Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ентешлӗх

Персона
Юрий Зорин страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем
Юрий Зорин страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем

Ку хыпара каярах юлса пӗлтӗмӗр пулин те хыпарласах килет. Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Анатолий Смолин поэт ҫуралнӑ кун, «Куславккасем» ентешлӗх вырӑнти администраципе пӗрле «Смолин вулавӗсем» пултарулӑх конкурсӗ ирттернӗ. Ӑна кӑҫалхипе вуннӑмӗш хут йӗркеленӗ.

Анатолий Смолин сӑвӑҫ Куславкка районӗнчи Шӑнчас ялӗнче 1957 ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ, 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ.

Анатолий Смолин куҫаруҫӑ та пулнӑ. Вӑл — Ҫеҫпӗл Мишши тата Ҫемен Элкер премийӗсен лауреачӗ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. «Ҫилҫунат» журналта ӗҫленӗ, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗн пресс-ҫыруҫинче, каярах унӑн пулӑшуҫинче тӑрӑшнӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче пурӑнакансем ентешлӗх уявне пуҫтарӑннӑ. Пуху Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче иртнӗ. Унта район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов та хутшӑннӑ.

Пухӑннисене ентешлӗх ертӳҫи Александр Миронов, ЧР Паташалӑх Канашӗн депутачӗсем Олег Мешков, Валерий Антонов, Юрий Зорин, республикӑри ытти районти ентешлӗх ертӳҫисем саламланӑ.

Сумлӑ ентешӗсене Рудольф Селиванов района йӗркеленӗренпе 95 ҫул ҫитнине халалласа кӑларнӑ медальпе чысланӑ. Уяв Патӑрьел тӑрӑхӗнчен тухнӑ артистсен концерчӗпе вӗҫленнӗ.

 

Культура

Етӗрнесен ентешлӗхне йӗркеленӗренпе кӑҫал 25 ҫул ҫитет. РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, юбилее хатӗрленсе ирттерес тӗллевпе йӗркелӳ комитечӗн ларӑвне пухӑннӑ. Унта уяв датине малтанласа палӑртнӑ. Хальлӗхе калаҫса татӑлнӑ тӑрӑх, етӗрнесем юбилее ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пухӑнӗҫ.

Юбилей каҫӗнче тӗрлӗ курав ӗҫлӗ, Етӗрне районӗнчи пултарулӑх коллективӗсен концерчӗ пулӗ.

Уява Етӗрне районӗнче пурӑнакансем те, унта ҫуралса ӳссе тӗрлӗ ҫӗре саланнисем те пухӑнӗҫ.

 

Культура
Комсомольскинчи «Кӗтне» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗ
Комсомольскинчи «Кӗтне» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗ

Паян Каҫал ҫӗрӗ ҫинче ентешлӗх кунӗ иртнӗ. Комсомольскисем уява ҫӗршыври Кино ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне хупнине халалласа ирттернӗ. Мероприяти районти Тӗп клуб тытӑмӗн концерт залӗнче иртнӗ.

Каҫал тӑрӑхӗнчисем тата хаклӑ хӑнасем Комсомольскине ирхи тӑхӑр сехете пырса ҫитнӗ. 9 сехет те 30 минутра вӗсем шкул ачисемпе тӗл пулнӑ. 11 сехетре Мухтав монуменчӗ патне чечек кӑшӑлӗ хунӑ.

Спортпа туслисене каҫалсем 11 сехет те 30 минутра вӑрман хӗрринчи йӗлтӗр йӗрӗ ҫине йыхравланӑ. Футбол кӑмӑллакансем те хӑйсем валли чун канӑҫӗ тупнӑ. Вӗсене «Кӗтне» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнчи футзала 12 сехет те 15 минутра пуҫтарнӑ. «Кӗтнери» тепӗр залта волейбол та вылянӑ.

Мероприятин савӑнӑҫлӑ уявне Тӗп клуб тытӑмӗн залӗнче ирттернӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 24

1937
87
Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1942
82
Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ.
2014
10
Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи