сӑмахне тытнӑ. Алӑксем ҫине ҫапла ҫырса хунӑ: «Кунта халӗ «фанфурик» сутмаҫҫӗ». Сентресем ҫинче те ку тавар ҫук-мӗн.

Меморандум алӑ пусман ытти аптекӑпа ку ыйтупа калаҫу пырать. 5 аптека сетне ку шухӑш килӗшмен. «Фанфурик» сутни хушма тупӑш кӳрет-ҫке-ха. Ҫапах мэри алӑ усмӗ, вӗсене ӳкӗте кӗртме тӑрӑшӗ.

 

Республикӑра Хӑнасем Григорьевсем патӗнче
Хӑнасем Григорьевсем патӗнче

Кӗҫех Аннесен кунӗ ҫитет. Ҫавна май ЧР Элтеперӗн тата Шупашкар хула пуҫлӑхӗн арӑмӗсем Лариса Игнатьевӑпа Надежда Черкесова, Хӗрарӑмсен канашӗн Шупашкарти уйрӑмӗн председателӗ Ирина Клементьева нумай ачаллӑ Григорьевсем патӗнче хӑнара пулнӑ.

Икӗ ҫул каялла Валерипе Анжеликӑн виҫӗреш — Богдан, Вадим тата Глеб — ҫут тӗнчене килнӗ. Ун чухне ҫемье йывӑрлӑхпа тӗлпулнӑ. Вӗсем хваттер тара тытса пурӑннӑ. Хӑйсен 16 тӑваткал метрлӑ пӳлӗмӗнче 5-ӗн вырнаҫма хӗн.

Нумаях пулмасть администраци тата Хӗрарӑмсен канашӗн Шупашкарти уйрӑмӗ пулӑшнипе Григорьевсем валли 70 тӑваткал метрлӑ, виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер уйӑрма май килнӗ. Кунсӑр пуҫне администраци пӗчӗк виҫӗреше ача пахчине вырнаҫтарма пулӑшнӑ: Григорьевсем ҫемье ача пахчи йӗркеленӗ. Амӑшне куншӑн укҫа тӳлеҫҫӗ.

Хӑнасем Григорьевсене Амӑшӗн кунӗпе тата ҫӗнӗ хваттере куҫнӑ ятпа саламланӑ.

 

Хулара

Шупашкарти Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫуртӑн шӑпи пирки тӳре-шара нумай вӑхӑт шухӑшларӗ. Мӗн тумалла: пӗр подъезда кӑна ишӗлтермелле-и е пӗтӗм ҫурта йӑтса антармалла та ун вырӑнне ҫӗннине хӑпартмалла?

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫав ҫуртра пурӑннӑ ҫынсемпе тӗлпулнӑ та ыйтӑва татса панине пӗлтернӗ. Ҫуртри иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш подъездсем те авариллӗ лару-тӑрура-мӗн. Ҫакна тӗрӗслев палӑртнӑ. Ҫавна май ҫурта йӑлтах ишсе антарма йышӑннӑ.

Унччен тӳре-шара ҫуртӑн пӗр подъездне ҫеҫ ҫӗмӗресси пирки каланӑччӗ. Халӗ йышӑну тунӑ май урӑх ыйту тухса тӑнӑ. Ҫынсене пурӑнмалли вырӑн тупса памалла-ҫке-ха. Халӗ кашни ушкӑн валли уйрӑм сӗнӳ хатӗрлеҫҫӗ: муниципалитет хваттерте пурӑннисем, ҫак ҫуртра пӗртен-пӗр хваттер пулнисем, пӳлӗме тара паракансем валли.

Сити-менеджер пӗлтернӗ тӑрӑх, ку енӗпе халӗ ӗҫлеҫҫӗ. Ҫитес эрнере мэри каллех ҫынсемпе тӗлпулӗ те сӗнӳсемпе паллаштарӗ.

 

Культура

Чӳкӗн 26-мӗшӗнче «Хӗрлӗ хапха» академи проекчӗн эстафетине Шупашкар йышӑннӑ. Чӑвашсем те Раҫҫей ӳнер академийӗ ирттернӗ пулӑма курса юлнӑ.

Проектпа килӗшӳллӗн регионсем хушшинче «Юхӑма хирӗҫ» академи конкурсӗ иртнӗ. Суйлав комиссине 500 ытла ӳнерҫӗн 6000 ытла ӗҫӗ килнӗ. Вӗсене ӳнерӗн тӗрлӗ тӗсӗпе хатӗрленӗ.

Эксперт канашӗ тата жюри 27 финалиста палӑртнӑ. Вӗсем пурте диплома, премие тивӗҫӗҫ. Жюри пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, Раҫҫей ӳнер академийӗн живописҫи, графикӗ, ЧР халӑх ӳнерҫи, ЧР тата РФ тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи, К.Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ Н.П.Карачарсков И.Е.Репин академи премийӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ.

2014 ҫулта академи проектне Атӑлҫи федерацийӗнчи 12 регионти ӳнерҫӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн экспозицийӗнче 100 яхӑн ӳнерҫӗн ӗҫӗсем пулӗҫ. Вӗсем — Хусантан, Сарӑтуран, Саранскран, Самартан, Тольяттирен, Ижевскран, Кировран, Пермьрен, Пензӑран, Шупашкартан, Чӗмпӗртен, Ӗпхӳрен, Чулхуларан, Мускавран, Питӗртен. «Юхӑма хирӗҫ» конкурса Чӑваш Енри 28 ӳнерҫӗ хутшӑннӑ, вӗсенчен 14-шӗ конкурс витӗр тухнӑ. Вӗсен ӗҫӗсене Ӳнер музейӗнче кӑтартӗҫ.

Малалла...

 

Вӗренӳ

Хусанта паян Раҫҫей Федерацийӗн халӑхӗсен чӗлхисемпе шкул ачисен вулавӗ тата ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртрӗ. Ӑна Тутарстанӑн вӗренӳпе ӑслӑлӑх министерстви, Тутарстан халӑхӗсен ассамблейи, Тутарстанри халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ йӗркеленӗ. Унта чӑваш ачисем те хутшӑнчӗҫ. Унта ҫичӗ чӗлхепе докладсем турӗҫ.

Чӑвашла пайра Тутарстанри чӑвашсемсӗр пуҫне Чӑваш Енрисем те килнӗ - Шупашкартан, Йӗпреҫ тата Патӑрьел районӗсенчен. Темӑсенче чӑваш чӗлхи пуласлӑхӗ, К. Ивановӑн пултарулӑхӗ тата ытти пулчӗ.

Мероприяти хӑнасене Хусан тӑрӑр экскурси ирттерсе паллаштарнӑ.

 

Ҫурт-йӗр

Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 42-мӗш ҫуртри пӗр хваттерте пурӑнакан пӗр кинемей пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра теме пулать. Унта мачча авӑннӑ-мӗн.

Прокуратура хваттере тӗрӗсленӗ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӳлти хутри хваттер тӑрринче — мачча тӑрри. Ҫавна пула вӑл авӑннӑ. Хваттерте пурӑнакан ҫынсене ку хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерет.

Каярахпа ҫакӑ палӑрнӑ: комисси ку ҫурта 2013 ҫулта тӗрӗсленӗ. Ун чухне специалистсем ҫӳлти хутри виҫӗ хваттер пурӑнма юрӑхсӑррине палӑртнӑ. Ҫынсене урӑх ҫӗре куҫарас ӗҫе Шупашкарти Ленин район администрацийӗ ҫине тиенӗ.

Анчах тӳре-шара тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнман. Хваттерсенчен пӗринче тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ кинемей пурӑнать. Унӑн куҫмалли урӑх вырӑн ҫук-мӗн. Ку ӗҫе прокуратура тӗрӗслесех тӑрать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/74356
 

Персона Александр Андреев
Александр Андреев

Шупашкарта пурӑнакан Александр Андреев нумаях пулмасть ҫартан таврӑннӑ. Вӑл хӗсметре тӑнӑ чухне «Двое в степи» фильмра ӳкерӗннине пӗлтернӗ.

Александр каланӑ тӑрӑх, Александр ҫарта Мускав облаҫӗнче пулнӑ. Ҫулла вӗсен чаҫне ӳкерӳ ушкӑнӗ килнӗ те массӑллӑ сценӑсем валли ҫынсем суйланӑ. Александра вырӑс салтакӗн рольне шаннӑ.

Александр Андреева фильмра ӳкерӗнме питӗ килӗшнӗ. Халӗ вӑл 2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшне кӗтет. Ара, ҫак кун кинофильма кӑтартма палӑртнӑ-ҫке-ха.

«Мосфильм» официаллӑ сайтра премьера пирки информаци тухнӑ ӗнтӗ. Фильм вӑрҫӑ пирки.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/645
 

Страницӑсем: 1 ... 883, 884, 885, 886, 887, 888, 889, 890, 891, 892, [893], 894, 895, 896, 897, 898, 899, 900, 901, 902, 903, ... 1047
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ертӳлӗхпе калаҫу ӑнӑҫлӑ сыпӑнӑ. Ҫавна май карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр е шалу ӳсӗ. Официаллӑ учрежденисенчен пулӑшу ыйтма ӑнӑҫлӑ эрне. Коллективра ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑх, хирӗҫӳ сиксе тухнӑ тӑк халӗ шӑпах уҫӑ калаҫу йӗркелеме, ыйтусене мирлӗ татса пама лайӑх вӑхӑт.

Утӑ, 10

1928
97
Айзман Станислав Николаевич, актёр тата режиссёр ҫуралнӑ.
1961
64
Медведев Геннадий Павлович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1968
57
Коновалов Николай Дмитриевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та