
Элӗк тӑрӑхӗнче вуннӑмӗш кун ӗнтӗ 36 ҫулти арҫынна шыраҫҫӗ. Ку ӗҫе «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗсем те хутшӑнаҫҫӗ.
Андрей Николаевич Долгов килтен утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Унтанпа вӑл ӑҫта пулни паллӑ мар. Андрей Долгов Элӗкре пурӑнать.
Вӑл 164 сантиметр ҫӳллӗш, ырхан кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ тӗттӗм, куҫӗ хӑмӑр. Килтен кайнӑ чухне тӗттӗм хӗрлӗ тӗслӗ куртка, камуфляж тӗслӗ шӑлавар, ҫавӑн тӗслех калуш тӑхӑннӑ пулнӑ.
Ҫак арҫын пирки мӗн те пулин пӗлетӗр пулсан ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 800 700-54-52 (Раҫҫейре тӳлевсӗр), 89777084704 Кирейчик (Екатерина) .

Чӑваш Республикинчи шыравҫӑсем 82 ҫул каялла Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ хӗр-медик виллин юлашкисене тупнӑ.
Вӗсем хальхи вӑхӑтра Карелире ӗҫлеҫҫӗ. Унта 1944 ҫулта Видлица ҫывӑхӗнче хӑрушӑ ҫапӑҫусем пынӑ. Шӑпах унта совет салтакӗсем Ладога кӳлли патӗнче тӑшмана каялла чакарнӑ.
Чӑваш Енри шыравҫӑсемпе ытти регионтисем те ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсемпе пӗрле Хӗрлӗ Ҫарӑн медицина службин кӗҫӗн лейтенанчӗн виллин юлашкисене чавса тупнӑ.
Халӗ ҫав вырӑнта шыравсем малалла пыраҫҫӗ. Тен, хыпарсӑр ҫухалнӑ ытти салтакӑн виллин юлашкисене тупма май килӗ.

Сӗнтӗрвӑрри хулинче пурӑнакан арҫынна «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗсем шыраҫҫӗ. 43 ҫулти Александр Евгеньевич Венедиктов ӑҫта пулни ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнченпе паллӑ мар.
Вӑл килтен кайнӑ чухне кӑвак кофта, кӑвак джинс шӑлавар, шурӑ кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Арҫын 175 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ тӗттӗм ҫырӑ, куҫӗ хӑмӑр тӗслӗ.
«Лиза Алерт» хастарӗсем кирек мӗнле информацие те ҫак номерсемпе пӗлтерме ыйтаҫҫӗ: 8 800 700-54-52 (Раҫҫейре тӳлевсӗр) е Искрич (Виктория) 89876687081.
Сӑмах май, Патӑрьел округӗнчи Турхан ялӗнче 55 ҫулти Алексей Григорьева ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнченпе шыраҫҫӗ.

Шупашкарта икӗ кун каялла ҫухалнӑ ватӑ арҫынна шыраҫҫӗ. Кун пирки «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗ пӗлтернӗ.
Алексей Сергеевич Сергеев 73 ҫулта, вӑл ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Хальччен ун пирки нимӗн те пӗлмеҫҫӗ.
Вӑл 173 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ шуралнӑ, куҫӗ сӑрӑ тӗслӗ. Ҫухалнӑ чухне тӗттӗм кӑвак кофта, сӑрӑ шӑлавар, хура сланцӑ, хура калпак тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна медпулӑшу кирлӗ.
Ӑна куракансене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ:8 800 700-54-52 (хӗрӳ лини), 8 919 666 66 80 (Наталия).

Йӗпреҫ поселокӗнче пуйӑсран тарнӑ 6 арҫынна тытса чарнӑ. Кун пирки mash канал пӗлтерет.
Вӗсем питех инҫех каяйман. Йӗрке хуралҫисем Йӗпреҫ таврашне йӑлтах шыранӑ. Пиллӗкӗшне пӗчӗк ялта, Шуркассинче, тупнӑ. Улттӑмӗшне Йӗпреҫ поселокӗнчи Черноречка микрорайонӗнче тупса тытса чарнӑ.
Аса илтеретпӗр: вӗсем тӗрмере ларнӑ чухне РФ Хӳтӗлев министерствипе контракт ҫырнӑ. Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче вӗсене «Томск – Адлер» пуйӑспа ятарлӑ вакунра илсе кайнӑ. Йӗпреҫре чарӑнсан хайхискерсем тарнӑ. Ҫакна машинист курнӑ та тӳрех тивӗҫлӗ службӑсене пӗлтернӗ.

Чӑваш Енре тӗрмере ларнӑ чухне Хӳтӗлев министерствипе контракт ҫырнӑ 6 ҫын тарнӑ. Хальлӗхе вӗсене тытса чарайман.
Ӗҫ-пуҫ ҫапларах пулса иртнӗ: вӗсене «Томск – Адлер» пуйӑспа ятарлӑ вакунсенче илсе кайнӑ. Пуйӑс Йӗпреҫре икӗ минутлӑха чарӑнсан хайхискерсем чӳречене ҫӗмӗрсе тарнӑ-мӗн. Пиллӗкӗшӗ тапочкӑпа пулнӑ, тепри — кроссовкӑпа пулнӑ. Пӗр арҫынни вакунран сикнӗ чухне урине амантнӑ, ҫавна май халӗ уксахлать.
Айӑпланнӑ ҫынсем тарнине машинист курнӑ, вӑл кун пирки тӳрех ятарлӑ службӑсене пӗлтернӗ. Ҫакӑ паллӑ: арҫынсем вӑрланӑшӑн, наркотикшӑн тата ясар шухӑшсене пурнӑҫланӑшӑн тӗрмене лекнӗ. Хальхи вӑхӑтра йӗрке хуралҫисем кӳршӗ ял-салара шыраҫҫӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнченпе 18 ҫулти хӗре шыраҫҫӗ. «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав служби пулӑшу ыйтать.
Валерия Олеговна Васильевӑна тӑванӗсем акан 4-мӗшӗнченпе тупаймаҫҫӗ, вӑл ҫыхӑнӑва тухмасть. Ҫав кун вӑл хура ветровка, шурӑ-хура кӗпе, ҫутӑ кӑвак джинс шӑлавар, сӑрӑ-шурӑ кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ.
Хӗре курнӑ пулсан, ун пирки мӗн те пулин пӗлетӗр тӗк ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 800 700-54-52 (Раҫҫейре тӳлевсӗр) е 89876687081 (Искрич (Виктория).

Шупашкарти 54 ҫулти Евгения Меньшикова НТВ телеканалпа пыракан «Жди меня» кӑларӑма хутшӑннӑ. Ӑна пиччӗшӗ, Волгоград облаҫӗнчи Владимир Винокуров, шыраса тупнӑ.
Владимир 20 ҫул амӑшне шыранӑ. Вӑл ача ҫуртӗнче ӳснӗ, амӑшӗ ӑна унта хӑварнӑ. Кӑларӑм команди вара Евгенийӑна тупнӑ. Владимирпа иккӗшӗн пӗр амӑшӗ пулнине палӑртнӑ. Хӗрарӑм вӗсене тӗрлӗ ҫулта ача ҫуртне панӑ.
Евгенийӑпа Владимир пӗртӑвансем пулнине ДНК-тест ҫирӗплетнӗ.

Кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче Тӑвай округӗнчи Сӑхӑтпуҫ ялӗнче 39 ҫулти арҫын ҫухалнӑ. Ӑна тупнӑ. Анчах, шел те, вӑл чӗрӗ мар — шӑнса вилнӗ.
Арҫын килтен кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче тухса кайсан таврӑнман. Ӑна шырама пуҫланӑ. Тепӗр виҫӗ кунран ӑна «Импульс» отряд хастарӗсем шырама килнӗ. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, арҫын нимпе те чирлемен. Вӑл Чечня вӑрҫинче пулнӑ, ҫавӑн кӑна сывлӑхне витӗм панӑ-мӗн.
Арҫынна шыранӑ чухне ялти камерӑсене те пӑхнӑ. Вӑл хӑш еннелле кайнине палӑртсан ҫавӑнта шыранӑ. Унӑн виллине ял хӗрринче юр ӑшӗнче тупнӑ.

Вӑрнарта пурӑнакан Борис Егорычев велосипед вӑррине ярса тытма пулӑшнӑ. Куншӑн вӑл полицейскисенчен Тав хутне тивӗҫнӗ.
Борис Ҫӗнӗ Шупашкарта ӑнсӑртран темиҫе велосипед вӑрланӑ арҫынна, шыравра пулнӑскере, Вӑрнарта асӑрханӑ. Вӑл хӑйне мӗнле тыткалани ӑна сисчӗвлентернӗ, ҫавӑнпа пӗр тӑхтамасӑр полици ӗҫченӗсене чӗннӗ.
Ҫапла Борис Егорычев пулӑшнипе йӗрке хуралҫисем судпа унччен те айӑпланнӑ 46 ҫулти арҫынна ярса тытнӑ.
