
Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви больницӑран бензин вӑрланипе вӑрламаннине тӗрӗслӗ.
Ку пӑтӑрмахла историе «PRO Город» кӑларӑм МАХри каналта ӗнер хыпаранӑччӗ. Унта Шупашкарти 1-мӗш клиника больницинче сипленекен ҫын ӳкерсе илнӗ видеона вырнаҫтарнӑ.
Видеора арҫын канистрпа тем йӑтса тухса ҫӑмӑл машина багажникне лартса хуни курӑнать.
Видеона ӳкерекен арҫын кун пек япалана курсан тӗлӗннӗ. Вӑл патшалӑх сывлӑх схылав учрежденийӗсем валли уйӑракан бензина ҫавӑн пек вӑрлаҫҫӗ иккен-ха тесе кӑмӑлсӑрланнӑ.
Видео халӑх тетелне лекнӗ хыҫҫӑн ку пӑтӑрмаха республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви тӗрӗслессине пӗлтернӗ. Енчен чӑнах та вӑрланӑ пулсан яваплисем право тӗлӗшӗнчен те хак парассине шантарнӑ.

Шӑматкун квадроциклпа ҫӗнӗ вырӑна, унччен пӗрре те кайса курман ҫӗре, ҫитсе курас терӗм. Квадриксемпе питбайксем тара парас енӗпе ӗҫлекен организацин Mototrip сайтӗнче Изъяр кӳлӗ патне мӗнле ҫитмелли маршрута курма тиврӗ — ҫав вырӑна суйларӑм. Сайтри схемӑра хӑш ҫулсемпе каймаллине лайӑх кӑтартса панӑччӗ. Ку вӑрӑмах мар ҫулҫӳреве шӑматкуна планласа хутӑм.
Канмалли кунта квадроциклпа ӑҫта та пулин кайса килмешкӗн чи малтан хатӗрленме тиврӗ. Ҫулӗ ҫывӑх мар, ҫавна май бензинӗ сахал мар кирлӗ пулӗ тесе шутларӑм. Анчах, ҫак вӑхӑтра ҫӗршывра ҫунмалли шӗвекпе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑх сиксе тухрӗ. Бакӗ, 30 литр кӗрекенскер, пушӑ марччӗ-ха ӗнтӗ, анчах эп ун пек ҫулҫӳреве тухма тӗплӗ хатӗрленме тӑрӑшатӑп. Ҫавна май тулли бак тултарас терӗм.
Эпӗ ытти чухне Лукойлта авӑрланма хӑнӑхнӑ. Хӗлле Татнефть АЗСӗсене ытларах суйлама сӗнчӗҫ. Анчах паянхи кунта ытлашши суйласа тӑма май ҫук ҫав. Ӑҫта пур, ҫавӑнта авӑрланма тивет.
Ҫула тухиччен темиҫе кун маларах ятарласа велосипед ҫине лартӑм та юнашарти заправкӑсене кайса пӑхрӑм.

Раҫҫейре бензинӑн вӑтам хакӗ авӑн уйӑхӗн 18-25-мӗшӗсенче 27 пус хакланнӑ. Халӗ унӑн пӗр литрне 55 тенкӗ те 92 пус парса туянмалла.
«Аи-92» маркӑллӑ безинӑн вӑтам хакӗ 21 пус хакланнӑ, халӗ вӑл 51 тенкӗ те 62 пус тӑрать. «Аи-95» маркӑлли 23 пус хакланса 56 тенкӗ те 47 пуса ҫитнӗ; «Аи-98» хакӗ 56 пус ӳснӗ, 68 тенкӗ те 45 пус тӑрать.
Дизель топливи 1 тенкӗ те 3 пус хакланнӑ, 64 тенкӗ те 99 пус тӑрать.

«Татнефть-АЗС Центр» автозаправкисенче АИ-92 тата АИ-95 бензинсен хакӗ ӳсни водительсене пӑшӑрхантарма тытӑннӑ. Ҫавӑнпах вӗсем монополипе кӗрешекен федераци службин Чваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсене кун пирки систернӗ.
Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ведомство «Татнефть-АЗС Центр» конкуренцие хӳтӗлекен саккуна пӑхӑнмасть тесе ун тӗлӗшпе ӗҫ пуҫарнӑ. Монополипе кӗрешекен служба ӗҫченӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, республикӑри автозаправка станцийӗсенче бензин хакӗ сӑлтавсӑр ӳснӗ.
Ӗҫе чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пӑхса тухма палӑртнӑ.

Чӑваш Енӗн тӗп хулинче бензинӑн вӑтам хакӗ 44,02 тенкӗпе танлашнӑ. Ҫапла майпа вӑл федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнче чи хакли пулса тӑнӑ. Кун пирки «Правда ПФО» (чӑв. «Атӑлҫи тарӑхӗнчи Чӑнлӑх») интернет-кӑларӑм хыпарлать.
Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта автомобиль бензинӗн пӗр литрӗн хакӗ 44,02 тенке ҫитнӗ. Ҫав вӑхӑтрах АИ-92 бензинӑн хакӗ – 41,4 тенкӗпе, АИ-95 – 44,14 тенкӗпе, АИ-98 вара 49,74 тенкӗпе танлашнӑ. Чи йӳнӗ бензин — Пушкӑрт Республикин тӗп хулинче: Ӗпхӳре ӑна 41,59 тенкӗпе туянма пулать. Федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пӗр литр бензинӑн хакӗ вӑтамран 42,79 тенкӗ тӑрать.
Палӑртса хӑвармалла, Чӑваш халӑх сайчӗ кӑшт маларах республикӑра бензин тӑруках 6,3 процент хакланни пирки пӗлтернӗччӗ.

Чӑваш Енре кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче инфляци 1,4% танлашнӑ, унӑн шайӗ, иртнӗ ҫулхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан, улшӑнман. Кун пирки REGNUM информаци агентстви хыпарлать.
Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи пилӗк уйӑхра апат-ҫимӗҫ — 0,8, ытти тавар 2,2% хакланнӑ, пулӑшу хакӗ 1,3% ӳснӗ. Пуринчен ытларах сахӑр писукӗ (+24%) тата ҫӗрулми (+12%) хакланнӑ. Услам ҫупа (-4,3%) тип ҫу (-3,6%) вара йӳнелӗ. Апат-ҫимӗҫ мар таварсенчен бензин тӑруках нумай хакланнӑ: пӗр уйӑх хушшинче — 6,3%.
Палӑртмалла, ҫӗршывӗпе илсен, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа бензин хакӗ 7,2% ӳснӗ. Ҫавна май Раҫҫей правительстви бензин хакне пӑхса тӑма ятарлӑ мерӑсем йышӑннӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче нефть продукцийӗн акцизӗсене чакарнӑ. Унсӑр пуҫне ӑна тулаша сутнӑшӑн тӳлеве хӑпартмашкӑн саккун проектне хатӗрлеҫҫӗ.
Аналитиксем ҫакӑн сӑлтавне темле хаклаҫҫӗ те, анчах тыр-пул пухса илнӗ вӑхӑтра бензин-тлпливо хакланнине хресчен сисмесӗр ирттермест-тӗр. Утӑ уйӑхӗнче бензина ваккӑн тата курттӑмӑн сутмалли хак хӑпарнӑ. Бензин хакӗ тӑрӑх пӑхсан, Шупашкар Атӑлҫи тӑрӑхӗнче малта пыракан виҫӗ хула шутне лекнӗ.
Утӑн 3-мӗшӗнчен тытӑнса 31-мӗшӗччен АИ-95 маркӑлли 1,25 процент хакланса тонни 40,5 пин тенке ҫитнӗ, АИ-80 маркӑллин тонни 1,56 процент хӑпарса 32,5 пинпе танлашнӑ. АИ-92 йышши 0,52 процент ӳснӗ. Дизель топливи кӑна хакланман. Шупашкарти нефть базинче ӑна пӗр тоннине 33,3 пин тенкӗпе туянма май килнӗ.
Халӗ ваккӑн сутнине тишкерер. Пуринчен ытла АИ-92 маркӑлли хӑпарнӑ. Вӑл 2 процент, е 61 пус, хакланнӑ та ӑна литрне 31 тенкӗ те 15 пуспа сутма тытӑннӑ. АИ-95 56 пус (1,66 процент) хӑпарнӑ. Ӑна 34 тенкӗ 34 пуспа сутнӑ. А-76 1,4 процент, е 40 пус, хакланнӑ май утӑ уйӑхӗнче уншӑн 28 тенкӗ те 90 пуспа ыйтнӑ. Ваккӑн сутакан дизель топливи 22 пус (0,69 процент) хӑпарнӑ. Ҫапла вара иртнӗ уйӑхра ӑна 32 тенкӗ те 27 пуспа сутнӑ.
