Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Анатолий Никитин кӗҫех 70 ҫул урлӑ каҫӗ. Ҫак куна халалласа Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗн керменӗнче «Юррӑма парнелеп халӑха...» юбилейлӑ концерт иртӗ! Унта «Янташ» шоу-ушкӑн та хутшӑнӗ. Курма килекенсене ҫӗнӗ программа кӗтет — ҫӗнӗ юрӑсем, ҫӗнӗ ташӑсемпе ытти номерсем. Пуҫламӑшӗ 18:30.
Аса илтеретпӗр, Анатолий Никитин 1948 ҫулта ҫӗртмен 13-мӗшӗнче Вӑрнар районне кӗрекен Хирпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ.
Ыйтса пӗлмелли тел.: 45-00-34 (Ҫамрӑксен театрӗ, касса), 8-903-359-40-92. Билетсене Ҫеҫпӗл ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнче, «Детский мир» суту-илӳ центрӗнче, тата уйрӑм ҫынсенчен туянма пулать.
Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарти «Шупашкар – Арена» пӑр керменӗнче Егор Кридӑн концерчӗ иртнӗ. Кун хыҫҫӑн «Раҫҫейри авторсен обществи» тулли мар яваплӑ общество концерт йӗркелӳҫи тӗлӗшпе прокуратурӑна ҫӑхав ҫырнӑ.
Мӗн пулнӑ-ха? «Ҫыхӑнура» портала прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, Егор Крид юрланӑ хӑш-пӗр юрӑн соавторсем пулнӑ. Вӗсене саккуна пӑхӑнса сцена ҫинче шӑрантармашкӑн «Раҫҫейри авторсен обществи» тулли мар яваплӑ обществӑпа килӗшӳ тумалла пулнӑ. Анчах ҫак ӗҫе пурнӑҫламан.
Шупашкарти Ленин районӗнчи 2-мӗш участокӑн миравай судйи усламҫа 10 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Постановлени вӑй кӗмен-ха.
Нумаях пулмасть оперӑпа балет театрӗн артисчӗ Айдар Хисамутдинов пурнӑҫран хӑй ирӗкӗпе уйрӑлни пирки сайра пӗлтернӗччӗ. Вӑл 36 ҫулта кӑна пулнӑ.
Ҫамрӑк артиста асӑнса Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пултарулӑх каҫӗ иртӗ.
Концерта Ольга Сетнеровна Нестерова хатӗрлӗ. Пултарулӑх каҫӗнче артистӑн хайлавӗсем, вӗсем пурте тенӗ пекех фонограммӑпа кайӗҫ, пулӗҫ. Ҫавӑн пекех солистсем, хор, оркестр юрлакан хайлавсем те янӑрӗҫ.
«Айдар яланах пултарулӑх шыравӗнче пулнӑ ҫын», - ҫапла каланӑ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн балет труппин ӳнер ертӳҫи Данил Салимбаев.
Ыран – Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ. Ҫак кун республикӑра тӗрлӗ мероприяти иртӗ. Шупашкарта организаци-предприяти ӗҫченӗсем колоннӑпа урам тӑрӑх утӗҫ.
Яланхи пекех Хӗрлӗ лапамра хаваслӑ концерт иртӗ. Кӑҫал пирӗн пата иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче чапа тухнӑ «Стрелки» поп-ушкӑн килӗ. Вӗсем хӑйсен чи анлӑ сарӑлнӑ хичӗсене юрлӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗн культура тата туризм аталанӑвӗн управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 18-21 сехетсенче Хӗрлӗ лапамра хулари пултарулӑх ушкӑнӗсемпе чи лайӑх артистсем концерт кӑтартӗҫ. Кунсӑр пуҫне тӗрлӗ парне выляттарӗҫ.
Уявра «Стрелки» поп-ушкӑн та пулӗ. «Ты бросил меня», «Красавчик», «Солнце за горой», «На вечеринке» юрӑсене астӑватӑр-и? Эппин, вӗсене уявра тепӗр хутчен итлесе киленме май пулӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗренпе кӗҫех 73 ҫул ҫитӗ. Республика Аслӑ Ҫӗнтерӗве анлӑн уявлама хатӗрленет. Яланхи пекех ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче каҫхи тӳпере салют ялкӑшӗ.
Шупашкар хули салют вӗҫтермешкӗн 550 пин тенкӗ тӑкаклама палӑртнӑ. Патшалӑх закупкисен сайтӗнче «Пултарулӑх хули» АУ пӗлтернӗ закупка вырнаҫтарнӑ.
Аукцион пирки ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Тепӗр виҫӗ кунран сӗнтерӳҫӗ тупӑннӑ та. Кӑҫал Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалланӑ салюта «Пироснаб-Поволжье» йӗркелӗ.
Аса илтерер: салют Шупашкарти кӳлмекре ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 22 сехетре пулӗ. Унччен Хӗрлӗ лапамра хула ҫыннисемпе хӑнисем валли «Ҫӗнтерӳ летопиҫӗ» концерт пулӗ. Вӑл 20 сехетре пуҫланӗ.
Шупашкар хӗрӗ Софья Авазашвили «Песни» (чӑв. «Юрӑсем») проекта хутшӑнса жюрие вокал пултарулӑхӗпе тӗлӗнтернӗ. Пике хӑйӗн юррине, «Без тебя меня нет» (чӑв. «Эпӗ сансӑр ҫук») ятлӑскере, Тим Гримбергпа юрланӑ. Шоу продюсерӗ тата хӗрӗн наставникӗ Максим Фадеев чӑтса ларайман – пукан ҫинчен тӑнӑ та ташлама пуҫланӑ. Ҫапла вӑл пурне те тӗлӗнтернӗ.
Софья концертра хӑйӗн юррине шӑрантарнӑшӑн питӗ савӑннӑ. Жюрире ларнӑ Тимати юрӑҫ та юрра ырланӑ. Вӑл композици лайӑх пулнине, ҫакӑншӑн тӑрса алӑ ҫупма хатӗррине палӑртнӑ.
Унччен Тиматие Софья Авазашвилин «На радиоволнах» (чӑв. «Радиохумсем ҫинче») юрри те килӗшнӗ.
Паян Чӑваш патшалӑх филармонийӗ куракансене «Чӑваш ҫӗрӗн чи лайӑх юррисем» концерта пуҫтарчӗ. Шупашкарти трактор тӑвакансен культура керменӗнчи залра, малтан шантарнӑ пекех, чӑваш халӑхӗн авалхи, анчах паянхилле илемлетнӗ юррисемпе пӗрлех хальхи композиторсен хайлавӗсем янӑрарӗҫ.
Концерта ертсе пыракан калашле, ҫулсем иртеҫҫӗ, вӑхӑт улшӑнать, «анчах пӗртен-пӗр япала ҫеҫ» малтанхиллех: паян та, унчченхиллех, чӑваш халӑхӗн чи лайӑх юррисене Чӑваш патшалӑх филармонийӗн чи лайӑх юрӑҫисем янӑратрӗҫ. Куракансене халӑх музыкин «Ҫавал» ансамблӗ, ансамблӗн инструментсен ушкӑнӗ, солисчӗсем, «Ҫеҫпӗл» эстрада ансамблӗ, «Дуняша Style» фолк-ушкӑн тата «Nota G» ташӑ ушкӑнӗ савӑк кӑмӑл парнелерӗ.
Мӗн ҫамрӑкранпа пӗрле тухӑҫлӑ ӗҫлекен, чӑваш эстрадин никӗҫлевҫисен — Николай Казаков композиторпа Борис Чиндыков сӑвӑҫӑн — ҫӗнӗ икӗ юррине те халӑх кӑмӑлтан йышӑнчӗ.
Канаш районӗнчи Анаткас Уҫырмари культура ҫуртӗнче «Канаш ен мерченӗсем» ача-пӑча пултарулӑхӗн XXVIII фестивалӗ иртнӗ. Фестивале Раҫҫейре кӑҫал туса хунӑ Нимеҫӗсен ҫулталӑкне халалланӑ. Унӑн тӗллевӗ пултаруллӑ ҫамрӑк юрӑҫсене тупса палӑртасси теҫҫӗ.
Фестивале 16 вӗренӳ учрежденийӗнчи 100-е яхӑн ача хутшӑннӑ. Тӗрлӗ ҫулхи ачасем пулнӑ унта. Пилӗк ҫултан кӗҫӗнреххисем те сцена ҫине тухнӑ.
Суйлав турӗнче ачасен 85-е яхӑн номерне хакланӑ. Унта суйласа илнӗ 26 номере гала-концертра кӑтартнӑ. Концерта вокал-ансамблӗсем, триосем, дуэтсем, солистсем, хитре вулакансем; ҫавӑн пекех ташӑ, инструмент, фольклор ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Шкул ачисем те, шкул ҫулне ҫитменнисем те гала-концертра чӑннипех те савӑнтарнӑ.
Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗ «Чӑваш ҫӗрӗн чи лайӑх юррисем» концерта йыхравлать. Вӑл Шупашкарти трактор тӑвакансен культура керменӗнче 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Проекта 2013 ҫулта пуҫласа хута янӑ. Ӑна йӗркелеме концерт учрежденийӗ Чӑваш Енӗн Элтеперӗн укҫине ҫӗнсе илнӗ. Малтанхи ҫул программӑна В. Воробьевӑн, Г. Лебедевӑн, Г. Хирбюн, Ф. Лукинӑн, ҫавӑн пекех хальхи вӑхӑтри авторсен: Н. Казаковӑн, А. Галкинӑн, В. Игнатьевӑн — хайлавӗсене программӑна кӗртнӗ.
Кӑҫалхинче унчченхи хайлавсен пӗр пайӗ пулӗ. Ҫапах та унпах ҫырлахмӗҫ. Программа режиссерӗ Валентина Салихова концерта халӑх музыкин «Ҫавал» ансамблӗ, «Ҫеҫпӗл» эстрада ансамблӗ, «Дуняша Style» фолк-ушкӑн тата «Nota G» ташӑ ушкӑнӗ хутшӑнассине те пӗлтернӗ.
Чулхулари чӑвашсем пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче хӑйсен организацийӗ чӑмӑртаннӑранпа пилӗк ҫул ҫитнине уявланӑ. Ку хыпара пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Алина Артемьева Фейсбукра хыпарланӑ.
Чулхулари чӑвашсен наципе культура автономине йӗркеленӗ хыҫҫӑн унти хастарсем утӑм хыҫҫӑн утӑм туса пычӗҫ. 2017 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче вӗсене хӑйсене ятӑн кӗтес, ҫук-ха - виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер - уйӑрса пачӗҫ. Аса илтерер, Октябрь проспектӗнчи хваттерӗн пӗр пӳлӗмӗнче йӑхташсем чӑвашсен таврапӗлӳ музейне йӗркелес, пысӑкрах пӳлӗмре пухусем ирттерес тата пӗрле пуҫтарӑнса калаҫас шухӑшлине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Чулхулари чӑвашсен автономийӗ пилӗк ҫул тултарнине уявланӑ мероприятие Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Лариса Васильева, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Сергей Кувшинов тата Александр Сорокин юрӑҫӑ хутшӑннӑ. «Чулхула чӑвашӗсем» фольклор тата ачасен «Ҫӑлкуҫ» ансамблӗсем те уява пухӑннисене савӑнтарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.