Вырӑс патшалӑх драма театрӗнче 2024 ҫулта Жюль Вернӑн «Вокруг света за 80 дней: 150 лет спустя» ятлӑ спектакльне лартма палӑртнӑ. Ҫавна май унта ҫыравҫӑн кӗҫӗн мӑнукне Жан Верна кӗтсе илме хатӗрленеҫҫӗ. Франци ҫыравҫи ку шухӑша ырланӑ, спектакль вӑйлӑ пуласса иккӗленмен.
Ҫавӑн пекех, Вырӑс патшалӑх драма театрӗн директорӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, премьерӑна Федор Кнюхов ҫулҫӳревҫе чӗннӗ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ыран, ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, «Уйрӑлу каҫӗ» спектакль-мюзикл кӑтартӗҫ. Ку ӗҫе театрӑн сцени ҫине пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пуҫласа кӑларнӑ.
Спектакле СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев Вера Панова драматургӑн «Проводы белых ночей» пьеси тӑрӑх лартнӑ.
Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, «режиссер пьесӑна хальхи пурнӑҫпа килӗшӳллӗн ҫӗнетнӗ. Спектакле чӑваш халӑхӗ юратакан паллӑ юрӑсемпе тата кӗвӗсемпе илемлетнӗ».
«Уйрӑлу каҫӗ» спектакльти тӗп рольсенче ҫамрӑк артистсем: Светлана Лукиянова, Надежда Зубкова, Василий Иванов, Евгений Урдюков, Григорий Петров тата Екатерина Спиридонова.
Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртмен 1-мӗшӗччен Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль иртесси пирки унччен хыпарланӑччӗ. Кӑҫал вӑйӑ киновӗн конкурсне 7 ҫӗршыври 11 кинолента хутшӑнӗ: Таджикистанран, Иранран, Арменирен, Норвегирен, Сербирен тата Раҫҫейрен. Пирӗн ҫӗршывран 5 ӗҫ пулӗ. Ку конкурс жюри пайташӗсене Австрире кинофестиваль пуҫарнӑ Николай Максимов ертсе пырӗ.
Этника тата регион фильмӗсен конкурсне 19 ӗҫ хутшӑнӗ, документлӑ фильмсен конкурсне - 14 ӗҫ.
Кинофестивалӗн тӗп лапамӗ "Волжский" кинотеатр пулӗ.
Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем Чӗмпӗрте спектакль кӑтартӗҫ. Унта вӗсем «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» драмӑпа тухса кайӗҫ.
Асӑннӑ спектакле СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев лартнӑ. Пьеса авторӗ — чӑваш театрне пуҫарса янӑ Иоаким Максимов-Кошкинский. Спектакльте вилӗмсӗр Константин Иванов ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Чӑваш спектакльне курас тесен чӗмпӗрсен И.А. Гончаров ячӗллӗ драма театрне ҫитмелле.
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче «Победители. Орест Филиппов» (чӑв. Ҫӗнтерӳҫӗсем. Орест Филиппов) курав уҫӑлнӑ. Ӑна художник ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ Виктор Бритвин Орест Ивановича ӑшӑпа аса илсе каласа кӑтартнӑ. Вӑл ӑна художник, учитель тата ӗҫтеш евӗр пӗлнӗ.
«Директорта ӗҫлеме ҫирӗплӗх ҫитмест тесе ун пирки каланине астӑватӑп. Ӗҫри тавлашусенче вӑл час-часах парӑнатчӗ. Ман шухӑшпа, вӑл вӑрҫӑ, вилӗм, юлташсене ҫухатни мӗнне пӗлнӗ, чӗрӗ юлса Ҫӗнтерӗве кӗтсе илнӗ. Ҫавӑн пеккисемпе танлаштарсан ытти уншӑн вак-тӗвекӗн туйӑннӑ пулинех», — тенӗ Виктор Бритвин.
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-2-мӗшӗсенче «Чӑваш халӑх еткерлӗхӗ» ятпа регионсем хушшинчи фестиваль иртӗ. Ӑна Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ йӗркелӗ.
Фестивале Чӑваш Енпе, чӑвашсен историйӗпе, этносӗпе тата культурипе паллаштарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Фестиваль ӗҫӗ-хӗлӗн тӗп ҫул-йӗрӗсем ҫаксем: шкул таврапӗлӗвӗ, археологи таврапӗлӗвӗ, экологи таврапӗлӗвӗ, ҫарпа истори таврапӗлӗвӗ, туризм таврапӗлӗвӗ, литература таврапӗлӗвӗ, музыка таврапӗлӗвӗ. Унта 14-26 ҫулхи вӗренекенсемпе студентсене, ҫавӑн пекех вӗсен ертӳҫисене хутшӑнма сӗнеҫҫӗ.
Фестиваль «Чӑваш Керем» этнографи комплексӗнче иртӗ.
Чӑваш Енре тата тепӗр музей уҫнӑ. Халӑх инструменчӗсен музейӗ Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑшра, унти «Ясна» этнокомплексра вырнаҫнӑ.
Музейра тӗрлӗ инструмент вырӑн тупнӑ, ҫав шутра 200 ҫула яхӑн маларах хатӗрленӗ кӗсле те пур.
Унти инструментсемпе ҫавсене ӑсталакан Даниил Даниловпа Николай Фомиряков темччен паллаштарма тата инструментсемпе каласа кӑтартма пултараҫҫӗ.
Истори астӑвӑмӗ — иртнӗ вӑхӑт мар вӑл, вӑл пуласлӑхӑн никӗсӗ. Ҫакӑн пек шухӑшлать Чӗмпӗрти Николай Кондрашкин скульптор. Раҫҫейре патриотизма аталантармалли сӑлтав — аслӑ пулӑмсемпе пирӗн несӗлӗмӗрсен паттӑрлӑхӗ тесе шухӑшлать.
Скульптор пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн историлле туризмӗ паян асӑннӑ авторӑн пултарулӑх центрӗ хатӗрленӗ лаша монуменчӗсемпе те пуянланать. Вӗсене Патӑрьел, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле районӗсенче вырнаҫтарнӑ. Асӑннӑ ӗҫсемпе туристсем те кӑсӑкланса паллашаҫҫӗ иккен.
Николай Кондрашкин хӑйӗн ӗҫӗсенче 434-453 ҫулсенчи хунсен ертӳҫине Аттилӑна кӑтартса парать.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ хӑйӗн черетлӗ 99-мӗш сезонне хупассине пӗлтернӗ. Ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пултарулӑх коллективӗ куракансене «С душой к родному краю» (чӑв. Чунпа тӑван тӑрӑхпа) концерта йыхравлать.
Артистсем Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗн сцени ҫине тухӗҫ. Концерт 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Пултаруллӑ музыкантсемпе хореографсен концертне кайса курас тесен 300 тенкӗрен пуҫласа 500 тенкӗ таран тӳлемелле.
Эрнекун, ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округӗн тӗп клуб системинче шкул театрӗсен «Асам» фестивалӗн муниципаллӑ этапӗ иртнӗ. Мероприятие Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне халалласа ирттернӗ.
Фестивале мӗнпурӗ 100 ытла ача хутшӑннӑ, вӗсем 8 шкулта ӑс пухаҫҫӗ. Ачасем спектакльсене чӑвашла та вырӑсла та лартнӑ.
«Пысӑк формӑллӑ чи лайӑх спектакль» номинацире Кивӗ Чукал шкулӗнчи «Сказочники» шкул театрӗ (ертӳҫисем: Денисова Л.И., Малеева Т.М.) ҫӗнтернӗ. «Чӑвашла лартнӑ чи лайӑх спектакль» номинацире Пуянкасси шкул ачисем ҫӗнтернӗ, театр ӑсталӑхне вӗсене Пушкина Н.И. вӗрентет. «Халӑх тетелӗнче сасӑланӑ чи лайӑх театр» хальлӗхе палӑрман-ха, ҫӗнтерӳҫӗне сасӑлавсене пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн пӗлтерӗҫ.
«Асам» фестивалӗн республика шайӗнчи этапра Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗн чысне «Пысӑк формӑллӑ чи лайӑх спектакль» номинацире ҫӗнтернӗ ушкӑн хӳтӗлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |