Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пултарулӑх

Персона
drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче СССР халӑх артисткине, «Ылтӑн маска» наци премийӗн лауреатне Вера Кузьминана асра тытса «Ҫулталӑк сансӑр» асӑну каҫӗ иртӗ.

Пултаруллӑран та пултаруллӑ артистка ҫак тӗнчерен уйрӑлса кайнӑранпа юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫулталӑк ҫитет. Халӑх юратнӑ ӑстана халалланӑ астӑвӑм каҫӗ театрӑн кӑвак фойинче юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 13 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.

Вера Кузьмина хӑйне тата хӑйӗн пурнӑҫне йӑлтах театра халалланӑ. Вӑл тӗрлӗ характерлӑ 100 ытла сӑнар калӑпланӑ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче черетлӗ сезона уҫнӑ ятпа савӑнӑҫлӑ мероприяти пулса иртнӗ.

Культура институтӗнче тата колледжӗнче вӗренекенсем ҫавна май сцена ҫине хӑйсен хитре номерӗсемпе тухнӑ. Ҫав шутра — институтпа колледжӑн пӗрлехи хорӗ (ушкӑна Анна Савадерова тата Надежда Максимова ертсе пыраҫҫӗ), «Пикесем» ташӑ ансамблӗ (ертӳҫи — Людмила Нянина), Валентина Архипова ертсе пыракан «Виктория» студи вокалисчӗсем, Августа Уляндинӑн Халӑх юррин театрне ҫӳрекенсем.

 

Персона

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче паян Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗпе, Раҫҫей художникӗсен союзӗн членӗпе, тӗрлӗ преми лауреачӗпе Станислав Юхтарпа арт-тӗлпулу иртнӗ.

Станислав Юхтар (Михайлов) пултарулӑхӗ калама ҫук нумай енлӗ. Вӑл — живопись, графика, иллюстраци, прикладной искусство ӑсти. Ӑстаҫӑн пултарулӑхӗн тӗп теми чӑваш мифологийӗпе архаика культури пулса тӑраҫҫӗ.

Станислав Николаевич 1960 ҫулхи чӳк уйӑхн 3-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрӑмҫут ялнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн (халӗ университет) художествӑпа графика факультетне вӗренсе пӗтернӗ.

 

Культура
ibresi.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
ibresi.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Йӗпреҫре ял хӗрарӑмӗсем конкурса пуҫтарӑнӗҫ. «Сельская женщина — тебе слава и честь» (чӑв. Ял хӗрарӑмӗ, сана мухтав та чыс) я панӑскер юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 18 сехетре райцентрти Культура аталанӑвӗн центрӗнче пуҫланӗ.

Пултарулӑх ӑмӑртӑвне ялта пурӑнакан, чӑвашла пӗлекен (кун пирки конкурс пирки хыпарланинче асӑрхаттарса хӑварнӑ) хӗрарӑмсем хутшӑнӗҫ.

Конкурса хутшӑнакансен хӑйсен тӗрлӗ енлӗ ӑмӑртӑвне кӑтартса пама тивӗ.

 

Республикӑра
chgtrk.ru видеовӗнчен илнӗ скриншот
chgtrk.ru видеовӗнчен илнӗ скриншот

Етӗрне районӗнчи Тури Ачакра пурӑнакан Николай Потапов изобретательсен пӗрлӗхне йӗркелес ӗмӗтпе пурӑнать иккен.

Арҫын велосипед насусӗнчен тунӑ музыка инструменчӗ, сывлӑха ҫирӗплетмелли массажер таран ӑсталать. «Чӑваш Ен» телерадиокомпани пӗлтернӗ тӑрӑх, Николай Потапов 270-е яхӑн хатӗр шутласа кӑларнӑ. Хӑшӗсемпе патент илнӗ.

Тележурналистсем пӗлтернӗ тӑрӑх, электрофильтрпа Африкӑри специалистсем кӑсӑкланнӑ, ятарлӑ завод уҫасшӑн пулнӑ. Николай Потаповпа канашланма Чӑваш Ене те ҫитнӗ, ӗҫ вырӑнӗ сӗннӗ, анчах вӑл тӑван тӑрӑхрах юлнӑ.

 

Культура
vk.com/ddn21 сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/ddn21 сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче «Дерзай, твори!» (чӑв. Чӑрсӑрлан, ту!) ача-пӑчапа ҫамрӑксен наци пултарулӑхӗн конкурсӗ иртӗ. Вӑл 8 ҫултан пуҫласа 20 ҫулчченхи ҫамрӑксене пӗрлештерӗ. Сцена ҫине халӑх юррин, наци вокалӗн тата хореографи ӑстисем тухӗҫ.

Ҫӗнӗ конкурс пултарулӑха кӑтартма ҫеҫ мар, ыттисенчен вӗренме те май парӗ тесе ӗнентереҫҫӗ конкурс йӗркелӳҫисем. Конкурсӑн тӗллевӗ — нумай нациллӗ ҫӗршывӑмӑр халӑхӗсен историйӗпе тата культурипе паллаштарасси, ачасемпе ҫамрӑксене аталанма, пӗр-пӗринпе хутшӑнма ҫӗнӗ майсем туса парасси.

Конкурса хутшӑнакансен заявкисене юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗччен

8 (9352) 51-56-83 телефон номерӗпе тата onknch@mail.ru электрон почтӑпа йышӑнӗҫ.

Гала-концерт юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 12 сехетре хулари Хусанкай урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра иртӗ.

 

Культура
litkarta.nbchr.ru тата hypar.ru сайтсенчен илнӗ сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса Т. Ташней хатӗрленӗ коллаж
litkarta.nbchr.ru тата hypar.ru сайтсенчен илнӗ сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса Т. Ташней хатӗрленӗ коллаж

Арсений Тарасов тата Николай Сидоров драматургсем чӑвашла пьеса ҫыракансен республикӑри конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.

Пултарулӑх ӑмӑртӑвне хутшӑнакансен ӗҫӗсене икӗ номинацире хакланӑ: «Аслисем валли ҫырнӑ чи лайӑх пьеса» тата «Ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнӑ чи лайӑх пьеса». Конкурса пурӗ 15 заявка тӑратнӑ.

Арсений Тарасовӑн «Хӗрлӗ кӗпеллӗ телей» пьеси «Аслисем валли ҫырнӑ чи лайӑх пьеса» номинацире ҫӗнтернӗ, Николай Сидоровӑн «Ҫунатлӑ ҫамрӑклӑх» пьеси — «Ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнӑ чи лайӑх пьеса» номинацире. Драматургсене 100-шер пин тенкӗ премипе хавхалантарӗҫ, ӗҫӗсене вара республикӑри патшалӑх театрӗсенче лартма сӗнӗҫ.

 

Вӗренӳ
Шупашкар хула администрацийӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Шупашкар хула администрацийӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти 11-мӗш ача пахчин психолог-вӗрентекенӗ Анна Данилова «Ҫулталӑк воспитателӗ — 2022» конкурса хутшӑнать.

Анна — ҫамрӑк воспитатель. Вӑл ача пахчинче ӗҫлеме пуҫланӑранпа кӑҫал 5 ҫул ҫеҫ.  Кӗске вӑхӑтрах вӑл хӑйӗн талпӑнулӑхӗпе, ӑсталӑхӗпе палӑрма пултарнӑ, ҫав енсене тӗрлӗ конкурсра кӑтартса панӑ. Кӑҫал, авӑ, «Ҫулталӑкри чи лайӑх психолог-педагог» ята тивӗҫнӗ те ҫӗршв шайӗнчи конкурса Ярославль хулине тухса кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/2845
 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче паллӑ ҫынсемпе тӑтӑшах тӗлпулусем ирттереҫҫӗ.

Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче библиотекӑна Николай Фомиряков фольклорист, краевед пырса ҫитнӗ. Вӑл чӑваш историйӗпе культурине аван пӗлет, чӑваш музыка инструменчӗсене ӑсталать.

Тӗлпулӑва ӑста «Чувашские народные музыкальные инструменты» (чӑв. Чӑваш халӑх музыка инструменчӗсем) ят панӑ.

Ӑстан килӗнче хальхи вӑхӑтра 20 ытла тӗрлӗ инструмент упранать. Ҫав шутра — варган, сӑрнай, маракас, фуяр, курай, ҫатӑрка тата ытти те. Вӗсене вӑл пултӑрантан, бамбукран, ӗне мӑйракинчен, йывӑҫран, хур тӗкӗнчен хатӗрленӗ.

 

Сумлӑ сӑмах Чӑвашлӑх

Н.Я. Бичуринӑн ҫырас пултарулӑхӗ чи малтан поэзире палӑрнӑ. 1795 ҫулта вӑл «Н. Пичуринский» хушма ятпа вырӑсла «Сон» («Тӗлӗк») тата авалхи грекла «Юрӑ» одӑсем хайлать, ҫавӑн пекех чӑвашла мухтав сӑвви те ҫырать. Вӗсене ҫамрӑк сӑвӑҫ хӑйӗн вӗрентекенне Амвросий епископа халалланӑ [1, с. 24‑28, 334]. Шел пулин те, тӗпчевҫӗ пурнӑҫне ҫырса кӑтартнӑ ӗҫсенче юлашки факт пирки темле сӑлтава пула пӗлтермен [2, с. 135].

Малтанхи чӑвашла одӑсене XVIII ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенчех хайланӑ пулнӑ. Хусан семинарийӗнче Кийӳ тӗн академийӗн традицийӗсене малалла тӑсни паллӑ. Ҫакна унта поэтикӑпа риторикӑна вӗрентнинчен те лайӑх курӑнать. Тан сыпӑклӑ, силлабикӑлла сӑвӑ ҫырас ӗҫе крешӗн шкулӗсенче те хӑнӑхтарнӑ.

Тан сыпӑклӑ сӑвӑ ҫырас традици Раҫҫейре Кийӳ академийӗнчен килсе анлӑн сарӑлнӑ терӗмӗр (ку ыйтупа тӗплӗнрех пӑхӑр: [4, с. 75‑80, 94‑110]. Вӑл сӑвӑ кӳлепи ҫутлӑх идейисене пула Польшӑра йӗркеленнӗ пулнӑ. Ҫав сӑввӑн йӗркисем нумай сыпӑклӑ, сӑмахӗсем эрешлӗ, йӗрке вӗҫӗсем састашлӑ. Сӑвӑҫсем вӗсене сыпӑксенчи сӑмах пусӑмӗсене шута илсе мар, сыпӑк хисепне тӗпе хурса (тан сыпӑклӑ сӑвӑ) хайланӑ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, [28], 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, ... 62
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем