ЮПА | 07 |
Пирӗн республикӑра «Система 112» ҫӗнӗ проект тӗрӗслесе пӑхма йышӑннӑ. Унӑн тӗп тӗллевӗ — васкавлӑ пулӑшу службисене пӗр телефон номерӗпе чӗнсе илмелле тӑвасси. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Олег Макаров тата «Ростелеком» пӗрлешӳ вице-президенчӗ Дмитрий Проскура килӗшӗве алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Тӗрӗссипе вара ҫӗнӗлӗхе пирӗн тӑрӑхра унчченех пурнӑҫа кӗртме пуҫланӑ. Вӑл инкек мӗн сиксе тухсан ҫынсене хӑвӑртарах пулӑшу чӗнсе илме май парать. Ҫавах та хальлӗхе ку системӑна тӗрӗслесе пӑхмалли проект кӑна-ха. Пӗтӗмлетӳ туса проект тухӑҫлӑ ӗҫлеме пултарнине палӑртсан унпа пирӗн Чӑваш Енре туллин усӑ курма пуҫлӗҫ.
Ҫӗрпӳ районӗнче хӑрушӑ аварине лекнӗ ҫемьесене укҫа парса пулӑшӗҫ. Министрсен кабинечӗ резерв фондӗнчен 45 пин тенкӗ уйӑрса пама йышӑннӑ. Асаилтеретӗп, М-7 Мускав–Ӗпхӳ ҫул ҫинче Фольсксваген микроавтобуспа пысӑк тиевлӗ машина пырса ҫапӑннине пула 9 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӗсене пытарас ӗҫ-пуҫа йӗркелеме Ҫӗрпӳ район администрацийӗ те пулӑшнӑ. Тавӑшкасси ялӗнчи Муткин ҫемйине муниципаллӑ бюджетран укҫа уйӑрса панӑ — инкекре вӗсем 5 ҫын ҫухатнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Стихван Шавли, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мӗтри Кипек, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |