Чӑваш Ен Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьев Питӗрти лайӑх клиникӑсенчен пӗринче сипленни паллӑ. Ҫакӑн пирки ТАСС информаци агентстви пӗлтернӗ.
Михаил Игнатьев Питӗр хулинчи Алмазов ячӗллӗ Наци медицина тӗпчев центрӗнче выртнӑ. Центрӑн тӗп врачӗн ҫумӗ Раиса Конашкова журналистсене пӗлтернӗ тӑрӑх, 2019 ҫулта Михаил Игнатьева темиҫе хутчен те тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче ӑна центра илсе пынӑ. Ун чухне вӑл хӑйне йывӑр туйнӑ.
«Анлӑ инфаркт хыҫҫӑн чӗре чирӗ аталанма пуҫланӑ. Шалти органсен ӗҫне те ҫавӑ витӗм кӳнӗ», — каласа кӑтартнӑ Конашкова ТАСС информаци агентствине.
Ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Михаил Игнатьева ӳпки икӗ енӗпе шыҫнӑран Питӗрти пульницӑна вырттарнӑ.
Чӑваш Енре тепӗр 3 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ҫапла майпа вилнисен йышӗ 21 ҫынна ҫитнӗ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 87 ҫулти пациент Шупашкарти Васкавлӑ медпулӑшу пульницинче сипленнӗ. 81 ҫулти тата 68 ҫулти хӗрарӑмсем Хулари клиника центрӗнче тата Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницинче выртнӑ. Виҫҫӗшӗн те вӑраха кайнӑ йывӑр чирсем пулнӑ.
Республикӑра 28 ҫын ӳпкене сывлаттармалли аппарат айӗнче выртать. Паянхи кун тӗлне 4259 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Юлашки талӑкра ку йыша 73 ҫын хушӑннӑ. Обсерватора 65 ҫынна вырнаҫтарнӑ.
Кӑшӑлвируспа чирлисем валли пирӗн республикӑра 103 койка ҫеҫ юлнӑ. Ку вӑл ҫав чир ернисем валли хатӗрленӗ мӗнпур (1613) койкӑн 6,4 проценчӗ пулать. Ку цифрӑна Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерстви ҫӗртмен 14-мӗшӗнче пӗлтернӗ.
Кӑшӑлвируса пула йышӑннӑ чарӑва тапхӑрӑн пӑрахӑҫлама инфекци сарӑлнин коэффициенчӗ пирӗн тӑрӑхра — 0,93 (пӗрремӗш тапхӑра куҫма вӑл 1-рен пысӑк пулмалла мар); пушӑ койкӑсен фончӗ — 16,9% (50 процентран ытларах кирлӗ); 100 пин ҫын пуҫне COVID-19 тӗрӗслевӗ — 131,6 (70-тен кая мар пулмалла).
Ҫапла вара пирӗн республика чарӑва пӑрахӑҫлассин пӗрремӗш тапхӑрӗ ҫине пульницӑсенче вырӑн ҫитменнишӗн куҫаймасть. Пӑхса хӑварнӑ 609 койкӑран 305-рен кая мар пушӑ кирлӗ.
Ҫав вӑхӑтрах республика ертӳҫи Олег Николаев Чӑваш Ен кӑшӑлвирус тӑрӑмне ҫӗнес ҫул ҫине тӑнине палӑртнӑ. Юлашки сакӑр кунта сывалакансен шучӗ чирлекенсенчен виҫ хут пысӑкрах пулнине пӗлтернӗ.
Ҫӗршывӑн ытти регионӗнче чарӑва пӑрахӑҫлассин тӗрлӗ тапхӑрӗ ҫине куҫма пуҫланӑ. Унчченхиллех куҫайманнисем – Чӑваш Енпе Мордва Республики.
Тухтӑра вӗренекенсем кӑшӑлвируслисене пулӑшаҫҫӗ. 13 ҫын практикӑна Шупашкарти Иккӗмӗш хула пульницине практикӑна кайнӑ. Тепӗр 13 ҫын Республикӑри инкексен медицинин центрӗнче телефонпа дежурствӑра лараҫҫӗ. 66 студент-медик ковид центрӗсенчи «хӗрлӗ зонӑсенче» аслӑ ҫулсенчи санитарсемпе медсестрасен вырӑнӗнче ӗҫлет.
Тӗнче тетелӗнчи «Шикленмен Чӑваш Ен» халӑх ушкӑнӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пулас врачсем, фельдшерсем тата медсестрасем ку утӑма хӑйсен кӑмӑлӗпе тунине ӗнентереҫҫӗ.
Кӑшӑлвируспа чирлӗ мӗнпур медиксем пекех вӗсем те президент тӳлевӗсене тивӗҫӗҫ.
Хулари иккӗмӗш пульницӑсӑр таиа Инкексен медицин центрӗсӗр пуҫӗе ҫамрӑксене Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗ, Хулари клиника центрӗ, Хулари 1-мӗш номерлӗ клиника пульници, Республикӑн ача-пӑча клиника пульници, Хулари ача-пӑчан инфекци пульници, Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульници, Республикӑн онкологи диспансерӗ, Республикӑн кардиологи диспансерӗ, Республикӑн офтальмологи пульници йышӑннӑ.
Чӑваш Енӗн шырав юхӑмӗ хӑйсен хастарне Евгений Шумилова пульницӑна вырттарас тесе Фейсбукра ӗнер пулӑшу ыйтса ҫырнӑ.
Арҫыннӑн ӳпки икӗ енӗпе шыҫнӑ. Вӑл пысӑк температурӑпа пӗр эрне нушаланнӑ, виҫ кун каялла тӑн ҫухатнӑ. Юнри сахӑр виҫи чакса кайнӑ. Участокри врач кӑшӑлвирусран тест тума ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫеҫ вырӑн пур тенӗ. Васкавлӑ пулӑшу чӗнсен тухтӑрсем 3 сехет ытла кӗттернӗ. Врач юн пусӑмне те виҫмен имӗш. Евгений Георгиевич вара юн пусӑмӗ пысӑккипе, диабет чирӗпе нушаланать иккен. 64 ҫулти арҫын пӗччен пурӑнать.
Евгений Шумилов ӗҫлекен «Советская Чувашия» хаҫат та ҫине тӑнӑ — усси пулман.
Паян вара чирлӗ ҫынна тинех пульницӑна вырттарнӑ. Вырӑн тупас, пульницӑна хурас тесе Шумиловӑн ҫывӑх ҫыннисем тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗнче ҫырнӑ, депутатсене пулӑшма ыйтнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 25 ҫулти ҫамрӑк пӗр кунхине амӑшне тата пӗрле пурӑнакан хӗрарӑма ҫӗҫӗпе чиксе пӗтернӗ, тӑван ашшӗне вӑл вӗлерессипе хӑратнӑ.
Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртни 2 сехетре пулса иртнӗ. Ӳсӗр ҫамрӑк 59 ҫулти амӑшне тата пӗрле пурӑнакан 31 ҫулти хӗрарӑма ҫӗҫӗпе чиксе пӗтернӗ. Ҫав вӑхӑтра лешсем ҫывӑрнӑ. Хӗрарӑмсене кил хуҫи, каччӑн ашшӗ, хӳтӗлеме тӑнӑ. Анчах ҫамрӑк ҫын ӑна вӗлерессипе хӑратнӑ.
Каччӑ тӗлӗшпе тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ: икӗ ҫынна вӗлерме тӑнӑшӑн, вӗлерессипе хӑратнӑшӑн. Пуҫиле ӗҫе тӗпченӗ май судпа медицина экспертизи ирттернӗ. Каччӑ хӑй мӗн хӑтланнине ӑнланман, халӗ те ӑнланмасть тесе пӗтӗмлетнӗ. Суд ӑна психитари пульницине ӑсатма йышӑннӑ.
Шупашкар район пульницинче тухтӑрсем ҫитмеҫҫӗ. Ҫакна унта кайса ҫӳрекенсем те аван сисеҫҫӗ пулӗ. Врачсем кирлине паян Врачсен пӗлӗвне ӳстерес енӗпе ӗҫлекен институт тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ.
Республикӑн тӗп хулипе юнашар вырнаҫнӑ Шупашкра район пульницинче участокри терапевтсем валли 3 вырӑн пур, оториноларинголог — 1, анестизиолог-реаниматолог — 2, эндоскопист — 1, ульрасасӑ диагностикин врачӗ — 1, кардиолог — 1, невролог — 1, инфекционист — 1.
Тухтӑрсен «Земство тухтӑрӗ» программӑпа та ӗҫе вырнаҫма май пур пӗлтернӗ.
Пирӗн республикӑра вертолет лапамӗсем тӑвӗҫ тата вертолетсем туянӗҫ. 2024 ҫул тӗлне Чӑваш Енри 30-тан кая мар пациента пульницӑна вертолетпа илсе ҫитерӗҫ. Вертолет туянма федераци хыснинчен 30 миллион тенкӗ уйӑрнӑ ӗнтӗ.
Чӑваш Ене 5 медицина округне пайланӑ. Ҫурҫӗр медицина округӗнче — III шайри суран центрӗсем; Анӑҫ, Тӗп, Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ тата Кӑнтӑр-Хӗвелтухӑҫ округӗсенче – II шайри суран центрӗсем. Кашни округра вертолет лапамӗсем пулӗҫ.
Чӑваш Ен Мари Элпа юнашар. Ҫавна май унти пациентсен пӗр пайне Шупашкара илсе килес шухӑшлӑ. Ҫакӑ вертолетпа усӑ курнин тата ӑна тытса тӑнин тӑкакне чакарма май парӗ.
Авиамедицина бригадисем валли сертификатлӑ 8 специалист пур, пурӗ 12 ҫынна вӗрентсе кӑларнӑ. 20-е яхӑн ҫынна авиамедицина енӗпе ятарлӑ пӗлӳ парӗҫ.
ЧР Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьев Питӗрти пульницӑра выртни пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: ун чухне унӑн ӳпки шыҫни, кӑшӑлвирус пулма пултарни пирки пӗлтернӗччӗ.
Хыпарсен федераци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑшӑлвирус анализне хальлехе кӗтеҫҫӗ, вӑл паллӑ мар-ха. Михаил Игнатьев Питӗрти Алмазов центрне ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче лекнӗ. Кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, экс-Элтепер чӗрепе чирленӗ, халӗ вара йывӑртарах-мӗн. «Сывлӑхӗ йывӑр, ӳт температури – 37,5. Кӑшӑлвирус пирки хальлӗхе паллӑ мар», - ҫырнӑ агентство.
Пандемие пула медцентр карантинра, ҫавна май чирлисем патне тӑванӗсене кӗртмеҫҫӗ, апат-ҫимӗҫ илсе юлмаҫҫӗ, пульницӑри апата ҫеҫ ҫитереҫҫӗ. Агентство пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Игнатьева нимӗн те кирлӗ мар.
Чӑваш Ен прокуратури Шупашкар хулинчи стоматологи поликлиникинче тӗрӗслев ирттернӗ. Вӑл учреждени ЧР Сывлӑх сыхлав министерствин шутланать.
Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче 3-мӗш поликлиникӑра ӗслекен 35 ҫын шалусӑр отпускра пулнӑ. Канас тесе вӗсем хӑйсем заявлени ҫырнӑ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче ҫав ҫынсем поликлиника администрацийӗ ыйтнипе заявлени шӑрҫалани ҫиеле тухнӑ. Анчах пуҫлӑхсем хистени ҫирӗпленмен. Ӗҫрен кайма заявлени ҫырнӑ тӑватӑ ҫынна шалӑва вӑхӑтра тӳлесе татманни те палӑрнӑ.
Палӑртнӑ кӑлтӑкшӑн хулари поликлиникӑн тӗп врачне тата медицина учрежденийӗнче тӗрлӗ должность йышӑнакан тепӗр ик ҫынна явап тыттарнӑ.
Чӑваш Ен прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, административлӑ отпускра пулнисем халӗ ӗҫе тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |