Карачай-Черкиессин ИӖМ управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх ӗнер, авӑнӑн 11-мӗшӗнче, Домбай шырав-ҫӑлав отрячӗ Горалыкол ту каҫҫин 3 670 ҫӳлӗшӗнче Шупашкар ҫулҫӳревҫӗн виллине тупнӑ. Тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, арҫын сӑрт хысакӗнчен йӑтӑнса аннӑ иккен.
Аса илтеретпӗр, чӑваш ҫулҫӗревҫине авӑнӑн 3-мӗшӗнче шырама пуҫланӑ. Ҫурлан 24–31-мӗшсенче ҫулҫӳревҫӗн Домбай посёлок — Джамагат ту хушӑкӗ маршрут тӑрӑх иртмелле пулнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн палӑртса хунӑ вӑхӑтра турист ҫыхӑнӑва тухман.
Авӑнӑн 6-мӗшӗнче вӑйлӑ юр ҫунине пула шырав-ҫӑлав ӗҫне вӑхӑтлӑха чарма тивнӗ. Авӑнӑн 10-мӗшӗнче 15 ҫын тата Ми-8 вертолет шырава ҫӗнӗрен пуҫарӑннӑ. 49 ҫулхи арҫына шырассипе Раҫҫей ИӖМ службинчен пурӗ 18 ҫын тата 2 техника единици хутшӑннӑ.
 Ку инкек Омск облаҫӗнчи Пысӑк Уки ялӗ ҫывӑхӗнче сиксе тухнӑ пулнӑ. Чӑваш Республикинче пурӑнакан 31 ҫулхи арҫын асӑннӑ тӑрӑхра ытти ӗҫченсемпе пӗрле вӑрман каснӑ.
Авӑнӑн 5-мӗшӗнче, смена вӗҫленнӗ вӑхӑталла пирӗн ентеш хӑйне япӑх туйма пуҫланӑ. Пӗрлӗ ӗҫлекенсене вӑл кӑнтӑрлахи вӑхӑтра ӑна икӗ сӑвӑслан ҫыртни ҫинчен пӗлтернӗ. Хурт-кӑпшанкӑсене пула хавшанӑ арҫына тӳрех урапапа район пульницине илсе кайнӑ. Шел пулин те ентеш пурнӑҫне упраса хӑварма май лекмен, вӑл пульница ҫитмесӗрех ҫул ҫинче вилсе кайнӑ.
— Ҫирӗплетмен верси тӑрӑх арҫын анафилактика шокне пула вилсе кайма пултарнӑ. Чӑн сӑлтавӗ вара суд-медицина экспертизине ирттерсен паллӑ пулӗ, — пӗлтерет Омск облаҫри йӗрлев управленийӗн ӗҫченӗ Лариса Болдинова.
Паянхи кун ҫак ӗҫ-пуҫпа йӗрлев умӗнхи тӗрӗслеве ирттереҫҫӗ, ун тӑрӑх вара процессуллӑ йышӑнӑва ҫирӗплетӗҫ.
 Кавказ тӑвӗсенче Шупашкар турисчӗ ҫухалнӑ иккен. Кун ҫинчен Карачай-Черкессиӗн ИӖМ управленийӗ пӗлтернӗ.
Ҫурлан 24–31-мӗшсенче ҫулҫӳревҫӗн Домбай посёлок — Джамагат ту хушӑкӗ маршрут тӑрӑх иртмелле пулнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн палӑртса хунӑ вӑхӑтра турист ҫыхӑнӑва тухман.
Авӑнӑн 3-мӗшӗнче ИӖМ уйрӑм йышӗн 5 ҫынни ҫулҫӳревҫе шырама тухса кайнӑ. Вӗсем Домбай, Джамагат таврашӗсене, Лыкол тӑва тата Назалыкол ту каҫҫине тӗплен пӑхса тухнӑ, каҫ еннелле вара никама тупмасӑр базӑна таврӑннӑ.
Инкекрен хӑтаракансем паянхи кун та шырав ӗҫӗсене пурнӑҫлаҫҫӗ. Хальхинче вара шыракансен йышӗ пысӑкрах, Черкесскран вертолетпа тухнӑ 6 ҫынран тӑракан шырав-ҫӑлав отрячӗ ҫухалнӑ туриста шырама пуҫланӑ. Вӗсем вара Даут посёлок – Джалкауш – Назалыкол ку каҫҫи маршрутпа шырав ӗҫӗсене йӗркеленӗ.
 Вӑрнар районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан хӗрарӑм ҫичӗ ҫулхи ывӑлне канӑҫ паман. Ӑна вӑл тем тӗрлӗ те нушалантарнӑ: мӑйӗнчен тытса пӑвнӑ, батарея пӑрӑхӗ ҫумне пуҫӗпе те ҫапнӑ, хӗллехи вӑхӑтрах урама ҫаран пуҫӑн, пальтосӑр-курткӑсӑр тата ҫаран уран урама кӑларса янӑ. Пӗчӗкскер амӑшӗн ҫав ялтах пурӑнакан тӑванӗ патне темиҫе хут та тарса кайнӑ. Тӗпчевҫӗсем хӗрарӑм ачаран иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи пуш уйӑхӗччен тӑрӑхласа пурӑннине ҫирӗплетсе панӑ. Хӑйӗн тыткаларӑшне ӗҫкӗҫ-хӗрарӑм ача кӗтмен пепке пулнипе ҫыхӑнтарнӑ иккен.
Хӗрарӑм пирки пуҫарнӑ ӗҫе халӗ прокуратура суда ярса панӑ. Халӗ пӗчӗк каччӑна хӗрарӑмӑн тӑванӗ усрава илнӗ.
 Усал ҫак хыпар пирки йӗрке хуралҫисем патне ҫурлан 27-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Тӗпчевҫӗсем малтаналса палӑртнӑ тӑрӑх Кивӗ Вӑрмар ялӗ патӗнче 50 ҫулти тракторист ҫӗре ҫум курӑксенчен кӑпкалатнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл ана хӗррипе ҫаврӑнса илнӗ чух хӑйӗнчен икӗ ҫул аслӑрах агроном выртнине асӑрхать. Тӗпчевҫӗсем агроном хирте канса илес тесе выртма, тракторист ӑна асӑрхамасӑр таптаса кайма пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
 Ӗнер, ҫурлан 28-мӗшӗнче, 11:14 сехетре М-7 «Мускав-Ӗпхӳ» ҫулӗ ҫинче, Ҫӗрпӳ районӗнчи Йӗкӗрвар ялӗ ҫывӑхӗнче хӑрушӑ ҫул-йӗр инкеке сиксе тухнӑ. Икӗ ҫӑмӑл урапа — вӗсенчен пӗри ҫул-йӗр хушсӑрлӑхне упраса пыракан патшалӑх инспекцийӗн ӗҫ урапи — пӗр-пӗринпе хытах ҫапӑннӑ.
Тухнӑ пӑтӑрмах ҫул-йӗр хурал службин икӗ ӗҫченӗн тата «Жигули» маркӑллӑ урапан рулӗ умӗнче ларакан арҫын пурнӑҫне татнӑ. Республикӑри СКР йӗрлев управленийӗнче палӑртнӑ тӑрӑх паянхи кун тухнӑ инкекӗн сӑлтавӗсене тӗпчеҫҫӗ, йӗрлев умӗнхи тӗрӗслеве ирттереҫҫӗ. Унсӑр пуҫне йӗрлев ӗҫченӗсем пӑтӑрмах тухнӑ вырӑна тӗплӗн тишкереҫҫӗ, медицина экспертизине ирттермӗ палӑртнӑ.
 Шыв-шуртаа тухнӑ черетлӗ инкек ҫурлан 21-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Ҫӗнӗ Пуянкасси ялӗнче пулса иртнӗ. 51 ҫулхи арҫын хӑйӗн ҫуралнӑ кунне пӗве хӗрринче юлташӗсемпе паллӑ тунӑ, яланхилле ӗнтӗ ҫырткаланӑсӑр пуҫне «хаяр» шӗвӗкне те сыпнӗ. Хыҫҫӑн вара менелникҫӑ шыва кӗме шут тытнӑ, юлташӗсем асӑрхаттарни те ӑна чарайман.
Ҫыран хӗрринче ҫуралнӑ кунне паллӑ тума юлнӑ арҫынсем юлташӗ шывра ҫухалнине тӳрех асӑрхаман. Пулӑшӳ кӳрме чупса ҫитнӗ ял вӑйпиттисем менеликҫӑна шывран вилнӗскерне туртса кӑларнӑ.

Кашни ҫӗнӗ кун хӑйне майлӑ пулӑмсемпе пуян. Шел пулин те пулӑмсем яланах ҫынна савӑнӑҫ кӑна кӳрсе тӑмаҫҫӗ. Кӗтмен ҫӗртен тухнӑ инкекрен этемӗн тем курса ларма тивет. Ҫавӑнпа та ҫынсен хӑрушсӑрлӑхне упраса тӑракан йӗрке хуралҫисем пурри питӗ лайӑх. Вӗсен паттӑрлӑ ӗҫӗ-хӗлӗ ҫынсене пӗрре мар усӑ кӳнӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнче пулса иртнӗ пулӑм вара ҫакна тепӗр хут ҫирӗплетнӗ.
Шупашкар хула администраци Сергей Иванов полици майорне «Ҫулталӑк ҫынни» ята панӑ. Раҫҫейӗн ШӖМ тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх Иванов ҫул-йӗрте тухнӑ инкекре ҫухалса кайманнине пула ҫынсен пурнӑҫне сыхласа хӑварнӑ.
Инкекӗ вара ҫӗртмен 29-мӗшӗнче М-7 «Волга» трассӑн 648-мӗш ҫухрӑмӗнче, Ҫӗнӗ Лапсар посёлок ҫывӑхӗнче тухнӑ. Калугӑра пурӑнакан 50 ҫулхи арҫын темиҫе прицеплӑ урапапа ҫул тӑрӑх пынӑ. Темле самантра вара тимлӗхе ҫухатса хирӗҫле пыракан ҫул ҫине куҫнӑ. Ҫапла майпа арҫын бензовоза пырса тӑрӑннӑ. Вӑйлӑ ҫапӑннине пула топлива цистерни ҫаврӑнса ӳкнӗ, ҫул ҫине бензин юхма тытӑннӑ. Водителӗ те урапан кабининче хӗсенсе ларнӑ.
Турра шӗкӗр, ҫак вӑхӑталла ҫывӑхра Иванов майор пулнӑ. Вӑл ҫулҫӳреве вӑхӑтра хупнӑ тата васкавлӑ службисене чӗнсе илнӗ.
 Мотоцикл, скутер таврашне ларсанах этем хӑйне ҫунатлӑ туять тейӗн. Хула ҫул-йӗрӗсенче те ҫаплах, вирхӗнсе иртсе каякан мотоцикл сассине илтсенех чун сехерленсе каять. Анчах та ним пӗлмесӗр, курмасӑр, чарусӑр ҫӳрени хӑҫан та пулин инкек патне илсе ҫитерет. Ӗнер, ҫурлан 7-мӗшӗнче Мӑкшӑ Республикинче пирӗн ентешпе пулса иртнӗ инкек ҫакна тепӗр хут ҫирӗплетнӗ.
«Мордови вестникӗ» хыпар агенстви пӗлтернӗ тӑрӑх ҫул-йӗр инкекӗ ирхи 5 сехетре Мӑкшӑ Республикинчи Ардатов районӗнчи Кӗҫӗн Кузьмино ял ҫывӑхӗнче пулнӑ.
Чӑваш Республикинче пурӑнакан 27 ҫулхи арҫын урапа рулӗ умне ларма ирӗк паракан ятарлӑ прави ҫуккипех мотоцикӑлпа ҫул тӑрӑх вӗҫтерсе пынӑ. Урамра тӗттӗмрех пулнӑ ҫав — арҫын электричество юпине пырса тӑрӑннӑ. Хытах суранланнине пула каччӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
 Тен пурнӑҫ тискерленсе пыннипе ҫамрӑк ӑру хӑйне хаяр тыткалама тытӑнчӗ. Вӗрентсе каланине юратмаҫҫӗ, ӳпкеленишӗн патак ҫитерессипе хӑратаҫҫӗ, ашшӗ-амӑшӗсене хирӗҫ калаҫаҫҫӗ е тата тискерлӗрех ӗҫсем тӑваҫҫӗ. Ку сӑмахсен чӑнлӑхне Вӑрнар районӗнче пулса иртекен ӗҫ-пуҫ тепӗр хут ҫирӗплетрӗ.
Ҫак кунсенче йӗрлев органӗ асӑннӑ районти Вӑрманкас ялӗнче пурӑнакан 18 ҫулхи яша хирӗҫ пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫӗн тӗпчевне вӗҫленнӗ. Каччӑна вара «вӗлерни» статьяпа айӑпланӑ пулнӑ.
Следстви тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, 2012 ҫулхи юпан 15-мӗшӗнче каҫ-кӳлӗмре хайхи ҫамрӑк хӑйӗн 42 ҫулхи ашшӗпе вӑрҫса кайнӑ. Ывӑлӗ вара ҫак кунчен маларах ҫул инкекне лекнӗ. Шырлӑхсене татса парас тесе яш анкартинче ларакан кивӗ бензовоза водителе парса янӑ. Ҫак пулӑм ӗнтӗ ятлаҫмали сӑлтавӗ пулнӑ та.
Тен шуйттан хӗтертсе тӑннипе, тен ашшӗн сивӗ сӑмахӗсем чуна пырса тивнипе 18 ҫулхи каччӑ электричествӑ пралукне алла ҫавӑрса тытнӑ та мунча пӑлтӑрӗнче выртакан ашшӗне пӑвса вӗлернӗ.
