Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: машинӑсем

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сайтри сӑнӳкерчӗк
21.мвд.рф сайтри сӑнӳкерчӗк

Пӗлтӗрхи кӗркунне Сӗнтӗрвӑрринче автошкулсенчен пӗрин директорӗ «зебрӑпа» ҫул урлӑ каҫакан хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ.

«Рено Дастер» рулӗ умӗнчи арҫын ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк условийӗ начар пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл ҫул урлӑ каҫакан ҫынна курман.

Йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, водитель ҫынсем ҫул урлӑ каҫнине курма пултарнӑ, анчах машина хӑвӑртлӑхне чакарман. Хӗрарӑм сывлӑхне вӑл пысӑк сиен кӳнӗ.

Автошкул директорне суд 1 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ, анчах водитель правине туртса илмен.

 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сайтри сӑнӳкерчӗк
21.мвд.рф сайтри сӑнӳкерчӗк

Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти лавккасенчен пӗринчен ҫипуҫ ҫухалнӑ. Унта ӗҫлекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, лавккана виҫӗ хӗрарӑм кӗнӗ. Вӗсем ача кӳмипе пулнӑ. Лавккари ҫипуҫа вӗсем кӳмене хурса тӳлемесӗр тухса кайнӑ. Пурӗ 25 пин тенкӗлӗх вӑрланӑ.

Вӗсене Улатимӗр облаҫӗнче тытса чарнӑ. Вӗсем «Тойота» автомобильпе пынӑ. Вӑрасем пурте Мускавран, 23-37 ҫулсенче. Вӗсенчен пӗрин ача пур, тепри ҫывӑх вӑхӑтра амӑшӗ пулма хатӗрленет.

 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сайтри сӑнӳкерчӗк
21.мвд.рф сайтри сӑнӳкерчӗк

Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти суту-илӳ точкисенчен пӗрин парковкине халӑх йышлӑ пуҫтарӑннӑ. Кун пирки йӗрке хуралҫисене систерекен тупӑннӑ. Ҫав вырӑна пакунлисем пырса ҫитнӗ.

Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, унта пухӑнма 31 ҫулти хӗрарӑм-блогер йыхравланӑ иккен. Пыракансене пӗр-пӗринпе паллашма тата хӑйӗн машини патӗнче сӑн ӳкерӗнме шантарнӑ иккен.

Саккуна пӑсса пуҫтарӑннисен тӗлӗшпе административлӑ 23 ӗҫ пуҫарнӑ. Йышра ҫул ҫитмен икӗ ача та пулнӑ иккен.

 

Пӑтӑрмахсем
likvi.com сӑнӳкерчӗкӗ
likvi.com сӑнӳкерчӗкӗ

Раҫҫейре машинӑсем чӗрӗк пай чухлӗ хакланӗҫ. Ҫакӑн сӑлтавӗ утиль пуххин хакне шутласа кӑларассин ҫӗнӗ меслечӗпе ҫыхӑннӑ.

Вӑл ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗ.

Премиум-сегмент шутланакан машинӑсем уйрӑмах хакланӗҫ. Вӗсен шутӗнче Mercedes-Benz, Range Rover, Lexus тата ыттисем. Белоруҫпа Кӑркӑстанран илсе килекен машинӑсем уйрӑмах хакланӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
«Чебоксары в курсе» пабликри сӑнӳкерчӗк
«Чебоксары в курсе» пабликри сӑнӳкерчӗк

Шупашкарта Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев инкеке лекнӗ. Республика ертӳҫи ӗҫре усӑ куракан «Genesis» шурӑ «Маздӑпа» пырса ҫапӑннӑ.

Инкек Максим Горький проспектӗнче пулса иртнӗ.

Олег Николаев ҫав вӑхӑтра арӑмӗпе хыҫалти ларкӑч ҫинче ларса пынӑ. Руль умӗнче Элтеперӗн водителӗ пулнӑ. Инкекре никам та шур курман.

Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, пӑтӑрмах пулса тухнишӗн «Мазда» рулӗ умӗнчи хӗр айӑплӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-59014018_1530790
 

Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енӗн ШӖМӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн ШӖМӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Шупашкарта «БМВ» машинӑпа «Хендай» пырса ҫапӑннӑ. Инкек кӑнтӑрла иртсен Сӗнтӗрвӑрри шосси ҫинче пулса иртнӗ.

Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «БМВ» машина умра пыракан машинӑпа ытла та ҫывӑх пынӑ. Руль умӗнче хӗрарӑм пулнӑ. Хура куҫлӑх тӑхӑннӑскер сӑнпа пӑхсан ӳсӗрри сисӗннӗ. Чӑн та, унӑн юнӗнче 1 литр пуҫне 1 миллиграмм ытла эрех пулни палӑрнӑ.

Автомашинӑна хӗрарӑм инкекчен пӗр кун маларах ҫеҫ туяннӑ, ӑна вӑл регистрацилесе те ӗлкӗреймен.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пурӑнакан пӗр водитель ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсене улталас тенӗ те анчах май килмен.

«Хендай Н-1» микроавтобус водительне пакунлисем пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ирхине асӑрханӑ. Йӗрке хуралҫисене курсан арҫын машинӑри хыҫалти ларкӑч ҫине куҫса ларнӑ, хӑй пассажир иккенне ӗнентерме пӑхнӑ.

Медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма вӑл килӗшмен. Тепӗр виҫӗ кунтан ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна руль умне ӳсӗрле тепӗр хутчен ларнӑшӑн явап тыттарӗҫ. Сӑмах май каласан, 2022 ҫулта унӑн правине туртса илнӗ пулнӑ иккен.

 

Пӑтӑрмахсем

Ӗнер, пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 46-мӗш ҫурт патӗнче пӗр водитель машинӑпа ҫын ҫине пырса кӗнӗ.

«Ауди Q5» водителӗ машинӑна чакарса пынӑ чухне ҫуран утакан ватӑ ҫын ҫине пырса кӗнӗ. 78 ҫулти кинемее темех пулман, пульницӑра тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ӑна килне янӑ.

Ют ҫӗршыври машина рулӗ умӗнчи 43 ҫулти арҫын урах пулнӑ. Ҫул-йӗр правилине пӑҫнӑшӑн ӑна администартивла майпа ҫулталӑкра 75 хутчен явап тыттарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
t.me/mvd_chuvashia сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/mvd_chuvashia сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта ӳсӗр водитель общество транспорчӗн чарӑнӑвӗ ҫине пырса тӑрӑннӑ та конструкцие йӑтса антарнӑ. Телее, ҫав вӑхӑтра чарӑнура никмм та пулман, ҫӑпвӑнпа ҫынсем шар курман.

Пӑтӑрмах паян, пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, 12 сехет те 30 минутра Граждан урамӗнчи «Королев академик» чаранӑвӗнче пулса иртнӗ.

Чарӑну ҫине кӗрсе кайнӑ «Лада Ларгус» водителӗ ӳсӗр пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia/5089
 

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 37 султи хӗрарӑма пуйӑспа пырса ҫапӑннӑшӑн суд тӑвӗҫ. Ун тӗлӗшпӗ РФ Пуҫиле кодексӗн 264-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе ӗс пуҫарнӑ. Хӗрарӑм-водитель ҫул ҫинче асӑрханманнипе пулса иртне инкекре ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Пӗлтерхи авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӑл «LADA KALINA» машина рулӗ умӗнче пулнӑ, салонта виҫӗ пассажир ларса пынӑ. Ҫав шутра 2015 ҫулта ҫуралнӑ хӗрача та пулнӑ.

«Кӳкеҫ-Тутаркасси-Ҫӗнӗ Шупашкар» ҫулпа пынӑ чухне Шуршал проездӗнче вӑл пуйас килнине курса тӑрсан та чарӑнман, пуйӑҫпа ҫапӑннӑ. Инкекре салонти пӗр хӗрарӑм вилмеллех аманнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, ... 49
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн ӗҫре чылай япалана улӑштарма тивӗ. Тӗрӗслӗхшӗн кӗрешнӗ чухне хирӗҫӳрен пӑрӑнӑр, вӑя перекетлӗр — каярахпа тӗрӗслӗх пулатех. Канмалли кунсенче чуна пырса тивекен калаҫусем ирттерме сӗнмеҫҫӗ, вӗсене каярах вӑхӑта хӑварӑр.

Кӑрлач, 29

1967
59
Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем