Паян Шупашкар хулинче пысӑк инкек пулнӑ. 9-мӗш класра вӗренекен пиччӗшӗ 2-мӗш класа ҫӳрекен шӑллӗне ҫӗҫӗпе чиксе вӗлернӗ.
Ку паян, ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, ирхине пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, асли компьютерпа килте ирчченех вӑйӑ вылянӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ҫав вӑхӑтра ҫывӑрнӑ.
Унччен те пулмасть арҫын ача компьютер хушшинчен тӑнӑ та шӑллӗ патне пырса ӑна ҫӗҫӗпе чиксе вӗлернӗ.
Халӗ ку ӗҫе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви уйрӑмӗ тишкерет. Оперативниксем шкулти вӗрентекенсенчен ыйтса пӗлеҫҫӗ. Палӑртмалла: пиччӗшӗпе шӑллӗ Шупашкарти 47-мӗш шкула ҫӳренӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкасси вӑтам шкулӗнче историпе акӑлчан чӗлхи эрни пынӑ май Аслӑ ҫӗнтерӗвӗн 70 ҫул ҫитнине халалланӑ уҫӑ уроксене тыл ветеранӗсене йыхравланӑ. Унта Ангелина Исакова тата Ираида Яковлева пулнӑ.
5, 8, 9, 10 классенче вӗренекенсем литература, истори, акӑлчан чӗлхи урокӗсенче тыл ӗҫченӗсемпе курнӑҫнӑ. Тӗл пулӑва килнӗ тыл ветеранӗсем вӑрҫӑ ҫулӗсенче, хӑйсем тӳссе ирттернисене аса илнӗ. Ираида Яковлева вӑрҫа чи малтан Александр Маркиянов тухса кайнине аса илнӗ. Вӑл вӑрҫӑ хирӗнче пуҫ хунӑ. «Пирӗн йӑхран вӗреннӗ ҫынсем тухрӗҫ. Сирӗн те, ачасем, вӗренмелле, вӗренни нихҫан та пӑсмасть», — тенӗ кинемей.
«Эсир пирӗншӗн хаклӑ тыл ӗҫченӗсем, ялти чи хисеплӗ ветерансем. Пурнӑҫри йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пире тӗслӗх кӑтартатӑр, сирӗн умӑрта пуҫ таятпӑр», — ҫапла тав тунӑ паттӑрлӑх урокӗсене килнӗ тыл ветеранӗсене ачасем.
Ҫак уйӑхӑн 7–11-мӗш кунӗсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Ӑслӑлӑх эрни» иртнӗ. Палӑртнӑ кунсенче студентсемпе шкул ачисем 49-мӗш ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцине пуҫтарӑннӑ. Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, тӗслӗхрен, 9–11-мӗш классенче пӗлӳ пухакан шкул ачисем "Ӑслӑлӑхри пӗрремӗш утӑмсем" секцие пуҫтарӑннӑ. Пурӗ 13 секци ӗҫленӗ.
Унта Чӑваш Енри вӗренекенсемпе пӗрлех Удмурт, Мари, Пушкӑрт республикисенчен килнӗ студентсем хутшӑннӑ. Халӑх йӑли-йӗркине, чӗлхепе культурӑна аталантарас, литературӑна тӗпчес ыйтусене хускатнӑ ҫамрӑк ӑсчахсем.
Асӑннӑ конференцире Патӑрьел районӗнчен пӗртен пӗр вӗренекен, Ыхра Ҫырми вӑтам шкулӗнчи Светлана Максимова хутшӑннӑ. «Чӗлхе. Истори. Култура» секцие хутшӑнса вӑл пӗрремӗш вырӑна тухма пултарнӑ.
Светлана 9-мӗш класра пӗлӳ пухать, вӗренӳ отличници. Тӗрлӗ конкурс-фестивале хастар хутшӑнать, яланах малти вырӑнсене йышӑнать. Ӑна Светлана Кулакова вӗрентекен пулӑшса пырать.
Ҫав ачан вӗренес килмен-ши? Мӗн шутпа ҫавӑн пек хӑтланнӑ-ши вӑл? Шӳтлес тенӗ-ши? Ӑнланма йывӑр. Ҫакна халӗ йӗрке хуралҫисен уҫӑмлатма тивет.
Ку ӗҫ паян, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, пулса иртнӗ. Ирхи 8 сехет ҫурӑра полицие арҫын ача шӑнкӑравланӑ та Шупашкарти 42-мӗш шкулта бомба хуни пирки пӗлтернӗ. Кун пирки РФ ШӖМӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ хыпарлать.
Шкула полицейскисем ҫийӗнчех ҫитнӗ. Унта кинологсем те йытӑсемпе пынӑ. Шкулти 280 ҫынна ҫав самантрах эвакуациленӗ. Паллах, пӗлӳ ҫуртне, унӑн ҫывӑхӗнчи территорие полицейскисем, кинологсем тӗплӗн тӗрӗсленӗ. Нимӗнле бомба та тупайман.
Шӑнкӑравлаканӗ те ҫав шкулта ӑс пухакан арҫын ача пулнӑ-мӗн. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хӑть те мӗнле телефонран шӑнкӑравласан та полицейскисем суя хыпара пӗлтерекен йӗрӗ ҫине ӳкнине ӑнланмаҫҫӗ-ши?
Пушкӑртстанри Пелепей хулинче «Силпи асамачӗ» ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх фестивалӗ иртнӗ. Ҫулсерен йӗркелекенскере кӑҫал акан 10-мӗшӗнче пухӑннӑ.
Фестиваль 4 номинаципе иртнӗ: «Илемлӗ вулав», «Фольклор», «Хореографи», «Эстрада юрри». Хутшӑнакансен пултарулӑхне тӳресем ҫулне кура икӗ ушкӑна пайласа хакланӑ: 7–12, 13–18 ҫултисем.
Ӗпхӳ хулинчи П.М. Миронов ячӗллӗ чӑвашсен вырсарни шкулӗнче вӗренекен ачасем те «Силпи асамачӗ» конкурсра маттур пулнӑ.
12 ҫула ҫитменнисен ӑмӑртӑвӗнче Семен Виниченко пӗрремӗш степеньлӗ диплома, «Сӑвӑ калакансем» номинацире вара Олег Федоров иккӗмӗш степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ.
«Эстрада юрри» номинацире Анастасия Тихонова, Аделина Петрова Дарья Захарова тата хаклӑ дипломсемпе парнесем ҫӗнсе илнӗ.
«Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗнче Ева Лисинӑн «Усӑк хӑлхаллӑ Илюк» повеҫ юмахӗ тӑрӑх «Ӗнчӗрен Чӑваш Ене — ҫулҫӳрев» музей занятийӗсем иртеҫҫӗ.
Занятие чи малтан Шупашкарти 42, 45, 185-мӗш ача пахчисем ҫитсе курнӑ. Вӗсем ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле Илюк слонӑн йӗрӗпе ҫулҫӳреве тухнӑ: Ӗнчӗри керменре, Гималай тӑвӗсем ҫинче пулса курнӑ, ӳсен-тӑранпа, чӗрчунсемпе паллашнӑ. Ачасем Ӗнчӗ кӗвӗ инструменчӗсене курнӑ кӑна мар, итленӗ те. Вӗсем ситар тата табла мӗнле янӑранине илтнӗ. Ҫавӑн пекех ачасем Инди тумӗпе паллашнӑ, сари тӑхӑннӑ.
Илюк ҫулне йӗрлесе ачасем Индирен Чӑваша таврӑннӑ. Халӑх пуканисен йышӗнче ачасем хайлав сӑнарне Хветуҫа тупнӑ. Унтан пӗчӗкскерсем аслисемпе пӗрле хайлаври каларӑшсене вуланӑ.
Унтан ачасем тӗрлӗ тӗслӗ хӑйӑртан картина ӳкернӗ. Ҫитес вӑхӑтра занятие Шупашкарти 14, 108, 137-мӗш ача пахичсенчи шӑпӑрлансем хутшӑнмалла. Унта 31-50-50 телефонпа шӑнкӑравласа ҫырӑнма пулать.
Ҫӗмӗрле районӗнчи вулавӑшсенче «Чӑваш Ен литератури: 2013 ҫулхи чи вуланакан кӗнеке» республика конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Ҫапла майпа ЧР Наци вулавӑшне килнӗ чи лайӑх, халӑх чи нумай вулакан ҫӗнӗ хайлавсене палӑртнӑ.
Районти вулавӑшсенче пӗр уйӑхра тӗрлӗ мероприяти иртнӗ: видеосехетсем, вулав конференцийӗсем, диспутсем, ӳкерчӗк конкурсӗсем. Пӗчӗк ачасемпе вара ача-пӑча хайлавӗсене театрализацилесе кӑтартнӑ.
Конкурса пӗтӗмлетсе вулавӑш ӗҫченӗсем шорт-листсене тултарнӑ. Унта вулакансе хӑйсен шухӑшӗсене, хӑш хайлава килӗштернине палӑртнӑ.
Чӑвашла чи вуланакан кӗнеке ятне Валентина Эльпин «Пулас кинсем» тивӗҫнӗ. Вырӑсла хайлавсен йышӗнче вара Юхма Мишшин «Дорога на Москву» кӗнеки ҫӗнтернӗ. Вырӑсла поэзире Людмила Андревӑн «Воздушный замок» кӗнеки мала тухнӑ. Ача-пӑча литературин йышӗнче, вырӑсла ҫырнинче, Андрей Ростовцевӑн «Домовенок Фока и его друзья» кӗнеки ҫӗнтернӗ. Раиса Сарпин «Хӗвел мулкачӗсем: сӑвӑсем» кӗнекине те ачасем ытларах вуланӑ.
Ачасене чӑваш чӗлхипе тата литературипе, тӑван ен культурипе кӑсӑклантарас, чи маттуррисене тупса палӑртас тӗллевпе Тӑвай районӗнче наци культурин «Туслӑх ҫулӑмӗ» район фестивалӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Енри Константин Иванов ҫулталӑкне халалланӑ.
Фестивальпе килӗшӳллӗн икӗ конкурс иртнӗ: «Шевле» ӳнер конкурсӗ тата «Ҫӑлтӑрчӑк» конкурс вӑйӑ.
«Шевле» конкурсра 6-9-мӗш классенче вӗренекенсем чӑваш литературинчи хайлав валли картина ӳкернӗ. Пӗтӗмлетӳпе килӗшуллӗн, Тӑрмӑш шкулӗнчи Валерия Андрианова ҫӗнтернӗ.
«Ҫӑлтӑрчӑк» вӑйӑ конкурс тӑватӑ станципе иртнӗ. Ачасем хӑйсем ваттисен сӑмахӗсене, чӑваш прозипе поэзийӗн классикӗсен каларӑшӗсене мӗнле пӗлнине тӗрӗсленӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем классиксен хайлавӗсене, хӑйсен сӑввисене вуланӑ, ташланӑ, юрланӑ.
Ҫапла майпа «Туслӑх ҫулӑмӗ» фестивальте Тӑрмӑш шкулӗнчи Наталья Андреева ҫӗнтернӗ.
Кӑҫал Чӑваш Енре Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май кашни район-хулара кунпа ҫыхӑннӑ мероприятисем иртеҫҫӗ, «Нарспи» поэмӑна аслисем те, ачасем те вуласа тепӗр хут аса илеҫҫӗ.
Ҫак кунсенче Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттем ялӗнчи вулавӑшра Константин Иванова халалласа тӗрлӗ мероприятисем йӗркеленӗ. Нумаях пулмасть унта «К.В.Ивановӑн «Нарспи» поэмине вулатпӑр» ятпа вулав сехечӗ иртнӗ. Унта 2-3-мӗфш классенче вӗренекенсем хутшӑннӑ.
«Нарспи» поэмӑна вуланӑҫемӗн Нарспи сӑнарӗ ачасене тыткӑнланӑ. Чи малтанах — илемӗпе, хӑйнееверлӗхӗпе.
Ачасем хальхи пурнӑҫра Нарспипе Сетнерӗн шӑпи мӗнлерех пулни пирки те шухӑшланӑ. Вӗсем ытти сӑнарсем пирки те шухӑшӗсене пӗлтернӗ.
Вулав сехечӗ хыҫҫӑн ачасем «2015 ҫул — К.В.Иванов ҫулталӑкӗ» куравпа паллашнӑ.
Ака уйӑхӗн 6-13-мӗшӗсенче Улатӑр районӗнчи Атратьри вӑтам шкулта «Кайӑксен эрни» иртет.
Эрнелӗх литературӑпа тата экологипе ҫыхӑннӑ вӑйӑран пуҫланнӑ. Ӑна 2-мӗшпе 3-мӗш классен ертӳҫи С.И.Михеева ирттернӗ. Ачасем Пӗтӗм тӗнчери кайӑксен кунӗ халӑхсен хушшинчи экологи уявӗ пулнине, ӑна ҫулсерен ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче паллӑ тунине пӗлнӗ.
Раҫҫейре ку уяв кайӑксемпе ҫыхӑннӑ чи паллӑ уяв шутланать. Шӑпах ҫак кун 1906 ҫулта кайӑксене сыхлас енӗпе Пӗтӗм тӗнчери конвенцие алӑ пуснӑ.
Светлана Ивановна Михеева ачасене кайӑксен тӗнчи пысӑк, тӗрлӗрен пулнине каласа кӑтартнӑ. Шапӑрлансем кайӑксем пӗчӗккинчен пуҫласа пысӑккисем таранах пулнине пӗлнӗ. Тӗслӗхрен, пингвин.
Эрнелӗх пынӑ май ачасем ӳкерчӗксен, сӑвӑсен, юрӑсен конкурсӗсене хутшӑнӗҫ. Эрнелӗх вӗҫӗнче вӗсем «Сӑрҫи» заповеднике экскурсие ҫитӗҫ, шӑнкӑрч вӗллисем ҫакӗҫ. Чи хастаррисене грамотӑсемпе, пылак парнесемпе чыслӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |