Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ Василий Павлов 65 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Кӑҫал вӑл театрта ӗҫлеме пуҫланӑранпа 45 ҫул ҫитнӗ.
ЧР культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов унӑн пултарулӑхӗ чикӗсӗр пулнине палӑртнӑ. Вӗсем пӗрле 40 ҫул ытла ӗҫленӗ. Театр деятелӗсен пӗрлӗхӗн председателӗ Геннадий Матвеев Павловсен ҫемйи пултаруллӑ пулнине палӑртнӑ.
Паян, пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, юбилее Вӑрмарта паллӑ тунӑ. Василий Павлов ку районти Кӗтеснер ялӗнче 1951 ҫулхи пушӑн 10-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ҫамрӑксен театрӗнче вӑл 1971 ҫултанпа вӑй хурать.
Василий Павлов сцена ҫинче 100 ытла роле калӑпланӑ. Унӑн пултарулӑхне пирӗн республикӑра кӑна мар, кӳршӗ регионсенче те килӗштереҫҫӗ.
Василий Павлов — ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ, ЧР Халӑх артисчӗ, РФ тава тивӗҫлӗ артисчӗ.
Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче «Говорит Москва» (чӑв. Мускав калаҫать) радиокӑларӑмра чӑвашсемпе паллаштарнӑ. Радиокӑларӑма РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Республикин тулли праваллӑ элчи Леонид Волков тата Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артистки Елена Соловьева хутшӑннӑ.
Тӳрӗ эфирта чӑваш чӗлхине, культурине упрасси пирки калаҫнӑ. Кӑларӑма ертсе пыракан 13–15-сенчи ҫамрӑксем чӑвашла калаҫаҫҫӗ-и тесе кӑсӑкланнӑ. Тӳрӗ эфирта пупленӗ май Мускав хӗрарӑмӗ унӑн ывӑлӗ Чӑвашри хӗре качча илнипе мӑнаҫланнине шӑнкӑравласа пӗлтерчӗ.
Радиоэфирта «Подмосковные вечера» юрӑна Елена Соловьева чӑвашла юрласа пачӗ, унтан «Шӑнкӑр-шӑнкӑр шыв юхать» юрӑпа вӗҫлерӗ.
Сӑмах май каласан, маларах Леонид Волков Раҫҫейри общество телекуравне ҫитнине, унта вӑл телекомпанин тӗп директорӗн пӗрремӗш ҫумӗпе Александр Пономаревпа тӗл пулни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Шупашкар районӗнчи Мӑн Карачурари ял вулавӑшӗ «Пурин валли те кӗнеке» акци ирттерет.
Ырӑ кӑмӑллисенчен вулавӑш ӗҫченӗсем сӑвӑсен пуххине, классика прозине, истори литературине йышӑнаҫҫӗ. Уҫӑ кӑмӑллисем кӗнекесем пырса пама тытӑннӑ та. Ҫынсем ытларах чухне совет тата ют ҫӗршыв ҫыравҫисен историлле романӗсене илсе пыраҫҫӗ.
Халӑхран пухнӑ литературӑна вулавӑш Шупашкар районӗнчи Толик Хураски ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ юсанмалли 6-мӗш колоние ӑсатӗҫ.
Йӗплӗ пралук леш енне лекнисене кӗнеке кирлӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ вулавӑшра ӗҫлекенсем. Вӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, кӗнеке унтисене ҫынлӑха упраса хӑварма пулӑшать. Ырӑ кӗнекене вуласан ҫын хӑйӗн шухӑшлавне те лайӑх енне ылмаштарма пултарасса, вӗсене вӑй-хал парасса шанаҫҫӗ.
Пушӑн 5-мӗшӗнче Хусанта В. Красновӑн куравӗ иртнӗ. Унта пулса курнӑ Елена Баймяшкина каласа панӑ тӑрӑх вӑл ҫӳллӗ шайра пулнӑ.
Пултарулӑх каҫне чӑваш фольклор ансамблӗ «Салам» (ӳнер ертӳҫи Светлана Садыкова) тата «Мирас» ансамбль (ӳнер ертӳҫи Рустем Рахматуллин) уҫнӑ. Курава уҫнине ертсе пынӑ: «Дуслык – Дружба» галерейӑн курав ӗҫӗ-хӗлӗн пай заведующийӗ Магдеев Р.Р тата Раҫҫӗйпе Тутарстанри ӳкерӳҫӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУ аспиранчӗ Баймяшкина Е.Ю.
Халӑх нумай пулман, ытларах пайӗпе VIP-сем. Вӗсен шутӗнче Чӑваш Республикин культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Яковлев К.Г., Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Угаслов Н.Ф., ТХТҪ (Тутарстан халӑхӗсен туслӑх ҫурчӗ) директорӗ Шарипов И.И. пулнӑ. Тухса каланӑ сӑмахӗсем кӗске пулчӗҫ пулин те вырӑнлӑччӗ. Тутарстан халӑхӗсен туслӑх ҫурчӗнчи курав хыҫҫӑн ӑна Наци музейӗнче те кӑтартсан аван пулӗччӗ тесе сӗннӗ, автор кунта килӗшнӗ. Юлашки сӑмаха В. Краснов илнӗ — пурне те тав каланӑ хыҫҫӑн чӑваш халӑх юррине юрласа панӑ.
Курава уҫнӑ хыҫҫӑн хӑнасем «Чӑваш пики» конкурса ҫул тытнӑ.
Ҫавӑн пекех палӑртса хӑварас пулать: ыран, пушӑн 10-мӗшӗнче, Чӑваш наци вулавӑшӗнче Валерий Красновӑн Хусанта иртнӗ парсоналлӑ куравне пӗтӗмлетсе ҫавра сӗтел пулӗ.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче ачасем валли «Кушак ҫурчӗ хыпса ан илтӗр» урок йӗркеленӗ. Ӑна РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри управленийӗ йӗркеленӗ.
Театрта ҫав кун ачасем валли артистсем «Кошкин дом» (чӑв. Кушак ҫурчӗ) спектакль лартнӑ.
Спектакль курма пынӑ шӑпӑрлана «Константин-01» тата «Валентин» ят панӑ пушарпа кӗрешекен геройсем кӗтсе илнӗ. Ачасене вӗсем парнесемпе савӑнтарнӑ, пушар хӑрушсӑрлӑхӗ пирки вӑйӑ мелӗпе ӑнлантарнӑ. Пӗчӗкскерсене ҫавӑ кӑна кирлӗ пулнӑ тейӗн: ертӳҫӗсем хатӗрленӗ конкурссене хаваспах хутшӑннӑ май тупӑшса тенӗ пек алӑ ҫӗкленӗ, маларах тӗрӗс хуравлассишӗн ӑнтӑлнӑ. Кашни тӗрӗс пӗлмессерен вӗсене пӗчӗк парне тивӗҫни те ҫитӗнӳ патне талпӑнма хистенӗ.
Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Элӗк районӗнче юрласа та ташласа, хаваслӑ ытти мероприяти йӗркелесе хӗл ӑсатассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Хӗле ытти тӑрӑхра та ҫак кунсенче ӑсатрӗҫ. Хӗрлӗ Чутайӗнче те уява пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пухӑннӑ.
Уявпа саламлама республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем таранах пырса ҫитнӗ. Николай Малов вице-спикер тата Чӑвашпотребсоюз ертӳҫи Валерий Павлов (вӑл та депутат) уява пухӑннисене ырӑ сунса ӑша сӑмах нумай каланӑ.
Кӳлнӗ лашасем те уява илем кӳнӗ. Вӗсене капӑрлатса ял тӑрӑхӗсем илсе пынӑ та вӗсенчен чи чаплисене районтисем палӑртнӑ. Ку енӗпе Тралькасси тӑрӑхӗ пуринчен чапли пулнӑ. Хӗрлӗ чутайсем, акчикассисем те палӑрнӑ. «Солнышко» (чӑв. Хӗвелпи) ача пахчи те аслисенчен юлман.
Сӑнсем (50)
Нумаях пулмасть Киров облаҫӗнче вокал пултарулӑхӗн «Вятские напевы» (чӑв. Вӗтке кӗввисем) конкурс-фестиваль иртнӗ. Конкурса Раҫҫейри тӗрлӗ регионти пултаруллӑ ҫынсем пухӑннӑ.
Фестиваль виҫӗ номинаципе иртнӗ: Академи вокалӗ», «Халӑх вокалӗ», «Эстрада вокалӗ». Палӑртма кӑмӑллӑ: унта пирӗн ентеш те хутшӑннӑ.
Шупашкарти коопераци институчӗн управлени факультетӗнче 2-мӗш курсра вӗренекен Павел Галюк конкурс-фестивальте 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑл «Бросок на небеса» юрӑ шӑрантарса жюри пайташӗсене тӗлӗнтернӗ. Павел «Эстрада вокалӗ» номинацие хутшӑннӑ.
Раҫҫейӗн маркетологӗсен гильдийӗн канашӗн пайташӗ Николас Коро сӑнанӑ тӑрӑх, Раҫҫей арҫынӗсем хӑйсен мӑшӑрӗсене парнепе савӑнтарма пӗлмеҫҫӗ. Ҫавна курах кашни виҫҫӗмӗш хӗрарӑм хӑйне Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе парнеленӗ косметикӑпа парфюма лавккана тавӑрса пама хатӗр.
Кун пек пӗтӗмлетӳ патне пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗ хыҫҫӑн хӗрарӑмсен хушшинче ирттернӗ ыйтӑм хыҫҫӑн ҫитсе тухнӑ.
Маларах асӑннӑ гильди тӗпчевӗ тӑрӑх, парнен пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ кухньӑпа ҫыхӑнни, йӑлари техника тата ҫипуҫ, парфюмерипе косметика. «Чечек уйрӑм парне шутланмасть. Ӑна мӗнпе те пулин пӗрле параҫҫӗ», — тенӗ эксперт «Русская служба новостей» (чӑв. Хыпарсен вырӑс служби) радиостанцие.
Николас Коро суту-илӳ сечӗсен прогнозне тӗпе хурса кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗ валли парне туянма арҫынсем пӗлтӗрхинчен 15 поцент ытларах тӑкакланӗҫ тесе каланӑ. Анчах ку вӑл «пӑхаттирсем» хаклӑрах парне туяннипе ҫыхӑнман. Парнине вӗсем йӳнӗрехпе илме тӑрӑшаҫҫӗ-ха. Апла пулсан ҫакӑ тавар хакланнине палӑртать тесе ӑнланмалла ӗнтӗ.
Николос Коро арҫынсем премиум сегменчӗллӗ гаджетсем парнелессе шанма сӗнмест.
Ҫак уйӑхӑн 1-мӗшӗнченпе Чӑваш кӗнеке издательстви ҫӗнӗ конкурс иртесси пирки пӗлтернӗ. «Чувашская книга. Юные таланты» (чӑв. «Чӑваш кӗнеки. Ҫамрӑк талантсем») регионсем хушшинчи конкурса шкулта вӗренекен 6–17 ҫулсенчи ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ӗҫсене чӑвашла тата вырӑсла йышӑнаҫҫӗ.
Конкурс виҫӗ номинаципе иртет. «Лучший рассказ о книге Чувашского книжного издательства» (чӑв. Чӑваш кӗнеке издательстви ҫинчен каласа кӑтартакан чи лайӑх калав) ятлине килӗшнӗ кӗнеке пирки каласа паракан ӗҫсем 1–5 страница йышӑнма пултараҫҫӗ. «Лучший рисунок на тему «Интересный эпизод из книги» (чӑв. «Кӗнекери кӑсӑклӑ эпизод» темӑпа чи лайӑх ӳкерчӗк) номинаципе конкурса тӑратакан ӗҫсем сюжетлӑ пулмалла. «Лучшая книга детскими руками» (чӑв. Ача аллипе чи лайӑх кӗнеке) ятлине сӑвӑсем, калавсем, заметкӑсем, очерксем пухаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер мӑшӑрӗпе, Лариса Юрьевнӑпа, театра кайнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн ертӳҫин Администрацийӗн пресс-служби влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче «Актуаллӑ» баннерта пӗлтернӗ.
«Каҫхи спектакль курма шухӑш тытнӑ Михаилпа Лариса Игнатьевсене театрӑн директорӗ Вадим Ефимов тата ӳнер ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗсен лауреачӗ Валерий Яковлев кӗтсе илчӗҫ», — тесе ҫырнӑ хыпарта.
Сӑнӳкерчӗк ҫинче, сӑмах май, театрӑн артистки, юлашки вӑхӑтра хӑйне режиссер евӗр туптакан Наталья Сергеева та пур.
Элтеперпе мӑшӑрӗ Арсений Тарасов журналист тата ҫыравҫӑ хайлавӗ тӑрӑх лартнӑ «Мунча кунӗ» спектакль пӑхнӑ. Спектакле композитор пулса Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗсен лауреачӗ Николай Казаков илемлетнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |