
Шупашкарта пуҫласа чӑвашла стендап иртӗ. Вӑл пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулӗ. Унта ҫитсе курас тесен хулари Ленинград урамӗнчи 22-мӗш ҫурта каймалла. Мероприяти виҫҫӗмӗш хутра пулӗ. Билет хакӗ — 500 тенкӗ.
Ҫав каҫ стендап комиксем, чӑваш блогерӗсем, чӑваш эстрада артисчӗсем хӑйсене ҫӗнӗ жанрта тӗрӗслесе пӑхӗҫ, хӑйсен монологӗсене чӑвашла каласа парӗҫ.

Раҫҫейри паллӑ блогер Чистомэн Шупашкара килнӗ. Вӑл Ботаника садӗнче 1 сехетре 100 литр кӗрекен 10 михӗ ҫӳп-ҫап пуҫтарнӑ.
Чистомэн кун пирки «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче ҫырса кӑтартнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, парк хитре, анчах тирпейсӗр. Ӑна шывра ҫӳп-ҫап нумай выртни тӗлӗнтернӗ. Унта вӑл 5 ҫул каялла туса кӑларнӑ банка та тупнӑ.
Чистомэн михӗсене контейнера пересшӗн пулнӑ - анчах вӗсем Ботаника садӗнче ҫук. Ҫавӑнпа вӑл шупашкарсене михӗсене ҫӳп-ҫап контейнерӗ патне илсе ҫитермешкӗн пулӑшу ыйтнӑ.

Чӑваш Енри пичет тата электрон массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче, интернет-порталсенче ӗҫлекенсем, блогерсем тата халӑх ушкӑнӗсенче хастар ҫынсем республикӑн Цифра аталанӑвӗн министерстви ирттерекен «Цифрӑллӑ Чӑваш Ен» конкурса хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне 18 ҫултан аслӑрах авторсем валли йӗркелеҫҫӗ.
Конкурс 4 тӗп тата ҫавӑн чухлех хушма номинаципе иртет. Тӗп номинацисен хушшинче ҫаксем: «Интернет — кашни киле», «Хут укҫасӑр Чӑваш Ен», «Хӑрушсӑр информаци тавралӑхӗ», «Эпӗ ИТ суйлатӑп».
Конкурс авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тытӑнса юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗччен пырӗ.

Элӗк районӗнчи Кӗҫӗн Тӑван ялӗнче пурӑнакан Кирилл Степанов паллӑ блогерпа, киноактрисӑпа Настя Ивлеевӑпа рекламӑра ӳкерӗннӗ.
Кирилл каланӑ тӑрӑх, вӑл рекламӑра ака уйӑхӗнчех ӳкерӗннӗ. Анчах кун пирки тата мӗн чухлӗ укҫа тӳлени пирки ун калама юраман.
Чӑваш каччи питӗ савӑннӑ. Ӳкерӳ лапамӗнче вӑл Настя Ивлеевӑпа та калаҫса курнӑ. Кирилл каланӑ тӑрӑх, вӑл пурнӑҫра та ҫавӑн пекех хаваслӑ ҫын.
Палӑртмалла: 20-ри Кирилл тӗнче тетелӗнче хӑйӗн блогне 5 ҫул ертсе пырать. Вӑл чӗрчун, кайӑк-кӗшӗк ӗрчетет.

Тутарстанри чӑваш пики Ксюша ҫамрӑк чӑваш блогерӗсене пулӑшасшӑн. Вӑл кун пирки Телеграмра хӑйӗн каналӗнче пӗлтернӗ: "Туссем, эпир ТАТМЕДИАра блогерсен академине уҫма шутларӑмӑр. Ҫӗнӗ этноблогерсене ӳстересшӗн. Эпӗ пулас чӑваш блогерӗсен ертӳҫи. Ҫак проектра эпир блогингпа мастер-классем, республика тата Раҫҫей шайӗнчи спикерсемпе тӗл-пулусем, кӑсӑклӑ вырӑнсене ҫулҫӳревсем йӗркелетпӗр. Чӑвашла пахалӑхлӑ тата кӑсӑклӑ контент ӳкерме вӗренетпӗр. Унсӑр пуҫне кӑсӑклӑ постсене/видеосене сарма ТАТМЕДИА таргетпа пулӑшӗ. Плансем пысӑк, часах пурнӑҫлама пуҫлатпӑр вӗсене".
Ксюша вӗренӗве оффлайн тата онлайн мелпе ирттересшӗн. Апла проекта Хусанта пурӑнман ҫамрӑксем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Унта 14-30 ҫулсенчисене йышӑнаҫҫӗ. Кӑмӑл пуррисен ун патне ҫырса ямалла.

Паян Константин Ишутов блогер юсанмалли колонирен тухнӑ. «Ҫыхӑнура» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, айӑплав срокӗ унӑн паян тухнӑ.
Аса илтерер: 2019 ҫулта блогера нацизма реабилитациленӗшӗн тата ача-пӑча порнографине сарнӑшӑн ЧР Аслӑ сучӗ пӗтӗмӗшле режимла колоние 3,5 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Константин Ишутов судра айӑпне йышӑнман, айӑплав унӑн журналист ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ тесе палӑртнӑ.

Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Карӑклӑ ялӗ ҫывӑхӗнче авари пулни ҫинчен, унта 7 ҫын аманни пирки пӗлтернӗччӗ. Вӗсенчен 2-шӗ 3-ри тата 7 ҫулти арҫын ачасем.
Аса илтерер: ҫул ҫинче «Лада Приора» малти «Тойотӑран» иртсе каяс тесе ӑна пырса лекнӗ те транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса «Лада Грантӑпа» ҫапӑннӑ.
Ҫав «Лада Грантӑра» Чӑваш Енри паллӑ блогерӑн, чӑвашлӑхшӑн ҫунакан Константин Доброхотовӑн ҫемйи пулнӑ. Костя кун пирки ӗнер Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, вӑл, унӑн мӑшӑрӗ Катя /вӑл та блогер/ аманнӑ. Салонра вӗсен ывӑлӗсем тата Костьӑн амӑшӗ пулнӑ. Пурне те пульницӑна илсе кайнӑ: Катьӑпа ачисене – Шупашкара, Костьӑпа амӑшне – Канаша. Халӗ вӗсем сипленеҫҫӗ. Катя пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасен шок пулнӑ, вӗсене психолог пулӑшӑвӗ те кирлӗ.
Ҫемьене пулӑшу кирлӗ. Халӗ вӗсемшӗн укҫа ытлашши мар. Ҫак номерпа пулӑшма май пур: 89196535784. Коестантин Сергеевич Д. тесе ят тухать.

Чӑваш Ене «ТопБлог» проект ҫӗнтерӳҫсем килме пултараҫҫӗ. Вӗсем халӑх тетелӗсем ҫынна аталанма, профессире ҫитӗнӳсем тума пулӑшни пирки каласа кӑтартаҫҫӗ, вӗрентеҫҫӗ.
Топ списока кӗнӗ блогерсен йышӗнче – Елена Летучая тележурналист, «Comedy Woman» кӑларӑма хутшӑннӑ Наталия Медведева, MIA BOYKA юрӑҫ, Шевги Ахадов сценарист тата актер, Сергей Романович актер, Инстаграмри тӗп анне Ирина Акопян, Настя Рыжик тата Сергей Штепс тиктокерсем.
Блогерсем хӑш региона килӗҫ? Ҫакна халӑх сасӑлавӗпе палӑртӗҫ. Ҫынсем унта регионсенчен пӗрне суйлӗҫ. Региона килсен блогерсем чи илемлӗ вырӑнсем, ҫынсем, пулӑмсем пирки фильм ӳкерӗҫ.

Илья Варламов блогер ҫулталӑк вӗҫӗнче яланхи пекех ҫулталӑкри чи «паттӑр» 10 тӳре-шарана аса илнӗ. Кун пирки вӑл хӑйӗн «Чӗрӗ Журналӗнче» (выр. «Живой Журнал») пӗлтернӗ.
Ҫак списока чӑваш Енри тӳре-шара та лекнӗ. Элтепер администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев блогер хатӗрленӗ «Вӑрӑм чӗлхесем» танлаштарӑмра 9-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Кӑҫал ҫуркунне вӑл ЧР Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче тухса калаҫнӑ чухне сахал шалу илекен вӗрентекенсем сахал ӗҫлени пирки каланӑ.
«Чӑннипе, сахал ӗҫ укҫи илекен вӗрентекенсем пур, анчах вӗсем сахал ӗҫлеҫҫӗ. Тирпейлӗ, тӳрӗ кӑмӑллӑ, ӗҫчен вӗрентекенсем тата тухтӑрсем тивӗҫлӗ шалу илеҫҫӗ», - блогер унӑн сӑмахӗсене асӑнса хӑварнӑ.

Константин Ишутов блогера суд туни пирки, ӑна хӳтӗлекенсем Мускавра тата Шупашкарта пикет туни пирки ӗнер кӑна пӗлтернӗччӗ. Паян ун тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Блогера тӗнче тетелӗнче ача-пӑча порнографине сарнӑшӑн, нацизма реабилтациленӗшӗн айӑпланӑ. Кашни статьяпа – икӗ эпизод.
Суд Константин Ишутова пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 3 ҫул та 6 уйӑхлӑха яма йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 150 пин тенкӗ штраф тӳлемелле. Блогера суд залӗнчех арестленӗ.
