Муркашри ял тӑрӑхӗсен хушшинчи вулавӑшра «Молодежь выбирает здоровье. Ҫамрӑк ӑру ҫирӗп сывлӑхшӑн» кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Ӑна республикӑра иртекен «Ҫамрӑксем сывӑ пурнӑҫ йӗркишӗн» акци май пуҫарнӑ.
«Ӳсекен ӑрӑвӑн сывлӑхӗ — хальхи обществӑн пысӑк пахалӑхӗ» ярӑмпа уйӑрса тухнӑ кӗнекесем тӗрлӗ ҫулхи вулакана кӑсӑклантарма тивӗҫ. Ҫапах та тӗп аудитори — ҫамрӑксем. Асӑннӑ кӗнекесене шӗкӗлченӗ май яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ сывлӑхпа ҫыхӑннӑ ыйтусен хуравне тупайӗ, епле апатланнинчен, сывӑ пурнӑҫ йӗркинчен этем сывлӑхӗ нумай килнине пӗлейӗ.
«Сиенлӗ йӑла-йӗрке: унран сыхланасси» ярӑмри кӗнекесем эрех-сӑра, пирус туртнин сиенӗ пирки кӑна мар, тӗрлӗ вӑйӑ та, телевизорпа компьютер та ҫынна хӑй серепине ҫаклатни пирки ӑнлантарса параҫҫӗ.
«Вӑрӑм ӗмӗр вӑрттӑнлӑхӗ» ярӑмрисем ӳсентӑрантан тӑракан апат-ҫимӗҫ уссипе паллаштараҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта нумаях пулмасть 5 ҫулти Варвара Гусельщикова ҫырнӑ сӑвӑсене тата вӑл ӳкернӗ картинӑсене хӑтланӑ. Хӗрача пушӑ вӑхӑтра акварельпе, гуашьпе, кӑранташпа ӳкерме юратать, сӑвӑсем ҫырать.
Варварӑн ашшӗпе амӑшӗ Наталья тата Дмитрий ятлӑ. Вӗсем ачине пултарулӑхне аталантарма пулӑшаҫҫӗ. Варвара ташлама та юратать-мӗн. Ҫавӑн пекех вӑл акӑлчан чӗлхине вӗренет.
Хӗрача пӗррехинче амӑшӗпе ӗҫрен таврӑннӑ. Ҫавӑн чухне унӑн пуҫне сӑвӑ йӗркисем килнӗ. Ашшӗпе амӑшӗ унӑн сӑмахӗсене блокнота ҫырса пынӑ. Кӑштахран ЧР Писательсен пӗрлӗхӗ Варварӑна хӑйсем патне сӑвӑсемпе паллаштарма чӗннӗ. Унта ӑна кӗнеке кӑларма сӗннӗ.
Варварӑн пӗрремӗш кӗнеки 100 экземплярпа кун ҫути курнӑ. Хулари тӗрлӗ вулавӑша 10-шар кӗнеке парнеленӗ вӑл. Халӗ Варвара юрӑсем ҫырма та хӑтланать-мӗн.
Чӑваш кӗнеке издательстви черетлӗ кӗнеке кӑларнӑ. Вӑл — ачасем валли. Маларах проза, поэзи, драматурги антологийӗсем тухнӑ. Хальхинче вара «Чӑваш литературин антологийӗ: ача-пӑча валли ҫырнӑ хайлавсем» ятли кун ҫути курнӑ.
Кӗнекене филологи кандидачӗ Ирина Софронова литературовед пухса хатӗрленӗ. Галина Антонова вара редакциленӗ. Антологи кӗнекинче — 496 страница. Пӗтӗмпе 184 автор кӗнӗ унта.
Малтанах 1741 ҫулта ҫуралнӑ Ермей Рожанский хайлавӗсемпе паллаштарнӑ. Вӗсем темиҫе предложенирен ҫеҫ тӑраҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсен шухӑшӗпе, чӑваш ача-пӑча литератури Спиридон Михайлов (Янтуш) халӑхран ҫырса илнӗ юрӑсемпе юмахсенчен тата хӑй хайланӑ «Пугачев ҫинчен», «Чее кушак» илемлӗ калавсенчен, «Телейсӗр ывӑл» очеркран, «Ятлаҫу» сценкӑран пуҫланать.
Кӗнекере авторсене ҫуралнӑ ҫулӗсем тӑрӑх вырнаҫтарнӑ. Унтах вӗсен сӑнӳкерчӗкӗсене, биографийӗсене лартнӑ. Антологие повеҫ сыпӑкӗсем, сӑвӑсем, калавсем, кӗске пьесӑсем, сӑпка юррисем, тупмалли юмахсем, шӳтсем кӗнӗ.
Чӳкӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш кӗнеке издательстви 95 ҫул тултарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Издательство кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке кӑларать. Кӑшт маларах кӑна «Пӗчӗк чӳречеллӗ пӳрт» (редакторӗ — Галина Антонова, ӳнерҫи — Иван Алексеев) кӗнеке кун ҫути курнӑ.
1000 экземплярлӑ тиражпа тухнӑскерӗн авторӗ — Александр Миллин (1927–1978). Издательствӑра тӑрӑшакан Ольга Австрийская ун пирки «журналист, писатель, куҫаруҫӑ» тесе хыпарлать.
Александр Миллин Елчӗк районӗнчи Патреккел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Тӗрлӗ жанрпа ҫырнӑ хайлавӗсене республикӑра тухса тӑракан хаҫат-журналта пичетленӗ. «Пӗчӗк чӳречеллӗ пӳрт» — А.Миллинӑн ачасем валли кӑларнӑ виҫҫӗмӗш кӗнеки. Малтанхисем «Вӑлта» (1979) тата «Мухтанчӑк» (2014) ятсемпе кун ҫути курнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи вулавӑшсенче «Ҫулталӑкри кӗнекене суйлатпӑр» акци старт илнӗ. Вӑл кӑҫалхипе иккӗмӗш хут иртет.
Акципе килӗшӳллӗн, ҫынсем аслисен тата ачасен хушшинче чи нумай вуланакан кӗнекене суйлаҫҫӗ. Ҫакна сасӑлав мелӗпе палӑртаҫҫӗ.
Юратнӑ хайлавшӑн районти тӗп вулавӑш сайтӗнче сасӑлама пулать.
Онлайн-сасӑлав чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗччен иртӗ. Акци пӗтӗмлетӗвӗпе раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫак сайтрах паллашма май пулӗ.
Пӗлтӗр А.Павловскаян «Вӗренӗ шывӗ те пылак» кӗнеки чи нумай сасӑ пухнӑ. Уншӑн 234-ӑн сасӑланӑ. Вулакансене романри сюжет, чӑваш хресченӗн пурнӑҫне ҫутатни килӗшнӗ.
Нумайӑшӗ халӗ кӗнеке кӑларма тытӑнчӗҫ. Министр пулнисем те алла калем тытма ӳркенмеҫҫӗ. Акӑ, республикӑн Ял хуҫалӑх министерствин лавне туртса пынӑ Петр Ивантаев та кӗнеке кӑларнӑ. «Возвращение к истокам» ят панӑ хӑйӗн ӗҫне министр та, КПСС райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ те пулнӑ, профсоюзсен обкомне те ертсе пынӑ, халӗ Чӑваш наци конгресӗн президенчӗн ҫумӗ, Агропромышленнӑҫ ветеранӗсен союзӗн ертӳҫи шутланакан хастар.
Алла ручка тытма Петр Ивантаева хӑйӗн тӑван Хӗрлӗ Чутай райончи Cypӑм ялӗ пӗчӗкленсех пыни, унӑн пуян историйӗ ҫинчен ниҫтах та ҫырманни хистенӗ. Кун пирки вӑл ӗнер Чӑваш наци вулавӑшӗнче иртнӗ хӑтлавра каланӑ. Ӗҫе автор пилӗк ҫул каялла пуҫӑннӑ. ЧНК Президенчӗ Николай Угаслов Петр Ивантаева кӗнеке калӑпланӑшӑн тав тунӑ, малашне те хастар пулма суннӑ.
Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри Константин Иванов ҫулталӑкне халалласа наци литературин чи паха тӗслӗхӗсене тупса палӑртас тата вулакансен хастарлӑхне ӳстерес, нумайрах вулама хистес тӗллевпе Наци вулавӑшӗ республика шайӗнче «Чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫи: вуламалли 100 кӗнеке» проект пурнӑҫа кӗртнӗччӗ.
Кӗнекесен списокне сӳтсе явма Наци вулавӑшӗ хӑйӗн сайтӗнче сасӑлав вырнаҫтарнипе усӑ курса 2 пине яхӑн вулакан хӑйне кӑмӑла каякан хайлавсемшӗн сасӑланӑ.
Сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн экспертсен ушкӑнӗ кӗнекесен татӑклӑ списокне ҫирӗплетрӗ.
Ҫак хайлавсемпе Елчӗк районӗнчи тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем районти больницӑри терапи уйрӑмӗнчи «Милосердие» реабилитаци шкулӗн пайташӗсене паллаштарнӑ. Вулакансем чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫинчи хайлавсен пуххисем тӑван халӑх ӑс-хакӑлне, чун пуянлӑхне уҫса панине палӑртнӑ.
Сӑнсем (9)
Ҫӗpпӳ районне кӗрекен Ункӑ шывӗ хӗрринче вырнаҫнӑ Патӑрьел тӑрӑхӗн историне «Земля Богатыревская» кӗнекене кӗртнӗ. 653 страницӑллӑ кӗнекене Евгений Ерагин таврапӗлӳҫӗ кӑларнӑ. Укҫине вӑл тӑрӑхри уҫӑ кӑмӑллӑ ҫынсем парса пулӑшнӑ.
Вӑл тӑрӑх пирки каланӑ май ЧНК пресс-служби Никита Ефимов чӗлхеҫӗ-ӑсчах, Гурий Комиссаров (Вандер) таврапӗлӳҫӗ, Федор Павлов пӗрремӗш чӑваш композиторӗне тата драматургне асӑннӑ.
Юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче кӗнекене пахалама Ҫӗpпӳ районне сумлӑ делегаци пухӑннӑ. Вӑл йышра Виталий Станьял ӑсчах, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Андреев, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Казаков пулнӑ.
Район администрацийӗн ертӳҫи Александр Казаков ҫӗнӗ кӗнекене кӑларнӑ ятпа авторне, спонсорсене тав тунӑ.
Раҫҫейре кӑҫал Литература ҫулталӑкӗ, Чӑваш Енре Константин Иванов ҫулталӑкӗ тесе палӑртнине эпир пурте пӗлетпӗр. Ҫавна май республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерствипе Наци вулавӑшӗ «Чӑваш Енӗн литература палитри: вуламалли 100 кӗнеке» республикӑри акци ирттерес тенӗ. Вӑл пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен тытӑнса авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тӑсӑлнӑ.
Виҫӗ тапхӑрпа йӗркеленӗскерӗн малтанхи пайӗнче вулама сӗнекен кӗнекесене палӑртнӑ. Иккӗмӗш тапхӑрӗнче — ҫав литературӑна сасӑлав тӑрӑх уйӑрнӑ. Виҫҫӗмӗш тапхӑрӗ вара суйланса илнӗ 100 кӗнекене цифра ҫине куҫарассипе ҫине тӑнӑ. Ҫак калӑпӑшлӑ ӗҫӗн пӗтӗмлетӗвӗ — «Чӑваш Енӗн литература палитри: вуламалли 100 кӗнеке» электрон коллекци.
Йӗпреҫ районӗнчи Ирҫе Ҫармӑсри вулавӑшра 100 кӗнеке ятне кӑтартнӑ списокран курав хатӗрленӗ. Вулама сӗннӗ 100 хайлав шутӗнче — А. Артемьевӑн «Салампи», Н. Мранькан «Ӗмӗр сакки сарлака», М. Кипекӗн «Паттӑрсем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ», Д. Гордееван «Ҫич ҫунатлӑ курак», К. Ивановӑн «Нарспи», Г. Орловӑн «Вутри юрату», Л. Агаковӑн «Юманлӑхра ҫапла пулнӑ» тата ытти нумай хайлав.
Кӑҫал Литература тата К.В. Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май елчӗк ҫыравҫисемпе тӗпчевҫисем сахал мар кӗнеке кӑларма май тупрӗҫ тесе пӗлтерет асӑннӑ районти тӗп вулавӑш. Пултаруллӑ сцена ӑсти Игнатий Молодов 110 ҫул тултарнӑ май А.А. Тимофеевпа Л.П. Молодова чӑваш халӑх артисчӗн Игнатий Молодовӑн вырӑсла асаилӗвӗсене «О театре и о себе» кӗнекере пичетлесе кӑларнӑ. Кӗнекен тишкерӗвне Елчӗкри культура ҫуртӗнче ирттернӗ.
«О театре и о себе» кӗнекери аса илӳсенче автор хӑй ҫинчен кӑна мар, чӑваш театрӗпе ӗҫ коллективӗ пирки уҫӑмлӑн та тӗплӗн каласа панӑ. Ҫавна май вӑл К.В. Иванов ячӗллӗ академи театрӗн историйӗн уйрӑлми пайӗ пулса тӑрать тесе пӗтӗмлетет кун пирки вулавӑш.
СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев кӗнеке валли ум сӑмах ҫырнӑ, СССР халӑх артисткин Вера Кузьминапа Василий Митта ҫыравҫӑн асаилӗвӗсем те унта вырӑн тупнӑ.
Игнатий Молодов тӗрлӗ рольте вылянӑ самантсен сӑн ӳкерчӗкӗсене кӗртсе хӑварнӑ.
ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, кӗнекене пухса хатӗрлекен А.А. Тимофеев, СССР халӑх учителӗ П.Н. Чернов тата Игнатий Осиповичӑн пиччӗшӗн ывӑлӗ А.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |