Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче «Асамат кӗперӗ» тӗнче тетелӗнчи фестиваль ирттерессине пӗлтернӗ. Ӑна Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Фестиваль тӗллевӗ — республикӑмӑр наци музыка пултарулӑхне сарасси тата 100 пин юрӑллӑ тӑван тӑрӑхӑмӑрӑн юрӑ-кӗвӗ пуянлӑхне кӑтартасси.
Фестивале уйрӑм юрлакансем те, хор коллективӗсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Тӗнче тетелӗнче йӗркелекен мероприятире хӑйсен пултарулӑхне профессилле ушкӑнсем те, вӗренекенсем те кӑтартайӗҫ.
Фестивале тӑратнӑ ӗҫсене виҫӗ енпе хаклӗҫ: академилле юрӑ, халӑх юрри, фольклор юрри. Мероприяти пирки тӗплӗнрех Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн сайтӗнче вуласа пӗлме пулать.
Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Республикинче чӑваш чӗлхине сыхласа хӑвармалли, вӗренмелли тата аталантармалли патшалӑх программине хатӗрлеҫҫӗ. Ку вӑхӑт тӗлне хатӗрленӗ программӑн проекчӗпе кунта паллашма пулать.
Чӑваш чӗлхине сыхласа хӑварас, тӗпчес тата аталантарас тӗллевпе хатӗрленӗ патшалӑх программишӗн вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерстви яваплӑ пулӗ. Ытти министерствӑсем те айккинче тӑмӗҫ — вӗсем ҫак программӑна пурнӑҫа кӗртме пулӑшӗҫ. Программӑн тӗп тӗллевӗсем: информаципе ҫыхӑну уҫлӑхӗнче чӑваш чӗлхи валли тулли условисем туса парасси, чӑвашла вӗрентмелли системӑна ҫӗнетесси, халӑх хушшинче чӑваш чӗлхипе кӑсӑкланассине ҫӗклесси, чӑваш йышлӑ пурӑнакан ытти тӑрӑхсенче чӗлхине упраса хӑварса аталантарма пулӑшасси тата ытти те. Программӑна 2021–25 ҫулсем хушшинче пурнӑҫа кӗртме тӗллев тарлаҫҫӗ.
Енчен те сирӗн ҫак программӑра мӗн те пулин курас килет пулсан, сирӗн сӗнӳсем пур пулсан — Чӑваш Республикин вӗренӳ министерстви (Программӑна калӑплама шаннӑ учреждени) вӗсене кӗтет.
Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗ ачасен сӑнӳкерчӗкӗсен тата ӳкерчӗксен «Пӗрле – Вместе» онлайн-конкурсне ирттернӗ. Унта хутшӑнакансен чӑваш тумне кӑтартса пама тивнӗ.
Шупашкарти 50-мӗш вӑтам шкулти Илемпи Кузьминан «Современный чувашский наряд в мире красоты» (чӑв. Илем тӗнчинчи хальхи чӑваш тумтирӗ) ӗҫӗ пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. 4-мӗш лицейри Дарина Иванова наци тумне тӑхӑннӑ, асанне юмахӗсене вулакан хӗрачасене сӑнланӑ. Унӑн тӑрӑшӑвне иккӗмӗш вырӑнпа палӑртнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта — 160-мӗш ача пахчинчи Валерия Волкова. 209-мӗш ача пахчинчи Николай Васильев ӗҫне куракансем кӑмӑлласа йышӑннӑ.
«Ӳкерчӗк» номинацире Шупашкарти 39-мӗш шкулти Арина Николаева пӗрремӗш вырӑна тухнӑ, 18-мӗш вӑтам шкулти Злата Нарицына «Эпӗ хитре чӑваш хӗрӗ» ӳкерчӗкпе — иккӗмӗшне, 3-мӗш ача пахчинчи Алексей Терехов «Манӑн Чӑваш Ен» темӑпа — виҫҫӗмӗшенче. Куракансене килӗшнӗ ӗҫ вара — 4-мӗш лицейри София Матвеевӑн. Вӑл матрёшкӑна чӑвашла тумлантарнӑ, ӗҫчен чӑваш халӑхне кӑтартнӑ.
Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ май мероприятисене ҫӗртме тата ҫурла уйӑхӗсенче ирттерӗҫ.
Ҫӗртме уйӑхӗнче массӑллӑ мероприятисем пулмӗҫ. Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ҫӗнӗ темиҫе производство уҫӗҫ. Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Аслӑ экономика канашӗн ларӑвӗ иртӗ. Унта республикӑн ҫитес пилӗк ҫуллӑхри социаллӑ экономика аталанӑвне тишкерӗҫ. Ҫав кунах Шупашкарти юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑнхи Хӗрлӗ лапама уҫӗҫ, Хӗрлӗ Чутайра – Ҫӗнтерӳ лапамне тата ҫуран ҫӳрекенсен аллейине. Мӗнпур пулӑма Чӑваш Ен Наци телекуравӗн тӳрӗ эфирӗнче кӑтартӗҫ. Шупашкарти Наци музейӗнче «Золотая россыпь веков» (чӑв. Ӗмӗрсен ылтӑн вырӑнӗ) наци тумӗн куравӗ уҫӑлӗ. Коллекцие мода историкӗ Александр Васильев илсе килӗ. Курав Шупашкарта темиҫе уйӑх ӗҫлӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗнчи чылай мероприяти: флешмобсем, фотоакцисем, конкурссем – инҫет ҫыхӑну мелӗпе иртӗ.
Онлайн ирттермелли мероприятисене ҫурла уйӑхне куҫарӗҫ.
Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Уҫӑ тӳпе айӗнчи театр ӗҫлеме тытӑнӗ. Ҫавна май «Нарспи» мюзикла пурте пӑхайӗҫ. Ҫурла уйӑхӗн 14 тата 15-мӗшӗнче Атӑл хӗрринче классика кӗввин фестивалӗ иртӗ.
Чӑваш эстрада юррисене шӑрантаракансен «Виръял шевлисем» конкурсне пуҫласа 1995 ҫулта ирттернӗ. Ӑна районти смотр-конкурс шайӗнче йӗркеленӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне пуҫарса яраканни — Элӗк районӗнчи культура пайӗ (культура пайӗн пуҫлӑхӗ — Альберт Сергеев).
Малтанхи конкурса тури чӑвашсем: эстрада юррисене юрлакансем тата вокалпа инструмент ансамблӗсем — пуҫтарӑннӑ.
1996 ҫулта Элӗк, Вӑрнар, Красноармейски, Муркаш тата Етӗрне районӗнчен пухӑннӑ.
1997 ҫулта фестивале республика шайӗнче ирттернӗ. 2000 ҫулта регионсем хушшинчи шая кӑларнӑ. Людмила Семенова тата Вячеслав Филиппов «Виръял шевлисем» фествиаль гимнне (сӑввине Станислав Ильин ҫырнӑ, кӗввине Андрей Галкин) шӑрантарнӑ.
Кӑҫал фестивале инҫет ҫыхӑну мелӗпе ирттерӗҫ.
Шупашкар хулинче «Ача-пӑча Акатуйӗ» фестиваль-конкурса хатӗрленме пуҫланӑ. Кӑҫал вӑл куҫӑн мар майпа иртӗ.
2020 ҫулхи фестивале 5 ҫултан пуҫласа 14 ҫула ҫитичченхисене хутшӑнма ирӗк панӑ. Шкулта вӗренекен ача-и, культура учрежденийӗ ҫумӗнчи пӗр-пӗр клубра пултарулӑха туптать-и, юрлас-ташлас енӗпе ятарлӑ пӗлӳ илет-и — хутшӑнма никама та чармӗҫ.
Конкурса хутшӑнакансен пултарулӑхне «Янра, чӑваш юрри!» номинацире вокал ӑсталӑхӗ енчен хаклӗҫ, «Айтӑр пӗрле ташлар-и!» ятлинче – хореографи ӳнерне; «Чӑваш паттӑрӗ» – вӑйлӑ ачасем валли; «Этно-кроссворда» суйласан чӑваш историне, йӑли-йӗркине тата культурине пӗлнине кӑтартма тивӗ.
Фестиваль-конкурса ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче «Ровесник» (чӑв. Тантӑш) культура ҫурчӗн «Контактра» ушкӑнӗнчи страницинче пӗтӗмлетӗҫ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Сказки разных народов» (чӑв. Тӗрлӗ халӑх юмахӗсем) ятлӑ кӗнеке пичетленнӗ. Унта тӗрлӗ этносӑн культурипе тата йӑли-йӗркипе паллаштаракан хайлавсене пухнӑ.
Кӗнекере пурӗ — 18 хайлав. Вӗсене тӑхӑр темӑпа ушкӑнланӑ. Кашни темӑра сюжечӗ тата идейи енчен пӗр пекрех юмахсем. Никӗсе чӑваш халӑх юмахӗсене хунӑ.
Кӗнекене вуласа ӑнланма ачана та ансат, аслине те. Кӑткӑс мар сюжетлӑ юмахсемпе паллаштарнӑ унта.
Ҫӗнӗ кӑларӑма Елена Енькка пухса хатӗрленӗ. Художникӗсем — вӑл хӑй тата унӑн мӑшӑрӗ Станислав Юхтар. Редакторӗ – Ольга Федорова.
Сӑмах май каласан, Елена Еньккапа Станислав Юхтар шкулта чылай ҫул ачасене вӗрентнӗ. Елена Енькка чӑваш чӗлхи учебникӗсене те хатӗрленӗ.
Асаилтеретпӗр, нумай пулмасть Виктор Аванмарт аван-премин 2020 ҫулхи лауриачӗн ятне пӗлтернӗччӗ. Ҫулталӑк пӗтессе кӗтмесӗрех вӑл ҫак ята Валери Туркай сӑвӑҫа парас тенӗ.
Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай хурав памасӑр тӑрайман. Хуравне вара сӑвӑлласа хатӗрленӗ:
ЧӖМПӖРТЕ ПУРӐНАКАН
ВИКТОР АВАНМАРТ «ХУДОЖНИКЕ»,
«КУПАРЧА» ПРОЕКТ АВТОРНЕ,
ХАЙӖН НӖРСӖР «ПРЕМИЙӖПЕ»
ҪЫНСЕНЕ «ЧЫСЛАС» ӖҪРЕ ӐНӐҪУ СУНСА
Купарчу сан илемлӗ, паллах!..
Ҫук кун пек купарча тек ниҫта та!
Питӗ лайӑх пӗлен эс ҫакна,
Питӗ лайӑх ҫакна ӑнланатӑн.
Купарчу сан илемлӗ, паллах!..
Купарча вӑл — этемлӗхӗн мулӗ!..
Упрасам эс ӑна, упрасам!
Кирлӗ чух вӑл мана кирлӗ пулӗ!
Тӑван ҫӗршывӑмӑр, Раҫҫей Федерацийӗ тата унӑн шутне кӗрекен пирӗн патшалӑхӑмӑр, Чӑваш Республики, кӑҫал Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗренпе 75 ҫул ҫитнине паллӑ тӑваҫҫӗ. Кӑшӑлвирус алхасӑвӗ ҫак куна тивӗҫлипе палӑртма чӑрмантаркалать пулин те ӑна май ҫитнӗ таран тивӗҫлӗ шайра ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ. Тӗслӗхрен — онлайн мелӗпе.
Унсӑр пуҫне ӗнер кӑна питӗ кӑсӑклӑ йышӑну турӗҫ — Ҫӗнтерӳ Парадне пирӗн республикӑмӑр уявлакан Республика кунӗнче, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче ирттересси пирки пӗлтерчӗҫ. Ку кун юнкуна лекнине те пӑхмарӗҫ. Апла-тӑк, пирӗн республикӑн Раҫҫей Федерацийӗн шайӗнче витӗмӗ пӗчӗкех мар! Кӑҫал та пулин Республика кунне питӗ чаплӑн ирттерес шанчӑк пур!
Ҫак уявӑн чи паллӑ юррисенчен пӗри вӑл — Владимир Харитонов сӑввипе Давид Тухманов кӗвӗленӗ «Ҫӗнтерӳ кунӗ» юрӑ. Ку юрра кӑҫал пӗрремӗш хут чӑвашла юрларӗҫ темелле. Ютубра халь кашни ҫын ҫак юрра Оперӑпа балет театрӗн, Чӑваш патшалӑх филармонийӗн, юрлакансен «Классика» капеллин, «Живи и помни» патриотла юрӑ-кӗвӗ ансамблӗн солисчӗсемпе пӗрлех республикӑри паллӑ юрӑҫсем еплерех хитрен шӑрантарнипе паллашма пултарать.
Чӑваш поэзийӗн классикӗ, вилӗмсӗр «Нарспи» поэмӑн авторӗ Константин Иванов ҫуралнӑранпа паян 130 ҫул ҫитрӗ. Кӑшӑлвирус саманинче пурӑнман пулсан поэтӑн юбилейне Чӑваш Енре сумлӑн, халӑхпа уявлатчех ӗнтӗ. Халӗ вара мӗнпур мероприятие пӗччен-иккӗн тенӗ пек тата тӗнче тетелӗнче ирттерме тивет.
Аса илтерер: Консантин Иванов 1890 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Пушкӑртстанри Пелепей районӗнчи Слакпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Чӗмпӗр шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. Музыкӑпа тата живопиҫпа кӑсӑкланнӑ. Кӗске ӗмӗрӗнче «Тимӗр тылӑ», «Тӑлӑх арӑм», маларах каланӑ «Нарспи» йышши хайлавсене ҫырса ӗлкӗрнӗ.
Чӑваш литературийӗнче вӑл тӑлмачӑ пулса йӗр хӑварнӑ. М. Лермонтов, Н. Некрасов, А. Кольцов, Н. Огарев, к. Бальмонт хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.