Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай Антон Чеховӑн калавӗсемпе ҫырӑвӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Вӗсем «Пурнӑҫ темрен те паха!» кӗнекене кӗнӗ.
Кӗнекене Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» фонд тата Самарти «Садовый центр Веры Глуховой» компанисен ушкӑнӗ кун ҫути кӑтартма пулӑшнӑ.
Кӗнеке пысӑк тиражпа тухман — 1000 экземплярпа. Анчах ӑна вӗтӗр-шакӑртан пуҫласа аслисем таранах алла тытса вулама пултараҫҫӗ.
Умсӑмаха Валерий Туркай «Чехова вуламаллах!» ят панӑ. Валерий Владимирович Антон Чеховӑн пултарулӑхне, унӑн хайлавӗсене тахҫанах килӗштернине палӑртнӑ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑл ку ӗҫе, унӑн калавӗсемпе ҫырӑвӗсене куҫарассине, тытӑннӑ. Кӑна хаваспах, тулли кӑмӑлпа пурнӑҫланӑ вӑл.
Мероприятийӗ нарӑс уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен тытӑнса пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗсенчех иртнӗ-ха, хыпарне вара республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви халь кӑна пӗлтерет. Ун чухне Мускавра Пӗтӗм тӗнчери промышленность академийӗ «Торты, вафли, пряники – 2016» (чӑв. Торт, вафли, пӗремӗк — 2016) пӗтӗм тӗнче шайӗнчи конференци ирттернӗ. Ун чухне РФ Ял хуҫалӑх министерстви, кондитер промышленноҫӗн «Асконд» ассоциацийӗ, Кондитер промышленноҫӗн ӑслӑлӑх институчӗ тата Пӗтӗм тӗнчери промышленность академийӗ пӗрле пулса ҫӑнӑх изделийӗсен пахалӑх смотрне йӗркеленӗ.
Хӑйсен продукцине ҫӗршыври 25 регионти 40 предприяти 180 тӗрлӗ кондитер продукцийӗ тӑратнӑ. Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савучӗн «Барский», «Шоколадно-абрикосовый» (чӑв. шӑккӑлатпа абрикослӑ), «Медовый с мастикой» (чӑв. Пылпа мастикӑллӑ) торчӗсем ылтӑн медальсене тивӗҫнӗ.
Сӑмах май каласан, Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савутне 1985 ҫултанпа Елена Бадаева ертсе пырать. Ун ҫинчен Татьяна Ильина журналист «Служение Хлебу: две судьбы. 1934-2014 годы» (чӑв. Ҫӑкӑра сума суни: икӗ шӑпа. 1934–2014 ҫулсем) кӗнеке кӑларнине эпир пӗлтернӗччӗ.
Космонавтика кунне халалласа Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Пашьелӗнчи вӑтам шкулта сахал мар мероприяти иртнӗ. 5-мӗш класра чӑваш чӗлхи урокне те Светлана Никитина вӗрентекен ытти чухнехинчен урӑхларах йӗркеленӗ. «Ҫӗнӗ сӑмахсем (неологизмсем)» темӑна урокра космоспа та ҫыхӑнтарнӑ.
Ю.А.Гагарина аса илсе ачасем илемлӗ предложенисем йӗркеленӗ, чи ӑнӑҫлисене суйласа тетрадь ҫине куҫарнӑ. Екатерина Матвеева вара вӗсене пӗр йӑнӑшсӑр доска умӗнче ҫырса пынӑ. Чӑваш ҫӗрӗ ҫитӗнтернӗ А. Николаев, М. Манаров, Н. Бударин ячӗсемпе мӑнаҫланнӑ пиллӗкмӗшсем, космос паттӑрӗсене халалланӑ кӗнекесемпе паллашнӑ, презентаци те пӑхнӑ, вӗрентекен ыйтӑвӗсене хуравланине пӗлтереҫҫӗ вырӑнти ял тӑрӑхӗнче.
«А.Г. Николаев та, Ю.А. Гагарин та пирӗн пекех ял ачи пулни савӑнтарчӗ. Тен, пиртен хӑшӗ те пулсан космонавт пулӗ, хальлӗхе лайӑх вӗренмелле, сывлӑха ҫирӗплетмелле…», - пӗтӗмлетнӗ ачасем.
«Каллех эп Чӑваша мухтатӑп», — ҫак шухӑша ӗнер Лидия Филиппова поэт Шупашкар районӗнчи вулавӑш ӗҫченӗсемпе иртнӗ тӗлпулура палӑртнӑ.
Шупашкар районӗн пӗрлештернӗ вулавӑш тытӑмӗнче «Мухтав, ҫыравҫӑ! Мухтав, вулакан!» пултарулӑх марафонӗ шучӗпе йӗркеленӗ мероприятие Лидия Филиппова поэт, публицист, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, республикӑн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн тӗп редакторӗ «Пульсация» (чӑв. Чун таппи) кӗнекепе пынӑ. Чуна тивмелле сӑвӑсен пуххинче автор тӑван халӑха мухтать, чунне мӗн канӑҫсӑрлантарнине уҫса парать.
Шупашкар районӗнчи вулавӑшсене Лидия Филиппова «Пульсация» кӗнекене 40 экземпляр парнеленӗ. Унсӑр пуҫне районти тӗп вулавӑшӑн ҫӳлӗкне Геннадий Волков академик ҫинчен кӑларнӑ «Пророк земли Чувашской» пуянлатӗ. Шупашкар районӗн пӗрлештернӗ вулавӑш тытӑмӗн пуҫлӑхӗ Галина Тимофеева вулавӑш ӗҫченӗсем уҫӑ кӑмӑллӑ пултаруллӑ автора чунтан тав тунине пӗлтерет.
Ҫитес эрнекун Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ виҫӗ кӗнеке хӑтлӗ: «Чуваши Присвияжья: история и культура» (чӑв. Сӗве тӑрӑхӗнчи чӑвашсем: истори тата культура), «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ. Тупмалли юмахсем» тата «Социокультурная эволюция регионов России: Чувашская Республика» (чӑв. Раҫҫей тӑрӑхӗсен социокультурлӑ улшӑнӑвӗ: Чӑваш Республики). Кӗнекесен хӑтлавне наци кӗнекин «Кӗнеке халӑхсене ҫураҫулӑх кӳрет» регионсен фестивалӗн ӑслӑлӑх кунне халалланӑ. Тухса калаҫакансен йышӗнче наци вулавӑшӗн директорӗ С.М. Старикова, гуманитари институчӗн директорӗ Ю.Н. Исаев, ҫавӑн пекех институтри ӑслӑлӑх ӗҫтешӗсем В.П. Иванов, Г.Б. Матвеев, И.И. Бойко, В.Г. Харитонова, Е.В. Федотова, О.Н. Терентьева тата ыттисем пулӗҫ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн кӗнекисемпе паллашма сире пурне те ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче наци вулавӑшӗн конференц-залне 14 сехете йыхравлаҫҫӗ. Кӗнекесене хӑтланӑ май наци вулавӑшӗнче гуманитари институчӗ кӑларнӑ кӗнекесен суту-илӗвӗ пырӗ. Унта эсир ытти кӑларӑмсене те туянма пултаратӑр.
Чӑваш Енре «Литературная Чувашия: самая читаемая книга 2014-2015 годов» (чӑв. Литературӑллӑ Чӑваш Ен: 2014-2015 ҫулсенчи чи вуланакан кӗнеке) республикӑри конкурс малалла пырать. Ҫавна май Шупашкар районӗнчи вулавӑш ӗҫченӗсем «Читай наших» (чӑв. Хамӑрӑннисене вула) ятпа вулакансен хаклавӗсем хушшинче конкурс ирттерме шут тытнине эпир пӗлтернӗччӗ.
«Литертаурӑллӑ Чӑваш Ен» конкурс иртнӗ май асӑннӑ районти вулавӑшсенче тӑрӑшакансем вулакансем хушшинче тепӗр тупӑшу та шутласа кӑларнӑ. «Селфи: Моя любимая чувашская книга» (чӑв. Селфи: Манӑн юратнӑ чӑваш кӗнеки) ят панӑскере кирек кам та хутшӑнма пултарать. Кӗнеке вулакан ҫын сӑнарӗ урлӑ вӗсем чӑваш кӗнекипе кӑсӑклантарасшӑн. Кӗнеки маларах асӑннӑ литература конкурсӗн списокне лекнӗскер пулмалла. Списокпа кунта паллашма пулать.
Сӑнӳкерчӗксене ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ таран йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене chbibl3@cap.ru электрон адреспа ярса памалла.
Валери Туркай поэт «Шулай яшим» сӑвӑсен пуххине тутарла кун ҫути кӑтартнӑ. Шулай яшим тенине чӑвашла куҫарсан «Ҫапла пурӑнатӑп» пулать.
Чӑваш Енӗн халӑх поэчӗ, Чӑваш Республикин тата Тутар Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ятсене тивӗҫнӗскер тутарсемпе чылайранпах ҫыхӑну тытни пирки республикӑн Культура министерстви пӗлтерет.
2008 ҫулта вӑл тутарсен Зариф Башири ҫыравҫин «Чувашская девушка Анисса» повеҫне чӑвашла тата тутарла кун ҫути кӑтартнӑ. Хайлава ун чух Зинаида Стеклова куҫарнӑ пулсан, 2010-мӗшӗнче Габдулла Тукайӑн «О любви к тебе писал я, мой народ» сӑвӑ пуххине чӑвашла куҫарса пичетленӗ. 2014 ҫулта вӑл Муса Джалилӗн «Моабитские тетради» сӑвӑсен ярӑмне куҫарса чӑваш вулаканӗ патне ҫитернӗ. Тутар ҫыравҫисен ытти хайлавне те вӑл куҫарман мар.
«Шулай яшим» сӑвӑ пуххине Валери Туркайӑн тӗрлӗ ҫулта ҫырнӑ сӑввисем кӗнӗ. Кӗнекен умсӑмахне Чӑваш халӑх поэчӗ Порфирий Афанасьев ҫырнӑ.
Шупашкар районӗнчи вулавӑш ӗҫченӗсем «Читай наших» (чӑв. Хамӑрӑнне вула) ятпа вулакансен хаклавӗсем хушшинче конкурс ирттерме шут тытнӑ.
Ӑна вӗсем «Литературная Чувашия: самая читаемая книга 2014-2015 годов» (чӑв. Литературӑллӑ Чӑваш Ен: 2014-2015 ҫулсенчи чи вуланакан кӗнеке) республикӑри конкурс иртнӗ май йӗркелессине пӗлтернӗ.
Конкурс ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӑлӗ те акан 20-мӗшӗччен пырӗ.
Конкурс тӗллевне вулавӑш ӗҫченӗсем чӑваш писателӗсемпе поэчӗсен кӗнекисемпе халӑха кӑсӑклантарассинче кураҫҫӗ.
Конкурса хутшӑнаканӑн, Шупашкар районӗн централизациленӗ вулавӑш тытӑмӗн пуҫлӑхӗ Галина Тимофеева ӑнлантарнӑ тӑрӑх, «Литературӑллӑ Чӑваш Ен» списока лекнӗ кӗнекесенчен хӑшне те пулин вуласа тухмалла та ӑна хакласа ҫырса кӑтартмалла.
Ҫӗнтерӳҫӗсене Чӑваш чӗлхин кунне халалласа районта ирттерекен уяв вӑхӑтӗнче чыслама палӑртнӑ. Ӗҫсене chbibl3@cap.ru электрон адреспа йышӑнаҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи Мӑн Карачурари ял вулавӑшӗ «Пурин валли те кӗнеке» акци ирттерет.
Ырӑ кӑмӑллисенчен вулавӑш ӗҫченӗсем сӑвӑсен пуххине, классика прозине, истори литературине йышӑнаҫҫӗ. Уҫӑ кӑмӑллисем кӗнекесем пырса пама тытӑннӑ та. Ҫынсем ытларах чухне совет тата ют ҫӗршыв ҫыравҫисен историлле романӗсене илсе пыраҫҫӗ.
Халӑхран пухнӑ литературӑна вулавӑш Шупашкар районӗнчи Толик Хураски ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ юсанмалли 6-мӗш колоние ӑсатӗҫ.
Йӗплӗ пралук леш енне лекнисене кӗнеке кирлӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ вулавӑшра ӗҫлекенсем. Вӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, кӗнеке унтисене ҫынлӑха упраса хӑварма пулӑшать. Ырӑ кӗнекене вуласан ҫын хӑйӗн шухӑшлавне те лайӑх енне ылмаштарма пултарасса, вӗсене вӑй-хал парасса шанаҫҫӗ.
Ҫак уйӑхӑн 1-мӗшӗнченпе Чӑваш кӗнеке издательстви ҫӗнӗ конкурс иртесси пирки пӗлтернӗ. «Чувашская книга. Юные таланты» (чӑв. «Чӑваш кӗнеки. Ҫамрӑк талантсем») регионсем хушшинчи конкурса шкулта вӗренекен 6–17 ҫулсенчи ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ӗҫсене чӑвашла тата вырӑсла йышӑнаҫҫӗ.
Конкурс виҫӗ номинаципе иртет. «Лучший рассказ о книге Чувашского книжного издательства» (чӑв. Чӑваш кӗнеке издательстви ҫинчен каласа кӑтартакан чи лайӑх калав) ятлине килӗшнӗ кӗнеке пирки каласа паракан ӗҫсем 1–5 страница йышӑнма пултараҫҫӗ. «Лучший рисунок на тему «Интересный эпизод из книги» (чӑв. «Кӗнекери кӑсӑклӑ эпизод» темӑпа чи лайӑх ӳкерчӗк) номинаципе конкурса тӑратакан ӗҫсем сюжетлӑ пулмалла. «Лучшая книга детскими руками» (чӑв. Ача аллипе чи лайӑх кӗнеке) ятлине сӑвӑсем, калавсем, заметкӑсем, очерксем пухаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |