Чӑваш кӗнеке издательствинче Константин Ушинскин «Тӗкекен ӗне» кӑларӑмӗ пичетленсе тухнӑ.
1823–1871 ҫулсенче пурӑннӑ вырӑссен паллӑ педагогӗ ачасем валли ырра вӗрентекен хайлавсем сахал мар ҫырнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе «Тӗкекен ӗне» унӑн ултӑ калавӗпе икӗ юмахӗ кӗнӗ. Вӗсене Валерий Алексеев чӑвашла куҫарнӑ.
Издательствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, «хайлавсенче чӗрчунсемпе вӗҫен кайӑксен пурнӑҫӗ тӗпре. Кулленхи тӗрлӗ пулӑм урлӑ автор вулакансене ҫутҫанталӑка сӑнама, тимлӗ те хӑюллӑ, ӗҫчен те сапӑр пулма хӑнӑхтарать».
Меценатсем тӑрӑшнипе Шупашкарти Трактор историйӗн музейӗ экспонатсемпе пуянланнӑ. Унта тӑватӑ трактор илсе килнӗ. Пӗри – Хабаровск крайӗнчен.
Экспонатсен йышӗнче ДТ-54 /Волгоградри трактор савучӗ/, ТТ-2 /Хабаровск крайӗ/, Т-25 /Владимирти трактор савучӗ/, К-20 /Кироври трактор савучӗ/. Ҫак техникӑсене реконструкци тӑвӗҫ.
ДТ-54 трактора Алексей Платонов скверӗнчи постамент ҫине вырнаҫтарасшӑн. Ҫавӑн пекех ҫак кунсенче музейра Италире иртнӗ ӗмӗрте туса кӑларнӑ икӗ трактор вырӑн тупнӑ. Вӗсем – вӑхӑтлӑха кӑна.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Турхан сӑмахӗ» кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Асӑннӑ ӗҫ асӑннӑ издательство ирттерекен «Чӑваш романӗ» конкурсра ҫӗнтернӗ. Роман авторӗ – Аркадий Русаков.
Аркадий Никандрович Пушкӑртстанра пурӑнать. Унӑн хӑш-пӗр хайлавӗ маларах Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленнӗ.
Кӗнеке чӑваш халӑхӗн XVI ӗмӗр вӗҫӗнчи – XVII ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи пурнӑҫӗпе паллаштарать.
Ыран, ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Шупашкарти пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль уҫӑлӗ. Мероприяти ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Аса илтерер: ӑна этнос тата регион киновне халаллӗҫ.
Мероприятие режиссерсем, продюсерсем, театрпа кинори паллӑ актёрсем, киноведсемпе кинокритиксем 14 ҫӗршывпа хамӑр ҫӗршыври 15 регионтан килсе ҫитӗҫ.
Фестиваль вӑхӑтӗнче вӑйӑ фильмӗсен, этнос тата регион киновӗн конкурсӗ иртӗ. Унта 35 фильм, ҫав шутра чӑваш режиссёрӗсем ӳкернӗ 1 фильм хутшӑнӗ.
Кинофестивалӗн илемлӗх ертӳҫи – совет тата Раҫҫей кинорежиссерӗ, сценарист, Раҫҫей халӑх артисчӗ Александр Прошкин.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн илемлӗх ертӳҫи Андрей Попов театр ӗҫне йӗркелессипе Вахтангов премийӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ.
Театр менеджерӗсен Вахтангов фестивальне Андрей Попов театрӑн ребрендингӗ, гастроль ӗҫӗ-хëлӗ, финанс, грантсем шучӗпе театра хушма укҫа-тенкӗ ҫинчен материалсем тӑратнӑ, Рустам Сагдиевӑн «Главный вопрос» космос цифра оперипе паллаштарнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремри Константин Ивановӑн палӑкӗ умне чечек хурӗҫ.
Аса илтерер: вилӗмсӗр «Нарспи» поэма авторӗ ҫут тӗнчене ҫав кун килнӗ. Поэта сума сӑвакансем ҫуллен ҫавӑнта пухӑнаҫҫӗ. Кун пирки К. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ пӗлтернӗ.
Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, 18 сехет те 30 минутра, «Культура.РФ» порталта К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн «Анне» спектакльне онлайн-мелпе кӑтартӗҫ.
Аса илтерер: вӑл ӗҫе Валентин Распутинӑн «Последний срок» повеҫӗпе лартнӑ. Спектакле 2023 ҫулхи кӗркунне Алексей Герасимов театр режиссёрӗ тата актёрӗ лартнӑ. Художникӗ – Евгений Аввакумов. Ӗҫе вырӑсларан чӑвашла Ольга Трукай ҫыравҫӑ, драматург тата журналист куҫарнӑ.
Икӗ сыпӑклӑ драмӑра чӑн-чӑн сцена ӑстисем выляҫҫӗ: РСФСР халӑх артисчӗсем Нина Григорьева (Анна карчӑк) тата Нина Яковлева (Мирониха).
Шупашкарта ҫу уйӑхӗн 23-29-мӗшӗсенче Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль пуласси пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл филармонире ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 18 сехетре уҫӑлӗ. Ун чухне реставрациленӗ «Чапаев» ятлӑ фильм кӑтартӗҫ. Ку кинокартинӑна 1934 ҫулта Георгий тата Сергей Васильевсем ӳкернӗ.
Кинофестивальте ача-пӑча программи те пулӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, киносесанссем тӳлевсӗрех пулӗҫ. Йыхрав билечӗсене сеанс умӗн кассӑра илме пулать.
Калининградри Светлогорск хулинче ҫу уйӑхӗн 17-18-мӗшӗсенче Раҫҫейри халӑхсен наци культурин ҫулсерен иртекен форумӗ пулнӑ.
Унта Мускаври чӑваш культурин обществин делегацийӗ хутшӑннӑ. «Ентеш» фольклор ансамблӗ те кайнӑ. Делегацие маларах асӑннӑ обществин председателӗ Лира Смирнова ертсе пынӑ.
Калининградри чӑвашсен «Туслӑх» организацийӗ илемлӗ экспозици хатӗрленӗ, чӑваш наци апат-ҫимӗҫне ас тивтерсе кӑтартнӑ, чӑваш сувенерине хатӗрлессипе ӑсталӑх сехечӗ ирттернӗ.
Шупашкарта ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Куба кӗвви-ҫемми янӑранӑ. Чӑваш патшалӑх филармонийӗн сцени ҫине Ирӗклӗх утравӗ ҫинчи ӑстасем тухнӑ.
Филармонире пӗлтернӗ тӑрӑх, концерт ирттерме хавхалантарни — Питӗрти параппанҫӑ Данил Прокопьев. Концерта вӑл солопа илем кӳнӗ. Джаз тӗнчинче ӑна ҫапса каламалли инструментсен «SPb Percussion Club» шкулне йӗркелекенӗ тата перкусси ҫинчен «Community DRUM» Раҫҫейри пӗрремӗш журналӑн соучредителӗ евӗр пӗлеҫҫӗ иккен.
Питӗре тухса кайиччен Данил Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче тата Хусанти Н.Г. Жиганов ячӗллӗ консерваторире вӗреннӗ. Профессиллӗ сцена ҫинчи пултарулӑхне туптама Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнчи симфони оркестрӗнче пуҫланӑ. Унтах ҫамрӑк арҫыннӑн амӑшӗ – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Зинаида Прокопьева тата ашшӗ – чӑваш халӑх артисчӗ Юрий Прокопьев ӗҫленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |