Ачасене чӑваш халӑхен культурипе тарӑнрах паллаштарас, ламран лама пыракан йӑла-йӗркемӗре ӑша хывма пулӑшас тӗллевпе, культура эткерлӗхне упраса хӑварас тӗллевпе «Ача садӗнче Акатуй» конкурс ирттереҫҫӗ.
Республикӑри ӑмӑрту ҫак номинацисемпе иртӗ: «Шкул ҫулне ҫитмен ачасен «Акатуй» уявӗн чи лайӑх конспект-сценарийӗ»; «Ача пахчинчи чи лайӑх «Акатуй» (видеоролик)».
Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗ пӗр номинаципе ҫеҫ конкурса хутшӑнма пултарать. Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, документсене утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗччен электрон мелпе https://forms.gle/jnssemhwMnx5pTu39 каҫӑпа йышӑнаҫҫӗ.
Республика кунӗнче фейерверксен «Асамат» фестивальне ирттерессине ырӑ йӑлана кӗртнӗ. Анчах кӑҫал вӑл пулмӗ. Ҫакӑ самана асӑрхануллӑ пулма хистенипе ҫыхӑннӑ. Кун пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев Республика кунне уявлассипе ӗҫлекен йӗркелӳ комитечӗн черетлӗ ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Йӑлана кӗнӗ ытти мероприяти пулӗ. Ӗҫ программи Шупашкарта иртекен экономика форумӗпе уҫӑлӗ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 20-21-мӗшӗсенче пулӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем 5-7-мӗш классенче вӗренекенсем валли хатӗрленӗ регионти истори учебникӗсен ал ҫырӑвӗсене хатӗрленӗ.
Учебниксене хатӗрленин тӗп тӗллевӗ – патритотизм туйӑмне аталантарма пулӑшасси, Раҫҫейри нумай нациллӗ халӑхӑн ӑс-хакӑл, истори, культура аталанӑвне кӑтартса парасси.
Учебник калӑпӑшне вӗренӳ предметне миҫе сехет ӑша хывмаллине шута илсе хатӗрленӗ: 5 класра – 34 сехет, 6 класра – 17 сехет, 7 класра – 17 сехет.
Ал ҫырусене (https://cloud.mail.ru/public/Ejny/VugTgYnAs) ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗччен хаклама май панӑ.
Нумаях пулмасть ча́ваш хала́х поэчӗн Раиса Сарпин ҫӗнӗ кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Кун пирки эпир Альбина Юрату сӑвӑҫ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланинчен пӗлтӗмӗр.
«Тӑван аппана, тин ҫеҫ пиҫсе тухнӑ «Ҫӑлтӑрпи хӳхлевӗ» сӑвӑ кӗнекипе чун-чӗререн саламлатӑп», — тесе шӑрҫаланӑ унта. Кӗнекене Николай Мордяков (Мӑрчк Кули) художник илемлетнӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑма юрату ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсем кӗнӗ.
Чӑваш Енре пысӑк этнографи экспедициӗ иртнӗ. Ӑна «Раҫҫей халӑхӗсен этнокультура пуянлӑхӗн объекчӗсене палӑртмалли фольклор экспедицийӗсен ярӑмӗ» проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ.
Пирӗн патра Раҫҫейӗн наукӑсен акадмийӗн Урал тӑрӑхӗнчи Гуманитари тӗпчевӗсен институчӗн директорӗ, РАН член-корреспонденчӗ, истори наукисен докторӗ Александр Черных ертсе пыракан ушкӑн республикӑри ултӑ округра: Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Куславкка, Комсомольски, Канаш — тӑрӑхӗсенче пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшенче «Ачалӑхӑм» кӗнекене хӑтлама пуҫтарӑннӑ. Унӑн авторӗ — Тутарстанри чӑваш журналисчӗ, писателӗ, блогерӗ Константин Малышев.
Ҫӗнӗ кӗнекене хӑтлама культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсем, литературоведсем, педагогсем, общество ӗҫченӗсем, вулакансем пуҫтарӑннӑ.
Чӑваш Енри Профессионал писательсен халӑх тетелӗнчи ушкӑнӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ачалӑхӑм» кӗнекене 29 калав кӗнӗ. Вӗсенче автор хӑйӗн ачалӑх ҫулӗсем ҫинчен аса илсе каласа кӑтартнӑ. Кашни хайлава ҫемье архивӗнчи сӑнӳкерчӗксемпе пуянлатнӑ.
Ҫӗртме уӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Арсений Тарасов пьесипе Валерий Яковлев лартнӑ «Хӗрлӗ кӗпеллӗ телей» спектакле кӑтартассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Театрта хыпарланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ ӗҫе курма пӗтӗм республика пуҫтарӑннӑ тейӗн, халӑх лӑк тулли пулнӑ. Асӑннӑ театрта ҫӗнӗ спектакльсене курма халӑх, чӑн та, йышлӑн пуҫтарӑнать.
Пьеса авторӗ каланӑ тӑрӑх, пьесӑна ҫырас шухӑшпа вӑл нумай ҫӳренӗ. Унти истори ытла та хӑйсен тесе вӑл тӑхтаса-аптӑраса тӑнӑ. Спектакльти тӗп сӑнарти карчӑк Арсений Тарасов амӑшӗпе ҫыхӑннӑ иккен, унӑн ашшӗн сӑнарне Ҫирахви упӑшки урлӑ сӑнарланнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Зоя Сывлӑмпи ҫыравҫӑн «Хӑюллӑ пакша. Смелая белка» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.
Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн редакторӗ – Ольга Иванова, ӳнерҫи – Наталья Васильева. Кӗнеке тиражӗ – 1000 экземпляр.
Ольга Австрийская Чӑваш кӗнеке издательствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑларӑма кӗнӗ сӑвӑсене поэт кӗҫӗн ҫулхи ачасем валли ҫырнӑ. Вӗсене чӑвашларан вырӑсла автор хӑй тата Людмила Симонова ҫыравҫӑ куҫарнӑ.
Шупашкарти Чӑваш тӗррин музейӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче паллӑ чӑваш дизайнерӗн Кристина Макосееван «Хӗвел ташши» курав уҫӑлӗ.
Кристина Макосеева — этнодизайнер, «Три солнца» (чӑв. Виҫӗ хӗвел) бренд авторӗ. Дизайнер хальхи вӑхӑтри тумпа тата аксессуарсемпе паллаштарӗ. Вӗсене вӑл чӑваш эрешӗпе хатӗрлет.
Экспозире чӑваш эрешӗллӗ илемлӗ тум ҫеҫ мар, ытти капӑр япала пулӗ. Сулӑсене, сӑмазран, вӑл чӑвашсен ваттисен сӑмахӗсене алӑпа ҫыраса хурать.
Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли 56-мӗш концерт сезонне «Ретро хум» программӑпа хупӗ.
Концерт вӑхӑтӗнче В. Высоцкин «Баллада о потерянном счастье», В. Луговойӑн «Проснись и пой», Ж. Ипсилантин «Я тоскую по Родине» хайлавӗсем янӑрӗҫ. Оркестрпа солистсем Евгений Мартыновӑн, Консуэло Веласкесӑн, Джеймс Ластӑн, Джо Дассенӑн тата Генри Манчинин тӗлӗнмелле илемлӗ хайлавсемпе те сцена ҫине тухӗҫ.
Симфони капеллин илемлӗ ертӳҫи тата тӗп дирижёрӗ – Раҫҫей халӑх артисчӗ Морис Яклашкин, дирижерӗ – Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Наталья Яклашкина.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |