Элӗк районӗнчи «Пурнӑҫ ҫулӗпе» хаҫатра Елена Тимофеева журналист пилӗк теҫетке ҫул ытла ӗҫлет.
«Журналист – хӑйне евӗр професси. Ку енӗпе ӗҫлекенӗн пурнӑҫӗ пӗр евӗрлӗ те кичем пулмасть», – тесе калать иккен Елена Савельевна.
Ӗҫ биографине вӑл кӑмакаҫӑран тытӑннӑ, кайран типографире наборщицӑра тимленӗ. 1971 ҫултанпа редакцире литература ӗҫченӗнче тӑрӑшма пуҫланӑ. Корреспондентран тӗп редактора ҫитнӗ вӑл.
Паян та хӗрарӑм район хаҫатӗнче ӗҫлет.
Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче республикӑра паллӑ журналистсенчен пӗри Алексей Кряжинов 75 ҫул тултарнӑ. Медиасферӑра вӑл 46 ҫул ӗнтӗ ӗҫлет.
Алексей Кряжинов Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туканаш ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх унивреситетӗнчен вӗренсе тухнӑскер пӗр вӑхӑт ВЛКСМ тытӑмӗнче ӗҫленӗ.
Журналистикӑри ӗҫне вӑл 1977 ҫулта «Цивильский вестник» хаҫатри корресподентран пуҫланӑ. Пултаруллӑ калем ӑсти тепӗр 7 ҫултан «Советская Чувашия» хаҫата куҫнӑ. 1990–2011 ҫулсенче Алексей Кряжинов «Московский комсомолец» хаҫатӑн Шупашкарти редакцине ертсе пынӑ. Унтан «Четра» корпоратив журналӗн редакторӗнче 5 ҫул тӑрӑшнӑ. 2016 ҫулта пултаруллӑ журналист «Сурский рубеж» хаҫат учрежителӗпе тӗп редакторӗ пулса тӑнӑ.
Алексей Кряжинов статйисене федераци прессинче те пичетленӗ. Вӑл калавсемпе повеҫсем те ҫырать.
Нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пысӑк пресс-конференци ирттерӗ. Унта вӑл 2022 ҫул пӗтӗмлетӗвне пырса тивекен ыйтусене хуравлӗ.
Хальхи вӑхӑтра журналистсен аккредитацийӗ пырать. Заявкӑсене нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗччен 16 сехетчен электронлӑ почтӑпа йышӑнаҫҫӗ: ag-press@cap.ru.
Сӑмах май, пӗлтӗр пресс-конференцие 40-е яхӑн журналист хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче федераци шайӗнчисем те пулнӑ.
Чӑваш Енри паллӑ журналист тата писатель Николай Максимов суйлав умӗнхи кампанире хӑйне вӑхӑтлӑха журналистикӑна таврӑнма ыйтнӑ.
Халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, пултаруллӑ калем ӑстине пӗтӗм вӑйран ӗҫлеме сӗннӗ. «Ҫук, атьсемӗр, ҫук! Ӗҫленӗ ӗнтӗ. Сивӗнтӗм, ӗненме пӑрахрӑм. Ура ҫине тӑма пулӑшнисем влаҫа килсен те вӗсем унчченхисем пекех ейкеленчӗк ҫынсем пулни ҫиеле тухать. Унтан та ытларах — сана тӑшманран та ытларах варалама тытӑнаҫҫӗ», — пытарман чунри пӑшӑрханӑвне Николай Максимов.
Поста вуланисенчен пӗри, Николай Павловский, влаҫпа ҫыхӑнмалла мар тесе комментари ҫырса хунӑ. Теприсем килӗшме сӗнеҫҫӗ.
Ӗнер, кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче, республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем хӑйсен професси уявне паллӑ тунӑ. Ҫав уявра 2022 ҫулта Чӑваш Енри Журналистсен союзӗн премийӗсене тивӗҫнисене чысланӑ.
Пӗлтӗр конкурса тӑратнӑ материалсенчен чи сумлисемпе Чӑваш Енри Журналистсен союзӗн председателӗ Валерий Комиссаров паллаштарнӑ.
Ҫемен Элкер ячӗллӗ премие икӗ ҫынна пама йышӑннӑ: «Советская Чувашия» хаҫатӑн тӗп редакторне Владимир Васильева тата «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗн корреспондентне Вячеслав Ильина; Н. Никольский ячӗллӗ премие — Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн корреспондентне Владислав Николаева, Л. Ильин ячӗллӗ премие — «Хыпар» издательство ҫурчӗн ача-пӑча кӑларӑмӗсен редакторне Елена Атаманована.
Ҫак кунсенче Чӑваш Енри журналистсем харӑсах икӗ уява паллӑ тӑваҫҫӗ: Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗсене. Ҫавна май вӗсене Олег Николаев Элтепер саламланӑ.
«Чӑваш Ен аталанӑвӗн тӗп ҫул-йӗрӗсене туллин ҫутатса тӑрассине хастарлӑн тата пысӑк ӑсталӑхпа пурнӑҫласа эсир кирлӗ ӗҫ тӑватӑр – республикӑра пурӑнакансемпе влаҫ органӗсем хушшинчи ҫыхӑнӑва тытса тӑратӑр. Хальхи ҫӗнӗ хыпарсен, шухӑшсен, хаклавсен йышлӑ юхӑмӗнче вулакана тата куракана тӗрӗс информацие суйласа илме тата тӗрӗс ӑнланма сирӗнсӗр пуҫне урӑх кам пулӑшма пултарӗ?
Вулакансемпе куракансем тата итлекенсем сире ӗненеҫҫӗ, итлеҫҫӗ тата сума суса хисеплеҫҫӗ. Ку шутсӑр пӗлтерӗшлӗ япала», — тесе каланӑ Олег Николаевӑн саламӗнче.
Должноҫе палӑртса ҫырса хунӑ чухне йӑнӑшнине Лидия Филиппова журналист асӑрханӑ.
«Чӑвашла куҫарнӑ чухне васкаса каллех йӑнӑш тунӑ. Ҫавӑн пекки Шупашкар хула администрацийӗн ҫурчӗ ҫинче ҫакӑнса тӑрать», — чунне ыраттарса палӑртнӑ канӑҫсӑр чунлӑ калем ӑсти.
«Кам вӗсене ҫавӑн пек куҫарса парать-ши? Ҫакӑн пек майпа чӗлхене упраса хӑваратпӑр, ҫавӑн пек ӑна аталантаратпӑр шутланать...» — пӑшӑрханса ҫырнӑ журналист тӗнче тетелӗнче вырнаҫтарнӑ хӑйӗн постӗнче.
Сӑмах май каласан, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн ҫурчӗ ҫинче «Ҫеҫпӗл ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗ» тесе ҫырса хуни ҫаплипех ҫакӑнса тӑнине те аса илтернӗ журналист.
Чӑн пулни
Ӗлӗкрен пыракан йӑлапа, писательсемпе журналистсенчен чылайӑшӗ хушма ят (псевдоним) йышӑнать. Пирӗн редакцире те ҫак йӗрке пурнаҫланса пынӑ. Николай Осипович Падиаров, акӑ хӑй ҫырнӑ статья-заметка айне «Каю» е «Осенин» тесе алӑ пусатчӗ. Петр Иванович Фомин малтан «Хумма Петӗрӗ», каярахпа «Тусли» ятпа ҫыратчӗ. Василий Федорович Чураков «Сарри» хушма хушамат йышӑннӑ. Геннадий Семенович Смаев «Гендоз» пулса тӑчӗ. Мана ӗҫе пуҫӑнсанах юлташсем «Анаткас» ят пачӗҫ. «Купӑс Иванӗ» те, «Ивмих» та, «Упиади» те эпех. Владимир Николаевич Михайлов «Ула Тимӗр» пулса сӑвӑ хыҫҫӑн сӑвӑ шӑрантаратчӗ...
Пӗр сотрудник тивӗҫлӗ канӑва кайрӗ те, ун вырӑнне ҫӗннине йышӑнтӑмӑр. Ҫынни паллӑччӗ-ха районта: унӑн сӑввипе Шӑмӑршӑ гимне ҫырнӑ. Виталий Николаев ҫаннисене тавӑрсах ӗҫе пуҫӑнчӗ.
— Ҫынсен пурин те псевдоним пур, мана та тупса парӑр-ха! — терӗ вӑл ирхи планеркӑра.
Хайхи пурте пуҫ ватма тытӑнтӑмӑр: мӗнле хушма ят шыраса тупмалла-ха ун валли?
Чимӗр-ха, чимӗр, Виталий шӑп та лӑп «операция «Ы» и другие приключения Шурика» кинокомедири тӗп сӑнар пекех вӗт!
Чӑваш Ене Владимир Глазунов телеертӳҫӗ тата сӑвӑ илемлӗ вулакан килӗ. Унӑн пултарулӑхӗпе Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 19 сехетре паллашма май килӗ.
Владимир Глазунов «Ностальгия» телеканалпа «Рожденные в СССР» программӑна тӳрӗ эфирта ертсе пырать. Вӑл — продюсер, режиссер.
Журналист тӗрлӗ артистпа, политикпа, писательпе, художникпа, спортсменпа тата музыкантпа интервью хатӗрленӗ. Ҫавӑн пекех вӑл Мускаври патшалӑх университечӗ ҫумӗнчи Телевиденин аслӑ шкулӗн преподавателӗ те. Арбатри Журналистсен ҫуртӗнче «Один на один» ярӑмпа тӗлпулусем йӗркелет.
Филармонире вӑл хальхи вӑхӑтри поэтсен сӑввисене вуласа парӗ.
Чӑваш журналистикин тата педагогикин ветеранӗ, Раҫҫей культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Сергей Карягин пурӑннӑ пулсан 90 ҫул тултармаллаччӗ. Ҫавна халалласа унӑн вӗренекенӗсем, пӗрле ӗҫленисем, ентешӗсемпе тӑванӗсем астӑвӑм каҫне пуҫтарӑннӑ.
Сергей Карягин Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «1976-мӗш ҫултан 2002-мӗш ҫулччен Сергей Карягин «Коммунизм ялавӗ» хаҫатра корреспондент, пай пуҫлӑхӗ пулнӑ. Республикӑри ял хуҫалӑх ӗҫӗ-хӗлне тарӑннӑн ҫутатса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Чӑваш Енри «Астӑвӑм» кӗнекене тата "Патӑрьел районӗн энциклопедине" кӑларас тата пухса йӗркелес ӗҫе хастар хутшӑннӑ».
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.