Чӑваш Енри журналистсен шалӑвӗ пӗчӗк. Федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсемпе танлаштарнӑ та, ҫавӑн пек пӗтӗмлетнӗ. Чи пысӑк ӗҫ укҫи илекен журналистсем Пермь крайӗнче пурӑнаҫҫӗ.
HeadHunter агентство пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри журналистсем уйӑхсерен вӑтамран 20 пин тенкӗ ӗҫлесе илеҫҫӗ. Ҫапла, вӑтамран. Ку йышра пуҫлӑхсемпе вӗсен ҫумӗсем те, ахаль журналистсем те пур.
Мари Элта, Ӗрӗнпур тата Киров облаҫӗсенче калем ӑстисем пӗчӗк шалупа ҫырлахма тивет. Маларах асӑннӑ Пермь тӑрӑхӗнче уйӑхсерен вӑтамран 30-шар пире тенкӗ тӳлеҫҫӗ.
«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнче те журналистсен шалӑвӗ пирки хыпарланине вуланисенчен пӗри: «Патшалӑх МИХӗсенче ӗҫлекен журналистсене мӗншӗн пысӑк укҫа тӳлемелле вара? Тарҫӑсене никам та нумай тӳлемест», — тесе йӗпленӗ.
Чӑваш Енри журналистсем ҫӗршыв ертӳҫи патне каясшӑн. Раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин пресс-конференци ирттерӗ. Вӑл 12 сехетре пуҫланмалла.
Владимир Путина ыйту пама Чӑваш Енри журналистсем те ӗмӗтленеҫҫӗ. Пресс-конференцие кайас, мероприятие регионти массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ҫутатас шухӑшлӑ журналистсем аккредитаци тухнӑ ӗнтӗ.
Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникаци министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пресс-конференцие 1702 журналист хутшӑнасшӑн. Вӗсен хушамачӗсене Раҫҫей Президенчӗн сайтӗнче пичетленӗ. Чӑваш Енрен Наци телекуравӗнчен Галина Титарчук тата Андрей Шоклев, «Советская Чувашия» хаҫатран Джульетта Федорова, «Грани» хаҫатран Дмитрий Новак хутшӑнӗҫ.
Чӑваш Енри Журналистсен пӗрлешӗвӗн правленийӗн пайташӗсем ӗҫтешӗсене тӑна кӗртесшӗн. Вӗсем ятарлӑ чӗнӳ те хатӗрленӗ.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, паян журналистсем вулакансен, куракансен, итлекенсен шанчӑкне ҫухатса пыни сисӗнет. Ҫакӑн сӑлтавне хӑш-пӗр журналист професси этикине пӑснипе ҫыхӑнтарнӑ.
Унтан ҫав чӗнӳре журналистӑн тӗрӗс хыпарламаллине, пурин шухӑшне шута илмеллине палӑртнӑ. Тӗрӗслемен тата суя фактсемпе усӑ курнине, шалт тӗлӗнтерекен хыпарсене искусствӑлла майпа шухӑшласа кӑларнине, уйрӑм ҫын пурнӑҫне вӑйпа кӗнине палӑртнӑ. Анчах пурте мар. Хӑшӗсем.
Чӑваш Енӗн Журналистсен пӗрлешӗвӗн правленийӗн пайташӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, хайхи хӑш-пӗр МИХ этика нормисене пӑхӑнмасть, чӗлхе виҫине пӑсать.
Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Федерацин Атӑлҫи округӗнчи Чӑваш кадет корпусне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ. Линейка урамра иртнӗ. Ҫанталӑк ҫакна сиснӗ тейӗн — кас-кас килсе йӗпетекен ҫумӑр вунӑ сехет тӗлне иртнӗ.
Савӑнӑҫлӑ мероприятие ҫутатма ҫитнӗ хӑш-пӗр журналистӑн ҫав кунхине кӑмӑлсӑрланмалли тупӑннӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ хыҫҫӑн пысӑк хӑнасене Кадет корпусӗпе паллаштарса ҫӳренӗ. Журналистсене унта тӳре-шарапа пӗрле кӗме тата шалта ӳкерме чарнӑ. Юраманнисен списокне «На-связи» (чӑв. Ҫыхӑнура) портал, «REGNUM» информаци агентстви, «Правды ПФО» интернет-хаҫат, «Чебоксарские новости», «Грани» хаҫатсем тата Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвӗн пресс-служби лекнӗ. Юлашкинчен каланисене Кадет скверне ӳкерме пултаратӑр, хула ӑна кӑна тунӑ тенӗ-мӗн.
Чӑваш Енӗн цифра аталанӑвӗн, информаци аталанӑвӗн тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Михаил Анисимов шала федераци каналӗсене тата Чӑваш Енӗн наци телекуравне ҫеҫ кӗртме йышӑннине пӗлтернӗ. Журналистсем валли министр хӑй экскурси йӗркеленӗ.
Шупашкарти Лакрей вӑрманӗнче ларма юраман кӳлепесем вырнаҫтарнӑ. Унта темиҫе ҫул каялла та тӗрлӗ чӗрчун кӗлеткисем пурччӗ. Ача-пӑча кӑна-и, харсӑртарах ашшӗ-амӑшӗ те вӗсем ҫине улӑхса сӑн ӳкерӗнме юрататчӗ.
Халӗ Лакрей вӑрманӗнчи лашасемпе пӑлансем ҫине пули-пулми улӑхаймӑн. Вӗсен кӳлеписен ҫурӑмӗсем ҫине ача-пӑчаран хӳтӗленмелли йӗпсем вырнаҫтарнӑ. Ҫакна Ольга Романова журналист асӑрханӑ та Фейсбукра ҫырса хунӑ. Сӑмахне ӗнентерме сӑн ӳкерчӗксем те вырнаҫтарнӑ.
Журналист ҫырнинче кӑмӑлсӑрланни сисӗнет те, анчах ку хыпара тӗрлӗрен йышӑнакан пур. Хысна пурлӑхӗ тесе ӑна ватса-ишсе пӗтермеллине, ӳркенменнисен хӑпарса ларма юранине пӗлтермест-ҫке. Асӑрханса усӑ курнӑ япалан ӗмӗрӗ те вӑрӑмрах пулӗ.
Шупашкарти Берендей вӑрманӗнче, «Журналист» сад юлташлӑхӗпе юнашар, ҫӗр ҫулхи юмансене касма тытӑннӑ. Ҫакӑн пирки Алексей Кряжинов журналист Фейсбукра ҫырнӑ.
«Касма чи сыввисене суйлаҫҫӗ. Дачӑри кӳршӗ мана пӗлтернӗ тӑрӑх, йывӑҫсене пахчаҫӑсен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн касаҫҫӗ», — ҫырнӑ А. Кряжинов. Анчах журналист юмансене ҫынсен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн каснине ӗненесшӗн мар, ҫавна вӑл юмах тесе хаклать.
«Депутатсем, экологсем, Халӑх фрончӗн хастарӗсем, Ҫутҫанталӑка хӳтӗлекен прокуратура, ӑҫта эсир?» — пӑшӑрханнӑ журналист.
Кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 6-12-мӗшӗсенче Сочи хулинче «Пӗтӗм Раҫҫей» фестиваль иртӗ. Ӑна РФ Журналистсен союзне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Шучӗпе 22-мӗш хут йӗркелекен фестивале хамӑр ҫӗршыври журналистсемпе пӗрлех чикӗ леш енчисем пухӑнӗҫ. Пӗр-пӗринпе тӗл пулса калаҫма май паракан, ыттисен опычӗпе паллаштаракан мероприятире политиксем, ӑсчахсем, культура ӗҫченӗсем эксперт евӗр тухса калаҫассине пӗлтереҫҫӗ.
Ҫӗршыври паллӑ публицистсем лекцисем вулӗҫ, ӑсталӑх сехечӗсем ирттерӗҫ. МИХсен ҫӗнӗ проекчӗсене те хӑтлӗҫ.
Пӗр ҫынлӑ номерте пӗччен пурӑнас тесен журналистсен 31800 тенкӗ тӳлемелле, икӗ вырӑнлишӗн — 21 пин. Ача-пӑчапа та пыма чармӗҫ. Вунӑ ҫулчченхи пӗр ачашӑн талӑкне 1200 тенкӗ хушса тӳлемелле, 10 ҫултан аслисемшӗн — 2300 тенкӗ. Фестивале хутшӑнакансен унсӑр пуҫне хӑйсемшӗн аккредитаци тӳлевне — 5 пин тенкӗ — кӑларса хумалла. Кунне виҫӗ хутчен апатланни пурӑннин хакне кӗрет.
Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин пирӗн ҫӗршыври тата тепӗр икӗ отрасль ӗҫченӗсене тава тивӗҫлӗ ят пама йышӑннӑ.
Ҫӗршыв ертӳҫин утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи указӗпе «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ журналисчӗ» тата «Раҫҫей Федерацийӗн ҫыхӑну тата информацин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ятсем пулӗҫ.
Сумлӑ ята тивӗҫес тесен журналистсен 20 ҫултан кая мар ӗҫлемелле, отрасльти тата Раҫҫей Журналисчӗсен союзӗн наградисем пулмалла.
Маларах ун пек хисеплӗ ята Якут Республикинче ҫирӗплетнӗ.
Тӗнче тетелӗнче Чӑваш Енри хӑш журналист «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ журналисчӗ» ята чи малтан кам тивӗҫесси пирки халех пуҫ ватаҫҫӗ. Тӗрлӗ хисеп ячӗпе ытти наградӑна час-час валеҫнине кура вӗсен сумӗ юлашки вӑхӑтра хӑйсен сумне чакарни те вӑрттӑнлӑх мар.
Паян, ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль уҫӑлать. Вӑл 25-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Кинофорум ӗҫлеме пуҫличчен, кӑнтӑрла, пресс-конференци иртнӗ.
Журналистсемпе йӗркеленӗ тӗл пулӑва кинофестивалӗн пултарулӑх ертӳҫи, Раҫҫей киноискусствин академийӗн академикӗ Сергей Лаврентьев ертсе пынӑ. Унта этника тата регион киновӗн конкурсне суйласа илнӗ ӗҫсен комиссийӗн ертӳҫи Сергей Анашкин, илемлӗ фильмсен тӗп конкурсӗн жюри ертӳҫи, РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, Раҫҫей халӑх артисчӗ, СССР патшалӑх премийӗн лауреачӗ Александр Прошкин, этника тата регион фильмӗсен жюри ертӳҫи, АПШ кинокритикӗ Нэнси Конди тата ыттисем хутшӑннӑ.
Кинофестиваль тӗллевӗ, унӑн йӗркелӳҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, — хальхи вӑхӑтри сахал йышлӑ халӑхсен фильмӗсене аталанма пулӑшасси, ку енӗпе пултаруллӑ ӗҫсене тупса палӑртасси.
Андрей Малахов ертсе пыракан «Тӳрӗ эфир» кӑларӑма Чӑваш Енрен тухнӑ журналистка хутшӑннӑ. Вӑл паллӑ актертан Александр Абдуловран ача ҫуратни пирки каласа кӑтартнӑ.
Лариса Штейнман Елчӗкре ҫуралса ӳснӗ. Халӗ вӑл Францире пурӑнать. Хӑй каланӑ тӑрӑх, унӑн пӗр вӑхӑт Александр Абдуловпа юрату пулнӑ. Актер 10 ҫул каялла пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Лариса Штейнман хӑйӗн вӑрттӑнлӑхне халь тин уҫнӑ. Вӑл 12 ҫул каялла унран хӗр ача ҫуратнӑ-мӗн.
Хӗрӗ Мари-Изабель амӑшӗн тӑван тӑрӑхӗнче пурӑнать. Лариса Штейман хӗрне ашшӗ пирки нумаях пулмасть каласа кӑтартнӑ. Александр Абдулова вара тахҫан кун пирки урӑхла пӗлтернӗ: ачине Франци дипломатӗнчен ҫуратнӑ. Вӑрттӑнлӑхне мӗншӗн халь тин уҫнӑ? Журналистка ҫакна ӑнлантарман.
Анчах актерӑн тусӗсем, экспертсем журналисткӑна ӗненмен. Хӑшӗ-пӗри вӑл Абдуловпа туслӑ пулни пирки те иккӗленет. Психологсем те Лариса суйма пултарнине палӑртнӑ.
Юлашкинчен детекторпа тӗрӗсленӗ. Вӑл вара Лариса суйнине палӑртнӑ. Хӗрарӑм лӑпланасшӑн мар: ДНК-тест туса хӗрӗ Абдуловран пулнине ӗнентересшӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.