Пӗр арҫын вокзалта маска тӑхӑнман. Аса илтерер: пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче кӑшӑлвирус сарӑлнине пула общество вырӑнӗсенче маска тӑхӑнса ҫӳреме йышӑннӑ.
Ҫак арҫын йӗрке хуралҫисен куҫӗ тӗлне унччен те пулнӑ. Ун чухне те вӑл маска тӑхӑнман. Арҫын хальхинче Шупашкарти чукун ҫул вокзалӗнче пулнӑ. Вӑл хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнманнине курсан йӗрке хуралҫисем ун патне пынӑ, административлӑ протокол ҫырнӑ.
Палӑртмалла: унччен арҫынна полицейскисем асӑрхаттару панӑ. Анчах ку та ӑна йӗркене пӑхӑнма хистемен. Хальхинче ӑна 7500 тенкӗлӗх штрафланӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫӗрле Шупашкар районӗнче ЧР Патшалӑх автоинспекцийӗн инспекторӗсем «Тойотӑна» чарӑнма ыйтнӑ. Анчах лешӗ хӑнк та туман, иртсе кайнӑ.
Пакунлисем ун хыҫҫӑн вӗҫтернӗ. Водитель машинине вӑрман хӗррине хӑварнӑ та хӑй тарнӑ. Анчах инҫе каяйман – ӑна кӗҫех ҫул-йӗрпе патруль службин ятарлӑ батальонӗ тытса чарнӑ.
Тытса чарнӑ чухне арҫын хӑйне йӗркеллӗ тытман: йӗрке хуралҫисен тумне ярса тытнӑ, тарма хӑтланнӑ. Шупашкар районӗнче пурӑнакан 33 ҫулти арҫын ӳсӗр пулни палӑрнӑ. Ҫитменнине, унӑн водитель прави пулман. Ӑна 4 статьяпа килӗшӳллӗн явап тыттарма йышӑннӑ.
РФ Президенчӗ Владимир Путин йӗрке хуралҫисене пулӑшас тӗллевпе хушу алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсем 15 пин тенке тивӗҫӗҫ.
Ку йыша ҫар ҫыннисем, курсантсем тата йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсем кӗреҫҫӗ. Пурне те 15 пиншер тенкӗ парӗҫ, ҫыннӑн должноҫне, пакун ҫинче миҫе ҫӑлтӑр пуррине пӑхмӗҫ – кашниех пӗр пек суммӑна тивӗҫӗ.
«Ку тӳлеве пурте пӗр пек виҫепе, пакун ҫинчи ҫӑлтӑрсен хисепне пӑхмасӑр, илччӗр. Кунта пурте, каҫарӑр та, мунчари пек пӗр тан пулмалла», - тенӗ Владимир Путин.
Екатеринбургри тата Новороссийскри арҫынсем Чӑваш Енри ҫынсене улталанӑ. Вӗсене тытса чарас тесе Чӑваш Енри полицейскисем ҫав регионсене командировкӑна кайнӑ.
Вӗсен серепине Шупашкарта пурӑнакан 34 ҫулти арҫын лекнӗ. Ҫу уйӑхӗн варринче вӑл тӗнче тетелӗнче видеокарта сутнине курнӑ та хуҫипе калаҫса унӑн счечӗ ҫине 30 пин тенкӗ куҫарнӑ. Анчах тавара хӑй илеймен. Ҫак ӗҫе Екатеринбургри 21 ҫулти каччӑ тунӑ. Вӑл айӑпне йышӑннӑ, тӑкакӑн пӗр пайне саплаштарнӑ.
Новороссийскри арҫын вара судпа темиҫе хутчен те айӑпланнӑ. Вӑл Чӑваш Енри курьерсене телефон номерӗ ҫине укҫа хума ыйтнӑ, тӗл пулсан тавӑрса пама шантарнӑ. Паллах, сӑмахне тытман.
Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ирхине полицейскисем Ҫӗнӗ Шупашкар ҫӑви патӗнче «Газеле» чарнӑ. Кузовӗ ҫинче тимӗр алӑксем пулнӑ. Каярахпа ҫакӑ уҫӑмланнӑ: вӗсене Ҫӗнӗ Шупашкарти Промышленноҫ урамӗнчи гараж комплексӗнчен вӑрласа тухнӑ.
14 тимӗр алӑка Шупашкарта пурӑнакан 32-ри тата 38 ҫулти арҫынсем вӑрланӑ тесе шутлаҫҫӗ. Вӗсем унччен те судпа айӑпланнӑ.
Халӗ вӗсем алӑк вӑрласа мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине шутлаҫҫӗ. Арҫынсем тӗлӗшпе вара пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Каҫхине ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗ Сергей Степанов службӑра пулнӑ. Хайхискер ҫул ҫинче пынӑ, унпа «Лада Гранта» танлашнӑ.
Ҫӑмӑл машинӑри водитель йӗрке хуралҫинчен пулӑшу ыйтнӑ. Салонра мӑшӑрӗ те пулнӑ. Водительпе мӗн пулса иртнӗ-ха? Вӑл машинӑна юсанӑ чухне куҫне амантнӑ. Паллах, ун пек ҫул ҫинче пыма йывӑр.
Сергей Степанов машина сигналне ҫутса водителе пульница таран леҫнӗ. Лешӗ васканипе йӗрке хуралҫин ятне те ыйтма маннӑ. Ӑна тав тӑвас тесе вӑл халӑх тетелӗнче ҫырнӑ. Ҫапла пулӑшнӑ ҫыннӑн ячӗ-шывӗ уҫӑмланнӑ.
Хӗрарӑм таксире телефон тупнӑ та ӑна хӑйӗнпе пӗрле илсе кайнӑ. Хуҫипе ҫыхӑнсан унран 40 пин тенкӗ ыйтнӑ. Телефонӗ вара 15 пин тенкӗ тӑраканскер пулнӑ.
Арҫын таксипе кайнӑ та телефонне манса хӑварнӑ. Таксист номерне шыраса тупнӑ ҫӗре телефон урӑх ҫын аллине лекнӗ. Ку ҫапла пулса иртнӗ: 29 ҫулти хӗрарӑм такси чӗннӗ, водитель вара ӑна йытӑпа лартма килӗшмен. Ку тухса кайнӑ. Таксист ларкӑч ҫинче телефон выртнине курсан хӗрарӑма чӗннӗ. Лешӗ ним пулман пек тав тунӑ та ют ҫын телефонне илсе кайнӑ.
Телефон хуҫи 40 пин пама килӗшмесен вӑл ӑна пӗлӗшне тыттарнӑ. Полици 29 ҫулти хӗрарӑма шыраса тупнӑ тӗле телефон тата тепӗр ҫын аллине лекнӗ. Ҫапла ӑна тупайман та.
Хӗрарӑм тӑкака саплаштарма шантарнӑ, анчах сӑмахне тытайман. Ӑна суд кӗтет.
Ҫӗрпӳ хулинче пурӑнакан арҫын ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче полици участокне ӳсӗр пырса кӗнӗ. Хайхискер пӗлӗшӗ пӗрле эрех ӗҫнӗ чухне унӑн банк карточкине йӑкӑртни пирки пӗлтернӗ.
Часах пӗлӗшне те тупнӑ. Вӑл Терешкова урамӗнче урӑх ҫынсемпе эрех ӗҫнӗ. Сумкинче эрех, апат-ҫимӗҫ пулнӑ. Вӗсене туянма ҫак арҫыннах янӑ-мӗн, ҫавӑнпа вӑл хӑйне айӑплӑ туйман, йӗрке хуралҫисенчен тарман.
Карточка хуҫи кайран хӑй те аса илнӗ. Вӑл ӑна хӑйех тыттарса янӑ иккен. Арҫын полицейскисенчен каҫару ыйтнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Совет урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра, общежитире, пурӑнакансем кӳрши пӳлӗмӗнчен пӗр эрне тухманнине сиснӗ. Кӑштахран коридорта лайӑх мар шӑршӑ сарӑлнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче чӑтма ҫук шӑршӑ пулнӑран полицие чӗннӗ.
Йӗрке хуралҫисем пӳлӗме чӳречерен кӗнӗ. Чӑнах та, унта пурӑннӑ арҫын вилнӗ, пӳлӗмре темиҫе кун выртнӑран шӑршӑ та тухнӑ. Кун тӗлӗшпе Следстви комитечӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет.
«Виле темиҫе кун выртнӑ. Ӑна илсе тухрӗҫ, питӗ вӑйлӑ шӑршӑ кӗрет. Пӗччен пурӑнакан тӑвансем пур тӑк вӗсен пурнӑҫӗпе тӑтӑшрах кӑсӑкланӑр тархасшӑн», - ҫапла пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата.
Утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче кӑнтӑрла Кӳкеҫре пурӑнакан 13 ҫулти чикан хӗрачин асламӑшӗ полицие пынӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн мӑнукӗ тӑванӗсем патӗнче Шупашкарта пулнӑ. Ҫав вӑхӑта ӑна палламан ҫын машинӑна лартса кайнӑ.
Полицейскисем палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрача машинӑна хӑйӗн ирӗкӗпех ларнӑ. Ҫав каҫах автозапчаҫ лаккин сутуҫи Етӗрне районӗнчи шырав уйрӑмӗн пуҫлӑхне шӑнкӑрлавласа хыпар пӗлтернӗ: хӗрача такама кӗтсе тӑнӑ май телефонпа калаҫнӑ, килтен тарнине, Чӑваш Енрен тухса каяссине пӗлтернӗ.
Ҫывӑхри ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем лавккана часах ҫитнӗ. Чӑнах та ҫав хӗрача пулнӑ. Вӑл каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, арҫынпа тӗнче тетелӗнче пӗлтӗр паллашнӑ, ун патне урӑх региона хӑнана кайма пуҫтарӑннӑ-мӗн. Водитель вара хӗрачана шыранине пӗлнӗ, ҫавӑнпа ӑна Етӗрне районӗнчи Сӑрҫи ялӗ патӗнче антарса хӑварнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ. | ||
| Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ. | ||
Пулӑм хуш... |