
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен ӗҫне тивӗҫтерекен республика служби 7 вырӑнлӑ минивэн туянма аукцион ирттерессине пӗлтернӗ.
Тӳре-шара валли «Hyundai Staria» автомобиль туянасшӑн. Ҫав машина 7,1 миллиона яхӑн тенкӗ тӑрать.
Укҫана тӗллевлӗ субсиди шучӗпе уйӑрасшӑн иккен. Аукцион пӗтӗмлетӗвӗ ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче палллӑ пулӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫичӗ кунта машина гаражра пулӗ.

Кашни ҫуркунне йывӑр тиевлӗ машинӑсене хулана кӗме чараҫҫӗ. Кӑҫал ку чару ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен вӑйра пулӗ.
Ку чару - пӗр уйӑхлӑха. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пысӑк машинӑсене каллех хулана кӗме ирӗк парӗҫ.
Ку йӗпе-сапара асфальт ҫулсене упрассипе ҫыхӑннӑ. Шыв-шур чухне ҫӗр йӗпенет, ҫавна май асфальт арканма пултарать.

Шупашкар районӗн администрацийӗ (халӗ вӗсене муниципалитет округӗ теме пуҫларӗҫ-ха) тулли приводлӑ «Geely Atlas Pro» кроссовер туянасшӑн.
Шупашкар муниципалитет округӗн финанспа тата ресурспа тивӗҫтерекен центрӗ автомобиль туянма аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Ӑна 2 миллион та 825,6 пин тенкӗ парса туянасшӑн.
«Автомобиль кузовӗ вараланни ытлашши ан курӑнтӑр» тата юрлӑ ҫанталӑкра машина ҫул ҫинче лайӑх курӑнтӑр тесе хура тӗслӗ машина туянасшӑн.

Паян, нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Шупашкарта автобус инкеке лекнӗ.
Хулара 41-мӗш маршрутпа ҫӳрекен транспорт «Toyota Land Cruiser» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ. Инкек Машина тӑвакансен проездӗнче, машинӑсене ҫумалли вырӑнтан инҫех мар тӗлте, пулса иртнӗ. Автобус Ленинла Комсомол урамӗ еннелле кайма тухнӑ.
Инкек хыҫҫӑн ҫул ҫинче вӑхӑтлӑха пӑкӑ йӗркеленнӗ.

Чӑваш Енре хӗрарӑм водительсен ӑмӑртӑвне ирттерӗҫ. Темиҫе туртан тӑракан «АвтоЛеди-2023» конкурс пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пулӗ.
Хӗрарӑмсен ҫул-йӗр правилисене мӗнле пӗлнине туллин кӑтартма, унсӑр пуҫне вӗсен руле маттур тытса пынине ҫирӗплетсе пама лекӗ. Унтан хӗрарӑмсен пултарулӑх конкурсӗ те пулӗ.
Заявкӑсене Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.

Чӑваш Енӗн Элтепер Администрацийӗ икӗ микроавтобус туянасшӑн. Вӗсене илме вӑл 15 миллион та 7 пине кӑларса хума хатӗр.
Илме шухӑшланӑ транспорт — 18 вырӑнлӑ «Ford Transit» микроавтобус. Аукцион документацийӗнче машинӑсем кӑҫал туса кӑларнисем пулччӑр тесе палӑртнӑ.
«Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ транспорта маларах Тутарстанри «Соллерс Алабуга» автозаводра туса кӑларнӑ, халӗ кӑларма пӑрахнӑ. Чӑваш Енри тӳре-шара дизельпе ҫӳрекен «Ford Transit» микроавтобус йышши урӑх транспорт та илме хирӗҫ мар-мӗн. Анчах машина шурӑ тӗслӗ пулмалла.
Аукциона нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пӗтӗмлетмелле.

Паян Ҫӗрпӳ районӗнче пысӑк инкек пулса иртнӗ. Унта водительпе пассажир кун-ҫулӗ сарӑмсӑр татӑлнӑ.
Ҫул ҫинчи инкек ирхи 7 сехет те 30 минутра «А-151» автомобиль ҫулӗ ҫинче, Ҫӗрпӳел ялӗ тӗлӗнче, пулнӑ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «ВАЗ-21099» машина хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса «Газель» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ. Инкекре ҫӑмӑл машина водителӗ — 1989 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм тата 1990 ҫулта ҫуралнӑ пассажир вилмеллех аманнӑ.

Хӗл ҫитсен коммуналлӑ службӑсемпе ҫул-йӗрҫӗсем ӗҫлесе ҫитерейменни аван сисӗнет. Ҫакна район центрӗсемпе хуласенчи урамсем, нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи картишсем тӑрӑх хаклама питех те ансат.
Тӗслӗх шыраса аякка каймалла мар. Хуларах йышлӑ. Тротуарсем тӑрӑх чӗтре-чӗтре пыма тивет. Тепӗр ҫӗрте тротуар ҫук та машинӑсемпе тупӑшса утма лекет. Ун пек тӗслӗхсенчен пӗрне ҫирӗплетсе паракан видеона Телеграмри «Подслушано. Чебоксары» каналта вырнаҫтарнӑ.
«Кун пек видеона курсан мэри тата ҫул-йӗрҫӗсем ачаллӑ ҫуран ҫӳрекенсене пуринчен ытла кураймаҫҫӗ тейӗн», — тесе ҫырса хунӑ.
Видеора Кӑкшӑм урамӗ сӑнланнӑ-мӗн.

Паян, кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Кӳкеҫре ҫул-йӗр ҫинчи инкек вӑхӑтӗнче 5 ҫын аманнӑ.
«КамАЗ» автомобиль «Лексус» ҫӑмӑл машина ҫине пырса кӗнӗ.
Ҫул ҫинчи пӑтӑрмах паян 10 сехет те 30 минутра пулнӑ. Ун вӑхӑтӗнче 5 ҫын шар курнӑ: икӗ ҫын тата виҫӗ ача. Вӗсем пурте ҫӑмӑл машинӑра ларса пынӑ. Аманнӑскерсене больницӑна ӑсатнӑ.
Инкекчен кӑшт маларах пӑрлӑ ҫумӑр ҫуса иртнӗ. Пӑтӑрмах ҫавӑнпа та ҫыхӑнма пултарнӑ. Инкек сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.

Кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарта пӗр водитель ҫул урлӑ каҫакан ачана ирттерсе яман. Пӑтӑрмах видеокамера ҫине лекнӗ.
9 ҫулти хӗрача Хусанкай урамӗнче, ҫуран ҫӳрекенсем каҫса ҫӳремелли, анчах светофор ҫук вырӑнта, ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ун ҫине «AudiА4» автомобиль пырса кӗнӗ. Водитель ачана пулӑшма та, тухтӑрсемпе патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсене чӗнсе илме те шухӑшламан.
Инкек хыҫҫӑн хӗрача пульницӑна кайнӑ. Турра шӗкӗр, ача суранланса пӗтмен.
Ҫул-йӗр правилине пӑхӑнман водитель 23 ҫулти каччӑ пулнине тупса палӑртнӑ. Ӑна административлӑ майпа иртнӗ ҫул 5 хутчен явап тыттарнӑ, чылай чухне – хӑвӑртлӑха ӳстернӗшӗн.
