Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: психологсем

Хулара
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта паян ҫӑкӑр пӗҫернӗ. Тӗрӗссипе каласан, ку вӑл психолог унта ӗҫлекенсемпе ирттернӗ тренингӑн пӗр пайӗ шутланать.

Йывӑрлӑхри хӗрарӑмсене пулӑшакан пай психологӗ Елена Филиппова шухӑшланӑ тӑрӑх, социаллӑ сферӑра ӗҫлекенсен ҫынна пулӑшнипе пӗрлех хӑйсен та вӑй-хал пухма пӗлмелле. Ҫакна тӗрлӗ мелпе тума пулать, ҫав шутра чун киленӗҫӗпе те. Тӗрӗс апатланни те питех те пӗлтерӗшлӗ. Психолог меслечӗпе ҫӑкӑр пӗҫерме вара ӑсталӑх лаҫҫинче хӑнӑхнӑ.

 

Сывлӑх
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Инсульт тӳссе ирттернӗ хыҫҫӑн килтен тухайман ҫынсене Шупашкарта киле пырса та пулӑшаҫҫӗ. Хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта пӗлтернӗ тӑрӑх, депрессие кӗрсе кайнисене хӑйсен вӑйне шанма пулӑшас тӗллевпе Лира Саминова психолог киле кайса та пулӑшать.

Акӑ, сӑмахран, 46 ҫулти Анастасия (ятне ылмаштарнӑ) инсульт хыҫҫӑн чунтан хуҫӑлнӑ. Лира Александровна хӗрарӑм патне килне кайса ҫӳрет, ӑна лӑпланма пулӑшать тата малашлӑха ҫирӗппӗн пӑхма шанчӑк кӳрет.

 

Хулара
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта Марина Назарова ҫемье психологӗпе час-часах тӗлпулусем йӗркелеҫҫӗ. Вӑл унта тӑрӑшакан социаллӑ ӗҫченсемпе те, специалистсемпе те курса калаҫнӑ. Паян вара вал учреждени ҫумӗнчи уйлӑхра канакан ачасемпе тӗлпулу ирттернӗ.

Марина Геннадьевна шухӑшланӑ тӑрӑх, пурнӑҫра пулса иртекен пӗр пулӑм та ытахальтен мар. Ҫынна кӳрениччен хамӑр утӑмӑра тишкермелле. Ҫынна тав тума е унран каҫару ыйтма пӗлни те калама ҫук пӗлтерӗшлӗ. Ачасем те унӑн сӑмахне чунтан итленӗ.

 

Персона
Оксана Балденкова архивӗнчи илнӗ сӑнӳкерчӗк
Оксана Балденкова архивӗнчи илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене твиӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнчи Оксана Балденкова «Эпӗ — хӗрарӑм» регионсем хушшинчи конкурса хутшӑнса топ-100 списока лекнӗ.

Ҫамрӑк хӗрарӑм мӗн ачаран психолог пулма ӗмӗтленнӗ. Ятарлӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн вӑл 10 ҫул Шупашкарти вӗренӳ учрежденийӗсенчен пӗринче психологра ӗҫленӗ, халӗ социаллӑ центрта тӑрӑшать.

«Чунӑма эпӗ ачасене паратӑп, вӗсем те манпа ҫавӑн пекех», — тет ӑшӑ кӑмӑллӑ ҫамрӑк хӗрарӑм. Специалист ачасене психологи пулӑшӑвӗ кӳнӗ май кашнинпе уйрӑммӑн ӗҫлет. «Ача-пӑча ҫулӗнчи нейропсихологи» курсра илнӗ пӗлӳпе те вӑл нумай усӑ курать.

Оксана Владимировна хӑйӗн 6 ҫулти хӗрӗпе Марийӑпа театрсене, куравсене, тӗрлӗ ӑсталӑх лаҫҫисене ҫӳрет. Ҫемьери тепӗр ырӑ йӑла — кӗнеке вуласси. Амӑшӗпе пӗчӗк хӗрӗ спортпа та туслӑ, вӗсем уҫӑ сывлӑшра фитнеспа аппаланма юратаҫҫӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламашӗнче укҫа-тенке тимлӗ уйӑрмалла. Тунтикунпа ытларикун кӗтмен пӗчӗк расхутсем пулма пултарӗҫ. Кӗҫнерникун питӗ илӗртӳллӗ курӑнатӑр — ӗҫлӗ тата романтика тӗлпулӑвӗсем валли аван вӑхӑт. Канмалли кунсене хусканура ирттерсен аванрах.

Ҫу, 10

1906
120
Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1916
110
Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1948
78
Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1994
32
Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та