
Муркаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Ермолаев ӗҫрен пӑрахма ыйтса заявлени ҫырнӑ. Ку утӑма вӑл ӳсӗр пуҫпа руль умне ларсан лекнӗ инкек хыҫҫӑн тунӑ тесе тӗшмӗртме пулать.
Аса илтеретпӗр, вӑл райцентрти «Радуга» (чӑв. Асамат кӗперӗ) кафе патӗнче тепӗр ҫын машини ҫине пырса кӗнӗччӗ. Айӑпа ӑнланнӑ пуҫлӑх инкек вырӑнӗнчен часрах тапса сикнӗ.
Ял тӑрӑхне ертсе пыракан ҫын пуҫтахланни ҫинчен ҫапӑннӑ машина хуҫи йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ, лешсем пуҫлӑха шалти ӗҫсен районти пайне илсе кайнӑ. Ҫемҫе пукана йышӑнаканскер айӑпа йышӑнман, руль умӗнче хайӗн водителӗ пулнӑ тесе тыттарма пӑхнӑ. Лешӗ вара ҫын тимсӗрлӗхне хӑй ҫине илмен. Медицина тӗрӗслевӗ те пуҫлӑх ӳсӗр пулнине кӑтартса панӑ.
Сӑмах май, Сергей Ермолаевӑн иртнӗ ҫулхи отчетне итлемелли пухӑва ҫынсене 50-шер тенкӗ тӳлеттерсе кӗртнӗ теҫҫӗ. Вӑл укҫана, тен, художество пултарулӑх ушкӑнӗ концерт лартнӑ сӗмпе пуҫтарнӑ пулӗ-ха.

Иртнӗ ҫулхи раштавра Хура тинӗсре ӳкнӗ РФ Хӳтӗлев министерствин Ту-154 самолечӗ ӳкнине эпир пӗлтернӗччӗ. Инкекре журналистсем, РФ Ҫарӗн А.В. Александров ячӗллӗ юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсем вилнӗччӗ. Ҫав шутра хрантсус композиторӗ Морис Равель кӗвӗленӗ «Дитя и волшебство» лирикӑлла фантазие Шупашкарти Оперӑпа балет театрӗнче лартнӑ Максим Иванов режиссер та пулнӑччӗ.
Александровӑн ансамбльне юрӑҫсем суйламалли конкурса Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет артисчӗсем те хутшӑннӑ. Театр сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Константин Москалевпа Сергей Кузнецов унта юрлама пуҫлӗҫ. Театра вӗсене Мускавран солист евӗр чӗнсе илӗҫ.
Рита Кириллова журналист «Фейсбукра» ӗнер хыпарланӑ тӑрӑх, бас сасӑллӑ Константин Москалевӑн малтанхи пӗлӗвӗ — журналист. Унпа вӗсем тахӑҫан «Аргументы и Факты» хаҫатра ӗҫленӗ. Константин Москалев Етӗрне ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ, Сергей Кузнецов — Улатӑрта.

Белгород облаҫӗнчи 10 ҫулти ача пилӗк шӑпӑрлана ҫӑлнӑ. Вӗсене пӗчӗкскер ҫунакан пӳртрен илсе тухнӑ. Вунӑ ҫулти хӗрача хӑтарнисем — унӑн виҫӗ шӑллӗпе икӗ йӑмӑкӗ.
Пушар тухнӑ пӳртре ҫемье ултӑ ачапа пурӑннӑ. Ҫурта газ кӗртмен пирки ӑна вутӑ хутса ӑшӑтнӑ. Нарӑсӑн 2-мӗшӗнче ачасен амӑшӗ вӑрман касма кайнӑ. Ҫемьери аслӑ ачана, 10 ҫулти хӗр пӗрчӗке, кӗҫӗннисене пӑхма хушса хӑварнӑ. Кухньӑра пушар тухсан хӗрача ҫулӑма шыв сапса сӳнтерме пӑхнӑ. Ӗҫ тухманнине ӑнлансан вӑл шӑллӗ-йӑмӑкне ҫӑлма шут тытнӑ. Вӗсене вӑл чӳречерен, пӗрин хыҫҫӑн теприне, кӑларнӑ. Кантӑка вӑл аллипе ҫапса ватнӑ. Пурне те кӑларса пӗтернӗ вӑхӑтра ун патне кӳршисем чупса пынине асӑрханӑ. Ҫав самантра ача тӑн ҫухатнӑ.
Шел пулин те, ҫулӑмра пӳрт, сӗтел-пукан, япаласемпе хутсем кӗлленнӗ. Пушар электропӑралукран тухнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Паян Шупашкарти вӗҫевҫӗ тата фотограф вилнӗ. Валерий Тимофеев Шупашкара ҫӳле улӑхса ӳкерсе ҫӳренӗ. Интерфакс пӗлтернӗ тӑрӑх, мотопараплан кӑнтӑрла персе аннӑ. Унта ларса пынӑ Валерий Тимофеев пульницӑна ҫитиччен васкавлӑ пулӑшу машининче вилсе кайнӑ. Маларах асӑннӑ МИХ экстренлӑ служба пӗлтерни ҫине таянса хыпарланӑ тӑрӑх, «Мотопараплан Шупашкар ҫийӗн ирӗк илмесӗр вӗҫнӗ».
«МариМеди» информаци агентстви инкек 12 сехет те 20 минутра аэропортран инҫех мар пулнине пӗлтернӗ. Пӑтӑрмаха курнисем каланӑ тӑрӑх, мотопараплан сывлӑша ҫӗкленнӗ хыҫҫӑн темиҫе минутран, пӗр 70 метр ҫуллӗшӗнчен, ӳкнӗ. Валерий Тимофеев Шупашкарти авиаклуб пайташӗ пулнӑ.
Инкеке РФ Следстви комитечӗн Атӑлҫи управленийӗн транспорт ҫинчи инкекпе ӗҫлекен специалисчӗсем тӗпчеҫҫӗ.

Ӗнер Шупашкар районӗнчи нумай хваттерлӗ ҫӗнӗ ҫуртра пушар тухнӑ. Унта пӗр арҫын шар курнӑ: пулӑшу ыйтса кӑшкӑраканскере ҫынсем илтнӗ. Инкеке лекнӗскере васкавлӑ пулӑшу машинипе илсе кайнӑ. Ҫӑлавҫӑсем арҫынна маска тӑхӑнтартса илсе аннӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, рабочисенчен пӗри пирус туртнӑ, ҫавӑн чухне ҫулӑм алхасма тытӑннӑ.
Кӳкеҫре юлашки ҫулсенче нумай хутлӑ ҫӗнӗ ҫуртсем пӗрин хыҫҫӑн тепри хӑпарса ларчӗҫ. Кӳкеҫӗн хӗвеланӑҫ районӗнчи ҫав лапамра маларах уйрӑм ҫынсем валли кӑна ҫӗр уйӑрнӑччӗ. Ҫакна районшӑн яваплисем асӑннӑ тӑрӑхра ҫӗр ишӗлсе пынипе сӑлтавлатчӗҫ. Хӑш-пӗр ҫӗрте эрозие хирӗҫ ятарлӑ мероприятисем те ирттернӗччӗ. Вӑхӑт иртсен Кӳкеҫӗн хӗвеланӑҫ районӗнче тӑхӑр хутлӑ панель тата кирпӗч ҫуртсем хӑпартма тытӑнчӗҫ.

Пирӗн ҫӗршывра ҫул-йӗр тӑрӑмӗпе паллаштаракан ҫӗнӗ ресурс хута янӑ. Хальлӗхе вӑл сӑнавлӑ меслетпе уҫӑлнӑ. Ҫитес уйӑхран вӑл йӗркеллӗн ӗҫлесе каймалла.
«Безопасные дороги» (чӑв. Хӑрушсӑр ҫулсем) http://безопасныедороги.рф/#1 информаци ресурне Раҫҫейӗн Ҫыхӑну комитечӗ хатӗрленӗ. Ведомствӑн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, портал тӗллевӗ — ҫул-йӗр ҫинчи инкекре вилекенсен шутне чакарасси.
Информаци ресурсӗнче федераци, регион тата муниципалитет тӗллевӗллӗ ҫул-йӗрпе ҫыхӑннӑ хыпар пухӑнса тӑрӗ. Уншӑн яваплисем — РФ Шалти ӗҫсен министерстви, Инкеклӗ ӗҫсен министерстви, Сывлӑх сыхлав министерстви, Раҫҫейӗн автодорӗ, «Автодор» патшалӑх компанийӗ тата ыттисем.
Порталта ҫул-йӗр ҫинче юсав ӗҫӗсем пыни, инкеклӗ лару-тӑру пирки, сывлӑх сыхлав учрежденийӗсемпе ҫӑлавҫӑсем ӑҫтарахра вырнаҫнине пӗлтерекен тата ытти хыпар-хӑнар пулассине пӗлтереҫҫӗ.
Ҫул-йӗр ҫинчи тӑрӑм ҫинчен ҫынсем хӑйсем те систерейӗҫ. Кун валли «Инициативы» (чӑв. Пуҫарусем) уйрӑм пӑхса хӑварнӑ.

Элӗк районӗнчи Мӑн Ямашра пурӑнакан 51 ҫулти арҫын ӗнер трактор айне пулса вилнӗ. Усал хыпар РФ Следстви комитечӗн республикӑри следстви управленине 15 сехет тӗлӗнче ҫитнӗ.
Асӑннӑ районти Яккушкӑнь ялӗ патӗнче иртсе пынӑ чух трактор урапа ҫулӗпе пынӑ чухне тухса кайнӑ. Ҫав самантра Т-25 тракторта ларса пынӑ ҫын кабинӑран тухса ӳкнӗ, техника тӳнсе кайса ун ҫине хӑпарса кайнӑ. Инкеке лекнӗ вӑйпитти ҫавӑнтах вилсе кайнӑ. Руле тытса пынӑ 46 ҫулти хытах суранланнӑ арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ, халӗ ӑна тухтӑрсем пулӑшу кӳреҫҫӗ.
Элӗк районӗнчи вилӗмпе вӗҫленнӗ инкек пирки тӗпчевҫӗсем малалла ӗҫлеҫҫӗ. Пӑтӑрмах ҫын айӑпӗпе сиксе тухнӑ пулсан айӑплин тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки те иккӗленмелле мар.

Ӗнер кӳршӗллӗ Тутарстан территорийӗнче пирӗн тӑрӑхран каякан «Акконд» хапрӑк фурине «Вольво» урапа пырса ҫапӑннӑ. Инкек кӑнтӑр тӗлӗнче пулнӑ. Пысӑк хӑвӑртлӑхпа пыракан «Вольво» хирӗҫ килекен ҫулпа пысӑк хӑвӑртлӑхпа вӗҫтерсе пынӑ чух пысӑк тиевлӗ урапа ҫине пырса кӗнӗ. Аварире пиллӗккӗн вилнӗ.
12 сехет те 20 минутра пулнӑ инкеке ӳкернӗ видео тӗнче тетелне лекнӗ. ProKazan.ru интернет-кӑларӑм вырнаҫтарнӑ роликра «Вольво» ҫул-йӗр правилине пӑсни курӑнать. Ҫул-йӗр ҫинчи инкеке Тутарстан президенчӗн пресс-службин ертӳҫи Эдуард Хайруллин хӑй куҫӗпе курнӑ. Вӑл инкеке ӳкерсе илсе «Твиттерта» вырнаҫтарнӑ.
Асӑннӑ регионти Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Ӗпхӳ номерӗллӗ ҫӑмӑл урапа Пушкӑртстана кайнӑ пулнӑ.

Паян кӑнтӑрлахи 11 сехет тӗлӗнче Шупашкарти «Петровский» ҫӑкӑр комбинатӗнче вут-ҫулӑм алхасма тытӑннӑ.
Специалистсем шухӑшланӑ тӑрӑх, инкек электрогазосварка тунӑ чух асӑрханманнипе сиксе тухнӑ. Предприятире вентиляци камерине демонтаж тунӑ чух рабочисем тимсӗртерех пулнӑ курӑнать. Шӑратнӑ чух сирпӗннӗ хӗм шӑтӑкран тепӗр пӳлӗме лекнӗ.
Рабочисем пушар пирки ҫӑлавҫӑсене пӗлтерес темен — ҫулӑма вӗсем хӑйсем тӗллӗн ҫӗнес тенӗ. «Хӗрлӗ автан» тухнине иртен-ҫӳрен асӑрханӑ та, усал хыпара "01" пульта ҫитернӗ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин ураписем вырӑна ултӑ минутранах ҫитнӗ. Часах ҫулӑма та сӳнтернӗ.
Пушарпа кӗрешекенсем хӑвӑрт ӗҫленӗ пулин те ҫӑкӑр комбиначӗн архивӗнчи хутсем ҫунса кайса ӗлкӗрнӗ.

Нумаях пулмасть тӑванӑн телефонӗ ҫине СМС-ҫыру килчӗ. «Ывӑлӑр аварие лекнӗ. Ӑна пула ҫынсем аманнӑ. Ӑна тӗрмерен хӑтарас тесен укҫа тӳлеме тивӗ. Ҫак номерпе шӑнкӑравлама пултаратӑр», — тесе ҫырнӑ унта. Тӑванӑм ватлӑх енне сулӑннӑ. Унӑн ывӑлсем те, хӗрсем те пур. Ҫырӑва курсан хӑраса ӳкнӗ вӑл. Ара, мӗнле амӑшӗн тӗпренчӗкӗ пирки кунашкал хыпар пӗлсен сехри ан хӑптӑр? Тӳрех шӑнкӑравлама тӑнӑ вӑл. Юрать, кӗҫӗн хӗрӗ юнашар пулнӑ. Вӑл ултавҫӑсен серепи пулнине тӳрех ӑнкарнӑ.
Вӑхӑт иртнӗ. Хуравламаннине кура лешсем татах тапӑннӑ. Унашкал СМС-ҫырусем татах янӑ. Юлашкинчен кӗҫӗн хӗрӗ чӑтайман — кӑтартнӑ номерпе шӑнкӑравланӑ та эх! тустарнӑ та тустарнӑ. Кун пирки полицие пӗлтерессипе хӑратсан ҫеҫ хӑпнӑ ҫавскер.
Кунашкал тӗслӗхсем нумай тӗл пулаҫҫӗ. Шӑнман пӑр ҫине ларса юласси инҫех мар. Уйрӑмах аслӑ ӳсӗмри ҫынсем ӗненеҫҫӗ ултавҫӑсене.
Ултавҫӑсем ҫын куҫҫулӗ ҫинче пуяҫҫӗ. Пӗр хӗрарӑм ачипе Шупашкар урамӗпе пынӑ. Вӗсем патне палламан хӗрарӑм пынӑ. «Сирӗн умран иртсе каяймастӑп. Эсир хӑрушлӑхра», — тенӗ вӑл. Лешӗ хӑраса ӳкнӗ.
