lifenews.ru сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫей эстрада юрӑҫи Анита Цой тата унӑн упӑшки Сергей Чӑваш Енри ҫемьене вӑрланӑшӑн айӑпласшӑн. Сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫемье вӗсен ҫур миллион тенкӗлӗх хаклӑ япаласене вӑрланӑ.
Анита Цойпа упӑшки полицие ыйту ҫырнӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, Александровсен ҫемйи, унччен вӗсен килӗнче ӗҫленӗскерсем, ӗҫрен кайма ирӗк ыйтса ҫырнӑ та килтен кӗрӗк, хаклӑ япаласем илсе тухса кайнӑ.
Хур тӳснисем каланӑ тӑрӑх, ку ҫур миллион тенкӗ тӑкакпа танлашнӑ. Александровсен ҫемйи вара Чӑваш Ене таврӑннӑ-мӗн.
Полицейскисем чӑваш ялне, Александровсем пурӑнакан ҫӗре, кайнӑ. Ухтарнӑ хыҫҫӑн вӗсем вӑрланӑ япаласене тупайман. Вӗсене юрӑҫӑн килӗ ҫывӑхӗнчех тупнӑ.
Александровсем хӑйсене элекленӗ тесе шутлаҫҫӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ӗҫрен упӑшкипе арӑмӗ хӑйсен пӗчӗк ачине пӑхма тӳр килнӗшӗн кайнӑ.
Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Унта Александровсем кӳнтелен пек пулӗҫ.
Пуҫлӑх ывӑл-хӗрӗ пулма лайӑхах пуль ҫав. Йӗпреҫ районӗнчи Андреевка ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ арҫын хӑй ывӑлне ҫӗр лаптӑкӗллӗ тунӑ.
2009 ҫулта вӑл хӑй ертсе пыракан ял тӑрӑхӗн хуҫалӑх кӗнекинчен суя выписка илнӗ. Унта хӑйӗн ывӑлӗн ҫӗр пайӗ пурри ҫинчен калани пирки ӗнентернӗ. Ашшӗ ҫырса панӑ выпискӑна йӑтса ывӑлӗ регистраци службине вӗҫтернӗ, унта ҫӗр лаптӑкне хӑй ячӗпе шута илтерттернӗ. Ҫав хутпа килӗшӳллӗн пуҫлӑх ывӑлӗ ҫӗрӗн саккунлӑ хуҫи пулса тӑнӑ. Анчах... асӑннӑ ҫӗр лаптӑкӗ тепӗр ҫыннӑн пулнӑ. Унпа вӑл тара илсе усӑ курнӑ.
Ултава РФ Следстви комитечӗн Канашри районсем хушшинчи тӗпчевҫисем ҫиеле кӑларнӑ. Экс-пуҫлӑх хӑй вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнишӗн вӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ тӗпчев малалла пырать.
Тӑван тӑванах пуль ҫав, ӑна укҫан та пулӑшас килет-тӗр. Анчах ырӑ тӑвас тени пур чухне те лайӑхпа вӗҫленмест ҫав. Ҫакӑ ултавпа ҫыхӑннӑ пулсан пушшех те.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ача пахчисенчен пӗрин ертӳҫи 2012 ҫулхи кӑрлачра хӑйӗн тӑванне ӗҫе илнӗҫи пулса хушу кӑларнӑ. Лешӗ ун патӗнче кӗҫӗн воспитатель шутланнӑ. Ҫапла майпа вӑл ӗҫ укҫи илсе тӑнӑ, каярах — йывӑр ҫын пулнишӗн тата ача ҫуратнишӗн тӳлекен пособиллӗ пулса тӑнӑ тата пепкене пӑхнӑ вӑхӑтра ларнишӗн паракан тӳлеве тивӗҫнӗ. Ача пахчинче ӗҫленӗ пекки ӑна шӑпах ҫавӑн валли кирлӗ пулнӑ та. Ача пахчин ертӳҫи тӑванне ӗҫленӗ пек 2015 ҫулхи пуш уйӑхӗчченех кӑтартса пынӑ. Пуҫлӑх-тӑвана пула леш хӗрарӑм 100 пин тенкӗ ытла илнӗ, уншӑн пенси фондне укҫа та куҫарса тӑнӑ. Пуҫлӑх тӗлӗшпе халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса улталанӑ тесе айӑпласшӑн.

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи икӗ усламҫӑ хӑйсен ӗҫне пуҫаратпӑр тесе хыснаран укҫа илнӗ те лава вырӑнтан та хускатман. Халӗ ку фактпа тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
2013 ҫулхи юпа уйӑхӗнче 25 икӗ каччӑ хӑйсен ӗҫне пуҫаратпӑр тесе асӑннӑ район администрацине бизнес-план тӑратнӑ. Вӗсенчен пӗри тимӗр-тӑмӑртан япала шӑратма пулнӑ, тепри — сӗтел-пукан кӑларма. Унтан хайхисем хӑйсен ӗҫне пуҫарма пӗчӗк тата вӑтам усламҫӑсене уйӑракан 300 пин тенкӗ укҫана илес шанчӑкпа хавхаланнӑ. Кӗҫех вӗсемпе вырӑнти тӳре-шара ятарлӑ килӗшӳ алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Усламҫӑ пулатпӑр текенсене банк счечӗ ҫине кӗҫех 270-шер пин тенкӗ куҫарса панӑ. Хӑйсенчен лешсен 30-шар пин тенкӗ уйӑрмалла пулнӑ.
«Кӗмӗлне» илессе илнӗ те, ӗҫне пуҫарман. Халӗ вӗсене пысӑк виҫепе улталанӑ тесе пуҫиле майпа айӑплама пултараҫҫӗ.
Китайра темӗн те туса кӑларнине пурте пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Spring Forward меропияти (унта Apple Watch сехете хӑтланӑ) иртнӗренпе 2 кун ҫитрӗ кӑна Китайра унӑн копийӗсене сутма та пуҫланӑ. Тухӑҫри патшалӑхра Apple фирмӑн ӑслӑ сехечӗ евӗрлисем самай йӳнӗрех. Чи пуҫламӑш шайри сехет 259 юань тӑрать (е 40 доллар). Лайӑхрах пахалӑхри вара хаклӑрах ларӗ — 3000 юане е 480 доллара.
Китайсен таварне тутӑхман корпуса вырнаҫтарнӑ. Хура тӗсе кӑмӑллакансем валли ятарлӑ вариант пур. Спорт версин корпусне алюминирен ӑсталанӑ, циферблатне Ion-X кантӑкпа хӳтӗленӗ. Китайра ӑслӑ сехетӗн ылтӑн версине те сутаҫҫӗ, анчах унӑн хакӗ Apple фирмӑнни пекех — 10 000 доллар. Ку сехете вара питӗ ҫирӗп сапфирлӑ кантӑр хӳтӗлет. Китайсен копийӗсенче мӗнле операци системи ӗҫлени пирки сехет хатӗрлесе кӑларакансем каламан.
Чӑн-чӑн Apple Watch сехете вара сутлӑха ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче кӑларӗҫ. Пурӗ 3 верси хатӗрленӗ: Apple Watch Sport, Apple Watch тата Apple Watch Edition. Чи йӳннине, спорт валли тунӑскерне, 349 долларпа туянма пулать, чи хаклине — Apple Watch Edition ятлине — 17 пин долларпа. Ку сехетсем пӗрре авӑрласан 18 сехет хушши ӗҫлейреҫҫӗ.
Арҫынна чӑвашла калаҫма пӗлни ҫӑлнӑ. Тӗрӗсрех каласан, ку ӑна вӑрланӑ укҫана тавӑрма пулӑшнӑ.
Нарӑсӑн 2-мӗшӗнче 53 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса пани паллӑ пулнӑ. Вӑл, таксист, пассажира ҫаратма хӑтланнӑ-мӗн.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, преступник, Азербайджанра ҫуралса ӳснӗскер, халӗ Хусанта пурӑнаканскер, пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче саккас йышӑннӑ: 32 ҫулхи арҫынна Хусантан Вӑрмар районне илсе ҫитермелле.
Пассажир малти ларкӑча вырнӑҫнӑ, укҫа тӳленӗ те ҫывӑрса кайнӑ. Таксист ҫакӑнпа усӑ курнӑ та. Лешӗн кӗсйинчен енчӗкне туртса кӑларнӑ та 47 пин тенке йӑкӑртнӑ.
Пассажир вӑрансан укҫа ҫухалнине сиснӗ, водительтен ӑна тавӑрса пама ыйтнӑ. Анчах лешӗ ухмаха пенӗ — нимӗн те пӗлмест имӗш. Кун хыҫҫӑн пассажир полицие шӑнкӑравланӑ та вӑрӑ нимӗн те ан ӑнлантӑр тесе чӑвашла каласа ӑнлантарнӑ. Таксист заправкӑна кӗнӗ, унта ӑна полицейскисем тытса чарнӑ.
Таксиста тӗрӗсленӗ май унӑн ҫумӗнче енчӗк тупнӑ. Укҫан пысӑк пайне вӑрӑ нуски ӑшне пытарма ӗлкӗрнӗ.
Тем хӑтланакан та пур та, Етӗрне районӗнчи Палтай ялӗнче ылтӑн япаласем ҫухалнӑ.
Пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫын тем тума та хатӗр те, хӑшӗсем ылтӑн-кӗмӗл япаласене чиркӗве кайса параҫҫӗ. Анчах ун пеккисене куҫ хывакансем те пур иккен.
Ӗнер йӗрке хуралҫисене чиркӗве ҫаратни пирки хыпар ҫитнӗ. Ювелир япаласем ҫухалнине пачӑшкӑ систернӗ. Ҫав кун ун патне Етӗрнери 20 ҫулхи каччӑ пынӑ иккен, укҫа кивҫен пама ыйтнӑ. Капӑрлатмалли хатӗрсем ҫакӑнса тӑракан турӑш патӗнче вӑл вӑрах тӑнине пачӑшкӑ сиснӗ-ха.
Вӑрланӑ тесе шухӑшлакан каччӑна хӑйӗн килӗнче тытса чарнӑ. Вӑрланине вӑл йышӑннӑ пулать, ӑна сутса ярса ӗлкӗрнине пӗлтернӑ имӗш.
ЧР ШӖМӗ ултавҫӑсен аллине ҫакланасран асӑрханма ыйтать пулин те кунашкал тӗслӗх час-часах тӗлпулать. Хальхинче 75 ҫулти кинемее шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ. Халӗ полицейскисем лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ.
ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, кинемей радиопа «Ҫивӗч куҫ» куҫлӑх пирки илтнӗ. Компани менеджерӗсем вӑл мӗнпур чиртен хӑтӑлма пулӑшнине ӗнентернӗ.
Кинемей «хӗрӳ лини» телефон номерӗпе шӑнкӑравланӑ. Ултавҫӑсемпе калаҫсан хайхискер 10 пин тенкӗ тӳленӗ. Кун хыҫҫӑн менеджерсем ватӑскер патне хӑйсемех шӑнкӑравланӑ та кинемее ҫӳҫне, чӗрнине ярса пама ыйтнӑ. Кинемей мӗн каланине пурнӑҫланӑ.
Официаллӑ информаци тӑрӑх, тивӗҫлӗ канури кинемей ултавҫӑсене 91 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Вӑл ҫавна валли кредит та илнӗ-мӗн.
Чӑваш Енри промышленноҫ предприятийӗсенчен пӗринче сутӑ пайӗнче ӗҫленӗ пӗр арҫын харӑсах икӗ коммерци организацине пулӑшма шантарнӑ. Пулӑшӑвӗ вара ҫапларах пулнӑ. Хайхи этем хӑй ӗҫлекен предприятири продукципе вӗсене чӑрмавсӑр тивӗҫтерсе тӑма шантарнӑ. Анчах пӗр тоннӑшӑн пӗр пин тенкӗ тӳлесе тӑрсан. Ҫапла вара икӗ предприятирен 1,9 миллион тенке яхӑн пухнӑ.
Анчах вӗрен темле явӑнсан та вӗҫӗ пулать теҫҫӗ. Сутӑ пайӗнче ӗҫлекен валли те ҫав кун ҫитнӗ. Ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса кӗсьене кӗмӗл чиксе пурӑннӑ ҫынна суд тенкелӗ ҫине лартнӑ. Суд ӑна тӗрӗслев вӑхӑчӗ парса 3 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр ирӗкрен хӑтарма тата 1,8 миллион тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Суд йышӑнӑвне пурнӑҫа кӗртессине суд приставӗсем хӑйсем ҫине илнӗ. Парӑмлӑ ҫынна малтанласа ют ҫӗршыва кайма чарнӑ, каярах ӑна вӑл туяннӑ хваттере регистрацилеме те чарса лартнӑ.
Парӑма татмаллах иккенне арҫын тинех ӑнланса илнӗ курӑнать. Анчах чирлӗ тӑвансене пӑхатӑп тесе суд ӑна штрафа 3 ҫул хушши пӗчӗкшер виҫепе — кашни уйӑхра 50-шар пин тенкӗшер — татса пымалла тунӑ. Малтанхи вӑхӑтра арҫын ҫавӑн пек тунӑ та. Анчах кӑштахран вӑл, хӑй официаллӑ майпа ниҫта та ӗҫлемест пулин те, юлнӑ 1 миллион тенкӗ парӑма харӑсах тӳлесе татнӑ.
Шупашкарти Петров урамӗнчи авариллӗ 9-мӗш ҫуртран ҫынсем тӳре-шара уйӑрнӑ вӑхӑтлӑх вырӑна куҫни пирки унчченех ҫырнӑччӗ. Халӑха пӗрле хӑйсен япалисене илме ирӗк панӑ. Тӳре-шара вара ҫурт умӗнче хурал тӑратма шантарнӑ.
Анчах ҫав вӑхӑтра авариллӗ ҫурта бомжсем куҫ хывнӑ та унти япаласене йӑкӑртма тытӑннӑ. Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра пурӑннисем нумаях пулмасть унта пухӑннӑ. Куҫ умне ҫӗмрӗк чӳречесем, алӑксем тухса тӑнӑ.
Ҫынсем пӗлтернӗ тӑрӑх, бомжсем чӳречесене ҫӗмӗрсе пӑрӑхсене, пралуксене, пластик чӳречесене, алӑксене йӑтса тухнӑ. Ҫурт ҫывӑхӗнче полици ӗҫченӗсем те, хурал та пулман-мӗн.
Ҫынсем полицейскисене ҫийӗнчех чӗннӗ. Анчах бомжсем вӗсем ҫитнӗ тӗле тарма ӗлкӗрнӗ. Пӗрине ҫавах тытса ӗлкӗрнӗ. Ӑна полицейскисене панӑ. Администраци ӗҫченӗсем те ҫурт патне пынӑ. Вӗсем ҫынсене ҫурт умне хурал тӑратма шантарнӑ.
Сӑнсем (13)
