Апатлантарма хальлӗхе саккунах кӑларман-ха. Хальлӗхе вӑл проект шайӗнче. Саккун проектне паян иртнӗ Чӑваш Енӗн Правительствин ларӑвӗнче республикин вӗренӳ ҫинчен калакан саккунне улӑшу кӗртес ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Проекта хатӗрленисем саккунӑн 14-мӗш статйине улшӑну кӗртесшӗн.
Саккун проектне сахал тупӑшлисен ачисене тӳлевсӗр апатлантарас тӗллевпе хатӗрленӗ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Шупашкарти кадет корпусӗ 2016 ҫултанпа Вӗренӳ министерствин балансӗ ҫинче. Ҫывӑх вӑхӑтра вӑл федерацин Атӑлҫи округӗн шайне тухӗ. Шупашкарта шкул вырӑнне корпус тӑвас ӗҫ кӗҫех пуҫланмалла. РФ Хӳтӗлев министерстви те ӑна тума пулӑшмалла. Иртнӗ уйӑхӑн вӗҫӗнче тӑватӑ енлӗ килӗшӗве алӑ пусса та ҫирӗплетнӗччӗ.
Паянхи кун шкулта вӗренекен 200 ытла ачаран 24-шӗн ҫемьери тупӑш шайӗ республикӑра пурӑнмалли чи пӗчӗк виҫерен сахалрах. Вӗсене тӳлевсӗр апатлантарасшӑн.
Кӑҫал «Эткер» этнокультура уйлӑхӗ Шупашкар районӗнче, «Золотой колос» (чӑв. Ылтӑн пучах) ачасен сывлӑхне ҫирӗплетмелли лагерьте ӗҫлет. «Тантӑш» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енрен, Пушкӑртстанран, Тутарстанран, Чӗмпӗр, Чулхула, Ӗрӗнпур, Сарӑту, Тӗмен облаҫӗсенчен, Мускавран килнӗ 39 ача икӗ эрне канать. Вӗсем тӗрлӗ ӳсӗмрисем: арҫын ачасемпе хӗрачасем 4—10-мӗш классенче вӗренеҫҫӗ.
Уйлӑха Шупашкарти 33-мӗш шкулӑн учителӗ Ирина Диарова ертсе пырать, воспитателӗсем — Ҫӗрпӳ районӗнчи Опытный шкулӗн учителӗ Татьяна Петрова тата Муркаш районӗнчи Калайкасси шкулӗн учителӗ Александр Степанов тесе хыпарланӑ хаҫатҫӑсем тӗнче тетелӗнчи хӑйсен ушкӑнӗнче.
«Ырӑ ир», «тавтапуҫ», «апачӗ тутлӑ пултӑр», «ырӑ каҫ» сӑмахсене те ачасем тӑван чӗлхепе калаҫҫӗ.
Улатӑрти районсем хушшинчи прокуратура тӑлӑхсен прависене аслисем епле пӑхӑннине тӗрӗсленӗ. Ҫапла тума надзор органне вӗсене усрава илнисен ашшӗ-амӑшӗ пулӑшу ыйтни хистенӗ.
Прокуратура Улатӑр хула администрацийӗн тата муниципалитетри хӑш-пӗр ача пахчисен: «Колокольчик» (чӑв. Шӑнкӑрав), «Звездочка» (чӑв. Ҫӑлтӑрчӑк), «Светлячок» (чӑв. Ҫутӑ хурт), «Теремок» (чӑв. Чаплӑ пӳрт), «Родничок» (чӑв. Ҫӑлкуҫ), «Сказка» (чӑв. Юмах) — ӗҫӗ-хӗлне тӗрӗсленӗ. Вӗсенче ачасене пӑхса тӑнишӗн саккуна пӑсса укҫа илнӗ.
Тӑлӑхсене усрава илнисенчен вӗренӳшӗн укҫа тӳлеттермелле мар. Ку йӗркене РФ саккунӗсемпе пӑхса хӑварнӑ. Улатӑрсем апла ҫӑмӑллӑхпа тем сӑлтавпа тивӗҫтерме килӗшмен. Ашшӗ-амӑшӗ Улатӑр хула администрацийӗн право экспертизин специалисчӗсенчен те пулӑшу ыйтса пӑхнӑ. Шӑпӑх ҫав орган опекӑпа попечительство енӗпе ӗҫлет. Унтисем ку ҫӑмӑллӑх усрава илнисене пырса тивмест тесе ӗнентернӗ.
Саккуна пӑсакан ача пахчисен ертӳҫисен тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта кутӑн, хирӗҫекен, ҫынна итлемен тата пӑхӑнман, чӑкӑлтӑш, тӳрккес хӗр ҫуралнӑ. Ун пек пӗчӗк пике ҫӗртме уйӑхӗнче ҫут тӗнчене килнӗ.
Уйӑх та тултарман ача хӑй кӑмӑлне халех кӑтартман-ха — тен, кӑмӑлӗ ун ӑшӑ, чунӗ ырӑ пулӗ. Ачан ячӗ ҫапла пӗлтерӗшлӗ.
Пӗчӗк тӗпренчӗке нумаях пулмасть Ленин районӗнчи загсра регистрациленӗ. Ачана ашшӗ-амӑшӗ Мия ят панӑ. Швецинче анлӑ сарӑлнӑ ят шведран чӑвашла куҫарсан кутӑн, чӑкӑлтӑш, тӳрккес, хирӗҫекен, ҫынна итлемен тенине пӗлтерет.
Сайра ят панӑ ачан ашшӗ-амӑшне этемӗн пурнӑҫӗнчи пӗрремӗш документа — ҫуралнине ӗнентерекен хута — тыттарнӑ. Ҫемьене йыш килнӗ ятпа ашшӗ-амӑшне ӑшӑ кӑмӑлпа ырӑ сунса саламланӑ, ачана та, ашшӗ-амӑшне те пурнӑҫра телей суннӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ирттернӗ канашлура ачасен ҫуллахи канӑвне епле йӗркеленине тишкернӗ. Ҫуллахи сменӑра канма 465 организаци хӑйӗн алӑкне уҫнӑ. Ҫу каҫипе 39 пин ача вӗсенче канӗ.
Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Дмитриев канӑва йӗркелекенсем хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвне те тимлӗх уйӑрнине ӗнентернӗ. ЧР вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев та лару-тӑрӑва ырланӑ. Ку пӗтӗмлетӗве эпир Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ кӗске хыпар тӑрӑх тӑватпӑр.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Улатӑрти «Янтарный» уйлӑхран Пӑрачкаври ача ҫуртӗнче ӳснӗ 15-ри пике тухса тарнине пӗлтернӗччӗ. Каярах ача чиперех тупӑннине, уйлӑхран ирӗклӗн тухса кайма пултарнӑ фактпа прокуратура тӗрӗслев ирттерсе яваплисен ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырнине те Чӑваш халӑх сайчӗ ҫырнӑччӗ.
Шупашкарта ачасем ҫумӑр хыҫҫӑн пулнӑ лупашкара шыва кӗнӗ. Шӑпӑрлансем унта ним пулман пек чӑмпӑлтатнӑ.
Сельская урамӗнче ҫумӑр ҫунӑ хыҫҫӑн пысӑк лупашка пухӑннӑ. Паллах, шывӗ тӑрӑ мар, пӑтранчӑк. Анчах ачасене ку хӑратман, ҫавӑнтах шӑмпӑлтатнӑ вӗсем.
Ашшӗ-амӑшӗ ку ӳкерчӗке курман. Иртен-ҫӳрен вара тӗлӗнсех сӑнанӑ. Ара, таса мар шывра инфекци ҫаклатма пулать вӗт.
Синоптиксем ҫак кунсенче те ҫумӑр ҫӑвассине пӗлтереҫҫӗ. Юнкун ҫеҫ 25 градус таран ӑшӑтать теҫҫӗ.
Иртнӗ кӗҫнерникун, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Шупашкарти тӗп пляжра виҫӗ ҫынна путасран ҫӑлнӑ. Юрать, ҫӑлавҫӑсем ҫынсем инкеке лекнине вӑхӑтра асӑрханӑ.
18 сехет ҫурӑра 13-ри тата 14 ҫулти хӗрачасем шыва кӗнӗ. Вӗсемпе пӗрле аслисем пулман. Хайхискерсем путма пуҫласан ҫӑлавҫӑсем пулӑшма васканӑ. Пӗрне тухтӑрсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн киле янӑ. Теприне пульница ӑсатнӑ.
Ҫав каҫах ҫӑлавҫӑсем 31 ҫулти хӗрарӑма шывран туртса кӑларнӑ. Вӑл хӑйӗн ҫине алӑ хума хӑтланнӑ-мӗн. Ӑна та пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Элӗк районӗнче тӑхӑр ҫулти арҫын ача пӗвере путса вилнӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтерет.
Ку инкек Анаткас ялӗ ҫывӑхӗнче утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пулнӑ. Ишме пӗлмен арҫын ача пӗвере шыва кӗме шухӑшланӑ. Ҫумра аслисем пулман.
Пӗчӗкскер шывпа чыхӑнса кайса путнӑ. Унӑн виллине ҫыранран 10 метр аякра тупнӑ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев пырать. Ача путса вилни криминалпа ҫыхӑнманни паллӑ.
Тверь хулинчи полицие Чӑваш Енре пурӑнакан арҫын тӗлӗшпе заявлени ҫитнӗ. Вӑл чирлӗ ачасем валли укҫа пухнӑ, ӑна хӑйӗн валли илнӗ имӗш.
Тверь хулинчи тӗп урамсенче ҫамрӑк волонтерсем чирлӗ ачасем валли укҫа-тенкӗ пухнине асӑрханӑ. Анчах, йӗрке хуралҫисем каланӑ тӑрӑх, ҫул ҫитмен ҫамрӑсен ыркӑмӑллӑх акцисене хутшӑнма юрамасть. Тата официаллӑ организацисем урамра укҫа пуҫтармаҫҫӗ.
Темиҫе ҫамрӑка полицие илсе ҫитернӗ. Вӗсемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн ҫакӑ ҫиеле тухнӑ: ҫамрӑксем Чӑваш Енри арҫын хушнипе укҫа пухнӑ-мӗн. Пирӗн ентеш суя бизнес йӗркеленӗ иккен. Халӗ ку ӗҫе тӗпчеҫҫӗ.
Тӑвай районӗнче 45 ҫулти хӗрарӑма амӑшӗн правинчен хӑтарнӑ. Анча вӑл хӑйӗн йӑнӑшне ӑнланса илнӗ, тӳрӗ ҫул ҫине тӑнӑ. Ҫавна май каярахпа унӑн правине тавӑрнӑ.
Ӑна амӑшӗн правинчен 2016 ҫулхи юпа уйӑхӗнче хӑтарнӑ. Вӑл 5, 6 тата 13 ҫулсенчи ачисене пӑхман, кил-ҫуртра пуҫтарман, апат пӗҫермен, кӗпе-йӗм ҫуман. Кунсӑр пуҫне икӗ ачине шкула кайма хатӗрлемен. Пӗррехинче амӑшӗ ачисене килте хӑварса тухса кайнӑ, икӗ эрне ҫухалса ҫӳренӗ. Килте вара шыв та пулман.
Ачасене приюта илсе кайсан ҫеҫ хӗрарӑм киле таврӑннӑ. Суда вӑл пыман, ун чухне ӑна амӑшӗн правинчен хӑтарнӑ. Анчах йӑнӑшне ӑнланнӑ хӗрарӑм ӗҫе вырнаҫнӑ, ачасене тумтир илсе панӑ, вӗсен сывлӑхӗпе кӑсӑкланнӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна амӑшӗн правине тавӑрса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.08.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |