
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Патӑрьел тӑрӑхӗнче пурӑнакан Вера Седойкина 100 ҫул тултарнӑ.
Вера Петровнӑн пурнӑҫӗ медицинӑпа ҫыхӑннӑ, вӑл Чкаловскри (халӗ Патӑрьел) пульницӑра ҫур ӗмӗр ытла медсестрара ӗҫленӗ.
Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне хӗрача колхозра вӑй хунӑ. 1943 ҫулта Пӑвари медицина шкулне вӗренме кайнӑ. Диплом илсен Карел-Финн ССРне ӗҫлеме тухса кайнӑ. Анчах ашшӗ чирлесен каялла киле таврӑнма тивнӗ. Тӑван Чкаловскра вӑл юратӑвне – Виталий Васильевича – тӗл пулнӑ. Вӗсем клубра киносеансра паллашнӑ. Мӑшӑр 70 ҫул пӗрле пурӑннӑ.
Халӗ Вера Петровна – виҫӗ ача амӑшӗ, унӑн пилӗк манук, виҫӗ кӗҫӗн мӑнук пур.
Саламлатпӑр!

Республикӑри тепӗр ҫын пӗр ӗмӗре парӑнатрнӑ. Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан Вера Ильина ҫак кунсенче 100 ҫул тултарнӑ.
Вера Ильинична Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Мӑнтӑр ялӗнче ҫураса ӳснӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ ҫул вӑл 15-ре пулнӑ. Хӗр тӑванӗсемпе пӗрле окоп чавма кайнӑ.
Вӑрҫӑ пӗтнӗ хыҫҫӑн Вера Ильинична тӑван колхозӗнчех ӗҫленӗ. Анчах пурӑна киле ашшӗпе тата пӗртӑванӗпе пӗрле Йӗпреҫ районне куҫса кайнӑ, Красная заря поселокра тӗпленнӗ. Унта вӗсем ҫурт лартнӑ.
Вера Ильина Березовкӑри фермӑра мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех тӑрӑшнӑ. Вӑл — ӗҫ ветеранӗ тата тыл ӗҫченӗ.
Саламлатпӑр!

Етӗрне округӗнчи Алексеевка ялӗнче пурӑнакан Елизавета Александрова 100 ҫул тултарнӑ. Ӑна ҫавра ҫулпа саламлама тӑванӗсем, кӳршисем, тӳре-шара килнӗ. Вырӑнти клуб артисчӗсем вара юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ
Елизавета Александровна Етӗрне районӗнчи Ҫӗнӗ Етӗрне ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ, тӑватӑ ачаран асли пулнӑ. 5-мӗш класс пӗтерсен хӗрача колхозра ӗҫлеме пуҫланӑ. Каярахпа Шупашкарти строительство компанийӗнче тӑрӑшнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та малалла ӗҫленӗ, 1998 ҫулччен тӑрӑшнӑ. Вӑл ӗмӗр тӑршшӗпех тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗ.
Паянхи кун Елизавета Александровна сывлӑх енчен аптӑрать, ҫапах вӑл пӗчӗк япаласенчех савӑнӑҫ тупма пӗлет: вӑл пахчари чечексемпе киленме юратать.

Куславккари халӑха комплекслӑ социаллӑ пулӑшу паракан центр ӗҫченӗсем ватӑ ҫынсене пахчара ӗҫлесе те пулӑшаҫҫӗ. Чылай ватӑ тивӗҫлӗ канура ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫлесе чунне кантарать. Анчах ҫулсем иртнӗҫемӗн алла кӗреҫе-матик тытма йывӑртарах.
Кун пек чухне вӗсем патне социаллӑ ӗҫченсем килеҫҫӗ. Вӗсем йӑрансене ҫумлаҫҫӗ, шӑвараҫҫӗ, ҫимӗҫсене пуҫтараҫҫӗ. Капла ватӑсем те питӗ хавхаланаҫҫӗ, вӗсен татах ӗҫлес килсе тӑрать.
«Людмила Валерьевнӑна пахчара ӗҫлесе пулӑшнӑшӑн тав тӑвас килет. Пӗччен туса ҫитерме йывӑр пулӗччӗ», – тенӗ Нина Алексеевна Кадырова.
Хальхи вӑхӑтра Куславккари халӑха комплекслӑ социаллӑ пулӑшу паракан центрта 14 социаллӑ ӗҫчен тӑрӑшать. Вӗсем муниципалитетри 80 ытла ватӑ ҫынна пӑхса тӑраҫҫӗ.

Пӑрачкав округӗнче пӗччен пурӑнакан кинемей кӗпе-йӗм ҫумалли машина пирки ӗмӗтленнӗ. Унӑн ӗмӗтне «Операция Бабушка» (чӑв. Асанне операци) ыркӑмӑллӑх фончӗ пурнӑҫланӑ. Вӑл ватӑ ҫынсене пулӑшать.
Вера Андреевнӑна кӗпе-йӗм ҫумалли машина кирли пирки вӗсем Халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центр урлӑ пӗлнӗ. Нумай та вӑхӑт иртмен – кинемей валли кӗпе-йӗм ҫумалли машина тупӑннӑ та.
«Мечта» ятлӑ машинӑна вӗсем киле пырса лартсах панӑ. Халӗ Вера Андреевнӑн алӑпа кӗпе ҫуса хӑшкӑлма тивмӗ. Вӑл кун пек парнешӗн питӗ савӑннӑ, питӗ кӑмӑллӑ юлнӑ.

Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Кивӗ Ирчемес ялӗнче пурӑнакан Елизавета Белова 99 ҫул тултарнӑ.
Вӑрҫӑ ҫулӗсенче вӑл ыттисемпе тан ӗҫленӗ, Ҫӗнтерӗве тылра ҫывхартма пулӑшнӑ. Вӑрҫӑ пӗтсен ҫемье ҫавӑрнӑ. Елизавета Николаевна мӑшӑрӗпе виҫӗ ачана пурнӑҫ парнелесе ура ҫине тӑратнӑ. Вӗсем икӗ хӗрпе пӗр ывӑл ӳстернӗ.
Кинемей – ялта хисеплӗ ҫын. Вӑл яланах ҫынсене пулӑшма тӑрӑшнӑ, нихӑҫан та никама та ӑмсанман. Вӑл халӗ те ырӑ туни каялла ырӑпах таврӑннине ӗненсе пурӑнать.
Кинемее 99 ҫулпа юрласа-ташласа саламланӑ.

Етӗрне округӗнчи Пупӑлькасси ялӗнче пурӑнакан Зоя Леонтьева 95 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл – тыл ӗҫченӗ, вӑрҫӑ ачи.
Зоя Алексеевна колхозниксен ҫемйинче ҫуралнӑ, ҫӑкӑр хакне мӗн ачана пӗлнӗ. Тӑватӑ класс вӗренсен текех шкула каяйман вӑл – кӗҫӗннисене, шӑллӗсене, пӑхма тивнӗ. Ашшӗ фронта кайнӑ, аслӑ хӗрӗн амӑшне пулӑшмалла пулнӑ.
Ӗмӗр тӑршшӗпех вӑл «Прогресс» колхозра ӗҫленӗ, кайран «Выльский» совхозра та вӑй хунӑ. Ытларах вӑл хӑмла туса илессипе ӗҫленӗ. Ӑна «Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн» медальпе чысланӑ.

Вӑл упӑшкипе 71 ҫул пурӑннӑ, ҫак кунсенче вара 96 ҫул тултарнӑ. Сӑмах – Канаш хулинче пурӑнакан Галерия Пузырева пирки.
Галерия Александровна Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Кавал ялӗнче ҫуралнӑ. 17 ҫулта вӑрман хатӗрленӗ ҫӗрте ӗҫлеме пуҫланӑ. Кайран участокри пульницӑра вӑй хунӑ. Ун хыҫҫӑн 40 ытла ҫул СМП-541 организацире тӑрӑшнӑ, унта штукатур-маляр пулнӑ. Унӑн ӗҫ стажӗ – 44 ҫул. Вӑл – ӗҫ ветеранӗ.
Упӑшкипе Кузьма Петровичпа пӗрле вӗсем тӑватӑ ывӑл ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ вӑрӑм ӗмӗрлӗ Галерия Александровна ачисемпе, мӑнукӗсемпе тата кӗҫӗн мӑнукӗсемпе савӑнса пурӑнать.

Елчӗк округӗнчи Патреккел ялӗнче пурӑнакан Антонина Васильевна Миллина 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.
Антонина 1926 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пынӑ чухне вӑл колхозра ӗҫленӗ, унтан юстици тытӑмӗнче вӑй хунӑ: малтан – прокуратурӑра, унтан район судӗнче. Унта вӑл 50 ҫул ытла тӑрӑшнӑ. Тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн ӑна патшалӑх тата ведомство наградисене панӑ. Унӑн «Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн» тата «Ӗҫ ветеранӗ» медальсем пур.
Паянхи кун унӑн ҫемйи пысӑк: ачисем, мӑнукӗсем, кӗҫӗн мӑнукӗсем. Пурте ӑна юратаҫҫӗ, лайӑх пӑхаҫҫӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан 89 ҫулти Антонина Южакова Андрей Малахов патне ҫыру ҫырса янӑ. Кӗҫех хурав килнӗ, ӑна «Россия 1» телеканалпа пыракан «Песни от всей души» кӑларӑма йыхравланӑ.
Нумаях пулмасть кӑларӑм эфира тухнӑ. Студире Антонина Ивановна Андрей Малахова ӗмӗрӗпех хӑй пухса пынӑ грампластинкӑсене парнеленӗ. Кайран пурте пӗрле «Старый клен» юрра шӑрантарнӑ.
Кинемей 89 ҫулта та аптӑрамасть, питӗ хастар: спутник хулари Тӗлӗнтермӗш ӗҫсем тӑвакан Сӑваплӑ Николай храмне пулӑшать. Вӑл ырӑлӑх ватӑлманнине, унӑн кашни ҫынра пурӑнмаллине ӗненент вӑл.
