Чӑваш Республикин халӑх артистки Августа Уляндина «Поле чудес» (чӑв. Телӗнтермӗш уйӗ) телепередачӑн ӗнерхи, нарӑсӑн 5-мӗшӗнче, тӗлӗнтересси пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Ун чухне эпир вӑл вӑййа хутшӑнасси е юрласси пирки каламанччӗ. Халӗ вара пӗлетпӗр. Вӑййа хутшӑнмарӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки вӑййа Чӑвашран хутшӑннӑ ҫынпа пӗрле тухрӗ.
Шупашкар ҫынни, Иван Егорович Дмитриев, Августа Уляндинӑпа унӑн ушкӑнне «музыка парни» тесе паллаштарчӗ. Иван Егорович Виталий ывӑлӗн ачипе, Семенпа, параппан умне тухрӗ. Калаҫма ӳркенмен, питӗ йӑрӑ ача сӑвӑ вуласа пачӗ, хӑйӗн ҫулталӑкри йӑмӑкӗ пуррине пӗлтерчӗ. Вӑл Иван Дмитриев вара вӗлле хурчӗ тытнине пӗлтернӗ май пыл сӑри илсе пынӑ, унпа Леонид Якубовичпа сӑйларӗ. Тата вӑл чӑваш мунчине килсе кӗме сертификат парнелерӗ, милӗк, шӑрттан. Милӗкпе хӑй ҫапса яма шантарчӗ. Кӑларӑма арҫын пилӗк мӑнукӗнчен виҫҫӗшӗнпе ҫитнӗ. Вӗсенчен тепри те сӑвӑ вуларӗ.
Шупашкар арҫынни финала тухрӗ, унта та ҫӗнтерчӗ, тӗкӗрлӗ фотоаппарат ҫӗнсе илчӗ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Иван Моторин ЧР культура министрӗн ҫумне палӑртса алӑ пуснӑ. Ку тивӗҫе малашне Вячеслав Оринов пурнӑҫлӗ.
58 ҫулти Вячеслав Оринов — театрпа кино актерӗ, режиссер. 2014 ҫултан пуҫласа хальччен Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче режиссерта ӗҫленӗ. Тӗрлӗ ҫулта ЧПУра, культурӑпа ӳнер институтӗнче вӗрентнӗ.
Вячеслав Николаевич — ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи, «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсӑн «Ҫулталӑкри чи лайӑх спектакль» номинаци ҫӗнтерӳҫи, Хӗрлӗ Чутай районӗн хисеплӗ ҫынни.
Вячеслав Оринов — культура министрӗн виҫӗ ҫумӗнчен пӗри халь. Министрӑн пӗрремӗш ҫумӗн вакансийӗ пушӑ-ха.
Чӑваш Республикин халӑх артистки ыран «Поле чудес» (чӑв. Телӗнтермӗш уйӗ) телепередачӑра тӗлӗнтерӗ.
Халӑх юратнӑ, чӑннипех те пултаруллӑ сцена ӑсти унта вӑййа хутшӑнӗ-и е кӑларӑм пуҫланиччен юрласа та ташласа савӑнтарӗ-и — кӑна хальлӗхе пӗлместпӗр те, анчах вӑл хутшӑннӑ передача куракансем патне ыран ҫитесси пирки А. Уляндинан «Пӗркласрисем» тӗнче тетелӗнчи страницинче каланӑ.
Чӑваш Енӗн халӑх артистки Ҫӗмӗрле районӗнчи Пӗренеш ялӗнче ҫуралнӑ. 1988 ҫулта вырӑнти вӑтам шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн Шупашкарти Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищине вӗренме кӗнӗ. Унта вӑл солопа юрлас ӑсталӑха алла илнӗ. Училищӗри пӗлӳпех ҫырлахман пултаруллӑскер — 1992 ҫулта Чулхулари М. Глинка ячӗллӗ консерваторине вӗренме кӗнӗ. Унта та соло уйрӑмӗнчех ӑсталӑха туптанӑ. Анчах хальхинче — халӑх юррисен енӗпе. Паян Августа Уляндина пирки ытлашши каласа кайни те кирлӗ мар — ячӗ хӑех нумай пӗлтерет.
РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Республикин тулли праваллӑ элчи Леонид Волков Раҫҫейри общество телекуравне ҫитнӗ. Унта вӑл телекомпанин тӗп директорӗн пӗрремӗш ҫумӗпе Александр Пономаревпа тӗл пулнӑ.
Тӗлпулура граждан обществинче МИХсен рольне пысӑклатас ыйтусене сӳтсе явнӑ. Калаҫу сехет ҫурӑна тӑсӑлнӑ. Леонид Волков чӑваш халӑхӗн историйӗпе культури пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл телекуравра Раҫҫейри халӑхсен йӑли-йӗркипе паллаштаракан тепӗр ярӑм тума сӗннӗ. Унтах Владимир Васильевпа Зоя Яковлева хӑйсен фильмне, Тӗменти чӑвашсем пирки ӳкернӗскере, кӑтартнӑ.
Тӗлпулу вӗҫленсен Леонид Волков общество телекуравне Чӑваш Ен хӑтлавне чӗннӗ. Лешсем хирӗҫлемен.
Чӑваш Ене курав пуйӑсӗ кӗҫех килмелле. Унпа пирӗн республикӑна чукун ҫулӗсем пирки каласа кӑтартакан музея илсе ҫитерӗҫ.
Ку музея 2011 ҫулта уҫнӑ. Вӑл 9 вакунтан тӑрать, кашнинче курав йӗркеленӗ. Экспонатсем килен-каяна Раҫҫейри чукун ҫулӑн хальхи тата пулас пурнӑҫӗпе паллаштараҫҫӗ.
Унта кивӗ пӑравуссен, хальхи пуйӑссен вакунӗсене вырнаҫтарнӑ. Пуйӑс-курав Раҫҫейри регионсем тӑрӑх ҫӳрет. Чӑваш Республикине вӑл нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче килӗ, Улатӑр хулинче чарӑнӗ. Курава 10 сехетрен паҫласа 18 сехетчен ҫитме май пур.
«Шупашкарти савни» спектакле аслӑрах ҫулхисем кӑна мар, 35–40-рисем те, мӗн тесен те, астӑваҫҫех пулӗ. Вӑл сцена ҫинчен кайни ҫирӗм ҫул ҫитрӗ. Халӗ вара Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ӑна тавӑрма шутланӑ. Анчах унчченхи пайсенчен пӗрне кӑтартмӗҫ. Хальхинче куракансем унӑн улттӑмӗш серипе киленӗҫ. «Шупашкарти савни 20 ҫул иртсен» камите курма театр нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче йыхравланине эпир пӗлтернӗччӗ.
Камите 25-мӗшӗнче кӑна мар, 27-мӗшӗнче те кӑтартӗҫ.
1991 ҫулта пуҫласа кӑтартнӑ ҫак камит авторӗ — Чӑваш Енӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Сидоров. Режиссерӗ — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Вячеслав Оринов, художникӗ — Лариса Комиссарова, композиторӗ — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Юрий Кудаков, ташшисене лартаканӗ — Чӑваш Енӗн халӑх артисчӗ Юрий Свинцов.
Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче Чӑваш Енри Бельман обществи 20 ҫулхине уявлама пухӑннӑ. Республикӑн Наци вулавӑшӗнчи тӗлпулӑва юхӑмӑн «шурсухалӗсем» те, унпа пӗр шухӑшлисем те пуҫтарӑннӑ.
Олег Улангин ятлӑ ҫын обществӑна епле йӗркелесе яни пирки аса илнӗ, Бельман обществи Чӑваш Енре, Мускавра тата Самарӑра туса ирттерекен ӗҫсем пирки каласа кӑтартнӑ.
Сӑмах май каласан, ку обществӑна пуҫарса ямашкӑн 2005 ҫулхи ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пухӑннӑ чух Чӑваш Енӗн пӗрремӗш Элтеперӗ Николай Федоров, Швецин Раҫҫейри атташи Юхан Эберг тата шведсен делегацийӗ те пулнӑ.
Обществӑн 20 ҫулхи уявне хутшӑннӑ Атнер Хусанкай филолог, искусствовед шведсен поэзине чӑвашла куҫарни пирки каласа кӑтартнӑ. Ку ӗҫе малтанласа Геннадий Айхи поэт тата тӑлмачӑ пуҫарнӑ. К.М. Бельманӑн «Сывлӑха, тӑвансемӗр» кӗнекине 1995-мӗш тата 1999-мӗш ҫулсенче кун ҫути кӑтартнӑ. Харри Мартинсонӑн «Аниара» поэма-ревюне те чӑвашла пичетленӗ. Шведсен ӗҫӗсене чӑвашла куҫарма Ева Лисина тата Иосиф Дмитриев (Трер) та хутшӑннӑ. 2005 ҫултанпа Иосиф Дмитриев (Трер) Дмитрий Воробьевпа пӗрле пулса куҫарнӑ.
Чӑваш патшалӑх вырӑс драма театрӗ ҫӗнӗ спектакль хатӗрлеме тытӑннӑ. Режиссер постановщикӗ — Сергей Юнганс.
Сергей Юнганса куракансем Ж.Ануян «Орфей и Эврика», М.Себастианӑн «Безымянная звезда», Дарои Фон «Не играйте с архангелами» («Блондинка») спектакльсем тӑрӑх пӗлеҫҫӗ. Ҫӗнӗ спектакль ӳнерҫӗ постановщикӗ Булат Ибрагимов. Вӑл Тутарстанри Г.Камал ячӗллӗ патшалӑх академи театрӗнчен.
Булат театр ушкӑнӗпе пӗрремӗш хут ӗҫлемест. Вӑл «Безымянная звезда», «Не играйте с архангелами» постановкӑсене илемлетнӗ. Ирина Гаврилова хореограф вара вырӑс драма театрӗн труппипе иккӗмӗш хут ӗҫлӗ.
Премьера пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пулӗ.
Ӗнер Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен культурӑпа наци автономийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Тимӗр Тяпкин каласа панӑ тӑрӑх пирӗн кӳршӗсен автономине малашне ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма пуҫлӗ.
Пурӗ пухӑва 91 делегат килнӗ. Чӗмпӗр облаҫӗн кашни районне чӑвашсен йышне кура делегатсене тӑратма ирӗк панӑ. Вӗсем пӗр пин ҫынран 1 делегата тӑратма пултарнӑ. Чӑваш Республикинчен те хӑнасем пынӑ: ЧНК Президенчӗн ҫумӗ Валерий Клементьев, ЧНК пресс-ҫыруҫи Зоя Яковлева, Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗсен министерствинчи пай ертӳҫи Сергей Казаков, «Сӑвар» фонд ертӳҫи Тимӗр Тяпкин тата ыттисем.
Чӑвашсен пухӑвне вырӑнти сумлӑ тӳре-шара та ҫитнӗ. Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпернаттӑрӗ Сергей Морозов, Чӗмпӗр хулин пуҫлӑхӗ Сергей Панчин ку тӑрӑхри чӑвашсене нумай ҫул ертсе пынӑ Владимир Сваева ырӑ сӑмахпа асанчӗҫ, унӑн ӗҫне ҫӳллӗ шайра хакларӗҫ, унпа малашне те пӗрле ӗҫлеме хатӗрри пирки пӗлтернӗ. Шупашкартан пынӑ Сергей Казаков та Владимир Ильичӑн ӗҫне хакласа ӑна Хисеп хучӗпе чысланӑ.
Наципе культура автономийӗн ҫӗнӗ ертӳҫине суйлама икӗ кандидата тӑратнӑ — Владимир Сваева тата Олег Мустаева.
Раҫҫейре Кино ҫулталӑкӗ пулнӑ май тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Кӑҫал Чӑваш Енре ӳкернӗ пирвайхи фильм юбилей паллӑ тӑвать тата. Вӑл «Волжские бунтари». Чӑваш халӑхӗ хӑйӗн правишӗн кӗрешнине ҫутатакан фиьма 90 ҫул каялла ӳкернӗ.
ЧР Наци вулавӑшӗнче Кино ҫулталӑкне халалласа курав уҫнӑ. Ӑна чӑвашсен пӗрремӗш актрисине Тани Юна халалланӑ. Вӑл асӑннӑ фильмра тӗп роле вылянӑ. Чӑвашкинон ытти фильмӗнче те вӑл сӑнарсене калӑпланӑ. Режиссерӗ — унӑн упӑшки Иоаким Максимов-Кошкинский пулнӑ.
Специалистсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи чӑваш фильмӗсем тӗнче стандарчӗсемпе пӗр килнӗ. Шел те, халӗ республикӑри кинематограф ура ҫине тӑрать ҫеҫ.
Тани Юна халалланӑ курав Чӑваш Енри чылай кӗтесре пулнӑ. Халӗ актрисӑн пурнӑҫӗпе шупашкарсем паллашма пултараҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |