Шупашкарти Ехрем хуҫа бульварӗнчи Пионерсен ҫуртне ҫуталӑкра юсамалла. Ҫакӑн пирки Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн регинти уйрӑмӗн пресс-служби пӗлтерет. Вӗсем хыпарланӑ тӑрӑх, культура эткерлӗхӗ шутланакан ҫурт япӑхнине МИХсенче пӗлтернӗ хыҫҫӑн прокуратура тӗрӗсленӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн надзор органӗ суда тавӑҫ тӑратнӑ. Судра культура эткерлӗхне юсамалли ҫинчен калакан йышӑну кӑларнӑ.
Ехрем хуҫа бульварӗнчи 6-мӗш ҫуртра 2014 ҫулта пушар тухнӑ. Ҫурт ҫивиттисӗр тенӗ пек тӑрса юлнӑ.
Малтан ҫуртпа Шупашкар хула администрацийӗ хуҫаланнӑ. Халӗ унта — ҫӗнӗ хуҫа.
1890 ҫулта хута янӑ икӗ хутлӑ ҫуртра унччен складсем пулнӑ, совет саманинче унпа ӗҫ клубӗ, инженерипе техника ӗҫченӗсен ҫурчӗ, Пионерсен ҫурчӗ евӗр усӑ курнӑ.
Ҫак кунсенче Шупашкарта тӑванла казах халӑхӗн ку чухнехи паллӑ поэчӗн Жан Бахытӑн (Бахытжан Канапьяновӑн) «Хӑйӑрлӑ сехет» ятлӑ кӗнеки кун ҫути курнӑ. Унта пултаруллӑ сӑвӑҫӑн Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай чӑвашла куҫарнӑ, тӗрлӗ ҫулсенче ҫырнӑ сӑввисем кӗнӗ.
Бахытжан Мусаханович Канапянов – Казахстан Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн правленийӗн секретарӗ, Семипалатинскри Шакарим ячӗллӗ патшалӑх унивеситечӗн хисеплӗ профессорӗ, Кокшетау хулин хисеплӗ гражданинӗ, Казахстан Республикин тава тивӗҫлӗ деятелӗ, нумай сумлӑ премисен лауреачӗ, унӑн пултарулӑхне пӗтӗм тӗнче пӗлекен Олжас Сулейменов, Андрей Вознесенский поэтсем тата ыттисем те пысӑк хак панӑ.
Жан Бахытӑн сӑввисем чӑвашла халиччен пичетленмен.
Паллӑ казах поэчӗн ҫӗнӗ кӗнеки — Валери Туркай чӑваш вулаканне парнеленӗ черетлӗ парне. Кун умӗн вӑл, чӑвашла куҫарса, А.Пушкин, А.Чехов, Р.Гамзатов, Г.Тукай, М.Джалиль, М.Карим, К.Отаров, К.Кулиев, Т.Шевченко кӗнекисене, Кавказ халӑхӗсен поэзийӗн антологине, белорус поэзийӗн антологине, Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнче пурӑнакан халӑхсен поэзийӗн антологине тата ытти чылай паха та кӑсӑклӑ кӗнекене халӑх патне ҫитернӗччӗ.
Ырантан Чӑваш Енри театрсем те карантина каяҫҫӗ. Ҫавӑн пекех музейсем те алӑкӗсене хупаҫҫӗ.
Ырантан театрсем спектакльсене кӑтартма пӑрахаҫҫӗ, музейсенче палӑртнӑ куравсене пӑрахӑҫлаҫҫӗ. Туяннӑ билетсем каярахпа та вӑйра пулӗҫ. Е вӗсене кассӑна тавӑрса пама юрать.
Вырӑс патшалӑх драма театрӗ спектаклӗсене онлайн мелпе трансляци парӗ. Аслисен курмашкӑн – 200 тенкӗ, ачасен 100 тенкӗ тӳлемелле. Репертуарпа театр сайтӗнче паллашма пулать.
Хальлӗхе коммерци театрӗсем карантина кайман, вӗсен залӗсем пӗчӗк, 50 ҫын таран вырнаҫмалӑх кӑна. Камерлӑ театр вара 40 билет анчах сутма шантарнӑ.
Шупашкар хули хитреленсе, капӑрланса пырать. Кӑҫал тата республикӑмӑр Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине кӗтсе илме хатӗрленет. Ҫавна кура та пулӗ Шупашкара чӑвашлӑх сӑнӗ кӑштах пулин те кӗртме тӑрӑшаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи Мускав ҫыранӗ хӗрринче чӑваш орнаменчӗсене вырнаҫтарнӑ. Тӗнче тетелӗнчи МИХсенчен пӗринче ҫавна хурласа ҫырнӑ.
Чӑваш орнаменчӗсене 5 таран вырнаҫтарнине палӑртнӑ унта. «Вӗсем пурте пӗрех, пӗри ҫеҫ кӑшт пӗчӗкрех курӑнать. Вӗсене пӗр тӗлте ҫавӑн чухлӗ мӗншӗн вырнаҫтарнине ӑнланмастӑп. Атӑл хӗрринчи килӗшӳллӗ-ха. Ҫуртсем умӗнчисем патне тӑрса кам сӑн ӳкерӗнӗ?» — тенӗ унта.
Лакрей паркне, «Дорисс» парка, Кадет паркне пӗрер орнамент вырнаҫтарсан килӗшӳллӗрех пулатчӗ тенӗ.
Чӑваш Енри хӑш-пӗр хулара причалсем тума палӑртнӑ. Кӑҫал ҫак ӗҫе Куславккапа Сӗнтӗрвӑрринче пуҫӑнасшӑн. Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫакӑн пирки Мускаври ӗҫлӗ тӗлпулусенчен пӗрин вӑхӑтӗнче пӗлтернӗ.
Вӑл ҫӗршывӑн тӗп хулинчи ӗҫлӗ ирхи апатра пулнӑ. Ӑна никама пӑхӑнман общество организацийӗ — Менеджерсен ассоциацийӗ — йӗркеленӗ.
Олег Николаев Чӑваш Ен хамӑр ҫӗршыври туристсене ҫеҫ мар, чикӗ леш енчисене те илӗртессе шанать. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, пирӗн Чӑваш Енӗмӗр — тӗлӗнмелле регион, унӑн культури хӑйне евӗр. Ҫывӑх вӑхӑтра вӑл тата илӗртӳллӗрех пулса тӑрӗ.
«Шупашкарсӑр пуҫне пирӗн интереслӗ вырӑнсем татах пур: Куславка, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Улатӑр. Вӗсем кашниех хайне евӗр. Кӑҫал эпир Куславккапа Сӗнтӗрвӑрринче причал стенкисем тума пуҫласшӑн», — тенӗ Олег Николаев.
Ака уйӑхӗн 3-мӗшпе 12-мӗшӗнче иртмелли Пӗтӗм тӗнчери XXIV балет фестивале пӑрахӑҫланӑ. Кун пирки «Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтерет. Фестивале COVID-2019 коронавирус алхаснине пула ирттермӗҫ: Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлав организацийӗ нумай пулмасть вӑл пандемие ҫаврӑнни пирки пӗлтернӗччӗ. Чӑваш Енре хальхи вӑхӑтра пӗр чирлӗ ҫынна та тупман пулин те вирус инфекцине сарӑлма парасран фестивале пӑрахӑҫланӑ.
Фестивале хӑйне Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑччӗ. Йӗркелӳҫӗсем икӗ концерт, ҫавӑн пекех пилӗк балет хатӗрлеме палӑртнӑччӗ: «Баядерка», «Эсмиральда» (Самар коллективӗ), «Корсар» (Чулхула), «Акӑш кӳлли», «Дон Кихот». Фестивале Раҫҫей балечӗн ҫӑлтӑрӗсем те, пӗтӗм тӗнчери сцена ӑстисем те хутшӑнмалла пулнӑ.
Чӑваш Енре пӑлхар-чӑвашсен XV ӗмӗрӗн иккӗмӗш чӗрӗкӗнчи историне халалласа фильм ӳкересшӗн. Ҫак ӗҫшӗн республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви 2,95 миллион тенкӗ тӳлеме хатӗр. Фильм ячӗ — «Тайна древней Волги». Ӗҫе «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ пурнӑҫлӗ.
Фильм Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнчи пӑлхар-чӑвашсен кун-ҫулӗпе, ҫав саманари социаллӑ политика лару-тӑрӑвӗпе паллаштарӗ, Пӑлхар хулин шӑпине кӑтартса парӗ.
Фильма ӳкерес кӑмӑллӑ «Чӑвашкино» киностуди кинокартина 40 минутран кая мар пырассине пӗлтернӗ. Ӑна ӳкерес тата монтаж тӑвас ӗҫсене кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме палӑртнӑ. Пӑлхар-чӑвашсем ҫинчен ӳкернӗ кинокартина юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ валли хатӗр пулмалла.
«Язык это великое целое, вековое создание творческой мысли народа...»
(Н.И. Ашмарин).
Тӑван чӗлхемӗрӗн хальхи лару-тӑрӑвӗ те, пуласлӑхӗ те куллен калаҫтарни темскерле кичем шухӑшсене те сирме пулӑшать. Нумаях пулмасть тӑван чӗлхесен эрнинче чӑвашсем те Фейсбукра ӑна тӑтӑш аса илни таҫти шӑплӑха юлмарӗ пулас. Чӑвашлӑхӑн янкӑр тӳпинчи сӳнсех пӗтеймен шевлине чӗртсе тӑратма тӑрӑшакансене чунтанах Тав сӑмахӗ калас килет. Эсир каланисем, палӑртнисем таҫта аякра пулсассӑн та ҫав-ҫавах маншӑн та янӑравлӑ саспах илтӗнеҫҫӗ.
Манӑн малаллахи сӑмахӑм чи паллӑ чӗлхе ӑраскалҫи пирки пулӗ. Пултаруллӑ чӑвашсен ретӗнче унӑн кӳлепи чи малти вырӑнта тӑрать. Ҫак асамҫӑ чӗлхе тӗпчевҫи-сыхлавҫи ҫуралнӑранпа кӑҫал кӗр кунне 150 ҫул ҫитнине хамӑр тӑрӑхра палӑртма пуҫланӑ та ӗнтӗ.
Тӗнчипех паллӑ финн чӗлхеҫи Г.И. Рамстедт (1873-1950) тепӗр пирӗншӗн пушшех паллӑ чӗлхеҫӗ пирки тӑтӑш ҫапларах аса илтернӗ: «So sagt der ausgezeichnete Erforscher und Kenner des Tschuwassischen Aschmarin». Ялан вӑл: «Н.И. Ашмарин кун пирки ҫапла калать», — тенӗ.
Пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарта иртнӗ ӗмӗрӗн 80-90-мӗш ҫулӗсенчи ҫӑлтӑрӗн, Юрий Шатуновӑн, концерчӗ иртнӗ. Республикӑри МИХсенчен пӗринче ӗҫлекенсем асӑрханӑ тӑрӑх, юрӑҫа Шупашкар ҫыннисен хӑш-пӗр ыйтӑвӗ кулӑшлан туйӑннӑ. Ҫапла-ҫапла. Юрий Шатунов юрланӑ ҫеҫ мар, куракансемпе те кӑмӑлтан калаҫнӑ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Хӑшӗсем ыйтса ҫырнӑ, теприсем тӑрса ыйтнӑ.
Шупашкар ҫыннисенчен пӗри 13-мӗшӗнче концертпа килме шикленмен-и тесе кӑсӑкланнӑ. Юрий Шатунов хӑйне тӗшмӗшлӗ тесе шухӑшламасть пулин те хӑш чух хӑш-пӗр япалана кӑштах ӗненет-мӗн.
Залрисем хӑйсене килӗшнӗ юрӑсене шӑрантарма та ыйтнӑ. «Ҫӑкӑр-булка пӗҫерекенсем валли, анчах мӗнлине астумастӑп», — тенӗ пӗри. Капла каласан зал ахӑлтатса кулнӑ, сцена ҫинчисем те тӳссе тӑрайман.
Паян, пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкарти академи камера хорӗн юбилей концерчӗ пулӗ. Вӑл Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ культура керменӗнче иртӗ. Программӑна «И это все о нас» (чӑв. Ку вӑл йӑлтах пирӗн ҫинчен) ят панӑ.
Камера академи хорӗ — пӗтӗм тӗнчери тата ҫӗршыври конкурссен лауреачӗ. Ушкӑна Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Нина Пирогова ертсе пырать.
Хор Шупашкар хулин тӗп клуб тытӑмӗнче шутланать. Вӑл 40 ҫул ӗнтӗ куракансене хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарать. Юбилей концертне «Фреш» ташӑ ушкӑнӗ, Л.И. Шиманская ячӗллӗ классика ташӑ ансамблӗ,
«Каприс» вокал ансамблӗ, хулари ытти коллектив хутшӑнӗ.
Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, концерт 15 сехетре пуҫланӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.