
Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, аслӑ Ҫеҫпӗлӗмӗр ҫуралнӑ кун, Чӑваш Республикинчи Ҫеҫпӗл Мишши фончӗн Халӑхсем хушшинчи Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ премийӗн 2025 ҫулхи лауреачӗсем паллӑ пулчӗҫ.
Вӗсем — Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн гуманитари кафедрин профессорӗ, истори наукисен докторӗ Ирина Витальевна Сухарева-Саригель («Чӑвашлӑха аталантарассишӗн нумай ҫул ҫине тӑрса тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн, наукӑра, юрӑ-кӗвӗ ӳнерӗнче пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн») тата Санкт-Петербургри чӑвашсен Наципе культура автономийӗн предселателӗ, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валериан Анатольевич Гаврилов («Чӑвашлӑха аталантарас тӗлӗшпе нумай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн, тӗрлӗ ҫулсенче Мурманск облаҫӗнче тата Санкт-Петербургри чӑвашсен пӗрлӗхӗсене ӑнӑҫлӑ ертсе пынӑшӑн»).
И.В.Сухарева-Саригель 1969 ҫулта Пушкӑртстанри Аурказӑ районӗнчи Накатак ятлӑ ялта ҫуралнӑ, хальхи вӑхӑтра Шупашкарта пурӑнать, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче вӑй хурать.
В.А. Гаврилов 1962 ҫулта Чӑваш Республикинчи Вӑрмар райӗнӗнчи Пысӑк Енкасси ялӗнче тӗнчене килнӗ, нумай ҫул Мурманскра ӗҫлесе пурӑннӑ, юлашки ҫулсенче Санкт-Петербургра пурӑнать, Чӑваш Енпе тачӑ ҫыхӑну тытать.

Хальхи вӑхӑтра пирӗн ҫӗршывра Валентин Распутин ячӗллӗ литература премине илме заявкӑсем йышӑнаҫҫӗ. Конкурса Раҫҫейӗн кӗнеке союзӗ тата Иркутск облаҫӗн правительстви ирттерет. Премин соучредителӗсем — Раҫҫейӗн Цифра аталанӑвӗн министерстви тата «Ростех» корпораци.
Лауреат ятне илес тесе роман, повесть е повеҫсемпе калавсем вырӑсла ҫыракан кирек хӑш ҫулти автор та хутшӑнма пултарать.
Заявкӑсене чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.

ЮТВ телеканал йӑлана кӗнӗ премие курма йыхравлать. Вӑл хӑйӗн кураканӗсене К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗҫче кӗтет. Мероприяти кӑҫал унта ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртӗ.
Уяв каҫне Алина Выйгетовӑпа Данила Ленский, Александра Голубевӑпа Александр Белов ертсе пырӗҫ. Палӑртмалла: ҫак мероприяти ҫулталӑкра пӗрре иртет. Унта чӑваш эстрада артисчӗсем хӗрлӗ кавир тӑрӑх утӗҫ, хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарӗҫ. Ҫавӑн пекех ҫулталӑк юрӑҫисене, шоуменне, шоувуменне палӑртӗҫ. Кунсӑр пуҫне кӑҫалхи чи чаплӑ юрра, чи пултаруллӑ дуета суйлӗҫ.

Чӑваш Енри учительсем премие тивӗҫнӗ. Телейлисен йышне 11 ҫын кӗнӗ.
Республика Пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Куславккари 3-мӗш шкулта ӗҫлекен Алевтина Алексеева 150 пин тенке тивӗҫнӗ. Вӑл кӑҫал «Чӑваш Енри ҫулталӑкри учитель» конкурсра ҫӗнтернӗ. Шупашкарти 3-мӗш садикре вӑй хуракан Дарья Жгарь – «Чӑваш Енри ҫулталӑкри воспитатель». Вӑл 100 пин тенке тивӗҫнӗ.
Ыттисене 50 пин тенкӗ парӗҫ. Вӗсем – Юлия Дельян (Ҫӗнӗ Шупашкарти 13-мӗш шкул), Яна Молодцова (Шупашкарти 55-мӗш шкул), Татьяна Анилина (Куславкка округӗнчи Тӗрлемесри шкул), Ксения Коллэ (Шупашкарти 1-мӗш гимнази), Ирина Петрова (Йӗпреҫри интернат шкул), Наталья Прагуськина (Шупашкарти хавшак ачасен 2-мӗш шкулӗ), Игорь Ятмаскин (Шупашкарти 62-мӗш шкул), Татьяна Гаранина (Ҫӗнӗ Шупашкарти 44-мӗш ача сачӗ), Ираида Матьянова (Шупашкарти хавшак ачасен 2-мӗш шкулӗ).

Лайӑх хыпар: Чӑваш Енри 7 тухтӑр Раҫҫей шайӗнчи конкурсра палӑрнӑ
Пӗрремӗш вырӑна «Чи лайӑх терапевт» номинацире — ЧР сывлӑх сыхлавӗн ҫӗнӗ министрӗ Лариса Тарасова, «Чи лайӑх хирург» номинацире Валентин Ворончихин мала тухнӑ.
Иккӗмӗш вырӑна анестезиолог-реаниматологсенчен — Дмитрий Лукоянов, стоматологсенчен — Любовь Гаврилова, виҫҫӗмӗш вырӑна травматолог-ортопедсенчен Юрий Лемаев йышӑннӑ.
Республикӑри онкодиспансерӑн тӗп тухтӑрӗпе Светлана Орловӑпа унӑн ҫумӗ Сергей Алексеев вара ятарлӑ премие тивӗҫ пулнӑ

Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн режиссёрӗ Раҫҫей Правительствин премине тивӗҫнӗ. Вӑл — культурӑпа ӳнер енӗпе пултаруллӑ 43 лауреат йышӗнче.
Денис Андронов — ҫамрӑк та пултаруллӑ режиссёр. Режиссер-постановщикра вӑл 2021 ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑ та 2024 ҫулта тӗп режиссёр пулса тӑнӑ.
Унӑн пӗрремӗш ӗҫӗ — «Хранители» патриот спектаклӗ. Ӑна вӑл Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче тылра ӗҫленисене халалланӑ.
Денис Андронов ҫулталӑкра пурӗ 240 пин тенкӗ премие тивӗҫӗ.

Пирӗн республикӑри авторсен коллективӗ культура тытӑмӗнче премие тивӗҫнӗ. Ӑна Михаил Мишустин премьер-министр аллинчен ЧР культура министрӗ Светлана Каликова тивӗҫнӗ.
Унпа пӗрле Чӑваш наци музейӗн директорӗ Ирина Меньшикова премие илнӗ. Вӗсем ӑна «Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» проекта пурнӑҫланӑшӑн тивӗҫнӗ.
Палӑртмалла: пӗтӗмпе 7 проект пурнӑҫланӑ 16 ҫын преми илнӗ. Унӑн пӗтӗмӗшле виҫи – 1 миллион тенкӗ.

Красноармейски районӗнчи культура ҫуртӗнче Нестер Янкас ячӗллӗ культура, ӳнер тата литература пӗрлӗхӗн 35 ҫулхине уявлама пухӑннӑ. Мероприяти раштав уйӑхен 24-мӗшӗнче иртнӗ.
Ҫав кун пӗрлӗхӗн преми лауреачӗсене те чысланӑ.
Ҫак ҫулсенче ку хисепе 100 ытла ҫын тивӗҫнӗ. Кӑҫалхисен йышӗнче «Ял пурнӑҫӗ» район хаҫачӗ те пур иккен.

Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх 2024 ҫулшӑн литературӑпа искусство тата культура аталанӑвӗнче палӑрнисене Красноармейски муниципалитет округӗн Нестер Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗн ятне парассипе ҫыхӑннӑ сӗнӳсене йышӑнма тытӑнать. Кӑҫал ҫак ӗҫ 2024 ҫулхи раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗччен пырать, мӗншӗн тесен Трак енре асӑннӑ пӗрлӗх йӗркеленнӗренпе шӑп 35 ҫул ҫитет. Уяв ячӗпе ҫак кун Культура ҫуртӗнче лауреатсен пысӑк концерчӗ пулать тата ҫӗнӗ лауреатсене чыслаҫҫӗ.
Кашни ырӑ япала, пултарулӑх хӑйӗн хакне тивӗҫлех. Конкурса иртсе каякан ҫулта литературӑпа искусство тата культура шайӗнче Трак тӑрӑхӗшӗн ырми-канми ӗҫленӗ, вулакансемшӗн, куракансемшӗн уҫӑмлӑ, чун-чӗрене ҫывӑх пысӑк пӗлтерӗшлӗ сцена ӗҫӗсемпе, юрӑ-кӗвӗсемпе, куравсемпе, кӗнекесемпе, ытти литература ӗҫӗсемпе савӑнтарнӑ, хавхалантарнӑ ентешӗмӗрсем хутшӑнасса шанатпӑр эпир.
Пулас лауреатсен ӗҫ-хӗлне коллективсенче тишкерсе тухмалла, документсене тӑратса Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх правленийӗн (канашӗн) ларӑвӗнче пӑхса тухса пӗтӗмлетмелле, ӑна Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхӗн наградӑсем паракан комиссин пӑхса тухса ҫирӗплетмелле.

Мария Мамаева куҫ курманнисен хушшинче иртнӗ Раҫҫей чемпионатӗнче ылтӑн медаль илнӗшӗн премие тивӗҫнӗ. Ӑна республика хыснинчен парӗҫ, хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Премие спортсменкӑна пӗр хутчен парӗҫ. Вӑл 12 пин тенкӗпе танлашать.
Аса илтерер: чемпионат ака уйӑхӗн 6-11-мӗшӗсенче Калугӑра иртнӗ. 17 ҫулти Мария Мамаева унта ылтӑн медальсӗр пуҫне кӗмӗл тата пӑхӑр медальсем ҫӗнсе илнӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнче вара вӑл Раҫҫей Кубокӗнче ишессинче ӑмӑртса икӗ ылтӑн, икӗ кӗмӗл тата пӗр пӑхӑр медальсем ҫӗнсе илнӗ.
