Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче аутизм пирки информаци сармалли пӗтӗм тӗнчери куна паллӑ тӑваҫҫӗ. Чӑваш Республикинче «Манӑн хӑйне евӗр ача» проект виҫҫӗмӗш ҫул пурнӑҫланать. Вӑл аутизмпа чирлӗ ачасене тата вӗсен ашшӗ-амӑшне пулӑшать.
2016 ҫул тӗлне республикӑра аутизмпа чирлӗ 146 ача пурӑннине шута илнӗ. Вӗсенчен 119-шне сусӑр тесе йышӑннӑ. Ака уйӑхӗн 1-мешӗнче ку чир-чӗре ҫавра сӗтелре сӳтсе явнӑ.
Ҫавра сӗтелре кунашкал ачасене сиплемелли, вӗрентмелле, социализацилемелли ыйтусене сӳтсе явнӑ. Кунашкал ачасене пукане спектаклӗсене явӑҫтарас ӗҫе те ҫӗкленӗ. Аутизмпа чирлӗ ашшӗ-амӑшӗн ушкӑнне йӗркелеме йышӑннӑ. Вӑл тухтӑрсене, педагогсене, психологсене пӗр тӗвве пухма пулӑшать.
«Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» видео конкурс вӗҫленесси пӗр эрнене яхӑн юлать. Шӑпах ҫак вӑхӑтра конкурса чи-чи кӗҫӗннисен икӗ ӗҫӗ килчӗ. Вӗсем — Мария Петрушкинӑпа Милена Сорокина — иккӗ тултарса виҫҫе кайнӑ. Анчах та кӗске сӑвӑсем каласа пама пултарнӑ. Ку ӳсӗмри ачасем те сӑвӑ каласа конкурсахутшӑнни пире, конкурса йӗркелекенсене, уйрӑмах савӑнтарать. Вӗсене тӑрӑшӑвӗ куракансен кӑмӑлне каясса шанас килет.
Паянхи кун тӗлне конкурса 280 ытла ӗҫ килнӗ. Вӗсенчен пысӑк пайӗ — пуҫламӑш классене каякан хӗрачасем, «Чиперук» номинацире тупӑшакансем. «Сӑпка умӗнче» номинацие вара пурӗ те 16 ӗҫ ҫеҫ килнӗ. Ку 4 ҫулхи тата кӗҫӗнрех ачасен «Пукан ҫинче» номинацине хутшӑннисенчен те сахалтарах (27 ача).
Аса илтерӗпӗр. Конкурс нарӑс уйӑхӗнчех пуҫланнӑ, акан 10-мӗшӗ конкурсӑн юлашки кунӗ пулать. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсем 17-мӗш тӗлне паллӑ пуласса шанатпӑр. Конкурса Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ, Чӑваш халӑх сайчӗ тата Чӑваш наци конгресӗ ирттереҫҫӗ.
Конкурс вӗҫлениччен шутлӑ кунсем юлчӗҫ. Кам хутшӑнма ӗмӗтленнӗ — ҫавсене юлашки кунсемпе тухӑҫлӑ усӑ курма тата ӗҫсене вӑхӑтра ярса пама сунатпӑр.
«Чӑваш Ен» ПТРК тата Русфонд Шупашкарта пурӑнакан 6-ри Ксюша Игнатьевӑна пулӑшасшӑн. Ӑна хаклӑ операци тумалла.
Ашшӗ-амӑшӗ ун чухлӗ укҫа пухаймасть. Вӑл чӗре чирӗпе аптӑрать. Ҫынсем вара 5542 номер ҫине «ДЕТИ» сӑмах ҫырса ярса ӑна пулӑшма пултараҫҫӗ.
Ксюшӑна чӗри кашни кунах аптӑратать пулин те вӑл аслисене ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнтарать. Вӑл пултаруллӑ: ӳкерет, тӑмран ӑсталать, юрлать.
Ксюша кардиоцентра ҫуралсан иккӗмӗш эрнеренех лекнӗ. Малтан тухтӑрсем операци тума васкаман, тӳрленессе шаннӑ. Анчах халӗ тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн чӗри ҫинче тепӗр шӑтӑк пулнине ҫирӗплетнӗ.
Операци тумашкӑн 411 пин тенкӗ те 702 тенкӗ кирлӗ. «Коммерсант» хаҫат вулаканӗсем тата Русфонд 369 пин тенкӗ пухӗҫ. 42 пин тенкӗ ҫитмест. Ксюшӑна кашниех пулӑшма пултарӗҫ.
Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче «Чӗрӗ уроксем» проектпа килӗшӳллӗн, Улатӑр хулинче Шупашкарти 5-мӗш гимназире вӗренекен ачасем пулнӑ.
Хӑнасем Улатӑрти таврапӗлӳ музейӗнче экспозицисемпе паллашнӑ. Унтан хулари паллӑ вырӑнсене ҫитнӗ.
Улатӑрсен авалхи йӑла-йӗрке упранса юлнӑ. Вӗсем типӗ вӑхӑтӗнче тӑри евӗр булка пӗҫереҫҫӗ. Ӑна хатӗрлес енӗпе «Караван» кафере ӑсталӑх класӗ иртнӗ. Хӑнасем чустана йӗтӗрпе якатса унран кайӑк евӗр ӑсталанӑ.
Хӑнасем мӑнастирсене те ҫитнӗ. Ку ҫулҫӳрев ачасемшӗн усӑллӑ пулнине гимнази директорӗ Инна Исаева та палӑртнӑ.
Проект старт илнӗ ӗнтӗ. Улатӑра шкул ачисем малашне те ҫитсе курӗҫ, унпа паллашӗҫ.
Чӑваш Енре юханшывра арҫын ача путса вилнӗ. ЧР МЧСӗн ӗҫченӗсем ӑна шырама тухнӑ. Хальлӗхе ачан виллине тупайман-ха. Ҫавӑнпа вӑл вилнӗ тесе ҫирӗплетме ҫук-ха.
Ку ӗнер, пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Вӑрмар районӗнчи Хӗрлӗҫыр ялӗнче пурӑнакан ҫемье каҫкӳлӗм Кӗтне юханшывне пулӑ тытма кайнӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫын ача пулӑ тытнӑ чухне ашшӗ-амӑшӗпе вӑрҫӑнса кайнӑ та уттарнӑ. Ахӑртнех, вӑл кун хыҫҫӑн путма пултарнӑ.
Паян водолазсем ачасене шырама кайнӑ. Юханшыв хӗрринче ачан сумкипе, вӑлтине тупнӑ. Кӗлеткине тупман-ха.
Шупашкарти 40-мӗш шкулта вӗренекен ачасем Калинин районӗн сучӗн залӗнче пулнӑ. Унта вӗсем валли экскурси ирттернӗ.
Шкул ачисем суд приговорне те итленӗ. Вӑл Шупашкарти пӗр кафере Ҫӗнӗ ҫул умӗн пӗлӗшӗн укҫипе докуменчӗсене вӑрланӑ.
Анчах суд залне пур ача та лекеймен. Унта юрист пулма ӗмӗтленекенсем ҫеҫ кӗнӗ. Ачасем кашни сӑмаха тимлӗн итленӗ.
Саша Майорова вара малтан кам пулассине пӗлмен. Кунашкал урокра пулса курнӑ хыҫҫӑн вӑл юриста вӗренме палӑртнӑ.
Сӑмах май, судра уҫӑ уроксем тӑваттӑмӗш ҫул иртеҫҫӗ ӗнтӗ. Унта лекессишӗн шкулсем черет те тӑраҫҫӗ. Кунашкал экскурсисем ачасене йӑнӑш утӑм тӑвасран та, тӳрӗ ҫултан пӑрӑнасран та сыхланма пулӑшаҫҫӗ.
Ҫуркуннехи каникул вӑхӑтӗнче Элӗк районӗнче Бокс енӗпе республикӑри XIX уҫӑ турнир иртнӗ. Унта хутшӑннисем район администрацийӗн пуҫлӑхӗн парнисемшӗн пӗрне-пӗри чышкӑланӑ.
Турнира Чӑваш Енри тата Чулхула облаҫӗнчи 110 ҫамрӑк боксер пырса ҫитнӗ. Ҫӗрпӳ районӗсем вара хӑйсен ачисем маттур пулнине хӑпартланса пӗлтереҫҫӗ. Унти «Асамат» ача-пӑчан спорт шкулне (тренерӗ — Н.В.Ремеслов) ҫӳрекенсем Элӗк рингӗнче хӑйсене тивӗҫлипе кӑтартнӑ.
Хӑйсен виҫе категорийӗсенче Ҫӗрпӳри 1-мӗш вӑтам шкулта вӗренекен Александр Иванов, Сергей Чернов, Артём Федоров, Валерий Рыжов тата хулари 2-мӗш вӑтам шкулти Алишер Александров ҫӗнтернӗ. Кӗмӗл призерсем — 2-мӗш вӑтам шкулти Максим Петров, Кирилл Казаков и Максим Максимов, унти Максим Борисов бронзӑна тивӗҫнӗ.
Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Правительство ҫуртӗнче ачасен ҫуллахи канӑвне пырса тивекен ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Кӑҫал сывлӑха ҫирӗплетмелли кампание 900 организаци хутшӑнӗ. Вӗсенче 99 пин ытла шӑпӑрлан канмалла. Вӗсенчен 48 пинӗше — йывӑр лару-тӑрура пурӑнакан ачасем.
Компание пурнӑҫламашкӑн 491 миллион тенкӗ тӑкаклама палӑртнӑ. Ҫуллахи кану вӑхӑтӗнче ачасем чирленипе чирлеменнине сӑнаса тӑрассине палӑртнӑ ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова. Инфекци ерет-и, ача апат-ҫимӗҫпе наркӑмӑшланать-и, суранланать-и — пур тӗслӗхе те Республикӑри катастрофа медицинин центрӗн дежурнӑйне пӗлтерӗҫ.
Чӑвашран тухса тӗнчипе ят-сум илнӗ Никита Бичурин ӑсчах-академик, Раҫҫейре китаейпӗлӗвне пуҫарса янӑ Никита Бичуринӑн пӗртен-пӗр музейӗнче, Кӳкеҫре вырнаҫнӑ «Бичурин тата хальхи самана» ятлӑскерте, вӗҫӗмех шыравра.
Никита Бичурин, сӑмах май, Шупашкар район ҫынни. Вӑл унти Типнерте ҫуралнӑ. Паллӑ ентешне халалланӑ музея уҫнӑранпа ертсе пыракан Ирина Удалова аваллӑх управҫинче нумаях пулмасть китай чӗлхипе маҫтӑр-классем ирттерме тытӑннине пӗлтерет.
Малтан ачасем «Научный подвиг Н.Я. Бичурина» (чӑв. Н.Я. Бичуринӑн ӑслӑлӑхри паттӑрлӑхӗ) залри экспонатсемпе паллашаҫҫӗ. Кайран вӗсене музей экскурсовочӗ А.В. Данилова иероглифсемпе, китай чӗлхинче сасӑсене епле каланипе паллаштарать. Шкул ачисене вӑл ансат сӑмах ҫаврӑнӑшӗсемпе китайла сывлӑх сунма, тав тума, сывпуллашма вӗрентет. Пӗчӗк кӑна диалогсем те ирттерет вӑл вӗсемпе тата темиҫе иероглиф ҫырма хӑнӑхтарать.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа музейри маҫтӑр-класра Шупашкарти тӑватӑ вӗренӳ учрежденийӗнчи — 2-мӗш гимназири, 14-мӗш кадет шкулӗнчи тата 3-мӗшпе 57-мӗш вӑтам шкулсенчи — ачасем пулнӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи вулавӑша Шупашкарти шкул ачисем Алексей Маресьев Совет Союзӗн Геройӗ пирки пӗлессишӗн пырса ҫитнӗ. Нарспи Васильева таврапӗлӳҫӗ Н.В. Смирнов сержант ячӗллӗ Шупашкарти 33-мӗш шкулта 5-мӗш «а» тата 5-мӗш «б» классенче вӗренекенсене А. Маресьев ҫуралнӑранпа кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 100 ҫул ҫитнине аса илтернӗ май унӑн патӑрлӑхӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи кунсенчен пӗринче унӑн самолетсене персе антарсан малтан вӑл аманнӑ урипе пӗтӗм вӑя пухса, кайран хырӑмпа шуса 18 талӑк хушши фронт лини енне талпӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра йывӑҫ хуппипе, ҫырлапа тӑранкаланӑ. Вӑрманта выртакан вырӑс салтакне Новгород облаҫӗнчи Валдай районӗнчи Плав ялӗнчи ашшӗпе ывӑлӗ вӑрманта халсӑрланса выртнине асӑрханӑ-ха, анчах вӑл сӑмах чӗнменрен нимӗҫ пуль тесе пӑрӑнса утнӑ. Кайран ӑна ҫав ялти икӗ арҫын ача, Сережӑпа Саша, асӑрханӑ. Сашӑн ашшӗ вырӑс летчикне яла илсе кайнӑ. Темиҫе эрне пӑхнӑ ӑна ял ҫыннисем. Тухтӑр пулманнипе кайран госпитале ӑсатнӑ.
Сӑмах май каласан, Нарспи Корниловна хӑй те кӑсӑклӑ ҫын. Вӑл таврапӗлӳҫӗ кӑна мар, педагогика ӗҫӗн ветеранӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, халӑха вӗрентес ӗҫ отличникӗ, Йӗпреҫ поселокӗн хисеплӗ ҫынни.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |