Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: приговорсем

Пӑтӑрмахсем
pixabay.com сӑнӳкерчӗкӗ
pixabay.com сӑнӳкерчӗкӗ

Вӑрмар районӗнчи хӗрарӑма ҫын укҫине вӑрланӑшӑн ӗҫлеттерсе юсантарма йышӑннӑ.

Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче кӑнтӑрла вӑл Вӑрмар районӗнчи Урнарти кӗтӳҫӗн курткин кӗсйинчен 6 пин те 300 тенкӗ укҫана кӑларса илнӗ. Арҫын ӳсӗр пулнӑ, кӗтӳҫсен ҫуртӗнче хуп турттарнӑ.

Тепӗр кунхине хӗрарӑм Саруй ялӗнчи хӑйӗн пӗлӗшӗн укҫине вӑрланӑ. 45 ҫулти хӗрарӑм ӳсӗр арҫын ҫывӑрса кайсан шӑлавар кӗсйинчен 2 пин тенкӗ кӑларса илнӗ. Хӗрарӑм хӑй те ӳсӗр пулнӑ. Вӑрланӑ укҫана вӑл пӗтерме ӗлкӗрнӗ.

Район сучӗ хӗрарӑма 400 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Приговор хальлӗхе вӑя кӗреймен-ха.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӑва та тепӗр май ҫавӑрма пултаратӑр. Анчах таврари ҫынсене ку питех килӗшмест: ӗҫтешӗрсене ан васкатӑр. Эрне варринче тахҫанах тума палӑртнӑ ӗҫе тума май килӗ. Канмалли кунсене ирӗклӗ ирттерме планлӑр.

Чӳк, 23

1931
95
Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть