Ҫӗрпӳри сӗт савутне сӗт панипе чылай ҫын хӑй вӑхӑтӗнче шӑнман пӑр ҫине ларса кайнӑччӗ. Укҫине кӗтсе илеймен енне йӗрке хуралҫисем патне ҫыракансем те тупӑннӑччӗ, анчах сӗт пуҫтараканпа килӗшӳ-тавраш туман та усси пулмарӗ. Ҫапах та вӗренӗн те вӗҫӗ пур тесе ахальтен каламан-тӑр ҫав, асӑннӑ ҫын тӗлӗшпе Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна налук тӳлеменшӗн тата ӗҫ укҫипе икӗ уйӑх ытла татӑлманшӑн айӑплаҫҫӗ.
Тӗпчевҫӗсен шучӗпе савут пуҫлӑхӗ, вӑлах «Мысль» сбыт кооперативӗн ертӳҫи, 2011 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен тытӑнса 2013 ҫулхи кӑрлаччен налукпа 2,1 миллион тенкӗ ытла парӑма кӗрсе кайнӑ. 2013 ҫулхи ҫу–ҫӗртме уйӑхӗсенче вара хайхи предприятин газ операторне 21 пин тенкӗ ытла шалу тӳлемен.
Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.

Канаш хулинчи депутатсен пухӑвне суйланнӑ ҫынна тӗпчевҫӗсем ултавҫӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе вӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӑх тарҫине тӗпчевҫӗсем муниципалитет килӗшӗвне пурнӑҫланӑ чух 600 пин тенкӗлӗх улталанӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Пӗлтӗрхи ҫулла Канаш хула администрацийӗ асӑннӑ ҫын ертсе пыракан предприятипе хулари Павлов урамне юсама 1,3 миллион тенкӗлӗх килӗшӳ тунӑ. Тепӗр уйӑхра асӑннӑ компани администрацие ӗҫе вӗҫлени пирки суя хутсем тӑратнӑ. Анчах ӗҫе хайхи 700 пин тенкӗрен кӑшт ытларах суммӑлӑх кӑна пурнӑҫланӑ-мӗн. Администрацинче ӗҫлекенсем ҫынна ытла та шанаканскерсем пулинех — ӗҫшӗн укҫана йӑпӑр-япӑр куҫарса та панӑ.
Ҫурлан 23-мӗшӗнче полицие Канашра пурӑнакан 79 ҫулти кинемей ҫитнӗ те 65 пин тенкӗ укҫи ҫухалнине пӗлтернӗ. Ӑна ватӑскер шкапра ҫакӑнса тӑракан пальто-куртка таврашӗн кӗсйинче упранӑ-мӗн.
Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ҫурта ют ҫынсем кӗнине палӑртман. Оперативниксем «пурлӑха» кинемейӗн 9 ҫулти мӑнукӗ илме пултарнине палӑртнӑ. Чӑнах та ҫапла иккен.
Арҫын ача суйман, кинемейӗн укҫине илнине пӗлтернӗ. Вӑл ҫав укҫана темиҫе кунрах тӑкакланӑ: юлташӗсене хӑналанӑ, карас телефонӗсен номерӗсем ҫине укҫа хурса панӑ.
Ку тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасшӑн.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан 33-ри хӗрарӑм унччен икӗ хутчен суд тенкелӗ ҫине ларнӑ. Анчах амӑш сӗчӗпе ӑс кӗменни качаканнипе кӗрес ҫук тенешкел каллех преступлени ҫулӗ ҫине тӑнӑ. Хальхинче вӑл паллакансен укҫине пӗҫертнӗ. Алӑк ватса-ҫӗмӗрсе ҫӳремен, кил хуҫисене ӗҫтерсе ӳсӗртнӗ те лешсем тӳнсе кайсан хӗстерсе тухса кайнӑ.
«Уявне» хаваслӑ йыш ҫу уйӑхӗн пӗр кунӗнче Мӑн Чӑкӑр ялӗнче пухӑннӑ тесе пӗлтерет Шупашкар район прокурорӗн ҫумӗ Анатолий Иванов. Ӗҫнӗ-ҫинӗ. Ҫинех пуль ӗнтӗ. Ҫыртмаллисӗрех мар-тӑр. Кил хуҫисем хуп турттарма тытӑнсан вӑр-вар хӗрарӑм хайхисен 8 300 тенкине илсе тухса кайнӑ.
Ҫынсене самай шар кӑтартнӑ тесе вӑрлакан хӗрарӑма пӗрремӗш инстанцири суд 2 ҫул та 6 уйӑхлӑха юсанмалли пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ямалла тунӑ. Алли кукӑр хӑрарӑмӑн вӑрланипе унччен икӗ хутчен айӑпланни те тухса пӗтмен иккен-ха.

Чӑваш полицейскийӗсем 5 пин тенкӗллӗ суя укҫа сӗнекене тытса чарнӑ. Хальхинче ун пек ҫын Ҫурҫӗр Осетирен килнӗскер пулнӑ. Чӑваш Республики урлӑ «БМВ–750» машинӑпа иртсе каяканскер ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи автозаправкӑри лавккана кӗрсе туртмалли тата пылак шыв илнӗ. Таваршӑн 5 пин тенкӗпе татӑлнӑ. Заправкӑран тухнӑ чух ӑна ҫул-йӗр инспекцийӗн ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Ку вӑхӑта полицейскисене ку автомашина пирки систернӗ ӗнтӗ.
Инспекторсенчен пӗри водителе полицейскине илсе кайнӑ, вӗсенчен тепри водитель лавккара мӗн тунине пӗлес тӗллевпе лавккана кӗнӗ. Шӑп ҫав вӑхӑтра сутуҫӑ суя укҫи пирки йӗрке хуралне шӑнкӑравлама хатӗрленнӗ иккен.
Арҫын ҫумӗнче суя укҫа тата тепӗр 8 штук пулнӑ. Халӗ ку фактпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Улталакан водителе 8 ҫуллӑха хупас хӑрушлӑх пур. Асӑннӑ ҫынтан шар курнисем татах пулсан ШӖМӗн пресс-службин ӗҫченӗ Олег Ашнин йӗрке хуралҫисене 8 (83541) 62-1-56 е 02 номерпе систерме ыйтать.
ЧР ШӖМӗн пресс-служби каллех ултав ҫинчен пӗлтерет. Каллех шӑнман пар ҫине лартса янӑ… Хальхинче ултавҫӑсен аллине Элӗк районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм лекнӗ. Хурах — «Америка ҫарӗн салтакӗ» имӗш.
Пӗччен пурӑнакан хӗрарӑм хӑйӗн ӗмӗтри арҫыннипе паллашу сайтӗнче паллашнӑ. Хайхискер хӑйне Афганистанра ҫар тивӗҫне пурнӑҫлать-мӗн, Америка ҫарӗн салтакӗ.
Виртуаллӑ юрату тӑватӑ уйӑха тӑсӑлнӑ. Унтан «салтак» хӗрарӑм патне хӑнана пыма шантарнӑ, анчах ҫула тухма укҫа ҫук-мӗн. «Чун савни» хӗрарӑма тӑкака саплаштарма ыйтнӑ.
Хӗрарӑм нумай шухӑшласа тӑман — «салтак» кӑтартнӑ шут ҫине 12 500 доллар куҫарса панӑ. Анчах… арҫынран кун хыҫҫӑн сас-хура пулман — ҫухалнӑ. Хӗрарӑм кӑштах кӗтнӗ хыҫҫӑн кун пирки полицейскисене пӗлтернӗ.
Йӗрке хуралҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатма йывӑр. Вӗсем хӗрарӑм укҫана Раҫҫей тулашне куҫарнине палӑртнӑ. Ҫавӑнпа ултавҫа йӗрлеме май ҫук. Ют ҫӗршыври тӳлев тытӑмӗ вӑрттан информацие пӗлтерме хирӗҫ.

«Чӑвашавтодор» предприяти пуҫлӑхӗ пулнӑ Александр Волкова пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 3 ҫуллӑха хупса хума тата 900 пин тенкӗ штраф пама йышӑннӑ. Шупашкарти Ленин район сучӗ айӑплава иртнӗ уйӑхӑн 1-мӗшӗнчех кӑларнӑ-ха. Анчах ваккат ытла ҫирӗп айӑплаҫҫӗ тесе аппеляци ҫӑхавӗ шӑрҫаланӑ. Республикӑн Аслӑ сучӗ йышӑнӑва ылмаштарма килӗшмен, ӗнертенпе айӑплав саккунлӑ вӑя кӗнӗ.
Волков директор (халӗ ун пирки иртнӗ вӑхӑтра каламалла ӗнтӗ) хӑй ертсе пыракан «Чӑвашавтодор» ячӗпе «М–7» ҫулӑн виҫӗ участокне юсасси пирки подряд организацисемпе килӗшӳ тунӑ. Ӗҫне «Чӑвашавтодорах» пурнӑҫланӑ, анчах укҫине ҫав организацисене куҫарса панӑ иккен. Кайран вара «кӗмӗле» пӗрле пайланӑ теҫҫӗ. Волков хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ-мӗн.
Сӑнавлӑ пушар лабораторийӗн ертӳҫи пулнӑ ҫын тӗлӗшпе сӗтев илнӗ тата ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе тӑватӑ ӗҫ пуҫарнӑ. 2012–2014-мӗш ҫулсенче хайхи этем икӗ фирмӑна пушара хирӗҫле пулӑшу кӳнӗ тата тӗрӗслени ҫинчен акт тыттарнӑ. Анчах ӗҫшӗн лабораторине пӗр пус та килмен пулать. Унтан та ытларах — пуҫлӑх ӗҫе тӑсса ярассипе е ӗҫе анчар пурнӑҫлассипе хӑратса ҫав фирмӑсенчен 84 пин тенкӗ сӗтев тата 12 кӗленче шурӑ эрех илнӗ имӗш.
Общество организацийӗсенчен пӗринчен те хайхи ҫын 154 пин тенкӗ сӗтев илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тепӗр факт вара хӑйӗн Кӳкеҫре вырнаҫнӑ керменне тума вӑл хӑйӗн патӗнче ӗҫлекен виҫӗ ҫынна явӑҫтарнӑ. Лешсем пуҫлӑх ҫуртне ӗҫ вӑхӑтӗнче хӑпартнӑ-мӗн.
Вӑрӑ-хурахран асӑрханулллӑ пулмалла та… Ҫӗмӗрлере пурӑнакан хӗрарӑм хӑйӗн хваттерне ҫаратасса шухӑшламан та ахӑртнех, ҫавӑнпа ҫӑраҫҫине алӑк умӗнчи кавир айнех хурса хӑварнӑ. Кукӑр алӑллӑскершӗн ку питех те меллӗ пулнӑ ӗнтӗ.
Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫав хӗрарӑм йӗрке хуралне ҫитнӗ, хваттерне ҫаратнине пӗлтернӗ. Вӑл ҫӑраҫҫине кашнинчех кавир айӗнче 5-мӗш класа ҫӳрекен ывӑлӗ валли хӑварнӑ-мӗн. Тӗлӗнмелле те, хӗрарӑм ҫӑраҫҫине ҫапла майпа пытарни арҫын ачана парса янинчен шанчӑклӑрах тесе шухӑшланӑ. Ача ӑна ҫухатасран хӑранӑ пулӗ. «Япалана лайӑх пытарас тесен чи курӑнакан вырӑна хур», — теҫҫӗ-ха та… Ҫак каларӑш пур чухне те тӳрре тухмасть ҫав.
Ҫав кун ҫӑраҫҫине кавир айӗнчен ывӑлӗ мар, вӑрӑ илнӗ. Хайхискер хваттер алӑкне ҫӑмӑллӑнах уҫнӑ та шала кӗнӗ — питӗ меллӗ! Хӗрарӑм киле таврӑнсан алӑк уҫӑ пулнине асӑрханӑ, ҫӑраҫҫи те «вӑрттӑн» вырӑнта пулман. Хваттертен планшет, DVD-плеер тата 1 200 тенкӗ «ураланнӑ». Кил хуҫи каланӑ тӑрӑх, хурах хӑналанма та вӑтанман: салатсене ҫисе янӑ, килте хатӗрленӗ хӗрлӗ эрехе ӗҫнӗ.
Полицейскисем хваттере тӗрӗслесен вӑрӑ питӗ асӑрханса ӗҫленине палӑртнӑ.
«Укҫа тесен шапа та аллине тӑснӑ», — теҫҫӗ те… Чӑнах та, кама илӗртмӗ-ши вӑл? Укҫа самай нумай пулсан тата… Ҫапла, суд приставӗ чӑтса тӑрайман: ют ҫын нухратне кӗсйине чикнӗ.
Патӑрьелти тӗпчев уйрӑмӗ Елчӗк районӗнчи суд приставӗ тӗлӗшӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрарӑма хӑйӗн ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса укҫана хӑйӗн валли илнӗшӗн айӑплаҫҫӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчев уйрӑмӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пӗр ҫын хӑйӗн парӑмне татмашкӑн пристава 61 пин тенкӗ тыттарнӑ. Хӗрарӑма пысӑк ҫак укҫа астарнӑ-тӑр: кӗсйине чикнӗ.
Халӗ пӑтӑрмах тӗлӗшпе ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
