
Ҫулсерен ейӳ вӑхӑтӗнче Шупашкарти ҫулсене йывӑр тиевлӗ машинӑсем валли хупаҫҫӗ. Кӑҫал вӗсене хулана пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче кӗртме пӑрахӗҫ. Чару ака уйӑхӗн 18-мӗшӗччен пулӗ.
Ку 6 ытла тонна таякан машинӑсене пырса тивет. Ҫавӑн пекех машининӑн йывӑрӑшне виҫекен постсем ӗҫлеме тытӑнӗҫ.
Ҫак тапхӑрта йывӑр тиевлӗ машинӑсене хулана тӳлевлӗ кӗртӗҫ. Хальлӗхе кӑҫалхи хаксене палӑртман.

Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Шупашкарта пӗр машина икӗ ачана ҫапса хӑварнӑ. 11-12 ҫулсенчи ачасене пульницӑна ӑсатнӑ.
Инкек хулари Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 33-мӗш ҫурт тӗлӗнче пулса 16 сехет те 20 минутра иртнӗ.
«Лада Гранта» автомобиль водителӗ ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл светофор мӗнле ҫуннине хӗвел ҫутине пула асӑрхайман иккен. 36 ҫулти водитель хӑй урах пулнӑ.

Шупашкарта паян пӗри такси водительне пӑвма пуҫланӑ. Пӑтӑрмах К.Иванов урамӗнче пулса иртнӗ.
Водитель йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ тӑрӑх, хыҫалти ларкӑч ҫинче ларса пынӑ клиент таксиста кӳрентерме пуҫласа кайнӑ. Унтан ӑна мӑйӗнчен пӑвма тытӑннӑ.
Усал клиента, 32 ҫулти арҫына, часах тупса палӑртнӑ. Вӑл хӑй ӳсӗр пулнине йышӑннӑ та мӗншӗн усалланнине ӑнлантарса парайман.

Шупашкарта 5 машина инкеке лекнӗ. Пӑтӑрмах Николаев урамӗпе Ленин проспекчӗ хӗресленнӗ вырӑнта нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пулса иртнӗ.
Автомобильсем ҫав вӑхӑтра светофорӑн хӗрлӗ ҫути ҫуннӑран чарӑнса ларнӑ. Ҫавӑн чухне вӗсем ҫине пӗр машина пысӑк хӑвӑртлӑхпа пырса кӗнӗ. «Лада Гранта» рулӗ умӗнче 21 ҫулти ӳсӗр каччӑ ларнӑ.

Шупашкар хулинче сӗмсӗр пӗр водитель кӳмепе ҫӳрекен сусӑрсене ҫӳремелли тротуара пӳлсе хунӑ. Асӑннӑ парковка хулари поликлиникӑсенчен пӗрин умӗнче пулнӑ.
Ҫавна асӑрханисем сӑн ӳкерсе патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхен инспекторӗсене ярса панӑ. Инспекторсем «Лада Гранта» автомобилӗн хуҫи 76 ҫулти арсын пулнине палӑртнӑ. Ӑна административлӑ майпа явап тыттарнӑ.

Елчӗк районӗнчи Лащ-Таяпара водитель ҫул урлӑ каҫакан хӗрарӑма кӳрентерсе пӗтернӗ.
Асӑннӑ ялта пурӑнакан 33 ҫулти арҫын ҫынсем ҫул урлӑ каҫмалли вырӑн патнех машинӑпа пырса кӗнӗ. Ҫав вӑхӑтра унтан иртсе пынӑ хӗрарӑм хӑраса ӳкнӗ.
«Тойота Камри» автомбиль водителӗпе 61 ҫулти хӗрарам хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Арҫын хӗрарӑма кӳрентерсе пӗтернӗ.
Прокуратура арҫын тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Водителе 4,5 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн суд тепӗр 5 пин тенкӗ тӳлеттермелле тунӑ.

Шупашкарта пурӑнакан арҫын машина туянас тесе улталаннӑ. 2021 ҫулта туса кӑларнӑ «Шевроле Малибу» машина хакӗн пӗр пайне тӳлетӗп тесе вӑл 665 пин тенке ултавҫӑсене куҫарса панӑ.
Ултавҫӑсен капкӑнне 24 ҫулти каччӑ лекнӗ. Вӑл тӳлевсӗр пӗлтерӳсен сайтӗнче «Шевроле Малибу» машинӑна килӗштернӗ. Сутаканни автомобиль Польшӑра тесе пӗлтернӗ. Суту-илӳ килӗшӗвне ӑна мессенджерсенчен пӗринпе ярса панӑ. Шупашкар каччи машинӑшӑн икӗ ӑстрӑмпа 665 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Тепӗр темиҫе кунтан ун патне «Арсен» шӑнкӑравланӑ, машинӑшӑн тӳлесе татма ыйтнӑ, мӗншӗн тесен ҫавна пула таможньӑра йывӑрлӑх сиксе тухнӑ тесе каланӑ. Кун пек юптарнине илтсен каччӑ хӑйне улталанине ӑнланса илнӗ.

Кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче полицие «Лада Гранта» автомбиль хуҫи шӑнкӑравланӑ. Вӑл хӑйӗн машини юнашар ларакан «Хендай Гетц» автомобиль ҫине пырса кӗнине асӑрханӑ .
Ҫамрӑк водитель ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл машинӑна ӑшӑнма тесе чӗртнӗ те хӑй ҫав вӑхӑтра тусӗсемпе самантлӑха лавккана кӗнӗ.
Вырӑна пырса ҫитнӗ автоинспекторсем машина рулӗ умне Ҫӗнӗ Шупашкарти 31 ҫулти арҫын кӗрсе кӗрсе ларнӑ. Ӳсӗрскер машинӑна хускатма тӑнӑ.

Пирӗн республикӑра электромобильсене зарядкӑна лартмалли станцисем уҫӑлсах пыраҫҫӗ. Халӗ ун пекки Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнчи 5-мӗш ҫуртра уҫӑлнӑ. 8 заряд станцийӗнчен тӑракан проекта РУСЭЛ тата ЧЭАЗ компанисем хута янӑ.
Кашни станциех машинӑсене хӑвӑрт вӑй илтерет. Вӗсен хӑвачӗ — 150 кВт, ҫав вӑхӑтрах 22кВт хӑвӑртлӑхпа та ӗҫлеттерме пулать. Зарядка валли пӗр сехетрен сахалрах вӑхӑт иртет. Зарядки китайский, европа тата япони машинисем валли.
Раҫҫейре, сӑмах май каласан, «Электромобиль тата водород автомобилӗ» проект пурнӑҫа кӗрсе пырать.

Шупашкарти пӗр водитель машинӑсӑр тӑрса юлнӑ.
Хулари Ленин районӗн сучӗ 36 ҫулти арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 264.3-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарма йышӑннӑ. Ҫамрӑк арҫыннӑн водитель правине пӗрре туртса илнӗ, вӑл пӗрех каллех руль умне ларнӑ. «Skoda Octavia» автомобильпе вӑл хула тӑрӑх пынӑ, ӑна йӗрке хуралҫисем асӑрханӑ.
Йӗркене пӑсакан водителе суд 280 сехет ӗҫлеттерсе юсантарма, 2 ҫул руль умне ларма чарнӑ. «Skoda Octavia» автомобиле конфискациленӗ.
