Ҫӗнӗ Шупашкарта каллех инкек пулнӑ. Каллех ача чӳречерен тухса ӳкнӗ. Икӗ ҫулти ача виҫҫӗмӗш хутран ӳкнӗ.
Ку ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Советски урамӗнчи 14-мӗш ҫуртра пулнӑ. Валерий Колымагин каланӑ тӑрӑх, ача каҫхи 6 сехет тӗлне тухса ӳкнӗ. Вӑл ун чухне шӑпах унтан иртсе пынӑ. Вӑлах ачана васкавлӑ медпулӑшупа илсе кайнине курнӑ.
Ача кухньӑри чӳрече ҫинче упаленнӗ-мӗн. Амӑшӗ вӑл вӑхӑтра япала ҫунӑ. Ача виҫҫӗмӗш хутран ӳксе суранланнӑ. Унӑн алли хуҫӑлнӑ, пуҫӗ аманнӑ. Хальлӗхе ача хӑйне мӗнле туйни пирки пӗлтермен-ха.
Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницинче ыркӑмӑллӑх акцийӗ малалла пырать. Вӑл «Кӗнеке — ял ачисене» ятлӑ. Ӑна ЧР Наци вулавӑшӗ Литература ҫулталӑкне халалласа йӗркеленӗ.
ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, акцие ял вулавӑшӗсенчи фондсене пуянлатас, халӑха, уйрӑмах ачасене, кӗнеке вулама илӗртес тӗллевпе йӗркеленӗ.
Акцие 1-мӗш клиника пульницин чылай ӗҫченӗ хутшӑннӑ. Нумаях пулмасть ҫамрӑк вулакансем валли пӗр пациентка нумай кӗнеке йӑтса килнӗ. Вӗсем ҫӗнех мар, анчах усӑ курма юрӑхлӑ.
Пульница ӗҫченӗсем аслӑрах вулакансем валли илемлӗ литература нумай пухнӑ. Вӗсене Ҫӗрпӳ районӗнчи Михайловка вулавӑшне илсе кайӗҫ.
Акцие кирек кам та хутшӑнма пултарать. Вӑл раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗччен пырӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон: 23-56-11.
Ҫуллахи каникул ҫитнӗ май ачасем, паллах, савӑнаҫҫӗ. Ара, вӗренмелле мар, ирӗклӗх-ҫке. Анчах чылай ялта ачасем урам тӑрӑх йытӑ хӑваласа чупмаҫҫӗ халӗ. Халӗ вӗсем валли уйлӑхсем ӗҫлеҫҫӗ. Ытларахӑшӗ — шкул ҫумӗнче.
Шӑмӑршӑ районӗнче, ав, «Веснушки» уйлӑх ӗҫлет. Унта ачасем хӑйсене валли чуна выртакан ӗҫ тупаҫҫӗ. Нумаях пулмасть вӗсем хӑйне евӗр япаласем ӑсталанӑ.
Мӗн пытармалли: хӑш-пӗр ҫӗрте урамра та ӑпӑр-тапӑр йӑваланса выртать. Хӑш-пӗр этем хӑйӗн хыҫҫӑн пуҫтарма пӗлменнине каласа кӑтартма та кирлӗ мар ӗнтӗ. «Веснушки» уйлӑха ҫӳрекен ачасем вара ӑпӑр-тапӑра иккӗмӗш пурнӑҫ парнеленӗ.
Шӑмӑршӑ ачисем пластикран, кӗленчесенчен, банкӑсенчен, картонран темӗн те пӗр ӑсталанӑ. Ӗҫӗ йывӑрах мар-мӗн. Кӑштах тӑрӑшулӑх кӑна кирлӗ.
Сӑнсем (12)
Нумаях пулмасть Пӑрачкав районӗнчи Сыреҫ ял тӑрӑхӗнче ачасен мӑкшӑ пултарулӑхӗн «Чипайне» фестивалӗ иртнӗ. Напольное, Рындинӑри, Пӑрачкаври 80 ытла шӑпӑрлан ҫак уява хутшӑннӑ.
«Чипайне» фестивале районта 2003 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Ӑна ачасене мӑкшӑ пултарулӑхӗпе паллаштарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал фестиваль вуниккӗмӗш хут иртнӗ.
Малтанах уяв ячӗпе Сыреҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Н.Н.Аверьянова саламланӑ. Фествиале хӑнасем те ҫитнӗ. Вӗсен шутӗнче Улатӑр епархийӗн Сергий дьякон пулнӑ.
Рындинӑри Юлия Кириллова, Мария Агафонова, Мария Федотова, Алена Глухова куракансене «Тантен он», «Ашо пельне», «Кенярксов эйкакшчи» мӑкшӑ юррисемпе савӑнтарнӑ.
Фестиваль ачасене тӑван чӗлхене юратма, несӗлӗсен йӑли-йӗркине хисеплеме вӗрентет.
Сӑнсем (79)
Ҫӗнӗ Шупашкарта Мускав облаҫӗнчи ачасем чир ҫаклатни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, Мускав облаҫӗнчи Наро-Фоминск хулинчи спорт шкулӗсенчен Ҫӗнӗ Шупашкарти ятарлӑ спорт шкулне 11–15 ҫулти 20 ача тренировкӑна пуҫтарӑннӑ. Кунта вӗсем ҫӗртмен 3-мӗшӗнче вунӑ кунлӑха килсе ҫитнӗ. Ӗнер, ҫӗртмен 8-мӗшӗнче, вӗсенчен ҫиччӗшӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти пульницӑсенчен пӗрне лекнӗ. Вӗсене тухтӑрсем малтанласа «Вӑтам йывӑрӑшлӑ вар-хырӑм инфекцийӗ» текен диагноз лартнӑ.
Ачасем спорт шкулӗ ҫумӗнчи хӑна ҫуртӗнче пурӑннӑ. Ӗнер 5 арҫын ачапа 2 хӗрача хӑйсене япӑх туйма тытӑннӑ. Ҫакна кура тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтма тивнӗ.
Ачасен вар-хырӑм чирӗ пуҫланнине кура тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсем халӗ санитарипе эпидемиологи правилине пӑсни пирки РФ Пуҫиле кодексӗн 236-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Ӗнер, ҫӗртмен 8-мӗшӗнче, Чӑваш Енре 12–14 ҫулсенчи ачасем наркӑмӑшланнӑ-мӗн. Пирӗн республикӑна вӗсем Мускав тӑрӑхӗнчи Наро-Фоминск хулинчен ишесси енӗпе вӗренӳ тренировкисем ирттермешкӗн килнӗ.
Ачасене Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницине илсе ҫитернӗ. Ачасем Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен ятарлӑ спорт шкулӗнче темиҫе кун пулнӑ хыҫҫӑн хӑйсене япӑх туйма тытӑннӑ. Пирвайхи симптомсем ҫӗрлех палӑрма тытӑннӑ-мӗн: хӑстарнӑ, хырӑм ыратнӑ, вар-хырӑм ҫемҫелнӗ. Ирхине вара 7 ҫынна инфекци уйрӑмне илсе кайнӑ.
Ун чухне пурте каҫхине апатланнӑ. Анчах пӗри апатланӑша кайманнине, пур-пӗрех наркӑмӑшланнине палӑртнӑ. Ахӑртнех, ку апатланӑша кайнӑшӑн мар тесе шутлаҫҫӗ. Тен, вӗсем темӗнле вирус ҫаклатнӑ.
Специалист та ачасем апата пула мар наркӑмӑшланнине пӗлтернӗ. Ачасем инфекцие Наро-Фоминскранах илсе килме пултарнӑ-мӗн. Малтан та командӑри темиҫе ача наркӑмӑшланнине каланӑ-мӗн.
Инфекци уйрӑмен заведующийӗ Евгений Чеглаков каланӑ тӑрӑх, ачасен сывлӑхӗшӗн хӑрамалли ҫук. Вӗсем тӑван хулинче пулнӑ-тӑк халех киле ярӗччӗҫ те. Анчах вӗсем хӑна ҫуртӗнче пурӑнаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсен ытти ачапа хутшӑнма юрамасть.
«Эксперт РА» рейтинг агентстви Раҫҫейри чи лайӑх шкулсен списокне хатӗрленӗ. Унта Шупашкарти вӗренӳ учрежденийӗсем те кӗнӗ.
Танлашӑма ачасем ППЭне мӗнле тытнине шута хурса мар хатӗрленӗ. Унта шкултан вӗренсе тухакансем Раҫҫейри аслӑ шкулсене вӗренме кӗнисене хакланӑ. Кӑтартусене 2014 ҫулхисене шута илнӗ.
Рейтинга 200 шкул кӗнӗ. Вӗсенче вӗренекен ачасем аслӑ шкулсене вӗренме кӗреҫҫӗ. Танлашӑма пӑхас-тӑк малти вырӑнсене Мускаври шкулсем йышӑнаҫҫӗ.
Шупашкарти 3-мӗш лицей унта 51-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Шупашкарти 5-мӗш гимнази вара рейтингра 151-мӗш вырӑна тухнӑ.
Даннӑйсене танлашӑм валли аслӑ шкулсем панӑ. Пӗтӗмпе Раҫҫейри 9 пин шкултан вӗренсе тухнӑ 40 пин ача пирки информацие шута илнӗ.
Шупашкарти 4-мӗш лицейра Европа шайӗнчи физкультурӑпа сывлӑх комплексӗ тума палӑртнӑ. Строительство ӗҫӗ пуҫӑннӑ ӗнтӗ. Халӗ унта ҫӗр ӗҫӗпе аппаланаҫҫӗ. Строительство ӗҫне тытӑнма лаптӑксене ҫине тӑрса хатӗрлеҫҫӗ, ҫутӑ лампиием вырнаҫтараҫҫӗ.
Уҫӑ йышши комплекса ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ вӑхӑта туса пӗтересшӗн. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗнчи тӳре-шара асӑннӑ влаҫ тытӑмӗн официаллӑ сайтӗнче хыпарланӑ.
Спорт объекчӗн хакӗ 30 миллион тенкӗрен иртет-мӗн. Ӑна «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти «Ача-пӑча спорчӗ» проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май пуҫӑннӑ.
Стадионта чупмалли ҫулсем тӑвӗҫ, искусствӑлла газонлӑ футбол уйӗ пулӗ, куракансене лармалли трибунӑсем, спортсменсене салтӑнса тӑхӑнмалли хӑтлӑ пӳлӗмсем.
Кӗҫех Шупашкарти мӗнпур ача-пӑча пахчинче «Малышиада» спорт вӑййи иртмелле. Ун вӑхӑтӗнче 6–8 ҫулхи ачасем ӗҫпе хӳтӗлеве хатӗррин виҫине памалла. Чӑваш Енре ҫӗнӗ рекорда хатӗрленеҫҫӗ. Ӗҫпе хӳтӗлеве хатӗррине хулари тата республикӑри пин ытла арҫын ачапа хӗрача кӑтартса парӗҫ.
«Малышиадӑна» хатӗрленнӗ май республикӑн тӗп хулинчи 201-мӗш ача пахчинче Ҫӑмӑл атлетика енпе пӗчӗккисен вӑййи иртнӗ. Ӑна физкультура инструкторӗ Игорь Свинцов ертсе пынӑ. Свинцов Чӑваш Ен чысне Раҫҫейри тата Европӑри ӑмӑртусенче пӗрре кӑна мар хӳтӗленӗ май пултаруллисене пӗчӗкренех палӑртни пӗлтерӗшлине лайӑх ӑнланать тесе пӗлтереҫҫӗ Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче. Пӗчӗккисен вӑййинче мечӗк пемелле тупӑшнӑ, инҫӗшне сикнӗ, 30 метра чупнӑ.
Чӑваш наци конгресӗ, Чӑваш Республикин учителӗсен ассоциацийӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗ тата чӑваш ачисемпе ҫамрӑкӗсен «Тантӑш» хаҫачӗ Константин Иванов поэт ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» сӑмахлӑхпа ӳкepӳ ӑсталӑхӗн конкурсне ирттернӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне 165 ӗҫ килнӗ. Конкурса республикӑри шкул ачисемпе пӗрлех тулай чӑваш ачисем те: Кристина Антонова (Пушкӑрт Республики, Пелепей районӗ, Кивӗ Семенкке шкулӗ), Александра Ярмушова, Таисия Фомина (Тутар Республики, Ҫӗпрел районӗ, Аслӑ Аксу шкулӗ), Светлана Журавлева (Тутар Республики, Пӑва районӗ, Альших шкулӗ), Анна Петрова, Егор Васияров (Тутар Республики, Пӑва районӗ, Раккасси шкулӗ), Кристина Кашина. Елена Прокопьева, Анастасия Данилова, Диана Анисимова (Тутар Республики, Ҫарӑмсан районӗ, Ульяновск шкулӗ), Татьяна Круглова, Виктория Титова (Самар облаҫӗ, Шунтал районӗ, Палантай шкулӗ) хастар хутшӑннӑ.
Чӑваш Республикин халӑх поэчӗ Юрий Сементер ертсе пынипе жюри пайташӗсем: Николай Ишентей поэт, Василий Кервен ҫыравҫӑ, Юлия Анисимовӑпа Геронтий Никифоров учительсем, Николай Балтаевпа Петр Пупин художниксем - «Чи лайӑх сӑвӑ», «Чи лайӑх эссе», «Чи илемлӗ ӳкерчӗк» номинацисене килнӗ ӗҫсене nӑxca тухса хакланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ. | ||
| Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |