Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Хыпарсем: ватӑсем

Персона
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Пӑрачкав округӗнчи Напольное ялӗнче пурӑнакан Татьяна Михайловна Клюковкина 100 ҫулхи юбилейне уявланӑ. Унӑн пурнӑҫӗ ҫӑмӑл килмен, хура-шурне чӑтса ирттерме тивнӗ.

Пилӗк ҫулта чухне вӑл хытӑ чирленӗ, хӑлхи илтме пӑрахнӑ. Анчах ку ӑна ҫапса хуҫман. Татьяна 15 ҫулта чухне Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ. 1941 ҫулхи кӗркунне вӑл ашшӗпе тата тӑванӗпе пӗрле станок умне тӑнӑ, Сӑр хӳтӗлев чиккисене тума хутшӑннӑ.

Татьяна Михайловна пурнӑҫ тӑршшӗпех «Туслӑх» колхозра уй-хир бригадинче тӑрӑшнӑ. Унӑн хӑйӗн ачисем ҫук, вӑл хӑйӗн пӗтӗм юратӑвне тӑванӗсене парнеленӗ. Малтан ашшӗ-амӑшне пӑхса пурӑннӑ, кайран шӑллӗн ҫемйине пулӑшнӑ. Халӗ вӗсем ашшӗ-амӑшӗн ҫуртӗнче шӑллӗн ҫемйипе пӗрле пурӑнаҫҫӗ, Иван Михайлович унӑн тӗрекӗ пулса тӑнӑ.

Вӑрӑм пурнӑҫлӑ кинемее влаҫ представителӗсем саламланӑ. Вӗсем юбиляра вӑрҫӑ ҫулӗсенче тата мирлӗ вӑхӑтра пурнӑҫланӑ ӗҫӗсемшӗн тав сӑмахӗсем каласа ҫирӗп сывлӑх суннӑ.

 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Элӗк районӗнчи Шор-Пайраш ялӗнче ҫуралнӑ Лидия Тимофеева 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Муркаш округӗнчи Шомикри интернатра пурӑнать.

Лидия Тимофеевнӑн ӗҫ стажӗ – 55 ҫул. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне вӑл 14-ра пулнӑ. Аслисемпе тан колхозра сухаланӑ, тыр-пул пухса кӗртнӗ, каҫсерен вара салтаксем валли посылкӑсем хатӗрленӗ.

17 сул тултарсан ӑна Иваново облаҫне торф кӑларма янӑ. «Чӑваш хӗрӗсен резин атӑ та пулман, ҫӑпатапа ҫӳренӗ», - аса илет вӑл. Окоп чавнӑ ҫӗре те хутшӑннӑ вӑл. Торф кӑларнӑ ҫӗрте 11 ҫул тӑрӑшнӑ.

Ҫак ҫула ҫитсен та Лидия Тимофеевна таса ӑспа ҫӳрет, хаваслӑ пулма тӑрӑшать.

 

Хулара
rg.ru сайтри сӑн
rg.ru сайтри сӑн

Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 84 ҫулти арҫын патне палламан хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ та «вӑрҫӑ ачисене» пӗр хутчен пособи парассине, ӑна илме СНИЛС номерне каламаллине пӗлтернӗ. Ватӑ ҫын ӗненнӗ.

Темиҫе кунран ун патне «ФСБ ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ. Хайхискер СНИЛС номерӗпе ултавҫӑсем усӑ курнине каланӑ. Ҫавна май ӑна мӗнпур укҫине «деклараци тумаллине» пӗлтернӗ.

Ватӑ арҫын пӗтӗм укҫине – 1,7 миллон тенке, «налук службинчи курьера» тыттарса янӑ. Ун хыҫҫӑнах шӑнкӑравланӑ палламан ҫынпа ҫыхӑнма тӑрӑшнӑ – усси пулман. Ҫавӑн чухне тин вӑл хӑйне улталанине ӑнланнӑ.

 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Йӗпреҫ округӗнче пурӑнакан 94 ҫулти кинемее документсем ҫуккипе тыл ӗҫченӗ тесе палӑртман. Прокуратура пулӑшнӑ.

Милица Кирилловна Павлова ҫамрӑк чухне, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче, вырӑнти колхозра ӗҫленӗ. Анчах архивра справкӑсем тата документсем ҫуккипе тылра ӗҫленине ӗнентереймен, ҫавна май ветеран статусне те илеймен.

Милица Кирилловна ватӑ пулнӑран документсемпе хӑй ҫӳреймест. Сывлӑхӗ те хавшанӑ ун. Ҫавӑнпа ун вырӑнне прокуратура суда тавӑҫ тӑратнӑ.

Судра вӑл вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче колхозра ӗҫленине ӗнентернӗ. Ҫапла Милица Павлова Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗн статусне илнӗ. Ку удостоверени ӑна ҫӑмӑллӑхсем тата тӳлевсем илме май парать.

 

Персона
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Вӑрнар округӗнчи Тӑвальушкӑнь Ялтӑра ялӗнче кун кунлакан Николай Иванович Аливанова ҫуралнӑ кунпа саламланӑ. Вӑл – ҫак ялти вӑрӑм ӗмӗрлӗ ватӑ.

Николай Иванович мӑшӑрӗпе Валентина Лаврентьевнӑпа 60 ҫул пӗр сукмакпа утать, пӗр-пӗрне ӑнланса пурӑнаҫҫӗ вӗсем.

Аливановсем виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ вӗсене виҫӗ мӑнук тата пӗр кӗҫӗн мӑнук савӑнтарать.

Николай Иванович колхозра водительте ӗҫленӗ, Валентина Лаврентьевна вулавӑшра тӑрӑшнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-163599942_18507
 

Персона
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Республикӑра тепӗр кинемей, Мавра Михайлова, 100 ҫул тултарнӑ.

Вӑл Красноармейски округӗнчи Ыхракасси ялӗнче пурӑнать. Кинемей юбилейне ҫу, уйӑхӗн 12-мӗшӗнче паллӑ тунӑ.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан 15 ҫулти Мавра Свердловск хулине кайнӑ, унта производствӑра ӗҫлесе Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшнӑ. Тӑван тӑрӑхне таврӑнсан вара Мавра Михайловна «Большевик» колхозра ӗҫленӗ, доярка пулнӑ, пӑрусем пӑхнӑ. Вӑрман ӗҫӗнче те тӑрӑшнӑ вӑл.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-191629825_84005
 

Хулара
«Лиза Алерт» архивӗнчи сӑн
«Лиза Алерт» архивӗнчи сӑн

Шупашкарта икӗ кун каялла ҫухалнӑ ватӑ арҫынна шыраҫҫӗ. Кун пирки «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗ пӗлтернӗ.

Алексей Сергеевич Сергеев 73 ҫулта, вӑл ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Хальччен ун пирки нимӗн те пӗлмеҫҫӗ.

Вӑл 173 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ шуралнӑ, куҫӗ сӑрӑ тӗслӗ. Ҫухалнӑ чухне тӗттӗм кӑвак кофта, сӑрӑ шӑлавар, хура сланцӑ, хура калпак тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна медпулӑшу кирлӗ.

Ӑна куракансене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ:8 800 700-54-52 (хӗрӳ лини), 8 919 666 66 80 (Наталия).

 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Комсомольски округӗнчи Хырай Ӗнел ялӗнче пурӑнакан Дария Дьяконова ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 100 ҫул тултарнӑ.

Дария Яковлевна хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ӗмӗр тӑршшӗпех ӗҫленӗ вӑл. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче те ыттисемпе тан вӑй хунӑ. Дария Дьяконова – тыл ӗҫченӗ, ӗҫ ветеранӗ, хисеп паллисене тивӗҫнӗ.

Кинемейӗн – пӗр ывӑл, икӗ мӑнук тата тӑватӑ кӗҫӗн мӑнук. Ҫулӗсем пур пулин те Дария Яковлевна хаваслӑ пулма тӑрӑшать, юрлама кӑмӑллать, пурнӑҫа юратать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_28733
 

Персона
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗрпӳ округӗнче пурӑнакан ветеран Нина Фёдорова 102 ҫул тултарнӑ. Вӑл 1924 ҫулта ҫуралнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан вӑл хӑйӗн ирӗкӗпе фронта кайнӑ, зенитчица пулнӑ. Вӑл аманнӑ та.

Ҫӗнтерӗве Нина Андреевна Германире кӗтсе илнӗ. Киле вара 1945 ҫулхи кӗркунне ефрейтор званийӗпе таврӑннӑ. Ӑна I степень Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе тата «Ҫарти паттӑрлӑхшӑн» медальпе чысланӑ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Нина Андреевна сысна ферминче тӑрӑшнӑ. Паянхи кун вӑл пысӑк ҫемйипе савӑнса пурӑнать, унӑн – 5 ача, 13 мӑнук тата 17 кӗҫӗн мӑнук.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_28517
 

Персона
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан тыл ӗҫченӗ Николай Андреев 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.

Николай Васильевич Комсомольски тӑрӑхӗнче Тури Тимӗрчкасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ҫамрӑклӑхӗ йывӑр вӑхӑта – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗсене – лекнӗ. Вӑл та, ытти чылай ҫын пекех, ырми-канми колхозра тӑрӑшса Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшнӑ.

Вӑрҫӑ пӗтсен шӑпа ӑна Нефтеюганск хулине илсе ҫитернӗ. Унта вӑл нефть отраслӗнче ӗҫленӗ. Унӑн пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ – ҫур ӗмӗре яхӑн.

Паянхи кун Николай Васильевичӑн ҫемйи пысӑк. Унӑн чи хаклӑ пуянлӑхӗ вӑл: виҫӗ ачи, ҫичӗ мӑнукӗ тата сакӑр кӗҫӗн мӑнукӗ. Вӑл – ӗҫ ветеранӗ. Ӑна «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн» медальпе те чысланӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ан васкӑр, кашни шухӑша практикӑра тӗрӗслӗр. Финанс ыйтӑвӗсемпе, иккӗленӳллӗ сӗнӳсемпе питӗ асӑрханӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗлтерӗшлӗ калаҫу пулма пултарӗ, ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр.

Юпа, 27

1929
97
Муллин Гамильтон Александрович, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ ҫуралнӑ.
1939
87
Павлов Анатолий Николаевич, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ.
1959
67
Шарапова Ольга Викторовна, политика ӗҫченӗ, профессор, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ.
1990
36
«Чӑваш ССРӗнчи чӗлхесем ҫинчен» саккуна йышӑннӑ.
1993
33
«Илем» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та